48-мӗш юрӑ
Кашни кун Иеговӑпа ҫӳретпӗр
(Михей 6:8)
1. Сӑпайлӑ пулса кашни кун
Юратнӑ Аттепе ҫӳретпӗр.
Тӳрӗлӗх шыракансемшӗн
Турӑ питӗ ырӑ кӑмӑллӑ.
Турӑ юратса сӗнет халь
Хӑйӗнпе туслӑ пулма.
Ҫавӑнпа халалларӑмӑр
Эпир хамӑра чӑн Турра.
2. Пит ҫывӑх Иеговӑн сучӗ,
Ҫак усал тӗнче тӗп пулӗ кӗҫ.
Тӑшмансем те нумай питӗ —
Хӑраса ӳкме те пулать-ҫке.
Вӗт парать Иегова хӳтлӗх,
Унпа ҫумӑн тӑрасшӑн,
Уншӑн ӗмӗрех ӗҫлесшӗн,
Вӗҫертер мар ун аллине.
3. Турӑ пулӑшать хавассӑн
Библипе хӑй сывлӑшӗ урлӑ.
Пулӑшать пуху урлӑ вӑл,
Пирӗн кӗлле те итлет тимлӗ.
Турӑпа пӗрле ҫӳресен,
Ырӑ ӗҫсем тӑвӑпӑр,
Тӳррине туса сӑпайлӑн
Турӑ умӗнче ҫӳрӗпӗр.
(Ҫаксене те пӑх: Пулт. 5:24; 6:9; 1 Патш. 2:3, 4.)