Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ ЫЙТУ

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать?

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Библире каланӑ тӑрӑх, «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ» (2 Тимофей 3:16). Ку ҫапла пулсан, Библи сана пурнӑҫра тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑшма пултарать.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Давид хӑй нихӑҫан та пулман вырӑнта машинпа пырать. Урамсен ячӗсем тата ытти паллӑсем кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл халӗ хӑй пулмалли ҫӗрте мар иккен. Давид ҫӗтсе кайнине ӑнланса илет. Тахӑш вырӑнта вӑл ҫултан пӑрӑнса кайнӑ пулмалла.

Эсӗ Давид вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Санӑн темиҫе май пур:

  1. А. Камран та пулин ӑҫталла каймаллине ыйтатӑн.

  2. Ӑ. Карттӑ е навигатор ҫине пӑхатӑн.

  3. Б. Ҫул хӑйне хӑех тупӑнасса шанса малалла каятӑн.

Паллах ӗнтӗ, Б май чи япӑххи.

Ӑ май пӗрремӗшӗнчен лайӑхрах. Карттӑпа навигатор сана ҫул тӑршшӗпех тӗрӗс маршрута курма пулӑшӗҫ.

Библи те сана ҫавнашкал пулӑшма пултарать.

Ҫак чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке сана...

  • пурнӑҫри йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшӗ,

  • хӑв мӗнле ҫын пулнине ӑнланма тата сана лайӑхланса пыма пулӑшӗ,

  • телейлӗ те канӑҫлӑ пурнӑҫпа мӗнле пурӑнмаллине кӑтартӗ.

ЧИ КИРЛӖ ЫЙТУСЕН ХУРАВӖСЕМ

Калаҫма вӗреннӗ-вӗренменех эпир ыйтусем пама пуҫлатпӑр.

  • Мӗншӗн тӳпе кӑвак тӗслӗ?

  • Ҫӑлтӑрсене мӗнрен тунӑ?

Каярахпа эпир хамӑр тавра пулса пыракан япаласем ҫинчен ыйтусем пама пуҫлатпӑр.

Тен, ҫак ыйтусем ҫине Библире ӗлӗкех хурав панӑ.

Ҫынсенчен нумайӑшӗ Библи вӑл юмах-халап кӗнеки, хальхи пурнӑҫра усӑ памасть е ӑна ӑнланма питӗ йывӑр теҫҫӗ. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла-ши е ҫынсем хӑйсем Библи пирки тӗрӗс мар шутлаҫҫӗ?

Сӑмахран, Библире ҫак тӗнчене Турӑ тытса тӑрать тесе ҫырнӑ теҫҫӗ ҫынсем. Анчах та ҫакӑ тӗрӗс-ши? Ҫак тӗнчере йӗркесӗрлӗх хуҫаланать: унта хӗн-асап, чир-чӗр, вилӗм, чухӑнлӑх тата ҫутҫанталӑк инкекӗсем. Ҫаксене чӑнах та юратакан Турӑ ярса тӑрать-и?

Санӑн ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлес килет-и? Ҫак тӗнчене кам тытса тӑни пирки Библире мӗн калани сана, тен, тӗлӗнтерӗ!

Ҫак брошюрӑри канашсене Библирен илнине эсӗ асӑрхарӑн пулӗ. Иегова Свидетелӗсем Библи вӑл пурнӑҫра тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑшакан кӗнеке тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ тата «вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет» (2 Тимофей 3:16). Эсӗ ҫак авалхи, ҫав вӑхӑтрах халӗ те усӑ паракан кӗнекене тӗпчеме шут тытсан, ҫавӑншӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗн!