ХЫҪСӐМАХ
Мӗн вӑл шеол тата гадес?
БИБЛИН чи пирвайхи текстӗнче шео́л текен еврей сӑмахӗ тата ҫав пӗлтерӗшлех ха́дес текен грек сӑмахӗ 70 хут ытла тӗл пулать. Ҫак икӗ сӑмахпа вилӗм ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ. Чӑвашла куҫарнӑ Библире ҫак икӗ сӑмаха «ҫӑва шӑтӑкӗ», «ҫӗр айӗ», «ҫӗр тӗпӗ», «тамӑк» тата «тупӑк» тесе куҫарнӑ. Ҫак еврей тата грек сӑмахӗсем чӑннипе мӗне пӗлтереҫҫӗ? Ҫак сӑмахсемпе Библире мӗнле усӑ курнине айтӑр пӑхса тухар.
Екклесиаст 9:10-мӗшӗнче каланӑ: «Ху кайса выртас ҫӑва шӑтӑкӗнче [шео́л] ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук». Шеол текен сӑмах ахаль ҫӑва шӑтӑкне, е виле шӑтӑкне, калӑпӑр, пирӗн ҫывӑх ҫынсене пытарнӑ виле шӑтӑкне пӗлтерет-и? Ҫук. Вилнисене пытармалли вырӑн, урӑхла каласан, виле шӑтӑкӗ, ҫинчен каланӑ чухне Библире шео́л тата ха́дес текен сӑмахсемпе мар, урӑх сӑмахсемпе усӑ курнӑ (Пултарни 23:7—9; Матфей 28:1). Ҫавӑн пекех шеол текен сӑмах, пӗр виле шӑтӑкне темиҫе ҫынна пӗрле пытарнине е ҫемьери ҫынсем вилсен, вӗсене пытармалли вырӑна пӗлтермест (Пултарни 49:30, 31).
Апла вара «шеол» текен сӑмах мӗне пӗлтерет-ши? Виле шӑтӑкӗ капашсӑр пысӑк пулсан та, Библире каланӑ тӑрӑх, «шеол» е «гадес» унран чылай пысӑкрах. Сӑмахран, Исаия 5:14-мӗш (ҪТ) сӑвӑ йӗркинче шеол сарӑлчӗ те «хӑйӗн ҫӑварне виҫесӗр карчӗ» тенӗ. Шеол шутсӑр нумай ҫынна ҫӑтса янӑ теме пулать пулин те, вӑл нихӑҫан та «ҫитет!» темест (Ытарӑшсем 30:15, 16). Виле шӑтӑкне мӗн чухлӗ кӗрет, ҫавӑн чухлӗ виле кӑна пытарма пултараҫҫӗ, анчах та «ҫӗр тӗпӗ [шео́л]... тӑрана пӗлмест» тенӗ (Ытарӑшсем 27:20). Урӑхла каласан, шеол нихӑҫан та тулса ҫитмест. Вӑл тӗпсӗр. Апла пулсан, шеол е гадес ҫӗр ҫинчи мӗнле те пулин вырӑна пӗлтермест. Сӑнарлӑ каласан, ҫак икӗ сӑмах пирки этемлӗхӗн масарӗ теме пулать, вилсен ҫынсенчен нумайӑшӗ унта лекеҫҫӗ.
Библире вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентни «шеол» тата «гадес» текен сӑмахсен пӗлтерӗшне тарӑнрах ӑнланма пулӑшать. Вилсен шеола, е гадеса, лекнисем * (Иов 14:13; Апостолсен ӗҫӗсем 2:31; Ӳлӗмхи 20:13). Турӑ Сӑмахӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, шеола, е гадеса, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем кӑна мар, Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсенчен нумайӑшӗ лекнӗ тенӗ (Пултарни 37:35; Псалом 54:16). Ҫавӑнпа та Библи «вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тесе вӗрентет (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15).
вилӗмрен чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ тесе каланӑ Библире^ Вилӗмрен чӗртсе тӑратманнисем шеола е гадеса мар, гееннӑна лекеҫҫӗ. Геенна текен сӑмаха чӑвашла Библире тамӑк тесе куҫарнӑ. «Геенна» текен грек сӑмахӗ Библире 12 хутчен тӗл пулать, ак ҫак сӑвӑ йӗркисенче: Матфей 5:22, 29, 30; 10:28; 18:9; 23:15, 33; Марк 9:43, 45, 47; Лука 12:5; Иаков 3:6. Геенна, шеолпа гадес пекех, ҫӗр ҫинчи мӗнле те пулин вырӑна пӗлтермест.