Иисус Христос
Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе Иисуспа мӗнле усӑ курать?
Ап 4:12; 10:43; 2Кр 1:20; Фп 2:9, 10
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ыт 8:22, 23, 30, 31; Ин 1:10; Ӳл 3:14
-
Библири тӗслӗхсем
-
Мф 16:13—17. Пётр апостол Иисус пирки Христос тата Турӑ Ывӑлӗ тенӗ.
-
Мф 17:1—9. Виҫӗ апостол курӑнура Иисусӑн пулас мухтавлӑхне курнӑ тата Иегова ӑна хӑйӗн Ывӑлӗ тесе чӗннине илтнӗ.
-
Иисус пур ҫынран та мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
Ин 8:58; 14:9, 10; Кл 1:15—17; 1Пт 2:22
-
Библири тӗслӗхсем
-
Мф 21:1—9. Иисус Иерусалима ашак тихи ҫине ларса кӗнӗ; ҫапла Иегова суйласа илнӗ Мессианла Патша ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнӑ.
-
Евр 7:26—28. Павел апостол Иисус, Чи Аслӑ Священник, ытти чи аслӑ священниксенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнлантарса панӑ.
-
Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ун ҫинчен тата унӑн Ашшӗ ҫинчен мӗне вӗрентеҫҫӗ?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Мф 4:23, 24. Иисус демонсенчен вӑйлӑрах пулнине тата вӑл пур чиртен те сыватма пултарнине кӑтартнӑ.
-
Мф 14:15—21. Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа тата икӗ пулӑпа пин-пин ҫынна тӗлӗнмелле майпа тӑрантарнӑ.
-
Мф 17:24—27. Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ тунине пула Пётр храм валли налог тӳлеме пултарнӑ; ҫапла вара ыттисен туйӑмӗсене те шута илнӗ пулнӑ.
-
Мк 1:40, 41. Иисус тилҫеллӗ ҫынна шелленӗрен ӑна сыватнӑ, ҫапла вӑл чирлисене питӗ сыватасшӑн пулнине кӑтартнӑ.
-
Мк 4:36—41. Иисус вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла лӑплантарнӑ, ҫакӑ ӑна Ашшӗ ҫутҫанталӑк вӑйӗсемпе хуҫаланма ирӗк панине кӑтартса парать.
-
Ин 11:11—15, 31—45. Иисус хӑйӗн тусӗ, Лазарь, вилсен макӑрнӑ; унтан вӑл ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫакӑнпа вӑл вилӗме тата вилӗм кӳрекен хуйха курайманнине кӑтартса панӑ.
-
Иисус ҫынсене мӗнле тӗп хыпара пӗлтернӗ?
Иисус мӗнле ҫын пулнӑ? Акӑ унӑн хӑш-пӗр лайӑх енӗсем.
Ӑслӑ (Мф 12:42; 13:54; Кл 2:3)
Итлекен (Лк 2:40, 51, 52; Евр 5:8)
Хӑйне кӗҫӗне хуракан (Мф 11:29; 20:28; Ин 13:1—5; Фп 2:7, 8)
Хӑюллӑ (Мф 4:2—11; Ин 2:13—17; 18:1—6)
Ун патне пырса калаҫма ҫӑмӑл пулнӑ (Мф 13:2; Мк 10:13—16; Лк 7:36—50)
Шеллекен, хӗрхенекен (Мк 5:25—34; Лк 7:11—15)
Юратакан (Ин 13:1; 14:31; 15:13; 1Ин 3:16)
Мӗншӗн Иисус пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама хатӗр пулнӑ тата ҫавӑ пире мӗнле усӑ парать?
Мӗншӗн эпир Иисус Христос тӳпере патшара ларнӑшӑн савӑнатпӑр?
Пс 71:12—14; Дан 2:44; 7:13, 14; Ӳл 12:9, 10
-
Библири тӗслӗхсем
-
Пс 44:3—8, 17, 18. Ҫак псаломра каланӑ тӑрӑх, Турӑ суйласа лартнӑ Патша хӑйӗн пур тӑшманне те ҫӗнтерӗ тата вӑл чӑнлӑхшӑн, йӑвашлӑхшӑн тата тӳрӗлӗхшӗн ертсе пырӗ.
-
Ис 11:1—10. Иисус патшара ларнӑ чухне ҫӗр рай пулса тӑрӗ тата ҫӗр ҫинче мир пулӗ.
-
Кӗҫех Иисус мӗн тӑвӗ?