Иегова Свидетелӗсем ҫулсерен ирттерекен конгрессем
Иегова Свидетелӗсем кашни ҫул виҫӗ кунлӑ конгрессенче пуҫтарӑнаҫҫӗ. Пирӗн конгрессен программине Библи мӗне вӗрентнине ӑнлантарса паракан докладсемпе видеосем кӗреҫҫӗ. Интервьюсемпе инсценировкӑсем Библири принципсемпе усӑ курма вӗрентеҫҫӗ. Килес текенсем пурте конгреса килме пултараҫҫӗ. Унта укҫа пуҫтармаҫҫӗ.