Кӗлӗ
Иегова кӗлӗсене итленине тата вӗсем ҫине хуравланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
Пс 64:3; 144:18; 1Ин 5:14
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Пс 65:19; Ап 10:31; Евр 5:7
-
Библири тӗслӗхсем
-
3Пш 18:36—38. Илия Кармил тӑвӗ ҫинче Ваал пророкӗсене хирӗҫ тӑнӑ чухне Иегова унӑн кӗлли ҫине хӑвӑрт хуравланӑ.
-
Мф 7:7—11. Иисус пире ҫине тӑрса кӗлтума хавхалантарнӑ тата пирӗн юратнӑ ҫӳлти Атте пире итлет тесе шантарнӑ.
-
Христиансен кама кӗлтумалла?
Пирӗн камӑн ячӗпе кӗлтумалла?
Иегова камӑн кӗллисене итлет?
Иегова камӑн кӗллисене итлемест?
Ыт 15:29; 28:9; Ис 1:15; Мх 3:4; Иак 4:3; 1Пт 3:7
-
Библири тӗслӗхсем
-
ИсН 24:9, 10. Иегова Валаама итлесшӗн пулман, мӗншӗн тесен вӑл мӗн ыйтни Туррӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑман.
-
Ис 1:15—17. Еврейсем хӑйсене икӗпитлӗ тытнӑ тата юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ пулнӑ, ҫавӑнпа Иегова вӗсен кӗллисене итлемен.
-
Кӗлӗ вӗҫӗнче эпир, ялан тенӗ пекех, мӗн калатпӑр тата мӗншӗн?
1Ҫл 16:36; Пс 40:14; 71:19; 88:53; 1Кр 14:16
Библире кӗлтунӑ чухне пирӗн хамӑр кӗлеткене мӗнле тытмалли ҫинчен каланӑ-и?
Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗрле пухӑнса Турра пуҫҫапнӑ чухне мӗн ҫинчен кӗлтума пултараҫҫӗ?
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Ҫл 29:10—19. Израильтянсем храм туса лартма хӑйсен ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ панӑ хыҫҫӑн Давид патша пухӑннисем умӗнче Турра кӗлтунӑ.
-
Ап 1:12—14. Апостолсем, Иисусӑн амӑшӗ, унӑн шӑллӗсем тата Турра шанчӑклӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем Иерусалимри пӗр ҫуртӑн ҫӳлти пӳлӗмӗнче пӗрле пуҫтарӑнса кӗлтунӑ.
-
Мӗншӗн кӗлтунӑ чухне хамӑр ҫине пӑхтарма тата ыттисене тӗлӗнтерме тӑрӑшмалла мар?
Мӗншӗн апат ҫиес умӗн кӗлтумалла?
Мӗншӗн пирӗн яланах Иеговӑна кӗлтумалла?
Рм 12:12; Эф 6:18; 1Фс 5:17; 1Пт 4:7
-
Библири тӗслӗхсем
-
Дан 6:6—10. Даниил пророк кӗлтунӑшӑн хӑйне вӗлерме пултарнине пӑхмасӑрах малалла та Иеговӑна кӗлтунӑ.
-
Лк 18:1—8. Иисус пӗр йӗркесӗр судья ҫинчен калакан тӗслӗх илсе панӑ, ҫав судья вара тӑлӑх арӑм ҫине тӑрса мӗн ыйтнине тунӑ; ҫак тӗслӗх Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисене итлеме хатӗр пулнине кӑтартса парать.
-
Иегова пирӗн кӗлӗсене итлетӗр тата пире каҫартӑр тетпӗр пулсан, пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла?
2Ҫл 7:13, 14
-
Библири тӗслӗхсем
-
4Пш 22:11—13, 18—20. Иосия патша хӑйне кӗҫӗне хунӑ та Иеговӑна юрама тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа Иегова ӑна хӗрхеннӗ тата унпа ырӑ пулнӑ.
-
2Ҫл 33:10—13. Манассия хӑйне кӗҫӗне хурса Турра кӗлтунӑ; Иегова ӑна каҫарнӑ та каялла патшана лартнӑ.
-
Иегова пире каҫартӑр тетпӗр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?
Мӗншӗн пирӗн хамӑр кӗлӗсенче Туррӑн ирӗкӗ пурнӑҫланасса кӗтетпӗр тесе кӗлтумалла?
Мӗншӗн пирӗн кӗлӗсенче Иеговӑна пӗтӗмпех шанни курӑнса тӑмалла?
Эпир мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратпӑр?
Туррӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр тесе
Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре тытса тӑма пуҫлатӑр тесе
Иеговӑн ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе
Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине парса тӑтӑр тесе
Пирӗн ҫылӑхсене каҫартӑр тесе
Дан 9:19; Лк 11:4
Пире илӗртӳсенчен сыхлатӑр тесе
Иеговӑна тав туса
Туррӑн ирӗкне пӗлме пулӑшсам, ӑнкарулӑхпа ӑслӑлӑх парсам тесе
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Пс 118:34
-
Библири тӗслӗх
-
3Пш 3:11, 12. Соломон Иеговӑран ӑслӑлӑх пама ыйтнӑ, Иегова вара ӑна пысӑк ӑслӑлӑх панӑ.
-
Святой сывлӑш парсам тесе
Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемшӗн, ҫав шутрах кама хӗсӗрлеҫҫӗ, ҫавсемшӗн те
Иеговӑра пире мӗн тӗлӗнтерет, ҫавӑн ҫинчен
Пс 85:12; Ис 25:1; Дан 2:23
Влаҫра ларакан ҫынсем пире Иеговӑна пуҫҫапма тата ырӑ хыпар сарма ирӗк паччӑр тесе
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Иер 29:7
Пире шыва кӗртнӗ чухне кӗлтуни вырӑнлӑ-и?
Камӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, ҫавсемшӗн кӗлтумалла-и?
Мӗншӗн арҫынсем, ялан тенӗ пекех, пуҫне витмесӗр кӗлтӑваҫҫӗ, хӗрарӑмсем вара хӑш-пӗр чухне пуҫне витсе кӗлтӑваҫҫӗ?
Эпир хамӑр кӗлӗсене мӗн вӑхӑт хушши тата мӗнле туйӑмсемпе каланинчен ытларах Турра мӗн кирлӗ?
Хӳх 3:41; Мф 6:7
-
Библири тӗслӗхсем
-
3Пш 18:25—29, 36—39. Ваал пророкӗсем Илияпа тупӑшнӑ чухне темиҫе сехет хушши хӑйсен туррине чӗннӗ, анчах та лешӗ хуравламан.
-
Ап 19:32—41. Эфесра Артемида турра пуҫҫапакансем икӗ сехет хушши кӑшкӑрса хӑйсен туррин ятне чӗннӗ, анчах та ҫакна пула пӗр япала ҫеҫ пулса иртнӗ — вӗсене ҫавӑншӑн хула пуҫлӑхӗ сивленӗ.
-