77-МӖШ СЫПӐК
Иисус пуянлӑх пирки канаш парать
-
ПУЯН ҪЫН ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХ
-
ИИСУС ҪӐХАНСЕМ ТАТА ЛИЛИСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАТЬ
-
«ПӖЧӖК КӖТӖВЕ» ПАТШАЛӐХ ПАМА СӐМАХ ПАНӐ
Иисус фарисей патӗнче апатланнӑ вӑхӑтра урамра ӑна темиҫе пин ҫын кӗтсе тӑрать. Иисуспа ун пекки унччен Галилейӑра та пулнӑ (Марк 1:33; 2:2; 3:9, 10). Кунта Иудейӑра нумайӑшӗ ӑна курасшӑн тата итлесшӗн. Ҫав ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ апатланма ларнӑ фарисейсен шухӑш-кӑмӑлӗнчен тӗпрен улшӑнса тӑрать.
Иисус чи малтан хӑйӗн вӗренекенӗсен мӗне уйрӑмах асра тытмалли ҫинчен калать: «Фарисейсенӗн кӑвас чустинчен — вӗсен икӗпитлӗхӗнчен — сыхланӑр». Иисус унччен те ҫакӑн пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах апатланнӑ чухне вӑл мӗн курни ҫак канаш мӗн тери кирлӗ пулнине кӑтартса панӑ (Лука 12:1; Марк 8:15). Фарисейсем хӑйсене Турра ӗненнӗ пек кӑтартса хӑйсен йӗркесӗрлӗхне пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑрушлӑх кӳреҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен вара пурин те пӗлмелле. Иисус ӑнлантарса парать: «Пытарса хӑварни йӑлтах ҫиеле тухать, вӑрттӑнни те курӑнать» (Лука 12:2).
Иисус патне пухӑннӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ вӑл Галилейӑра мӗн вӗрентнине илтмен иудейсем пулнӑ пулмалла. Ҫавӑнпа вӑл хӑй унччен мӗн каланӑ, ҫавсен тӗп шухӑшӗсене тепӗр хут аса илтерет. Вӑл хӑйне итлекенсене ӳкӗтлет: «Ӳте вӗлерекеннисенчен, унтан ытла нимӗн те тума пултарайманнисенчен ан хӑрӑр» (Лука 12:4). Унчченхи пекех, Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансен хӑйсемшӗн Турӑ тӑрӑшасси пирки пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар тесе палӑртать. Ҫавӑн пекех вӗсен Этем Ывӑлне йышӑнмалла тата Турӑ вӗсене пулӑшма пултарнине асра тытмалла (Матфей 10:19, 20, 26—33; 12:31, 32).
Сасартӑк пӗр ҫын халӑх хушшинчен тухать те ҫак самантра хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине калать: «Вӗрентекен! манӑн тӑванӑма каласамччӗ, хамӑра юлнӑ пурлӑха мана та уйӑрса патӑр» (Лука 12:13). Саккун тӑрӑх, малтан ҫуралнӑ ывӑлӑн пурлӑхӑн икӗ пайне илмелле, ҫавӑнпа кунта тавлашма нимле сӑлтав та ҫук (Саккуна астутарни 21:17). Анчах ҫав ҫын хӑйӗн мӗн чухлӗ илмелле, ҫавӑнтан та ытларах илесшӗн пулмалла. Иисус хӑйне ӑслӑ-тӑнлӑ тытать, вӑл никам майлӑ та тӑмасть. «Эй этем, сире сут тума е пурлӑхӑра уйӑрма кам лартрӗ Мана?» — тесе ыйтать вӑл (Лука 12:14).
Вара Иисус пурне те ҫакӑн пек асӑрхаттарать: «Астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест» (Лука 12:15). Ҫын тем чухлӗ пурлӑх пухсан та, вӑл хӑҫан та пулин пурпӗр вилет, вара ӑна нимӗн те кирлӗ пулмасть. Ҫак шухӑша палӑртас тесе Иисус тӗслӗх илсе парать. Ҫав тӗслӗхе вара астуса юлма ҫӑмӑл тата вӑл Турӑ умӗнче ырӑ ятлӑ пулни мӗн тери хаклӑ пулнине кӑтартса парать.
«Пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырри ӑнса пулнӑ; вӑл вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: „мӗн тӑвас-ши манӑн? тыррӑма пуҫтарса хума вырӑн ҫук“ тенӗ. Унтан каланӑ: „акӑ мӗн тӑвам: кӗлетӗмсене пӑсам та пысӑк кӗлетсем лартам, мӗнпур тыррӑма, мӗнпур пурлӑхӑма ҫавӑнта пуҫтарса хурам, вара чунӑма: эй чунӑм! санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать: кан, ӗҫ, ҫи, савӑн“ тейӗп, тенӗ. Анчах Турӑ каланӑ ӑна: „эй ӑссӑр! кӗҫӗрех чунна илӗҫ; эсӗ янтӑласа хуни кама юлӗ?“ тенӗ. Хӑй валли ҫеҫ мул пуҫтараканӑн, анчах Турӑ умӗнче чухӑн ҫыннӑн ҫапла пулать» (Лука 12:16—21).
Иисусӑн вӗренекенӗсем те, ӑна итлекен ытти ҫынсем те пуянлӑхшӑн ҫунакан е пурлӑх пухас ӗмӗтпе кӑна пурӑнакан ҫынсем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, кулленхи ӗҫсем ӑшне путни те Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма пултарать. Ҫавӑнпа Иисус ҫулталӑк ҫурра яхӑн каялла Ту ҫинче каланӑ проповедьре панӑ усӑллӑ канаша тепӗр хут аса илтерет.
Лука 12:22—31; Матфей 6:25—33).
«Хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр: [...] Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те; вӗсенӗн управӑшсем те, кӗлетсем те ҫук — вӗсене Турӑ тӑрантарать; эсир кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах! [...] Лили чечекӗ мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха: вӑл ӗҫлемест те, арламасть те; калатӑп сире: тем тӗрлӗ чаплӑ Соломон та нихӑҫан та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман. [...] Эппин, пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе ан шырӑр, ан пӑшӑрханӑр; ҫакна пурне те ку тӗнче ҫыннисем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине вара сирӗн Аҫӑр пӗлсе тӑрать; пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр, ытти вара пурте пулӗ сире» (Кам Турӑ Патшалӑхне шырӗ? Иисус каланӑ тӑрӑх, Турра шанчӑклӑ ҫавӑн пек ҫынсен шучӗ нумаях мар пулӗ — «пӗчӗк кӗтӳ» ҫеҫ пулӗ. Каярахпа вӗсен шучӗ 144 000 пулассине уҫса парӗҫ. Вӗсем валли мӗн хатӗрлесе хунӑ? Иисус вӗсене ҫапла шантарса калать: «Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ». Вӗсем ҫӗр ҫинче пурлӑх пухасшӑн ҫунмӗҫ, вӗт ҫӗр ҫинчи пурлӑха вӑрӑсем ҫаратма пултараҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсен чӗри «тӳпере арканми арча, иксӗлми пурлӑх хатӗрлесе» хунӑ ҫӗрте пулӗ, унта вӗсем Христоспа пӗрле патшара ларӗҫ (Лука 12:32—34, ҪХ).