Ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ
(Псалом 15:11)
Уҫласа илӗр:
1. Ҫӗрле тӳпе йӑлтӑртатать
Пин-пин ҫӑлтӑрпа.
Ирпе хӗвел шевле сапать,
Илем таврара.
Ҫакна эс тунӑ юратса.
Аллун мӗнпур ӗҫне курса
Чӗре хӗпӗртет.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Эс хитре тӗнче пултарнӑ,
Ҫӑлӑнмашкӑн шанчӑк панӑ,
Ҫӗр ҫинче кӗҫ тӑвӑн рай.
Эс юратнӑшӑн чӗремӗр
Пархатарлӑ пулӗ ӗмӗр.
Пирӗн савӑнӑҫ — санран;
Пӗтмест вӑл нихӑҫан.
2. Иегова, эсӗ мӗн туни
Чуна тыткӑнлать.
Мӗн курнипе, мӗн илтнипе
Чӗре савӑнать.
Ӑша эс хывнӑ ӗмӗрлӗх.
Санран ҫеҫ пурнӑҫ, чӗрӗлӗх.
Санран чӑн телей.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Эс хитре тӗнче пултарнӑ,
Ҫӑлӑнмашкӑн шанчӑк панӑ,
Ҫӗр ҫинче кӗҫ тӑвӑн рай.
Эс юратнӑшӑн чӗремӗр
Пархатарлӑ пулӗ ӗмӗр.
Пирӗн савӑнӑҫ — санран;
Пӗтмест вӑл нихӑҫан.
КАҪӐ
Сан Ывӑлу ҫынсемшӗн
Панӑ хӑй пурнӑҫне.
Ҫак хаклӑ парнене пула
Телей иксӗлмест ӗмӗрне.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Эс хитре тӗнче пултарнӑ,
Ҫӑлӑнмашкӑн шанчӑк панӑ,
Ҫӗр ҫинче кӗҫ тӑвӑн рай.
Эс юратнӑшӑн чӗремӗр
Пархатарлӑ пулӗ ӗмӗр.
Пирӗн савӑнӑҫ — санран;
Пӗтмест вӑл нихӑҫан.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Эс хитре тӗнче пултарнӑ,
Ҫӑлӑнмашкӑн шанчӑк панӑ,
Ҫӗр ҫинче кӗҫ тӑвӑн рай.
Эс юратнӑшӑн чӗремӗр
Пархатарлӑ пулӗ ӗмӗр.
Пирӗн савӑнӑҫ — санран;
Пӗтмест вӑл нихӑҫан.
(Ҫавӑн пекех Пс. 36:4; 1 Кор. 15:28 пӑхӑр.)