Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Укҫа-тенкӗ

Укҫа-тенкӗ

Мӗншӗн укҫа-тенке юратни хӑрушӑ?

Туррӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсен ҫемйишӗн пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илмешкӗн ӗҫлемеллине Библири принципсем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

Ек 7:12; 10:19; Эф 4:28; 2Фс 3:10; 1Тм 5:8, 18

  • Библири тӗслӗхсем

    • Плт 31:38—42. Иаков хӑйӗн ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрас тесе хӑйӗн хуняшшӗшӗн, Лаваншӑн, тӑрӑшса ӗҫленӗ, лешӗ вара Иакова темиҫе хут та улталанӑ; Иегова Иакова тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн пилленӗ.

    • Лк 19:12, 13, 15—23. Иисус каласа панӑ пӗр тӗслӗх ҫав вӑхӑтри ҫынсем тупӑш илес тесе хӑйсен укҫине пӗр-пӗр ӗҫе хывнине кӑтартса парать.

Кивҫен илесси е кивҫен парасси пирки Библире мӗн каланӑ?

Пс 36:21; Ыт 22:7

Мӗншӗн кирлӗ мар ҫӗртенех парӑма кӗресрен сыхланмалла?

  • Библири тӗслӗхсем

    • Не 5:2—8. Неемия вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр израильтянсем хӑйсене парӑмлӑ пулнӑ ҫынсемпе хайсене хаяррӑн тытнӑ.

    • Мф 18:23—25. Иисус каласа панӑ пӗр тӗслӗх пире парӑмӗсене тӳлесе татма пултарайман ҫынсене наказани пама пултарнине аса илтерет.

Ҫыннӑн кампа та пулин — Иеговӑна ӗненмен ҫынпа-и, хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенпе-и, тӑван-хурӑнташӗпе-и — бизнес тума калаҫса татӑлас умӗн мӗн тумалла?

  • Библири тӗслӗхсем

    • Плт 23:14—20. Авраам Саррӑна пытарма хирпе сӑрт хӑвӑлне туяннӑ чухне ҫавна свидетельсем умӗнче тунӑ, ҫапла вара малашне ҫакӑн пирки никам та хирӗҫ калама пултарайман.

    • Иер 32:9—12. Иеремия хӑйӗн куккӑшӗн ывӑлӗн хирне туяннӑ чухне суту-илӳ хутне ҫырнӑ та унӑн копине тунӑ, укҫине вара свидетельсем умӗнче тӳленӗ.

Мӗншӗн укҫа мӗн чухлӗ тӑкакламалли пирки малтанах шутласа хумалла?

Ыт 21:5; Лк 14:28—30

Мӗншӗн укҫа-тенкӗ пирки сиксе тухакан тавлашусене пухури пӗрлӗхе пӑсма ирӗк памалла мар?

1Кр 6:1—8

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Рм 12:18; 2Тм 2:24

Укҫа-тенкӗ пире савӑнӑҫ патӑр тесен пирӗн унпа мӗнле усӑ курмалла?

Ыт 11:25; 19:17; Лк 16:9—13; Ап 20:35