Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

71-МӖШ ЮРӐ

Эпир — Иеговӑн ҫарӗ!

Эпир — Иеговӑн ҫарӗ!

(Эфес 6:11—14)

  1. 1. Эпӗр Иеговӑн ҫарӗ —

    Турӑ пирӗнпе.

    Тем пек Шуйттан урсан та,

    Вӑл чараймӗ пире.

    Малалла та шанчӑклӑн

    Сарӑпӑр хыпар.

    Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп,

    Пулӑпӑр хастар.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗр Иеговӑн ҫарӗ,

    Ывӑлӗ — ҫарпуҫ.

    Уҫҫӑн пӗлтеретпӗр:

    «Патшара — Иисус!»

  2. 2. Пурте пӗрле ӗҫлетпӗр

    Туррӑн ӗҫӗнче.

    Кам хуйхӑпа аптранӑ,

    Шырӑпӑр ҫавсене.

    Вӗсене пӗлтерӗпӗр

    Чӑнлӑх сӑмахне,

    Чӗнӗпӗр хавассӑн

    Тӗлпулусене.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗр Иеговӑн ҫарӗ,

    Ывӑлӗ — ҫарпуҫ.

    Уҫҫӑн пӗлтеретпӗр:

    «Патшара — Иисус!»

  3. 3. Эпӗр Иеговӑн ҫарӗ,

    Хатӗр кулленех.

    Хамӑр алра тытатпӑр

    Туррӑн ҫар хатӗрне.

    Айӑпсӑр юлас тесен

    Сыхӑ пулмалла,

    Чӑнлӑх майлӑ пирӗн

    Ҫирӗп тӑмалла.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗр Иеговӑн ҫарӗ,

    Ывӑлӗ — ҫарпуҫ.

    Уҫҫӑн пӗлтеретпӗр:

    «Патшара — Иисус!»

(Ҫавӑн пекех Флп. 1:7; Флм. 2 пӑхӑр.)