48-МӖШ СЫПӐК
Тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, анчах ӑна Назаретра та сирсе яраҫҫӗ
МАТФЕЙ 9:27—34; 13:54—58 МАРК 6:1—6
-
ИИСУС СУККӐРРИСЕНЕ ТАТА ЧӖЛХЕСӖРРИСЕНЕ СЫВАТАТЬ
-
НАЗАРЕТ ҪЫННИСЕМ ӐНА СИРСЕ ЯРАҪҪӖ
Иисуспа ҫак кун тӗрлӗ ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ. Вӑл Вунхуларан кимӗпе ишсе килсен юн кайнипе асапланакан хӗрарӑма сыватать тата Иаирӑн хӗрне вилӗмрен чӗртсе тӑратать. Анчах та кун вӗҫленмен-ха. Иаирӑн килӗнчен тухса кайсан Иисус хыҫҫӑн икӗ суккӑр ҫын: «Эй Иисус, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире!» — тесе кӑшкӑрса пыраҫҫӗ (Матфей 9:27).
Иисуса «Давид Ывӑлӗ» тенипе ҫав арҫынсем Иисус Давидӑн престолӗ ҫине ларас еткерҫӗ пулнине, апла пулсан, Мессия пулнине ӗненнине кӑтартаҫҫӗ. Иисус вӗсем кӑшкӑрнине итлемест пек. Вӑл ҫакна вӗсем ҫине тӑрассипе тӑмассине пӗлес тесе тӑвать пулмалла. Иисус хӑй чарӑнса тӑнӑ пӳрте кӗрсен, вӗсем ун хыҫҫӑн кӗреҫҫӗ. Иисус вӗсенчен ыйтать: «Эпӗ ҫакна тума пултарасса ӗненетӗр-и?» Вӗсем татӑклӑн: «Ӗненетпӗр, Ҫӳлхуҫамӑр!» — тесе хуравлаҫҫӗ. Иисус вӗсен куҫӗсене сӗртӗнет те калать: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр сире» (Матфей 9:28, 29).
Вӗсем тӳрех курма пуҫлаҫҫӗ! Иисус, унчченхи пекех, вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та каласа ан парӑр тет. Анчах та вӗсем питӗ савӑннипе ун ҫинчен пур ҫӗрте те каласа ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.
Ҫав арҫынсем тухса кайсан, Иисус патне чӗлхесӗр ҫынна илсе пыраҫҫӗ. Ӑна демон ярса илнӗрен вӑл калаҫма пултараймасть. Иисус демона хӑваласа кӑларать, вара чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫлать. Ҫакна куракансем питӗ тӗлӗннипе: «Израильре кунашкал хӑват нихӑҫан та пулманччӗ»,— тесе калаҫҫӗ. Ҫакӑнта фарисейсем те пур. Вӗсем Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ туман тесе калама пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та Иисуса унччен айӑпланӑ пекех айӑплаҫҫӗ: «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать» (Матфей 9:33, 34).
Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Иисус хӑйӗн тӑван хулине — Назарета каять. Ку хутӗнче унпа пӗрле унӑн вӗренекенӗсем. Вӑл унти синагогӑра вӗрентнӗренпе ҫулталӑка яхӑн вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Чи малтан ҫынсем вӑл мӗн каланинчен савӑнса-тӗлӗнсе тӑнӑ, анчах кайран унӑн сӑмахӗсенчен кӳреннӗрен, ҫилленнӗрен ӑна вӗлересшӗн пулнӑ. Халӗ Иисус хӑй ӳссе ҫитӗннӗ хула ҫыннисене тепӗр хут пулӑшасшӑн пулать.
Шӑматкун вӑл вӗрентме синагогӑна каять. Нумайӑшӗ питех те тӗлӗнеҫҫӗ, ҫавӑнпа ыйтаҫҫӗ: «Ҫакнашкал ӑслӑлӑхпа вӑй-хӑват ӑҫтан тухать-ши Унӑн? Каскалаканӑн [е платник] ывӑлӗ мар-и вара Вӑл? Унӑн амӑшӗ Мария ятлӑ мар-и? Иаков, Иосиф, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара? Унӑн аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те пурте пирӗн хушшӑмӑртах мар-и вара? апла ҫакӑ ӑҫтан тухать-ши Унӑн?» (Матфей 13:54—56.)
Ҫав ҫынсен шучӗпе, Иисус вӑл ахаль ҫын ҫеҫ. Вӗсем шутлаҫҫӗ: «Вӑл пирӗн куҫ умӗнче ӳссе ҫитӗнчӗ вӗт. Мӗнле-ха вӑл Мессия пулма пултартӑр?» Ҫавӑнпа та нумай ҫирӗплетӗве — ҫав шутрах, унӑн пысӑк ӑслӑлӑхӗпе хӑватлӑ ӗҫӗсене — пӑхмасӑрах вӗсем ӑна сирсе яраҫҫӗ. Иисуса питӗ лайӑх пӗлекенсем, унӑн ҫемйинчи ҫынсем те, ун пирки иккӗленеҫҫӗ. Вара Иисус ҫакна палӑртать: «Пророка хисеплеҫҫӗ, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗршывӗнче, тӑван килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ» (Матфей 13:57).
Иисус вӗсем ӗненменнинчен тӗлӗнет. Ҫавӑнпа вӑл унта хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене аллине хурса сыватнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ те тумасть (Марк 6:5, 6).