Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

128-МӖШ СЫПӐК

Пилат та, Ирод та нимӗнле айӑп та тупаймаҫҫӗ

Пилат та, Ирод та нимӗнле айӑп та тупаймаҫҫӗ

МАТФЕЙ 27:12—14, 18, 19 МАРК 15:2—5 ЛУКА 23:4—16 ИОАНН 18:36—38

  • ПИЛАТ ТАТА ИРОД ИИСУСА ДОПРОС ТӐВАҪҪӖ

Иисус хӑй чӑннипех патша пулнине Пилатран пытарма тӑрӑшмасть. Анчах та унӑн Патшалӑхӗ Рима хӑрушлӑх кӳмест. «Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар,— калать Иисус,— Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен пулсан, Манӑн ҫыннӑмсем Мана иудейсен аллине парас мар тесе хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ; анчах Манӑн Патшалӑхӑм кунтан мар» (Иоанн 18:36). Эппин, Иисусӑн Патшалӑх пур, анчах та ҫав Патшалӑх ку тӗнчерен мар.

Ҫакӑн пек хурав Пилата ҫырлахтармасть. Вӑл ыйтать: «Ҫавах та Эсӗ Патшах-и?» Пилат тӗрӗс шухӑш патне ҫитнине кӑтартас тесе Иисус ҫапла хуравлать: «Эсӗ хӑв Мана Патша тетӗн; Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ; чӑнлӑхшӑн пулсассӑн кирек кам та Ман сасса итлет» (Иоанн 18:37).

Иисус унччен Фомана: «Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те»,— тенӗ. Халӗ вара Иисус хӑйне ҫӗр ҫине мӗнле тӗллевпе янине — «чӑнлӑх», уйрӑмах, хӑйӗн Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑх, ҫинчен пӗлтерме янине — Пилата ӑнланма пулӑшать. Иисус ҫав чӑнлӑх майлӑ тӑма ҫирӗп шут тытнӑ тата вӑл ҫав чӑнлӑхшӑн вилме те хатӗр. Пилат ыйтать: «Чӑнлӑх мӗн Вӑл?» Анчах та вӑл ҫавӑн пирки ӑнлантарса парасса кӗтмест. Вӑл ҫак ҫынна суд тумашкӑн ҫителӗклӗ илтрӗм тесе шутлать (Иоанн 14:6; 18:38).

Пилат каллех кермен тулашӗнче кӗтсе тӑракан халӑх патне тухать. Вӑл аслӑ священниксемпе халӑха: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та курмастӑп»,— тесе каланӑ чухне Иисус ун ҫумӗнче тӑрать пулмалла. Ҫакӑн пек йышӑну тунӑшӑн кӑмӑлсӑр пулнӑран вӗсем ҫине тӑрса ҫапла калаҫҫӗ: «Галилейӑран пуҫласах Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе халӑха пӑлхатса ҫӳрет» (Лука 23:4, 5, ҪХ).

Иудейсен кутӑнлӑхӗ Пилата питӗ тӗлӗнтерет пулмалла. Аслӑ священниксемпе старейшинӑсем кӑшкӑрнӑ вӑхӑтра Пилат Иисусран ыйтать: «Илтместӗн-им, мӗн чухлӗн Сана хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ [«каласа тӑраҫҫӗ», ҪС]?» (Матфей 27:13.) Анчах та Иисус хирӗҫ нимӗн те чӗнмест. Вӑл хӑйне ҫавӑн пек хаяррӑн айӑпланине лӑпкӑн итлесе тӑни Пилата тӗлӗнтерет.

Иудейсем Иисус «Галилейӑран пуҫласах» тесе кӑшкӑрнӑ. Пилат ҫакӑнтан Иисус Галилея ҫынни пулнине ӑнланса илет. Ҫакӑ Пилата Иисуса суд тӑвас мар тесе мӗн тумалли пирки шухӑш парать. Ирод Антипа (I Аслӑ Иродӑн ывӑлӗ) — Галилея пуҫлӑхӗ. Вӑл вара халӗ Пасха уявӗ ячӗпе Иерусалимра. Ҫавӑнпа Пилат Иисуса Ирод патне ярать. Ирод Антипа Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне кастарнӑ. Каярахпа, Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем туни ҫинчен илтсен, Ирод ку вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн мар-ши тесе пӑшӑрханма пуҫланӑ (Лука 9:7—9).

Иисуса курма май пурри Ирода савӑнтарать. Анчах та вӑл Иисуса курасса та ӑна пулӑшас килнӗрен мар тата ӑна айӑплама чӑнах та витӗмлӗ сӑлтав пуррипе ҫуккине пӗлес килнӗрен мар курасшӑн. Иродӑн ӑна курас килет ҫеҫ тата «вӑл Унран пӗр-пӗр хӑват курма» ӗмӗтленет (Лука 23:8). Анчах та Иисус унӑн кӑмӑлне ҫырлахтармасть. Ҫитменнине тата, Ирод ыйтусем парсан, Иисус пӗр сӑмах та каламасть. Вара Иродпа унӑн салтакӗсем, ӗмӗчӗ тулман пирки, Иисуса «хурласа» пӗтереҫҫӗ (Лука 23:11). Вӗсем ӑна пуян тумтир тӑхӑнтартаҫҫӗ те унран мӑшкӑллама пуҫлаҫҫӗ. Унтан Ирод Иисуса каялла Пилат патне ярать. Унччен Иродпа Пилат пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑ, халӗ вара вӗсем туссем пулса тӑраҫҫӗ.

Иисуса каялла илсе килсен, Пилат аслӑ священниксене, иудейсен пуҫлӑхӗсене тата халӑха чӗнет те калать: «Акӑ эпӗ хӑвӑр умӑртах ыйтса тӗпчерӗм, анчах Ку Ҫынра эсир айӑпланӑ тӗлӗшӗнчен нимӗнле айӑп та тупмарӑм; Ирод та ҫаплах Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупайман: эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ; эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна» (Лука 23:14—16).

Пилат Иисуса питӗ ирӗке кӑларасшӑн, мӗншӗн тесен священниксем кӗвӗҫнӗрен ӑна суд тума тытса панине вӑл пӗлет. Унсӑр пуҫне, ҫавна тума Пилатӑн тепӗр сӑлтав та тупӑнать. Вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса ярать: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре [тӗлӗкӗ Турӑран пулнӑ пулас] асапланса пӗтрӗм» (Матфей 27:19).

Пилат айӑпсӑр ҫынна ирӗке кӑларӗ-ши?