Иисус Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗ
Ҫулталӑкра пӗрре эпир пӗтӗм тӗнчипе тӗрлӗ вырӑнта Христосӑн вилӗмне аса илме пуҫтарӑнатпӑр. Эпир ҫакна паллӑ тӑватпӑр, мӗншӗн тесен Христос хӑй хыҫҫӑн пыракансене ҫапла тума хушса хӑварнӑ: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19).