5-мӗш урок
Пирӗн христианла тӗлпулусенче сире мӗн кӗтет?
Нумайӑшӗ тӗн службисене ҫӳреме пӑрахать, мӗншӗн тесен вӗсем унта пурнӑҫри питӗ кирлӗ ыйтусен хуравӗсене те, канӑҫлӑх та тупаймаҫҫӗ. Апла пулсан, мӗншӗн-ха Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле?
Ырӑ кӑмӑллӑ та лайӑх ҫынсемпе хутшӑнса савӑнӑҫ илетпӗр. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем пухусене ҫӳренӗ. Христиансен пухӑвӗсенче вӗсем пӗрле Турра пуҫҫапма, Сӑваплӑ Ҫырӑва вӗренме тата пӗр-пӗрне хавхалантарма пултарнӑ (Еврейсем 10:24, 25). Вӗсем хушшинче ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ хутшӑнусем пулнӑ, кашниех хӑйӗн чӑн-чӑн тусӗсем — христиан тӑвансем — хушшинче пулнине туйнӑ (2 Фессалоника 1:3; 3 Иоанн 14, 15). Эпир вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр, ҫакӑ пире савӑнӑҫ парать.
Библи принципӗсемпе усӑ курма вӗренетпӗр. Ӗлӗк-авал арҫынсем, хӗрарӑмсем тата ачасем Турӑ ҫинчен пӗлме пӗрле пуҫтарӑнни ҫинчен Библире ҫырса панӑ. Эпир вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр. Опытлӑ вӗрентекенсем пире Библири принципсемпе кулленхи пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ (Саккуна астутарни 31:12; Неемия 8:8). Библи тӑрӑх ҫырнӑ публикацисене сӳтсе явнӑ тата юрӑ юрланӑ чухне пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ «хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен» пурин умӗнче пӗлтерме лайӑх май парать (Еврейсем 10:23).
Хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплететпӗр. Павел апостол пӗр пухӑва ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет» (Рим 1:11, 12). Пухури тӑвансемпе тӑтӑшах хутшӑнни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет тата Библири принципсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма ҫирӗп шут тытма пулӑшать.
Эпир сире пирӗн пухӑвӑн ҫитес тӗлпулӑвне пыма тата пурне те хӑвӑр куҫӑрпа курма пӗтӗм чӗререн чӗнетпӗр. Унта сире хаваспах кӗтсе илӗҫ. Тӗлпулӑва килнӗшӗн тӳлемелле мар, унта укҫа-тенкӗ пуҫтармаҫҫӗ.
Иегова Свидетелӗсем хӑйсен тӗлпулӑвӗсене мӗнле ирттерес тӗлӗшрен камран тӗслӗх илеҫҫӗ?
Христиансен тӗлпулӑвӗсене мӗншӗн ҫӳремелле?