ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ
Манӑн ҫи-пуҫ мӗнлерех?
Мӗншӗн санӑн хӑв мӗн тӑхӑнса ҫӳренине тӗрӗслесе тӑмалла? Мӗншӗн тесен санӑн тумтир сан ҫинчен нумай мӗн каласа пама пултарать. Санӑн тумтир сан ҫинчен мӗн калать?
Модӑпа ҫыхӑннӑ виҫӗ пысӑк йӑнӑш тата вӗсенчен мӗнле сыхланма пулать?
1-мӗш йӑнӑш. Мӗнле ҫи-пуҫпа ҫӳресси пирки рекламӑна хамӑр ҫине витӗм кӳме ирӗк паратпӑр.
Териза ятлӑ пӗр хӗр ҫапла калать: «Хӑш-пӗр чухне мана модӑри хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсем интереслентереҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пирки пур ҫӗрте те реклама тӑваҫҫӗ. Ҫынсем ҫавӑн пек япаласене тӑхӑнса ҫӳренине пӗрмай курса тӑратӑн пулсан, ҫакна хирӗҫ тӑма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать».
Реклама хӗрсем ҫине кӑна мар витӗм кӳрет. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Яшсем ҫине те мода витӗм кӳрет. Вӗсен те ҫамрӑксем ҫине витӗм кӳрес тесе тунӑ рекламӑна курма тивет» (The Everything Guide to Raising Adolescent Boys).
Урӑхла май. Библире ҫапла каланӑ: «Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать» (Ытарӑшсем 14:15). Ҫак принципа шута илсе рекламӑра мӗн курни ҫинчен тӗплӗн шутласа пӑх. Сӑмахран, пӗр-пӗр тумтир пирки «чӑрсӑр», «илӗртӳллӗ» е «астаракан» теҫҫӗ пулсан, хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пар:
«Эпӗ ҫак тумтира тӑхӑнса ҫӳреме пуҫласан, ҫакӑ кама усӑ парӗ?
Эпӗ мӗнле пурӑнни ыттисене мӗн ҫинчен калӗ?
Ҫакӑ ман ҫинчен тата эпӗ мӗне хаклани ҫинчен тӗрӗссине кӑтартса парӗ-и?»
Канаш. Пӗр эрне хушши тумтир пирки мӗнле рекламӑсем тунине тата мода хӑш еннелле туртӑннине сӑнаса пӑх. Вӗсем хамӑра мӗнле тытма тата мӗнле пурӑнма хистеҫҫӗ? Вӗсем ҫавӑн пек модӑна тытса тӑмалла тесе ӳкӗтлемеҫҫӗ-и? Карен ятлӑ хӗр ҫапла калать: «Мода шутсӑр хитре, пӗр кӑлтӑксӑр тумланма тата пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткеллӗ пулма питӗ вӑйлӑ хистет. Реклама тӑвакансем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: ҫамрӑксене ҫӑмӑллӑнах ӑна е кӑна тутарма пулать».
2-мӗш йӑнӑш. Ыттисене килӗшес тесе модӑна тытса тӑратпӑр.
Маньюэл ятлӑ ҫамрӑк ҫапла калать: «Пӗр-пӗр тумтир модӑра пулсан, пурте ҫавӑн пек тӑхӑнса ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Эсӗ модӑна тытса тӑмастӑн пулсан, сан ҫине тиркесе пӑхаҫҫӗ». Анна ятлӑ хӗр ҫакӑнпа килӗшет. Вӑл калать: «Кунта модӑран ытларах ыттисене килӗшесшӗн ҫунни курӑнса тӑрать».
Урӑхла май. Библире ҫапла каланӑ: «Ҫак тӗнчене хӑвӑр ҫине тек витӗм кӳме ан парӑр» (Рим 12:2). Ҫак принципа шута илсе хӑв тӑхӑнса ҫӳрекен тумтир пирки хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пар:
«Мӗншӗн эпӗ ҫавӑн пек тумтир тӑхӑнса ҫӳреме шут тытрӑм?
Эпӗ паллӑ фирмӑсен тумтирӗсене тӑхӑнса ҫӳреме тӑрӑшатӑп-и?
Эпӗ хамӑн тумтирпе ыттисене тӗлӗнтересшӗн-и?»
Канаш. Икӗ май ҫеҫ пур тесе ан шутла: модӑра пулас май (ҫакӑ хӑвна ыттисем йышӑннине пӗлтерет) тата модӑран тӑрса юлас май (ҫакӑ хӑвна ыттисем сирсе янине пӗлтерет). Ун вырӑнне виҫҫӗмӗш мая пӑхса тух: хамӑра канлӗ те лӑпкӑ туйма пулӑшакан тумтир. Мӗн чухлӗ эсӗ хӑвна лӑпкӑрах туятӑн, ҫавӑн чухлӗ сахалрах эсӗ хӑвӑн тумтирӳ ыттисене килӗшӗ-и, килӗшмӗ-и тесе пӑшӑрханӑн.
3-мӗш йӑнӑш. Мӗн чухлӗ илӗртӳллӗрех, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах тесе шутлатпӑр.
Дженнифер ятлӑ хӗр ҫапла калать: «Тӗрӗссипе каласан, хӑш-пӗр чухне питӗ кӗске, ҫӑтӑ тата ытла уҫӑмлӑ тумтир тӑхӑнас килсе каять».
Урӑхла май. Библире ҫапла каланӑ: «Эсир... хӳхӗм тумланса тулашӗнчен ҫеҫ илемлӗ пулма ан тӑрӑшӑр... чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан пӗтес ҫук илемпе илемленӗр» (1 Петр 3:3, 4). Ҫак канаша шута илсе ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх: саншӑн мӗн хаклӑрах — ҫын тулӑшӗнчен хитре пулни-и е шалтан хитре пулни-и?
Канаш. Модӑран тухман капӑр вӑл — сӑпайлӑх. Тӗрӗссипе каласан, халӗ ҫак лайӑх ен хисепре мар. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха:
Санӑн хӑҫан та пулин хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ калаҫакан тата хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакан ҫынпа тӗл пулма тивнӗ-и? Шел пулин те, ҫавӑн пек ҫын ыттисене хӑйӗнчен сивӗтнине ӑнланмасть те.
Пирӗн тумтир сӑпайлӑ мар пулсан, эпир ҫавнашкал ҫынсем пек пулса тӑратпӑр. Ҫавӑн евӗрлӗ тумтир: «Пӑхӑр-ха ман ҫине!» — тесе кӑшкӑрать пек. Ҫакӑн ҫине пӑхсан, ҫав ҫын е хӑйне шансах каймасть пек туйӑнать, е хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутлать пек туйӑнать — е унра ҫавсенчен иккӗшӗ те пур. Вӑл хӑйӗн ҫине питӗ пӑхтарасшӑн пек.
Ыттисене хӑвӑн пирки тӗрӗс мар шухӑшлама май ан пар. Ҫакна асра тыт: чи лайӑх тумтир вӑл — сӑпайлӑх. «Сӑпайлӑ пуласси вӑл хамӑн асанне пек тӑхӑнса ҫӳресси мар,— тесе калать Моника ятлӑ хӗр.— Ҫакӑ вӑл хама та, ыттисене те хисепленине пӗлтерет».