Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ УРОК

Турӑ мӗншӗн усаллӑха тата хӗн-асапа пулма ирӗк парать?

Турӑ мӗншӗн усаллӑха тата хӗн-асапа пулма ирӗк парать?

1. Усаллӑх мӗнле пуҫланса кайнӑ?

Турӑ ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши ҫынсен правительствисене пулма панӑран ҫынсем хӑйсен йывӑрлӑхӗсене хӑйсемех татса парайманни уҫҫӑн курӑнать

Усаллӑх ҫӗр ҫинче Сатана пӗрремӗш суя сӑмахсем каланӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ. Сатана малтан пӗр ҫитменлӗхсӗр ангел пулнӑ, анчах вӑл чӑнлӑхра тӑрайман (Иоанн 8:44). Вӑл Пултаракан кӑна илме тивӗҫлине хапсӑннӑ — хӑйне Турра пуҫҫапнӑ пек пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ. Сатана пӗрремӗш хӗрарӑма Евӑна улталанӑ та ӑна Турра мар, хӑйне итлеме ӳкӗте кӗртнӗ. Адам Ева майлӑ пулнӑ. Адам ҫапла туни хӗн-асаппа вилӗм патне илсе ҫитернӗ. (Пултарни 3:1—6, 19 вулӑр.)

Евӑна Турӑ хушнине пӑсма ӳкӗте кӗртсе Сатана Туррӑн влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Ҫынсенчен чылайӑшӗ Сатана майлӑ тӑнӑ та Турра Пуҫлӑх вырӑнне хума пӑрахнӑ. Ҫапла «ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ» Сатана пулса тӑнӑ. (Иоанн 14:30; 1 Иоанн 5:19 вулӑр.)

2. Турӑ пултарнинче кӑлтӑк пулнӑ-и?

Турӑ мӗн туни пурте пӗр ҫитменлӗхсӗр. Ҫавӑнпа ҫынсемпе ангелсем чи малтан Турра пур тӗлӗшрен те итлеме пултарнӑ (Саккуна астутарни 32:4, 5). Анчах та Турӑ пире тӗрлӗ лару-тӑрура хамӑра мӗнле тытмаллине суйласа илме ирӗк панӑ. Ҫак ирӗк пире Турра юратнӑран вӑл хушнине итлеме май парать. (Иаков 1:13—15; 1 Иоанн 5:3 вулӑр.)

3. Турӑ усаллӑха мӗншӗн халӗ те пулма ирӗк парать?

Иегова пӗр вӑхӑтлӑха хӑйӗн влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме ирӗк панӑ. Мӗншӗн? Турӑсӑр ертсе пыма хӑтланса пӑхнисем нихӑшӗ те ҫынсене телей паманнине кӑтартса пама (Екклесиаст 7:29; 8:9). Этемлӗх историйӗн 6 000 ҫулӗ ҫакна ҫирӗплетсе пачӗ. Пӗр пуҫлӑх та вӑрҫӑсене, йӗркесӗр ӗҫсене, тӗрӗсмарлӑха, чир-чӗре пӗтерме пултараймарӗ. (Иеремия 10:23; Тухни 9:16 вулӑр.)

Ҫынсем ертсе пыни асаплантарать, Турӑ ертсе пыни телей кӳрет (Исаия 48:17, 18). Кӗҫех Иегова ҫынсем ертсе пыракан правительствӑсене пӗтерӗ. Турӑ ертсе пынине суйласа илнисем кӑна ҫӗр ҫинче пурӑнӗҫ (Исаия 11:9). (Даниил 2:44 вулӑр.)

«Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма парать?» видеоролика пӑхӑр.

4. Туррӑн тӳсӗмлӗхне пула пирӗн мӗн тума май пур?

Сатана ҫынсем Иеговӑшӑн ӑна юратнӑран мар, мӗн те пулин илессишӗн кӑна ӗҫлесе тӑрӗҫ тенӗ. Ҫакӑ суя пулнине сирӗн кӑтартас килет-и? Сирӗн ҫакна тума май пур! Иеговӑн тӳсӗмлӗхне пула пирӗнтен кашниех кам ертсе пынине суйласа илнине кӑтартма пултарать: ҫынсем ертсе пынине е Турӑ ертсе пынине. Пирӗн пурнӑҫ йӗрки эпир мӗн суйласа илнине кӑтартать. (Иов 1:8—12; Ытарӑшсем 27:11 вулӑр.)

5. Турӑ пирӗн Пуҫлӑх пултӑр тесен мӗн тумалла?

Турра хамӑрӑн Пуҫлӑх тӑвас тенине пирӗн йышӑнусем кӑтартаҫҫӗ

Турӑ пирӗн Пуҫлӑх пултӑр тесен пирӗн чӑн тӗне — Унӑн Сӑмахӗ, Библи, ҫинче никӗсленсе тӑракан тӗне — тупмалла тата Библи вӗрентнисемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла (Иоанн 4:23). Сатана ертсе пынине йышӑнас мар тесен политикӑна тата вӑрҫӑсене хутшӑнмалла мар. Иисус та ҫаплах тунӑ. (Иоанн 17:14 вулӑр.)

Сатана хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса аскӑнлӑхпа ытти йӗркесӗр ӗҫсене илӗртӳллӗ тӑвать. Эпир ҫак ӗҫсене тумастпӑр пулсан, хӑш-пӗр туссемпе хурӑнташсем пирӗнтен кулма тата Библи вӗренме чӑрмантарма та пултарӗҫ (1 Петр 4:3, 4). Ҫавӑнпа пирӗн кампа туслашни пирӗншӗн хаклӑрах пулнине йышӑнса хумалла. Эпир туссене Турра юратакансем хушшинче шырӑпӑр-и? Унӑн ӑслӑ саккунӗсене тытса тӑрӑпӑр-и? Ҫапла тусан, Сатана суеҫӗ пулнине тата ҫынсем йывӑр лару-тӑрура та Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине ҫирӗплетсе паратпӑр. (1 Коринф 6:9, 10; 15:33 вулӑр.)

Турӑ ҫынсене юратни усаллӑхпа хӗн-асап чӑннипех пӗтессине ҫирӗплетсе парать. Турӑ кӑтартакан пурнӑҫ ҫулӗ чи лайӑх ҫул пулнине ӗненекенсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. (Иоанн 3:16 вулӑр.)