Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

130-МӖШ СЫПӐК

Иисуса вӗлерме тытса панӑ

Иисуса вӗлерме тытса панӑ

МАТФЕЙ 27:31, 32 МАРК 15:20, 21 ЛУКА 23:24—31 ИОАНН 19:6—17

  • ПИЛАТ ИИСУСА ИРӖКЕ КӐЛАРМА ПИКЕНЕТ

  • ИИСУСА ВӖЛЕРМЕ ЙЫШӐНАҪҪӖ

Иисуса хаяррӑн асаплантарнӑ тата унран мӑшкӑлланӑ пулин те, аслӑ священниксемпе вӗсем майлисем ӑна пӗртте хӗрхенмеҫҫӗ, Пилат ӑна ирӗке кӑларма тем пек тӑрӑшсан та, усси пулмасть. Вӗсем Иисуса вӗлерме ниме те чӑрмантарма парасшӑн мар. Вӗсем: «Пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Пилат вӗсене хуравлать: «Тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр: эпӗ Унра айӑп курмастӑп» (Иоанн 19:6).

Иудейсем Иисуса политика тӗлӗшӗнчен айӑпласа вӗлерттерме пикенеҫҫӗ, анчах та вӗсен Пилата ӳкӗте кӗртме май килмест. Вара вӗсем вӑл тӗн саккунне пӑснӑ тесе айӑплама хӑтланаҫҫӗ. Вӗсем Иисуса Синедрионра айӑпланӑ пекех Турра хурлать тесе айӑплаҫҫӗ. «Пирӗн саккун пур,— теҫҫӗ вӗсем,— пирӗн саккун тӑрӑх, Ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ вырӑнне хурать» (Иоанн 19:7). Пилат ҫакӑн ҫинчен пӗрремӗш хут илтет.

Вӑл хӑйӗн керменне таврӑнать те ҫав ҫынна, темӗн тӗрлӗ асаплантарса пӗтернӗ ҫынна, ирӗке кӑлармалли май шырать тата ун пирки Пилат арӑмӗ те тӗлӗк курнӑ (Матфей 27:19). Халӗ иудейсем урӑхла айӑплаҫҫӗ: ҫак тытса хупнӑ ҫын — «Турӑ Ывӑлӗ». Пилатӑн вара мӗн тумалла-ши? Вӑл Иисус Галилейӑран пулнине пӗлет (Лука 23:5—7). Ҫав-ҫавах вӑл унран: «Эсӗ ӑҫтан?» — тесе ыйтать (Иоанн 19:9). Иисус ҫын пуличчен пурӑннипе пурӑнманнине тата вӑл ҫӳлтен аннипе анманнине пӗлесшӗн-ши Пилат?

Иисус унччен Пилата хӑйӗн пирки патша тесе тата хӑйӗн Патшалӑхӗ ку тӗнчерен мар тесе каланӑ ӗнтӗ. Унччен мӗн каланине ӑнлантарса пама кирлӗ маррине кура Иисус нимӗн те каламасть. Вӑл шӑпӑрт тӑни Пилатӑн мӑнкӑмӑллӑхне пырса тивет, вара вӑл кӑмӑлсӑррӑн калать: «Эсӗ мана хуравламастӑн-и? пӗлместӗн-им: манӑн Сана пӑталаттарма та ирӗкӗм пур, кӑларса яма та ирӗкӗм пур» (Иоанн 19:10).

Иисус ӑна ҫапла хуравлать: «Сана ҫӳлтен паман пулсан, Ман тӗлӗшӗмрен санӑн нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ; ҫавӑнпа Мана санӑн аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ» (Иоанн 19:11). Иисус «Мана санӑн аллуна тытса паракан» тенипе Иуда Искариот ҫинчен ҫеҫ каламасть пулмалла, мӗншӗн тесен Каиафа та, унпа пӗр каварлӑ пулнисем те айӑплӑ. Ҫавӑнпа та Иисусӑн сӑмахӗсем вӗсем Пилатран та пысӑкрах ҫылӑх тунӑ тенине пӗлтереҫҫӗ.

Иисус хӑйне мӗнле тытни тата мӗнле калаҫни Пилата питӗ тӗлӗнтерет, анчах та халӗ ӑна Иисус ҫӳлтен килме пултарни питех те пӑшӑрхантарса ӳкерет. Ҫавӑнпа вӑл каллех ӑна хӑтарма май шырать. Анчах та иудейсем Пилата хӑратса ӳкерме пултаракан тепӗр майпа усӑ кураҫҫӗ. «Ӑна ирӗке ярсан,— хӑратаҫҫӗ вӗсем,— эсӗ кесарӗн тусӗ мар вара, хӑйне хӑй патша вырӑнне хуракан кирек кам та кесарӗн тӑшманӗ вӑл» (Иоанн 19:12).

Пуҫлӑх каллех Иисуса халӑх умне илсе тухать, вара суд тумалли вырӑн ҫине ларса халӑха ҫапла калать: «Акӑ сирӗн Патшӑр!» Анчах та иудейсем лӑпланмаҫҫӗ. «Пӗттӗр, пӗттӗр, пӑталаттар Ӑна!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ вӗсем. Аптранипе Пилат ыйтать: «Сирӗн Патшӑра пӑталаттарас-и манӑн?» Иудейсем тахҫантанпах Рим влаҫӗнчен хӗн кураҫҫӗ, ҫав-ҫавах аслӑ священниксем чӑрсӑррӑн ҫапла калаҫҫӗ: «Кесарьсӗр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук» (Иоанн 19:14, 15).

Хӑраса ӳкнӗрен Пилат иудейсем ҫине тӑрса ыйтнине тума килӗшет, вара Иисуса вӗлерме ирӗк парать. Салтаксем унран хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илеҫҫӗ те ӑна унӑн ҫиелти тумтирне тӑхӑнтартаҫҫӗ. Иисуса вӗлерме илсе кайнӑ чухне ӑна хӑйне асап юпине йӑттараҫҫӗ.

Халӗ эрнекун ирхине, нисанӑн 14-мӗшӗ. Иисус талӑк ытла ӗнтӗ ҫывӑрман тата ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр асап хыҫҫӑн теприне тӳссе ирттернӗ. Халӗ вара йывӑр юпана йӑтса пынӑ май вӑл пӗтӗмпех халтан каять. Ҫавӑнпа салтаксем унӑн юпине иртсе пыракан пӗр ҫынна — Африкӑри Киринея хулин ҫыннине Симона — йӑтса пыма хушаҫҫӗ. Иисус хыҫҫӑн нумай ҫын пырать. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсене кӑкӑрӗсенчен ҫапса йӗреҫҫӗ.

Иисус хуйхӑракан хӗрарӑмсене ҫапла калать: «Эй Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн та хӑвӑр ачӑрсемшӗн йӗрӗр, ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне ҫапла калӗҫ: „ача туманнисем, ача ҫуратман варсем, ача ӗмӗртмен кӑкӑрсем телейлӗ!“ тейӗҫ. Ҫавӑн чухне тусене кала пуҫлӗҫ: „пирӗн ҫине ӳкӗр!“ тейӗҫ; сӑртсене те: „пире хупласа хурӑр!“ тейӗҫ. Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ?» (Лука 23:28—31.)

Иисус иудей халӑхӗ пирки калать. Ҫак халӑх хӑрса пыракан, анчах та кӑштах нӳрӗк тӑрса юлнӑ йывӑҫ евӗрлӗ, мӗншӗн тесен иудейсем хушшинче Иисус тата ӑна ӗненекенсем пур. Иисус вилсен тата унӑн вӗренекенӗсем иудейсен тӗнне хӑварсан, Израиль халӑхӗ хӑрса ларнӑ йывӑҫ пек пулса тӑрӗ. Рим ҫарӗ ҫак халӑха хирӗҫ кайнипе Туррӑн приговорне пурнӑҫа кӗртсен, питӗ хытӑ йӗрӗҫ!