Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ ЮРӐ

Мухтавлар Иеговӑна, хамӑр Турра!

Мухтавлар Иеговӑна, хамӑр Турра!

(Псалом 144:11, 12)

  1. 1. Мухтавлар Иеговӑна!

    Пурте пӗлччӗр унӑн ятне!

    Пур ҫынна асӑрхаттарар,

    Туррӑн аслӑ кунӗ ҫывӑх-ҫке!

    «Ман Ывӑлӑн патшана лармалли

    Вӑхӑт ҫитнӗ»,— тет Ҫӳлхуҫа.

    Пулас пиллӗхсем ҫинчен каласа

    Пӗлтерер мӗнпур халӑха.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Мухтавлар Иеговӑна!

    Пӗлтерер ун чаплӑхӗ ҫинчен!

  2. 2. Чӑн Турра мухтаса юрлар!

    Юрӑра чыслар ун ятне!

    Чӗререн тав тӑвар ӑна.

    Пурте курччӑр унӑн мухтавне.

    Аттемӗр хӑватлӑ, аслӑ, ҫапах

    Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурать:

    Чунтан юратса пире хӗрхенет,

    Кӗлтусассӑн вӑл хуравлать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Мухтавлар Иеговӑна!

    Пӗлтерер ун чаплӑхӗ ҫинчен!

(Ҫавӑн пекех Пс. 88:28; 104:1; Иер. 33:11 пӑхӑр.)