Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ ПАЙӖ

Туррӑн канашӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшаҫҫӗ

Туррӑн канашӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшаҫҫӗ

«Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарнӑ» (Матфей 19:4).

Пӗрремӗш ҫынсене Иегова a Турӑ мӑшӑрлантарнӑ. Вӑл пӗрремӗш хӗрарӑма тунӑ та «ӑна этем патне ертсе пынӑ» тенӗ Библире. Адам калама ҫук савӑннӑ. Вӑл: «Акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт»,— тенӗ (Пултарни 2:22, 23). Иегова паян та мӑшӑрсене телейлӗ тӑвасшӑн.

Ҫемье ҫавӑрсан, ҫынсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче пурте йӗркеллӗ пуласса шанаҫҫӗ. Анчах та упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне чӗререн юратаҫҫӗ пулсан та, йывӑрлӑхсем пулаҫҫех (1 Коринф 7:28). Ҫак брошюрӑра илсе панӑ Библири принципсемпе усӑ курсан мӑшӑрлӑ пурнӑҫ та, ҫемье те телейлӗ пулӗ (Псалом 18:9—12).

1. ИЕГОВА ШАНСА ПАНӐ ТИВӖҪЕ ТУСА ТӐРӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Упӑшка — ҫемье пуҫӗ (Эфес 5:23).

Упӑшкан хӑйӗн арӑмӗшӗн тӑрӑшмалла, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулмалла тет Иегова (1 Петр 3:7). Турӑ хӗрарӑма упӑшкине пулӑшса тӑма тунӑ, ҫавӑнпа упӑшкан хӑйӗн арӑмне юратмалла тата хисеплемелле (Пултарни 2:18). Хӑйӗн арӑмне чунтан юратакан упӑшка унӑн шухӑш-кӑмӑлне хӑйӗннинчен мала хурать (Эфес 5:25—29).

Арӑмӑн хӑйӗн упӑшкине чӗререн хисеплемелле тата ӑна ҫемьери тивӗҫне туса тӑма пулӑшмалла тет Иегова (1 Коринф 11:3; Эфес 5:33). Упӑшкин йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшас тесе арӑмӗн пӗтӗм кӑмӑлтан унпа пӗрле вӑй хумалла (Колоссӑ 3:18). Ҫапла тусан, арӑм упӑшки куҫӗ умӗнче те, Иегова куҫӗ умӗнче те илемлӗ пулӗ (1 Петр 3:1—6).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Мӑшӑртан хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмалли пирки ыйтма пулать. Ӑна тимлӗ итлӗр, кайран вара вӑл каланине шута илме тӑрӑшӑр

  • Чӑтӑмлӑ пулӑр. Пӗр-пӗрне телейлӗ тума вӗренмешкӗн вӑхӑт кирлӗ

2. МӐШӐРӐН ТУЙӐМӖСЕНЕ ШУТА ИЛӖР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшмалла (Филиппӑ 2:3, 4). Мӑшӑр эсир ӑна хакланине курса тӑтӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлекенӗн «пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла» (2 Тимофей 2:24). «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать, ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет» (Ытарӑшсем 12:18). Ҫавӑнпа сӑмахсене тӗплӗн шухӑшласа каламалла. Иеговӑн сывлӑшӗ сире ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем калама пулӑшӗ (Галати 5:22, 23; Колоссӑ 4:6).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Пысӑк ыйтусене лӑпкӑн сӳтсе явас тата мӑшӑрӑн шухӑшӗсене шута илес тесе малтан кӗлтӑвӑр

  • Мӗн тата мӗнле каламалли пирки тӗплӗн шухӑшлӑр

3. ПӖР ШУХӐШЛӐ ПУЛӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Мӑшӑрлансан эсир хӑвӑр мӑшӑрпа «пӗр ӳт» пулса тӑратӑр (Матфей 19:5). Апла пулин те эсир пурпӗр малтанхи пекех пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑратӑр, сирӗн пӗрешкел шухӑшламанни те пулкалӗ. Ҫавӑнпа сирӗн пӗр шухӑшлӑ пулма вӗренмелле (Филиппӑ 2:2). Пӗр шухӑшлӑ пулни йышӑнусем тунӑ чухне кирлӗ. Библире каланӑ: «Пуҫӑннӑ ӗҫ сӳтсе явсассӑн вӑй илет» (Ытарӑшсем 20:18). Пӗрле пысӑк йышӑнусем тунӑ чухне Библири принципсемпе усӑ курӑр (Ытарӑшсем 8:32, 33).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Мӑшӑра хӑвӑр мӗн пӗлни е мӗнле шухӑшлани ҫинчен кӑна мар, туйӑмсем ҫинчен те каласа парӑр

  • Хӑвӑр ҫине пӗр-пӗр тивӗҫлӗх иличчен малтан мӑшӑрпа канашлӑр

a Библи тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.