2-МӖШ СЫПӐК
Иисуса ҫураличченех хисеп тӑваҫҫӗ
-
МАРИЯ ХӐЙӖН ЕЛИСАВЕТА ТӐВАНӖ ПАТНЕ КАЙСА КИЛЕТ
Гавриил ангел Мария ятлӑ хӗре ывӑл ҫуратӑн, ӑна Иисус тесе ят парӗҫ, вӑл Патша пулса тӑрӗ те ӗмӗр-ӗмӗрӗпе патшара ларӗ тесе каланӑ хыҫҫӑн Мария ыйту парать: «Эпӗ арҫынпа нихӑҫан та ар ҫыхӑнӑвне кӗмен пулсан, ку епле пулӗ?» (Лука 1:34, ҪТ.)
«Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ,— тесе хуравлать Гавриил,— ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ» (Лука 1:35).
Тен, Марийӑна ҫакна ӗненме пулӑшас тесе Гавриил малалла калать: «Акӑ ача тумасть теекен Елисавета тӑванун та ватӑлмалӑх кунӗнче ҫие ывӑл ача юлчӗ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ: Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫланмасӑр юлмасть» (Лука 1:36, 37).
Гавриилӑн сӑмахӗсене Мария хапӑл тусах йышӑнать, ҫакӑ вӑл мӗнле хуравланинчен курӑнать: «Эпӗ — Турӑ чури; эсӗ каланӑ пек пултӑр Мана» (Лука 1:38).
Гавриил кайнӑ хыҫҫӑн тепӗртакран Мария Елисавета патне тухса каять, Елисавета вара Захария упӑшкипе Иудейӑри сӑртлӑ вырӑнта Иерусалимран инҫех мар пурӑнать. Мария пурӑнакан Назарет хулинчен унта ҫитме виҫ-тӑват кун кирлӗ.
Юлашкинчен Мария Захария патне ҫитет те унӑн килне кӗнӗ чухне Елисавета тӑванне саламлать. Ҫавӑн чухне Елисавета святой сывлӑшпа тулать те Марийӑна калать: «Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ! Санран Ҫураласси те мухтавлӑ! Епле-ха ман патӑма Ҫӳлхуҫамӑн Амӑшӗ килчӗ? Эсӗ хама сывлӑх суннине илтсенех варӑмри ачам савӑнса тӑпӑлтатса илчӗ» (Лука 1:42—44).
Мария питӗ пархатарлӑ пулнипе ҫапла хуравлать: «Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ». Ҫакна палӑртма пулать: Марийӑна хисеп тунӑ пулин те, вӑл пӗтӗм мухтава Турра кӳрет. «Унӑн ячӗ сӑваплӑ,— калать Мария,— Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать» (Лука 1:46—50).
Ҫавӑн хыҫҫӑн Мария малалла Турра ҫакӑн пек сӑмахсемпе мухтать: «Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ» (Лука 1:51—55).
Мария хӑйӗн Елисавета тӑванӗ патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнать. Вӑл унта Елисаветӑна ача ҫуратас умӗнхи юлашки эрнесенче пулӑшать пулас. Турра шанчӑклӑ ҫак икӗ хӗрарӑм, Турӑ пулӑшнипе ҫие юлнӑскерсем, ҫав вӑхӑтра пӗрле пулни мӗн тери чаплӑ!
Ҫакна та палӑртмалла: Иисуса ҫураличченех хисеп тӑваҫҫӗ. Елисавета ӑна Ҫӳлхуҫамӑм тенӗ тата унӑн варӗнчи ачи Мария килсен «савӑнса тӑпӑлтатса» илнӗ. Каярахпа ыттисем хӑйсене Марийӑпа тата унӑн ачипе пачах урӑхла тытнине эпир курӑпӑр.