46-МӖШ ЮРӐ
Иегова, сана тав тӑватпӑр
-
1. Иегова, эс янӑшӑн хӑв ҫуттуна
Чунтан тав тӑватпӑр эпир сана.
Тавах ирӗк панӑшӑн кӗлӗ тума
Тата хӑвӑнпа ҫывӑхрах пулма.
-
2. Пире хӑтарма пӗртен-пӗр Ывӑлна
Эс янӑшӑн, Туррӑмӑр, тав сана.
Тавах уҫса панӑшӑн хӑв ирӗкне,
Тӑвасшӑн ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех.
-
3. Эс ху ятупа ыр хыпар калама
Чыс тунӑшӑн, Туррӑмӑр, тав сана.
Тавах, вӗт кӗҫех хуйхӑ-суйхӑ пӗтет,
Патшалӑх вара мир илсе килет.
(Ҫавӑн пекех Пс. 49:14; 94:2; 146:7; Кол. 3:15 пӑхӑр.)