Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВУНТӐВАТТӐМӖШ СЫПӐК

Вӑл ыттисене хӗрхенме вӗреннӗ

Вӑл ыттисене хӗрхенме вӗреннӗ

1. Ионӑн мӗнле ҫула тухмалла пулнӑ тата ҫакӑ унра мӗнле туйӑмсем ҫуратнӑ?

ИОНА тарӑн шухӑша путнӑ пулӗ. Унӑн 800 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула тухмалла-ҫке, ӑна утса тухма вара пӗр уйӑх е ытларах та кирлӗ. Пророкӑн хӑш ҫулӗпе каймалла-ши: кӗскереххипе-ши е ҫӳреме хӑрушӑ маррипе-ши? Кирек хӑшне суйласа илсен те, унӑн тусемпе тата айлӑмсемпе каймалла. Ионӑн тавраран, питӗ пысӑк Сири пушхирӗ айккипе утмалла тата юханшывсем урлӑ, ҫав шутра аслӑ Ефрат юханшывӗ урлӑ та, каҫмалла пулнӑ. Унӑн Сирири, Месопотамири тата Ассирири хуласемпе ялсенче ют халӑх ҫыннисем патӗнче ҫӗр каҫма тивнӗ. Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, тискерлӗхпе палӑрнӑ Ниневи хули патне ҫывхарнӑҫемӗн пророк хытӑрах хӑрама пуҫланӑ.

2. Иегова хушнӑ ӗҫрен пӑрӑнма ҫуккине Иона мӗнле ӑнланса илнӗ?

2 Анчах каялла кайма та, тарма та май ҫуккине Иона лайӑх пӗлнӗ. Вӑл ҫапла тума хӑтланса пӑхнӑ ӗнтӗ. Умӗнхи сыпӑкран эпир Иегова Ионӑна тӳсӗмлӗн вӗрентни ҫинчен пӗлтӗмӗр: вӑл тинӗсре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӑларнӑ тата пысӑк пулӑпа усӑ курса ӑна вилӗмрен тӗлӗнмелле майпа хӑтарнӑ. Виҫӗ кун иртсен пулӑ Ионӑна ҫыран хӗррине кӑларса пӑрахнӑ, вӑл тӗрӗс-тӗкелех пулнӑ. Хӑйпе мӗн пулса иртни Ионӑна вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, вӑл Турра ытларах хисеплеме тата итлеме пуҫланӑ (Иона, 1-мӗшпе 2-мӗш сыпӑксем).

3. Иегова хӑйне Ионӑпа мӗнле тытнӑ тата мӗнле ыйту сиксе тухать?

3 Иегова Ионӑна каллех Ниневие кайма хушсан, пророк ӑна итлесе хӗвелтухӑҫнелле вӑрӑм ҫула тухнӑ. (Иона 3:1—3 вулӑр.) Анчах та Турӑ ӑса кӗртнӗ хыҫҫӑн Иона хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарнӑ-и? Хӗрхеннӗрен Иегова пророка тӑвӑллӑ тинӗсре путса вилесрен хӑтарнӑ, итлеменшӗн ӑна хаса паман тата хушнӑ ӗҫе тума тепӗр хут май панӑ. Хӑйпе мӗн пулса иртнинчен Иона ыттисене хӗрхенме вӗреннӗ-ши? Ҫитменлӗхлӗ ҫынсене ыттисене хӗрхенме вӗренмешкӗн ытларах чухне ҫӑмӑл мар. Айтӑр Ионӑна мӗн тӳссе ирттерме тивнине тата унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӗлер.

Пач кӗтмен япала

4, 5. Мӗншӗн Ниневи Иеговӑшӑн «аслӑ хула» пулнӑ тата ҫакӑ пире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?

4 Иона Ниневи ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхман. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Ниневи вӑл Турӑ умӗнче аслӑ... хула пулнӑ» (Иона 3:3). Иона кӗнекинче Иеговӑн сӑмахӗсене илсе панӑ — вӑл Ниневи пирки виҫӗ хутчен «аслӑ хула» тенӗ (Иона 1:2; 3:2; 4:11). Мӗншӗн ҫак хула Иеговӑшӑн аслӑ, е пысӑк пӗлтерӗшлӗ, пулнӑ?

5 Ниневи вӑл — пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Нимрод туса лартнӑ авалхи хуласенчен пӗри. Таврари пӗчӗк хуласене пӗрле илсен, вӑл шутсӑр пысӑк хула шутланнӑ, пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитме виҫӗ кунах утмалла пулнӑ (Пулт. 10:11; Иона 3:3). Храмӗсем капмар, стенисем ҫӳллӗ те хулӑн пулнӑран тата ытти пысӑк ҫуртсене пула ҫав хула мӑнаҫлӑн курӑнса ларнӑ. Анчах та Иегова Турӑшӑн ҫакӑ мар пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пуринчен ытла вӑл ҫынсене хакланӑ. Вӑл вӑхӑтра Ниневире питӗ нумай ҫын пурӑннӑ. Вӗсем нумай усал ӗҫ тунӑ пулсан та, Иегова вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ. Турӑ этем пурнӑҫне хаклать, кашни ҫын ӳкӗнме тата тӗрӗс ӗҫсем тума вӗренме пултарасса пӗлет.

Ӗлӗк-авал Ниневи йӗркесӗрлӗхпе тулнӑ питӗ пысӑк хула пулнӑ

6. а) Иона Ниневие ҫитсен мӗншӗн хӑраса ӳкнӗ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Иона Туррӑн хыпарне мӗнле пӗлтерни ун ҫинчен мӗн кӑтартса парать?

6 Юлашкинчен Иона 120 000 ытла ҫын пурӑнакан Ниневи хулине ҫитнӗ те тата хытӑрах хӑраса ӳкнӗ *. Пророк яра кун шавлӑ урамсем тӑрӑх ҫӳренӗ, вӑл Туррӑн сучӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн юрӑхлӑ вырӑн шыранӑ пулас. Унӑн ҫав хыпара халӑха мӗнле пӗлтермелле-ши? Вӑл Ассири чӗлхине пӗлнӗ-ши? Е Иегова ӑна тӗлӗнмелле майпа ҫав чӗлхепе калаҫмалла тунӑ? Эпир ҫавна пӗлместпӗр. Тен, Иона Туррӑн хыпарне хӑйӗн тӑван чӗлхипе (еврейла) каланӑ, куҫаруҫӑ вара унӑн сӑмахӗсене халӑха куҫарса тӑнӑ пулӗ. Кирек епле пулнӑ пулсан та, вӑл ӑнланма ҫӑмӑл, анчах хӑрушӑ хыпара ҫине-ҫинех пӗлтернӗ: «Тата хӗрӗх кун юлчӗ, унтан Ниневи арканать!» (Иона 3:4.) Хӑюллӑн тата ҫирӗппӗн каланипе вӑл тӗлӗнмелле хытӑ ӗненнине тата паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Паян та ҫак паха енсем христиансене нихӑҫанхинчен ытла кирлӗ.

Иона ӑнланма ҫӑмӑл, анчах хӑрушӑ хыпар пӗлтернӗ

7, 8. а) Иона пӗлтернӗ хыпара илтсен, Ниневи ҫыннисем мӗн тунӑ? ӑ) Туррӑн сучӗ ҫинчен калакан хыпара илтсен, Ниневи патши мӗн тунӑ?

7 Ниневи ҫыннисем Иона калакан хыпара чарӑнса тӑрсах итленӗ. Пророк ҫынсем хирӗҫ тӑрасса тата тӑшманла пӑхасса кӗтнӗ пулӗ. Анчах та пач урӑхла пулса тухнӑ. Халӑх вӑл мӗн каланине ӗненнӗ! Хыпар питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ: кӗҫех пӗтӗм хула Туррӑн сучӗ ҫинчен калаҫнӑ. (Иона 3:5 вулӑр.) Пуяннисемпе чухӑннисем, вӑйлисемпе вӑйсӑррисем, ҫамрӑккисемпе ваттисем — пурте ӳкӗннӗ те типӗ тытма пуҫланӑ. Тепӗртакран хыпар патша патне ҫитнӗ.

Туррӑн хыпарне Ниневире пӗлтерме Ионӑна хӑюлӑх тата ӗненни кирлӗ пулнӑ

8 Ионӑн хыпарне илтсен Ниневи патши те ӳкӗннӗ. Турӑран хытӑ хӑраса кайнӑран вӑл патша пуканӗ ҫинчен тӑнӑ, вара патша тумне хывса пӑрахнӑ та, хӑйӗн халӑхӗ пекех, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса «кӗл ҫине ларнӑ». Хула ҫыннисем типӗ тытни патшалӑх шайӗнче пултӑр тесе вӑл «хӑйӗн улпучӗсемпе» пӗрле хушу кӑларнӑ. Патша ҫынсен хӑйсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те хуйхӑ тумтирӗпе витмелле тенӗ *. Хӑйне кӗҫӗне хурса, вӑл хӑйӗн халӑхӗ усал та тискер ӗҫсем тунӑшӑн айӑплине йышӑннӑ тата Турӑ, вӗсем ӳкӗннине курса, вӗсене хӗрхенессе шаннӑ. Вӑл каланӑ: «Кам пӗлет, тен, Турӑ... тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» (Иона 3:6—9).

9. Хӑш-пӗр критиксем мӗн пирки иккӗленеҫҫӗ тата вӗсем йӑнӑш шутлани мӗнрен курӑнать?

9 Хӑш-пӗр критиксем ниневитянсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне ҫав тери хӑвӑрт улӑштарни пирки иккӗленеҫҫӗ. Анчах та, библеистсем каланӑ тӑрӑх, авалхи халӑхсен йӑли-йӗрки такана ҫинчи шыв пек вылянса тӑнине тата вӗсем тӗшмӗше хытӑ ӗненнине шута илсен, ниневитянсен тыткаларӑшне ӑнланма пулать. Унсӑр пуҫне, ниневитянсем ӳкӗнни пирки Иисус Христос та каланӑ. (Матфей 12:41 вулӑр.) Иисус ҫакӑ чӑн пулнине пӗлнӗ, мӗншӗн тесен ҫав ӗҫсем пулса иртнӗ чухне вӑл пӗлӗтре пулнӑ тата пӗтӗмпех курса тӑнӑ (Иоанн 8:57, 58). Эппин, ҫынсем ытла йӗркесӗр пек курӑнаҫҫӗ пулсан та, вӗсем улшӑнма пултараймаҫҫӗ тесе шутламалла мар. Ҫын чӗрине пӗр Иегова ҫеҫ пӗлет.

Турӑ хӗрхенекен кӑмӑллӑ, этем хытӑ чӗреллӗ

10, 11. а) Ниневитянсем ӳкӗннине курсан Иегова мӗн тунӑ? ӑ) Мӗншӗн Иегова ниневитянсем тӗлӗшӗпе мӗн йышӑнни тӗрӗс пулнӑ теме пулать?

10 Ниневи ҫыннисем ӳкӗннине курсан Иегова мӗн тунӑ? Иона кӗнекинче каланӑ: «Турӑ вӗсен ӗҫӗсене, вӗсем хӑйсен усал ҫулӗнчен пӑрӑннине курнӑ та, хӗрхенсе, вӗсем ҫине яма пулнӑ асапа яман вара» (Иона 3:10).

11 Ҫак сӑмахсем Иегова Ниневие тӗп тума йышӑнса тӗрӗс мар турӑм тесе шутланине кӑтартаҫҫӗ-и? Ҫук, кӑтартмаҫҫӗ. Библире Иеговӑн пур ӗҫӗ те тӳрӗ тенӗ. (Саккуна астутарни 32:4 вулӑр.) Иегова Ниневи халӑхӗ ҫине тарӑхма пӑрахнӑ. Вӑл вӗсем улшӑннине курнӑ, апла пулсан, вӗсене хаса памалла пулман. Вӗсене хӗрхенме вӑхӑт ҫитнӗ.

12, 13. а) Иегова ӑслӑ-тӑнлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата ыттисен шухӑшӗсене шута илекен Турӑ пулни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Мӗншӗн Иона пророкла калани суя сӑмах пулман теме пулать?

12 Тӗн ертӳҫисен вӗрентӗвӗсене пула ҫынсем Турӑ пирки хаяр та хытӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенме пӗлмест тесе шутлаҫҫӗ, анчах та Иегова унашкал Турӑ мар. Пачах урӑхла, вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата ыттисен шухӑшӗсене шута илекен Турӑ. Йӗркесӗр ҫынсене хаса пама шут тытсан, чи малтан Иегова вӗсене асӑрхаттарма ҫӗр ҫинчи хӑйӗн представителӗсене ярать, вӑл ҫылӑха кӗнӗ ҫынсем Ниневи ҫыннисем пекех ӳкӗнччӗр тата усал ӗҫсем тума пӑрахчӑр тет (Иез. 33:11). Иегова Иеремия пророка каланӑ: «Хӑш чухне Эпӗ мӗнле те пулин халӑх е патшалӑх ҫинчен „кӑклатӑп, хӗн кӑтартатӑп, пӗтеретӗп ӑна“ тетӗп, анчах ҫакна илтнӗ халӑх хӑйӗн усал ӗҫӗсенчен хӑпсассӑн, Эпӗ шухӑшӑма улӑштаратӑп: ӑна усал тӑвас тенине пӑрахӑҫлатӑп» (Иер. 18:7, 8).

Йӗркесӗр ҫынсем, ниневитянсем пекех, ӳкӗнччӗр тата усал ӗҫсем тума пӑрахчӑр тет Турӑ

13 Иона пророкла калани вара суя сӑмах пулнӑ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен унӑн тӗллевӗ асӑрхаттарасси пулнӑ. Иегова Ниневи ҫыннисене усал ӗҫсемшӗн айӑпланӑ. Анчах та ниневитянсем ӳкӗннӗ, хӑйсен пурнӑҫне те улӑштарнӑ. Вӗсем каллех йӗркесӗр ӗҫсем тума тытӑннӑ пулсан, Турӑ хаса парассинчен хӑтӑлайман пулӗччӗҫ. Каярахпа вӗсемпе ҫапла пулса тухнӑ та (Соф. 2:13—15).

14. Иегова ниневитянсене хӗрхеннине курсан Ионӑн мӗнле шухӑш-туйӑмсем ҫуралнӑ?

14 Палӑртнӑ вӑхӑтра хулапа ним те пулманнине курсан, Иона мӗн туйнӑ? «Ҫапла пулса тухнӑшӑн Иона питӗ кӑмӑлсӑр пулнӑ та вӗчӗрхенсех ӳкнӗ»,— тенӗ Библире (Иона 4:1). Кӗлтунӑ чухне вӑл Пурне те Тума Пултаракана ӳпкелесе те илнӗ! Иона манӑн килтех, хамӑн тӑван ҫӗршыврах юлмаллаччӗ тенӗ. Иегова Ниневи ҫине асап ярас ҫуккине пӗлсех тӑтӑм, ҫавӑнпа Фарсиса тартӑм та ӗнтӗ тенӗ вӑл. Унтан вӑл вилӗм ыйтма пуҫланӑ, вилни пурӑннинчен маншӑн аванрах тенӗ. (Иона 4:2, 3 вулӑр.)

15. а) Ионӑна мӗн кулянтарма тата тарӑхтарма пултарнӑ? ӑ) Хӑйӗн хуйха ӳкнӗ ӗҫлекенӗ ҫине Иегова мӗнле пӑхнӑ?

15 Мӗншӗн Иона ҫав териех куляннӑ-ши? Унӑн пуҫӗнче мӗнле шухӑшсем явӑнни пирки калама йывӑр, анчах та вӑл Ниневи арканасси ҫинчен пӗтӗм халӑх умӗнче пӗлтернине эпир пӗлетпӗр. Ҫынсем ӑна ӗненнӗ. Хула вара тӗрӗс-тӗкелех ларнӑ. Тен, вӑл хӑйӗнчен тӑрӑхласа куласран, суя пророк тесе каласран хӑранӑ. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, ҫынсем ӳкӗнни тата Иегова вӗсене хӗрхенни пророка савӑнтарман. Пачах урӑхла, хӑйне шелленӗрен тата хӑй ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑран Ионӑна йывӑр шухӑшсем пусса пынӑнах туйӑннӑ. Анчах та хӗрхенекен Турӑ унчченхи пекех хӑйӗн хуйха ӳкнӗ ӗҫлекенӗнче лайӑххине курнӑ. Иегова пророка Хӑйне хисеплеменнишӗн хаса парас вырӑнне унран ӑшшӑн ыйтнӑ: «Кӳренсе эсӗ тӗрӗс турӑн-ши?» (Иона 4:4, ҪТ.) Иона ҫав ыйту ҫине хуравланӑ-и? Библире ҫавӑн пирки нимӗн те каламан.

16. Хӑш-пӗрисене мӗнле ыйтусем тӗлӗшӗпе Иеговӑпа килӗшме йывӑр тата Иона тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Тӗрӗс мар шухӑшланӑшӑн Ионӑна айӑплама питӗ ҫӑмӑл. Анчах та ҫакна асра тытмалла: ҫитменлӗхлӗ ҫынсен шухӑшӗсем Иеговӑн шухӑшӗсемпе час-часах пӗр килмеҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем Иеговӑн кашни инкеке сирсе ямалла, усаллисене тӳрех хаса памалла е ҫак йӗркесӗр тӗнчене тахҫанах тӗп тумалла пулнӑ теҫҫӗ. Пӗр-пӗр ыйту тӗлӗшӗнчен Иеговӑпа килӗшме йывӑр пулсан, пирӗн Ионӑн тӗслӗхне аса илмелле — Иегова нихӑҫан та йӑнӑшмасть, ҫавӑнпа унӑн мар, пирӗн хамӑрӑн шухӑшсене улӑштармалла.

Иегова Ионӑна ӑс парать

17, 18. а) Ниневирен тухсан Иона ӑҫта кайнӑ? ӑ) Иегова тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем Иона ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

17 Ниневирен тухсан хуйха ӳкнӗ пророк килне мар, тухӑҫалла туллӑ-сӑртлӑ ҫӗре кайнӑ. Вӑл хӳшӗ тунӑ та Ниневипе мӗн пуласса кӗтсе ларнӑ. Вӑл хула арканасса шанма пӑрахман пулас. Иегова хӑйӗн хытӑ чӗреллӗ пророкне ыттисене хӗрхенме мӗнле вӗрентнӗ-ха?

18 Ҫӗрле Иегова пӗр ӳсентӑрана шӑтарса ӳстернӗ. Вӑрансан Иона ҫӑра та сарлака ҫулҫӑллӑ тӗлӗнтермӗше курах кайнӑ, ҫак ӳсентӑран унӑн ланчашка хӳшшинчен те ытларах сулхӑн панӑ. Пророкӑн кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ. «Иона калама ҫук хӗпӗртенӗ». Вӑл ҫав ӳсентӑран тӗлӗнмелле майпа ӳссе ларни Турӑ ӑна ырланине тата пилленине кӑтартать тесе шутлама пултарнӑ. Анчах та Иегова Ионӑна тарӑхма пӑрахтарасшӑн тата шӑрӑхран хӳтӗлесшӗн ҫеҫ пулман, унӑн Ионӑн чӗрине хускатас килнӗ. Ҫавӑнпа Турӑ тата темиҫе тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Вӑл хурта ӳсентӑранӑн тымарне кӑшласа татма хушнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «тухӑҫӑн шӑрӑх ҫилне вӗртернӗ», пророк вара «пӗтӗмпех халтан кайса ҫитнӗ». Вӑл каллех хуйха ӳкнӗ те Турӑран вилӗм ыйтма пуҫланӑ (Иона 4:6—8).

19, 20. Ӳсентӑранпа усӑ курса Иегова Ионӑна тӗрӗс шухӑшлама мӗнле пулӑшнӑ?

19 Иегова каллех Ионӑран вӑл ҫав ӳсентӑраншӑн кӳренсе тӗрӗс тунӑ-ши тесе ыйтнӑ. Ӳкӗнес вырӑнне Иона хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ, вӑл: «Ҫапла, тӗрӗс турӑм. Эпӗ вилесле тарӑхрӑм»,— тенӗ. Пророка ӑс пама вӑхӑт ҫитнӗ (Иона 4:9, ҪТ).

Ӳсентӑранпа усӑ курса Иегова Ионӑна ыттисене хӗрхенме вӗрентнӗ

20 Ионӑна шухӑшлаттарас тесе Иегова каланӑ: «Эсӗ ху вӑй хумасӑр, ху ӳстермен ӳсентӑраншӑн, пӗр каҫра ӳссе пӗр каҫрах типсе ларнӑ курӑкшӑн пӑшӑрханатӑн. Ниневие, аслӑ хулана, сылтӑм аллине сулахаййинчен уйӑрма пӗлмен ҫӗр ҫирӗм пин ҫын ытла пурӑнакан хулана, йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхлӗ хулана, Манӑн епле хӗрхенмелле марччӗ-ха?» (Иона 4:10, 11.) *

21. а) Иегова Ионӑна ӑса вӗрентме мӗнле тӗслӗхпе усӑ курнӑ? ӑ) Иона ҫинчен ҫырса пани пире хамӑра тӗрӗслеме мӗнле пулӑшать?

21 Иегова усӑ курнӑ тӗслӗх чӑннипе мӗне пӗлтернине ӑнланатӑр-и эсир? Иона ҫав ӳсентӑрана ӳстерме пӗр вӑй та хуман. Иегова вара ниневитянсене пурнӑҫ панӑ, хӑйӗн ытти пултарнийӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пекех вӗсемшӗн те тӑрӑшнӑ. Мӗншӗн ҫав темле ӳсентӑран Ионӑшӑн 120 000 ҫынран та, йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхрен те хаклӑрах пулнӑ-ха? Хӑйшӗн ытлашши пӑшӑрханма пуҫланӑран мар-ши? Ӳсентӑран шанса ларсан пророк куляннӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӑна усӑ панӑ-ҫке. Вӑл хӑйне мӑнна хунипе ятне ярас килменрен мар-и тата хӑй тӗрӗс тунине кӑтартма ӑнтӑлнӑран мар-и Ниневие тӗп туманшӑн тарӑхнӑ? Иона ҫинчен ҫырса пани пире хамӑра тӗрӗслеме пулӑшать. Харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшас туртӑм камӑн ҫук пултӑр ара? Ҫавӑнпа Иегова пире ыттисемшӗн хӑй пек тӑрӑшма, ырӑ чӗреллӗ тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма тӳсӗмлӗн вӗрентнӗшӗн эпир ӑна мӗн тери пархатарлӑ!

22. а) Мӗншӗн Иона Иегова вӗрентнине ӑса хывнӑ теме пулать? ӑ) Пирӗн пурин те мӗне вӗренмелле?

22 Иона ӑса вӗреннӗ-и? Иона кӗнеки ыйтупа вӗҫленет, хуравне вара ҫырса паман. Хӑш-пӗр критиксем Иона ҫав ыйтӑва хуравламан теҫҫӗ. Апла пулин те, хуравӗ пур. Ку — Иона кӗнеки. Ҫак кӗнекене Иона ҫырнине фактсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Пророк тӑван ҫӗре таврӑннӑ хыҫҫӑн хӑй мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен ҫырма ларать. Ӑслӑлӑх пухнӑ, йӑваш кӑмӑллӑ ватӑ ҫын салхуллӑн пуҫне пӑркаласа хӑйӗн йӑнӑшӗсем ҫинчен, хӑй итлеменни ҫинчен тата кутӑна персе ыттисене хӗрхенменни ҫинчен ҫырать. Паллах, Иегова мӗне вӗрентнине Иона ӗмӗрлӗхех ӑса хывнӑ. Вӑл ыттисене хӗрхенме вӗреннӗ. Пирӗн пирки ҫапла калама пулать-и?

^ 6 абз. Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Самарире — вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗн тӗп хулинче — 20 000-рен пуҫласа 30 000 ҫын таранах пурӑннӑ, ҫакӑ Ниневире пурӑнакан халӑхӑн тӑваттӑмӗш пайӗнчен те сахалрах. Ниневи хӑй вӑхӑтӗнче тӗнчери чи пысӑк хула пулнӑ пулас.

^ 8 абз. Ҫакӑ тӗлӗнтерме пултарать пулин те, ӗлӗк-авал хӑш-пӗр халӑхӑн ҫавнашкал йӑла-йӗркесем пулнӑ. Грек историкӗ Геродот каланӑ тӑрӑх, ӗлӗк перссем пӗр паллӑ ҫар пуҫӗ вилсен виле пытарассипе ҫыхӑннӑ йӑлана тунӑ чухне выльӑх-чӗрлӗхе те хутшӑнтарнӑ.

^ 20 абз. Ҫынсем сылтӑм аллине сулахаййинчен уйӑрма пӗлмеҫҫӗ тенипе Турӑ вӗсем унӑн нормисене пачах пӗлменнине кӑтартнӑ.