Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын час ҫилленсе ӳкмест»

«Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын час ҫилленсе ӳкмест»

Университетри баскетболистсен ушкӑнӗн тренерне хӑйӗн ҫиллине тытса чарманшӑн ӗҫрен кӑларса янӑ.

Ача хӑйӗнни пек тутарайманшӑн кӑшкӑрса йӗме пуҫлать.

Амӑшӗ ывӑлӗ ҫине хӑй пӳлӗмне тирпейлеменшӗн кӑшкӑрать.

ТАРӐХСА кайнӑ ҫынсене эпир пурте курнӑ. Хамӑр та хушӑран мӗншӗн те пулин вӗчӗхме пултаратпӑр. Ҫилӗ япӑх туйӑм, ӑна тытса чармалла пулсан та час-часах эпир тарӑхма сӑлтавсем пур тесе шутлама пултаратпӑр, уйрӑмах кам та пулин тӗрӗс мар тунӑ пек туйӑнать пулсан. Америкӑри психологсен ассоциацийӗ кӑларнӑ статьяра «тарӑхни вӑл — ҫыннӑн йӗркеллӗ туйӑмӗ» тесе те ҫырнӑ.

Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ сӑмахсене пӑхсан, ҫапла шухӑшлани тӗрӗс пек те туйӑнма пултарать. Ҫынсем хушӑран тарӑхма пултарнине шута илсе Павел ҫырнӑ: «Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр» (Эфес 4:26, ҪХ). Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, пирӗн ҫилле ирӗке ямалла-и е ӑна алра тытас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тумалла?

ҪИЛЛЕ ИРӖКЕ ЯМАЛЛА-И?

Тарӑху-ҫилӗ пирки ҫав канаша панӑ чухне Павел псалом юрлаканӑн ҫак сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшланӑ пулас: «Ҫиллӗр килсен те ҫылӑха ан кӗрӗр» (Псалом 4:5). Анчах та Павел хӑйӗн сӑмахӗсене мӗнле тӗллевпе каланӑ-ха? Малалла вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та сирӗнтен аякра тӑтӑр» (Эфес 4:31). Павел христиансене ҫилле ирӗке ямалла марри пирки асӑрхаттарса каланӑ. Ҫакна палӑртмалла, Америкӑри психологсен ассоциацийӗ кӑларнӑ ҫав статьярах малалла каланӑ: «Тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, япӑх туйӑмсем хыҫҫӑн кайсан эсир тарӑхсах тата хаярлансах пыратӑр, ку вара йывӑрлӑха татса пама... ниепле те пулӑшмасть».

Апла пулсан тарӑхнине тата ытти япӑх туйӑмсене ҫӗнтерес тесен, пирӗн мӗн тумалла? Ӑслӑ патша Соломон ҫырнӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын час ҫилленсе ӳкмест, унӑн мухтавӗ — ҫын айӑпне каҫарма пӗлни» (Ытарӑшсем 19:11). Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни, урӑхла каласан ӑнланма пӗлни, ҫилӗ капланса килнӗ чухне пире мӗнле пулӑшма пултарать-ха?

ӐНЛАННИ ҪИЛЛЕ ТЫТСА ЧАРМА ПУЛӐШАТЬ

Ӑнланни вӑл — лару-тӑрӑва пур енчен те курма пӗлни. Ӑнлансан, ҫын ҫиелте выртаканнине ҫеҫ мар, унтан та ытларах курать. Ӑнланни пире кӳреннӗ е тарӑхнӑ вӑхӑтра мӗнле пулӑшма пултарать-ха?

Ытларах чухне тӗрӗсмарлӑх пире хытӑ тарӑхтарать. Анчах та туйӑмсем хыҫҫӑн кайсан тата вӗсене ирӗке ярсан, хамӑра е урӑх ҫынна сиен кӳме пултаратпӑр. Вӑйлӑ ҫулӑма чармасан вӑл ҫурта тӗппипех ҫунтарса яма пултарнӑ пекех, ҫилле тытса чармасан ята яма пулать, пирӗн ыттисемпе те, Турӑпа та хутшӑнусем япӑхланма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа, чун ҫилӗпе тӑвӑлса ҫитсен, шӑп ҫав вӑхӑтра лару-тӑрӑва лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшмалла. Лару-тӑрӑва пур енчен те тишкерни пире туйӑмсене алра тытма пулӑшӗ.

Соломонӑн ашшӗ, Давид патша, юн тӑкса чутах айӑпа кӗмен, анчах ӑслӑ канаш ӑна лару-тӑрӑва лайӑх ӑнланма тата хӑйне вӑхӑтра тытса чарма пулӑшнӑ. Давидпа унӑн ҫыннисем Иудӑри пушхирте Навал ятлӑ ҫыннӑн кӗтӗвӗсене сыхланӑ. Сурӑх ҫӑмне касма вӑхӑт ҫитсен Давид Навалтан хӑйӗн ҫыннисем валли ҫимелли ыйтнӑ. Анчах та лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Манӑн вара хамӑн ҫӑкӑра, хамӑн шыва, [хамӑн эрехе] тата сурӑх ҫӑмӗ илекенсем валли хатӗрлесе хунӑ аш-какая ҫак ҫынсене парас-и?» Мӗн тери мӑшкӑл! Ҫак сӑмахсене илтсен, Давид тата унпа пулнӑ 400-е яхӑн ҫын Навалпа унӑн килӗнчи пур арҫынна та вӗлерме шут тытнӑ (1 Патшасен 25:4—13).

Навалӑн арӑмӗ Авигея мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлсен Давидпа тӗл пулма шутланӑ. Ӑна курсан вӑл чӗркуҫҫи ҫине ӳкнӗ те каланӑ: «Хӑвӑн хӑрхӑмна хӑвна калама ирӗк парсамччӗ, хӑрхӑмун сӑмахӗсене итлесемччӗ». Унтан вӑл Навал ӑссӑррине ӑнлантарса панӑ тата тавӑрас шутпа юн юхтарсан Давида кайран совеҫӗ асаплантарӗ тенӗ (1 Патшасен 25:24—31).

Авигейӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Давид мӗн ӑнланса илнӗ? Пӗрремӗшӗнчен, Навал яланах ӑссӑр ҫын пулнине. Иккӗмӗшӗнчен, тавӑрсан, вӑл юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ пулса тӑрассине. Эсир те, Давид пекех, мӗншӗн те пулин тарӑхма пултаратӑр. Ҫавӑн пек лару-тӑрура мӗн тумалла? Мейо клиники ҫилле мӗнле шӑнӑҫтармалли пирки кӑларнӑ статьяра ҫырнӑ: «Тарӑннӑн сывласа илӗр те вуннӑ таран шутлӑр». Ҫапла, чарӑнса тӑрӑр та йывӑрлӑх мӗне пула сиксе тухни пирки тата япӑх туйӑмсем хыҫҫӑн кайни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни пирки шухӑшласа пӑхӑр. Ӑнланни сире ҫилле пусарма е ӑна пачах пӗтерсе хума пулӑштӑр (1 Патшасен 25:32—35).

Давид пекех, паян нумайӑшӗ ҫилле мӗнле тытса чармалли пирки лайӑх канашсем тупнӑ. Польшӑра пурӑнакан Себастьян, 23 ҫулта тӗрмене лекнӗскер, хӑйӗн кӑра ҫиллине пусарма Библи вӗренни пулӑшрӗ тенӗ. «Малтан эпӗ йывӑрлӑх пирки тӗплӗн шухӑшлатӑп,— калать вӑл.— Кайран вара Библири канашпа усӑ курма тӑрӑшатӑп. Эпӗ чи лайӑх канашсем Библире тесе шутлатӑп».

Библири канашсемпе усӑ курни сире тарӑхнӑ вӑхӑтра хӑвӑра алра тытма пулӑшӗ

Сецуо та Библири канашсемпе усӑ курать. Вӑл калать: «Пӗрле ӗҫлекенсем мана тарӑхтарсан, унччен эпӗ вӗсем ҫине кӑшкӑраттӑм. Библи вӗренни вара мана улшӑнма пулӑшрӗ. Халӗ эпӗ кашни хутӗнчех хамран ыйтатӑп: „Тӗрӗссипе кам айӑплӑ? Йывӑрлӑха эпӗ хам кӑларса тӑратмастӑп-ши?“» Ҫавнашкал шухӑшлани ӑна ҫиллине тытса чарма тата тарӑхнине ирттерсе яма пулӑшать.

Тарӑхни — питӗ вӑйлӑ туйӑм, анчах та Библири канашсем чылай вӑйлӑрах. Библири ӑслӑ канашсемпе усӑ курни тата Турра кӗлтуса пулӑшу ыйтни сире ӑслӑ-тӑнлӑ пулма пулӑшӗ, вара эсир те ҫилле тытса чарма пултарӑр, нумай япалана лайӑхрах ӑнланма пуҫлӑр, ҫакӑ сире ҫилле тытса чарма пулӑшӗ.