Канашсем
Кам та пулин пире канаш панӑ чухне
Мӗншӗн пире Библи тӑрӑх панӑ канаш питӗ кирлӗ?
Пс 31:8; Ыт 15:22; 19:20; 20:18
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ыт 11:14; Ис 28:29; Иер 32:19
Мӗншӗн хамӑра тӳрре кӑларас вырӑнне хамӑра панӑ канаша итлемелле?
Ыт 12:15; 29:1
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ыт 1:23—31; 15:31
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Пш 15:3, 9—23. Самуил пророк Саула тӳрлетсен, лешӗ хӑйне тӳрре кӑларма хӑтланнӑ тата пророкӑн сӑмахӗсене итлемен; юлашкинчен Иегова Саула сирсе янӑ.
-
2Ҫл 25:14—16, 27. Иеговӑн пророкӗ Амасия патшана хӑйӗн ҫылӑхӗсене мӗнле тӳрлетмелли пирки канаш парсан, лешӗ ӑна итлесшӗн пулман, ҫавӑнпа Иегова ӑна ырлама тата хӳтӗлеме пӑрахнӑ.
-
Мӗншӗн пирӗн хамӑра канаш паракан старейшинӑсене хисеплемелле?
1Фс 5:12; 1Тм 5:17; Евр 13:7, 17
-
Библири тӗслӗх
-
3Ин 9, 10. Ватӑ Иоанн апостол Диотрефа сивленӗ, мӗншӗн тесен лешӗ пухура ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене хисеплемен.
-
Мӗншӗн пирӗн хамӑртан аслӑраххисем мӗн каланине итлемелле?
Лв 19:32; Ыт 16:31
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Иов 12:12; 32:7; Тит 2:3—5
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Пш 23:16—18. Давид хӑйӗнчен 30 ҫула яхӑн аслӑ Ионафан панӑ канаша итленӗ, ҫакӑ вара ӑна ҫирӗплетнӗ.
-
3Пш 12:1—17. Ровоам патша хӑйӗнчен аслӑрах старейшинӑсем панӑ лайӑх канаша итлемен, ун вырӑнне вӑл ҫамрӑк ҫынсен ӑссӑр канашне итленӗ, ҫакӑ вара питӗ япӑх вӗҫленнӗ.
-
Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем тата Туррӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсем лайӑх канаш пама пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
Иов 32:6, 9, 10; Ыт 31:1, 10, 26; Ек 4:13
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Пс 118:100
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Пш 25:14—35. Авигея Давида панӑ канаш нумай айӑпсӑр ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
-
2Пш 20:15—22. Ӑслӑ хӗрарӑм панӑ канаша пула Авел хули ҫӑлӑнса юлнӑ.
-
4Пш 5:1—14. Израиль хӗрачин сӑмахӗсене итленине пула Сири ҫарпуҫӗ тилҫе чирӗнчен сывалма пултарнӑ.
-
Мӗншӗн Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне хисеплемен ҫынсен канашӗсене итлемелле мар?
Пс 1:1; Ыт 4:14
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Лк 6:39
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Ҫл 10:13, 14. Иеговӑран пулӑшу ыйтас вырӑнне Саул патша асамҫӑ хӗрарӑм патне кайнӑ, ҫапла вара вӑл Турра итлеменнине пула вилнӗ.
-
2Ҫл 22:2—5, 9. Охозия патша япӑх канашсене итленӗ, ҫакӑ вара ӑна вилӗм патне илсе ҫитернӗ.
-
Иов 21:7, 14—16. Иов Иеговӑна хисеплемен ҫынсен шухӑшӗсене сирсе янӑ.
-
Канаш мӗнле памалла
Мӗншӗн канаш парас умӗн пур факта та пӑхса тухмалла тата ҫав ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсем мӗн каланине итлемелле?
Ыт 18:13, 17
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ыт 25:8
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Пш 1:9—16. Анна мӗнле лару-тӑрура пулнине пӑхса тухмасӑрах чи аслӑ священник Илий Турра шанчӑклӑ ҫав хӗрарама ӳсӗр тесе айӑпланӑ.
-
Мф 16:21—23. Пётр апостол пур факта та пӗлмен, ҫавӑнпа вӑл Иисуса Иегова мӗн тутарасшӑн пулнине тума мар, Шуйттан мӗн тутарасшӑн пулнине тума каланӑ.
-
Мӗншӗн канаш парас умӗн Иеговӑна кӗлтумалла?
Пс 31:8; 72:23, 24; Ыт 3:5, 6
-
Библири тӗслӗхсем
-
Тх 3:13—18. Моисей Иеговӑран израильтянсен сиксе тухма пултаракан ыйтусем ҫине лайӑхрах мӗнле хуравламалли пирки ыйтнӑ.
-
3Пш 3:5—12. Ҫамрӑк Соломон патша хӑйӗн ҫине шанман, вӑл Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтнӑ, вара Турӑ ӑна ҫавӑншӑн пилленӗ.
-
Мӗншӗн пирӗн яланах канашсене Библи тӑрӑх памалла?
Пс 118:24, 105; Ыт 19:21; 2Тм 3:16, 17
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Сак 17:18—20
-
Библири тӗслӗхсем
-
Мф 4:1—11. Шуйттан илӗртнӗ чухне Иисус хӑйӗн аслӑлӑхӗ ҫине шанман, вӑл ӑна Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх хуравланӑ.
-
Ин 12:49, 50. Иисус хӑйне Ашшӗ мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек вӗрентетӗп тесе каланӑ — ҫакӑ пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх.
-
Мӗншӗн канаш панӑ чухне пирӗн йӑваш та лӑпкӑ пулма тата, кирлӗ чухне, ҫынна мухтаса илме те тӑрӑшмалла?
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ис 9:6; 42:1—3; Мф 11:28, 29
Христианин хӑйне тепӗр христианин улталарӗ е хӑйӗн пирки элек сарчӗ тесе ӳпкелешет пулсан, мӗншӗн ӑна хӑйне кӳрентерекенпе калаҫса пӑхма хавхалантарни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ?
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Лв 19:17
Христианина кам та пулин кӳрентернӗ пулсан, ӑна хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳсӗмлӗ пулма тата кӳрентерекене каҫарма мӗнле хавхалантарма пулать?
Мф 18:21, 22; Мк 11:25; Лк 6:36; Эф 4:32; Кл 3:13
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Мф 6:14; 1Кр 6:1—8; 1Пт 3:8, 9
-
Библири тӗслӗх
-
Мф 18:23—35. Мӗншӗн каҫарни питӗ кирлӗ пулнине кӑтартас тесе Иисус витӗмлӗ тӗслӗх илсе панӑ.
-
Мӗншӗн канаш панӑ чухне Иеговӑн нормисене тытса тӑма хӑраса тӑмалла мар?
Пс 140:5; Ыт 17:10; 2Кр 7:8—11
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Пш 15:23—29. Самуил пророк Саул патшаран хӑраса тӑман — вӑл ӑна питленӗ.
-
3Пш 22:19—28. Михей пророк, хӑйне хӑратнине тата хӑйӗнпе ыттисем хаяррӑн тытма пултарнине пӑхмасӑрах, Ахав патшана хӑрушӑ хыпар пӗлтерме хӑраман.
-
Ҫынна канаш панӑ чухне унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ан пӑсӑлччӑр тесен канаша мӗнле памалла?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Лк 22:31—34. Пётр апостол йӑнӑшсем тунӑ пулин те, Иисус вӑл ҫав йӑнӑшсене тӳрлетессе, Иеговӑшӑн малалла ӗҫлессе тата ыттисене пулӑшасса шаннӑ.
-
Фм 21. Павел апостол Туррӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑракан канаша Филимон тытса тӑрасси пирки пӗртте иккӗленмен.
-
Кам хуйха ӳкнӗ е мӗн пирки те пулин пӑшӑрханать, ҫавсене ыррӑн канаш пама пире мӗн пулӑшӗ?
Ҫылӑха кӗнӗ ҫынна эпир ӑна хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшасшӑн пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Кама эпир канаш паратпӑр, ҫав ҫынна — вӑл миҫе ҫулта, хӗрарӑм е арҫын пулнине пӑхмасӑрах — хисепленине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Мӗншӗн старейшинӑсен Библи тӑрӑх панӑ канаша ҫине-ҫинех сирсе яракан ҫынпа ҫирӗп пулмалла?