БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ
Псалом 36:4. «Ҫӳлхуҫапа лӑплан»
«Иегова саншӑн чи пысӑк савӑнӑҫ пултӑр, вара вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне пурнӑҫлӗ» (Псалом 37:4, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).
«Ҫӳлхуҫапа лӑплан, Вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне ҫитерӗ» (Псалом 36:4, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).
Псалом 36:4-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
Псалом юрлакан ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑпа туслӑ пулни савӑнӑҫ кӳрет. Туррӑн ҫывӑх тусӗсем ҫакна шанма пултараҫҫӗ: хӑйсен чӗринчи ӗмӗчӗсем Туррӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ пулсан, Иегова a вӗсене пурнӑҫлӗ.
«Иегова саншӑн чи пысӑк савӑнӑҫ пултӑр». Ҫак сӑмахсене «Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнинче савӑнӑҫ туп» е «Иегова сӑмах пани сана савӑнӑҫ парса тӑтӑр» тесе те куҫарма пулать. Кӗскен каласан, чӑн Турра пуҫҫапни пире савӑнӑҫ кӳрет. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?
Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пур япала ҫине те Турӑ пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Ҫакна тума вӗсене Библи тӗпчени пулӑшать. Вӗсем Турра пӗлеҫҫӗ кӑна мар, ӑслӑ-тӑнлӑ пулса ӑна пур енчен те итлеҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсен совеҫӗ таса тата ҫакӑ вӗсене нумай йывӑрлӑха кӗрсе ӳкесрен сыхлать (Ытарӑшсем 3:5, 6). Тӗслӗхрен, ҫӑткӑн тата ултавҫӑ ҫынсен ӗҫӗсем ӑнса пынине курсан вӗсем тарӑхмаҫҫӗ тата ӑмсанмаҫҫӗ (Псалом 36:1, 7—9). Туррӑн ӗҫлекенӗсем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫакна пӗлеҫҫӗ: Турӑ кӗҫех пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха пӗтерӗ тата хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пиллӗ (Псалом 36:34). Ҫавӑн пекех ҫӳлти Атте хӑйсене ырланине пӗлни вӗсене нумай савӑнӑҫ кӳрет (Псалом 5:13; Ытарӑшсем 27:11).
«Вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне пурнӑҫлӗ». Ҫак сӑмахсене «вӑл санӑн кӗлӗсем ҫине хуравлӗ» е «эсӗ мӗн ҫинчен питӗ ӗмӗтленетӗн, ҫавна вӑл сана парӗ» тесе куҫарма та пулать. Паллах, ҫакӑ эпир кирек мӗн ыйтсан та, Иегова ҫавна паратех тенине пӗлтермест. Иегова — лайӑх Атте, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ачисене мӗн кирлӗрех пулнине пӗлет. Унсӑр пуҫне, эпир мӗн ыйтни тата хамӑра мӗнле тытни Иеговӑн нормисемпе тата унӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑмалла (Ытарӑшсем 28:9; Иаков 4:3; 1 Иоанн 5:14). Вара эпир Иегова пирӗн кӗлӗсене илтни пирки иккӗленмӗпӗр (Псалом 64:3; Матфей 21:22).
Псалом 36:4-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ
36-мӗш Псалома Давид, авалхи Израилӗн патши, ҫырнӑ. Ҫак псалома алфавит акростихӗпе b ҫырнӑ.
Давид час-часах тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ. Унӑн тӑшманӗсем, ҫав шутрах Саул патша та, пӗрре анчах мар ӑна вӗлересшӗн пулнӑ (2 Патшасен 22:1). Анчах та Давид яланах Иегова ҫине шаннӑ. Давид ҫакна пӗлнӗ: Иегова хӑй вӑхӑтӗнче усал тӑвакансене явап тыттарӗ (Псалом 36:10, 11). Ҫакӑн пек ҫынсем ӑнӑҫлӑ пек курӑнаҫҫӗ пулин те, ҫав-ҫавах вӗсем пӗтеҫҫӗ (Псалом 36:2, 20, 35, 36).
36-мӗш Псалом Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнакан ҫынсен пуласлӑхне Туррӑн нормисене ним вырӑнне те хуман ҫынсен пуласлӑхӗпе танлаштарать (Псалом 36:16, 17, 21, 22, 27, 28). Ҫак псалом пире ӑслӑ-тӑнлӑ тата Турӑ ырлакан ҫынсем пулма пулӑшать.
Псаломсен кӗнекипе паллаштаракан ҫак кӗске видеона пӑхӑр.
a Еврей чӗлхинче Туррӑн ячӗ יהוה (ЙХВХ е ИГВГ) тӑватӑ саспаллирен тӑрать. Туррӑн ятне чӑвашла «Иегова» тесе куҫарнӑ. Мӗншӗн Библи куҫарӑвӗсенче нумайӑшӗнче Туррӑн ячӗ вырӑнне «Ҫӳлхуҫа» титулпа усӑ кураҫҫӗ? Ҫакӑн ҫинчен «Кам вӑл Иегова?» статьяран пӗлӗр.
b Алфавит акростихӗнче пӗрремӗш сӑвӑ йӗрки (е пӗрремӗш строфари сӑвӑ йӗркисем) еврей алфавитӗнчи пӗрремӗш саспаллипе пуҫланать, тепӗр сӑвӑ йӗрки (е тепӗр строфари сӑвӑ йӗркисем) — иккӗмӗш саспаллипе пуҫланать. Ытти сӑвӑ йӗркисем те алфавит йӗркинчи саспаллисемпе пуҫланаҫҫӗ. Ҫакӑн пек туни текста астуса юлма пулӑшнӑ пулас.