Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр


Библи вӗренмелли ҫак уроксенчен усӑ илес тесе мӗн тума пулать?

Библи вӗренмелли ҫак уроксенчен усӑ илес тесе мӗн тума пулать?

Учительпе вӗренӗр: сире ҫак брошюрӑна панӑ ҫынна хӑвӑрпа Библи вӗренме ыйтӑр е пирӗн jw.org сайтра заявка ҫырӑр.

ПӖРРЕМӖШ ПАЙӖ

Кашни абзаца, хулӑн шрифтпа ҫырнӑ ыйтусене (А) тата урокри тӗп шухӑшсене уҫса паракан Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене (Ӑ) вуласа тухӑр. Асӑрхӑр-ха: хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем пирки «вулӑр» тенӗ.

ИККӖМӖШ ПАЙӖ

«Нумайрах пӗлӗр» пайӗнчи малтанхи сӑмахсем (Б) малалла мӗн пӑхса тухассине ӑнлантарса параҫҫӗ. Подзаголовоксем (В) урокри тӗп шухӑшсене палӑртаҫҫӗ. Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене вуласа тухӑр, ыйтусем ҫине хуравлӑр тата видеосем (Г) пӑхӑр.

Ӳкерчӗксене тата вӗсене мӗнле ӑнлантарса панине (Д) пӑхӑр, ҫавӑн пекех «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ» (Е) текен пайӗнчи сӑмахсем ҫине мӗнле хуравламалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

ВИҪҪӖМӖШ ПАЙӖ

Уроксем «Тӗп шухӑш» тата «Вӗреннине аса илни» текен пайсемпе (Ӗ) вӗҫленеҫҫӗ. Урока вӗренсе пӗтерсен дата лартӑр. «Тӗллев» (Ж) текен пайӗнче сире пӗр-пӗр ӗҫе тума ыйтаҫҫӗ. «Тӗпчемелли» (З) пайӗнче эсир хушма материал вулама е пӑхма пултаратӑр.

Библире кирлӗ сӑвӑ йӗркине мӗнле тупма пулать?

Библире сӑвӑ йӗркине тупас тесе Библири кӗнекен ятне (А), сыпӑкне (Ӑ) тата сӑвӑ йӗркине (е сӑвӑ йӗркисене) (Б) пӑхӑр. Сӑмахран, Иоанн 17:3 тени Иоанн кӗнекинчи 17-мӗш сыпӑкри 3-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхмалла тенине пӗлтерет.