Вулакансен ыйтӑвӗсем
Унччен пирӗн публикацисенче пулассин сӑнарӗсемпе вӗсем мӗнле пурнӑҫланасси ҫинчен час-часах калатчӗҫ. Халӗ вара вӗсем ҫинчен сайра асӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн?
Пулассин сӑнарӗсем тата вӗсем мӗнле пурнӑҫланасси пирки 1950 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (акӑл.) журналта ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пулассин сӑнарӗ вӑл — пуласлӑхра мӗн пулассине сӑнласа паракан тӗслӗх е ӗлке. Пурнӑҫланни вӑл — пулассин сӑнарӗ пурнӑҫа кӗни. Апла пулсан, пулассин сӑнарне ӗмӗлке, пурнӑҫланнине вара чӑн пурри теме пулать».
Нумай ҫул каялла пирӗн публикацисенче Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем, калӑпӑр, Девора, Елиуй, Иеффай, Иов, Раав тата Ревекка пирки е святой сывлӑшпа суйласа лартнисен, е «имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн» сӑнарӗ тесе каланӑ пулнӑ (Ӳлӗм. 7:9). Сӑмахран, Иеффай, Иов тата Ревекка святой сывлӑшпа суйласа лартнисене, ҫав хушӑрах Деворӑпа Раав «имсӗр-сумсӑр ҫынна» пӗлтерет тесе шутланӑ. Анчах та юлашки вӑхӑтра ҫавӑн пек танлаштарусем тумаҫҫӗ. Мӗншӗн?
Библире асӑннӑ хӑш-пӗр ҫынсем темскер пысӑккине сӑнласа параҫҫӗ тесе каланӑ Сӑваплӑ Ҫырура. Галати 4:21—31-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Павел апостол икӗ хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ событисенче «ытарлӑн калани пур» тесе асӑннӑ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗ Агарь, Авраамӑн хӗрарӑм тарҫи, Моисей саккунӗ урлӑ Иеговӑпа ҫыхӑннӑ Израиль халӑхне сӑнласа панӑ. Иккӗмӗшӗ — Сарра, «ирӗклӗ хӗрарӑм» (ҪХ). Вӑл Туррӑн сӑнарлӑ арӑмне, унӑн организацийӗн пӗлӗтри пайне, пӗлтернӗ. Еврейсем патне янӑ ҫырӑвӗнче Павел Мелхиседек пирки Иисусӑн сӑнарӗ тесе каланӑ чухне вӗсем хушшинчи пӗрпеклӗхсене палӑртать (Евр. 6:20; 7:1—3). Ҫавӑн пекех Павел Исаия пророкпа унӑн ывӑлӗсене Иисуспа тата святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе танлаштарать (Евр. 2:13, 14). Иегова Павела ҫак танлаштарусене ҫырса хума хавхалантарнӑ, ҫавӑнпа та эпир вӑл асӑннӑ ҫынсемпе ӗҫсем пророкла сӑнарсем пулнине ӗненетпӗр.
Анчах та Библире пӗр-пӗр ҫын пирки вӑл кама та пулин пӗлтерет тесе каланӑ пулсан та, унӑн пурнӑҫӗнчи кашни вак-тӗвек, кашни ӗҫ кама та пулин е мӗне те пулин пӗлтерет тесе шутламалла мар пирӗн. Сӑмахран, Павел Мелхиседек пирки Иисусӑн Пулт. 14:1, 18).
сӑнарӗ тенӗ пулин те, пӗррехинче Авраам тӑватӑ патшана ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн апат ҫисе вӑй илтӗр тесе Мелхиседек ун валли ҫӑкӑрпа эрех илсе тухни ҫинчен нимӗн те каламан. Эппин, ҫак событире темле пророкла пӗлтерӗш пур тесе шутлама Сӑваплӑ Ҫыру нимле сӑлтав та памасть (Иисус вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫӗр ҫул иртсен хӑш-пӗр богословсем хӑйне евӗрлӗ капкӑна лекнӗ: Библири кашни вырӑна тенӗ пекех вӗсем камӑн та пулин е мӗнӗн те пулин сӑнарӗ тесе шутланӑ. Библие ӑнлантарса паракан пӗр энциклопедире Ориген, Амвросий Медиоланский тата Иероним вӗрентӗвӗсем ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫырура каласа панӑ кашни вырӑнта, нимпе палӑрманнинче те, вӗсем камӑн та пулин е мӗнӗн те пулин сӑнарне шыранӑ та, паллах ӗнтӗ, тупнӑ ҫавна. Вӗсем нимпе те уйрӑлса тӑман ахаль событисенче те вӑрттӑн, тарӑн пӗлтерӗш пур тесе шутланӑ... Вӗренекенсем Ҫӑлакан хӑйсене курӑннӑ каҫра тытнӑ пулӑсен шучӗ те — ҫак хисепе, 153-е, хӑш-пӗрисем мӗнле кӑна ӑнлантарса пама хӑтланман пуль!» (The International Standard Bible Encyclopaedia).
Августин Блаженный Библире каласа панӑ пӗр ӗҫ ҫинчен, Иисус пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе тата икӗ пулӑпа 5 000 ытла ҫынна тӑрантарни ҫинчен, нумай ҫырнӑ. Урпа пахалӑхӗпе тулӑран начартарах тесе шутланнӑран, Августин пилӗк ҫӑкӑр Моисейӑн пилӗк кӗнекине пӗлтерет тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ (ун шучӗпе, урпа вӑл Кивӗ Халалӑн пӗлтерӗшӗ пӗчӗкрех пулнине кӑтартса тӑрать). Икӗ пулӑ пирки мӗн калама пулать? Темшӗн вӑл ҫав икӗ пулӑ патшапа священника пӗлтерет тенӗ. Тепӗр библеист, пророкла сӑнарсене шырама юратаканскер, Иаков Исавран унӑн аслӑлӑхне пӗр чашӑк хӗрлӗ яшкапа туянни Иисус этемлӗх валли пӗлӗтри еткерлӗхе хӑйӗн хӗрлӗ юнӗпе тӳлесе илнине пӗлтерет тесе каланӑ!
Ҫакӑн пек ӑнлантарса панисем килӗшӳллӗ мар пек туйӑнаҫҫӗ. Библире хӑш вырӑн камӑн е мӗнӗн сӑнарӗ пулнине ҫынсем хӑйсем пӗлме пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек туни вырӑнлӑрах пек туйӑнать: пӗр-пӗр ҫын, ӗҫ е япала пирки камӑн та пулин е мӗнӗн те пулин сӑнарӗ тесе йышӑнасса та эпир Сӑваплӑ Ҫыру ҫавӑн пек вӗрентет пулсан ҫеҫ йышӑнатпӑр. Ҫав вӑхӑтрах эпир Библире каласа панӑ пӗр-пӗр ҫын е ӗҫ пирки Сӑваплӑ Ҫыру пророкла пӗлтерӗш пур теме сӑлтав памасть пулсан, эпир те ҫав ҫыннӑн е ӗҫӗн пророкла пӗлтерӗш пур тесе шутламӑпӑр.
Апла пулсан, Сӑваплӑ Ҫырура ҫырса хунӑ ӗҫсемпе тӗслӗхсенчен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Рим15:4-мӗшӗнче эпир Павелӑн ҫак сӑмахӗсене вулатпӑр: «Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ». Павел кунта пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Сӑваплӑ Ҫырура каласа панӑ ӗҫсенчен ӑса вӗренме пултарни ҫинчен каланӑ. Анчах та Туррӑн ӗҫлекенӗсем — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ-и вӗсене е вӗсем «урӑх сурӑхсем» шутне кӗреҫҫӗ, «юлашки кунсенче» пурӑнаҫҫӗ-и вӗсем е унччен пурӑннӑ — «ӗлӗк мӗн ҫырнинчен» пуринчен те усӑ илнӗ, халӗ те усӑ илсе тӑраҫҫӗ (Иоанн 10:16; 2 Тим. 3:1).
Библире калакан вырӑнсенчен нумайӑшӗ христиансен пӗр ушкӑнӗпе кӑна, е святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе, е имсӗр-сумсӑр ҫынпа, ҫыхӑннӑ тата пӗр вӑхӑт тапхӑрне кӑна кӑтартса тӑрать тесе шутламалла мар. Туррӑн ӗҫлекенӗсем, кирек хӑш ушкӑнра пулнине е кирек хӑш вӑхӑтра пурӑннине пӑхмасӑрах, Библире мӗн каланинчен усӑ илме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Иов асапланни святой сывлӑшпа суйласа лартнисен Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗн чӑтса ирттерме тивнипе ҫеҫ ҫыхӑнса тӑрать тесе шутламалла мар пирӗн. Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗрекенсем — Иовӑн мӗн чӑтса ирттерме тивнӗ, ҫавнах чӑтса ирттереҫҫӗ. Вӗсем пирки Иаков 5:11-мӗшӗнчи сӑмахсемпе те калама пулать: «Эсир... Ҫӳлхуҫа... юлашкинчен мӗн тунине пӗлетӗр: Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ».
Шухӑшласа пӑхӑр-ха: хальхи вӑхӑтра пирӗн пухусенче Девора пек шанчӑклӑ хӗрарӑмсем, Елиуй пек ӑслӑ ҫамрӑк старейшинӑсем, Иеффай пек хӑюллӑ та хастарлӑ пионерсем тата Иов пек тӳсӗмлӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫук-им вара? «Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр» пурӑнма пулӑшас тесе Иегова пире валли «ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те» сыхласа хӑварнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ!
Ҫавӑнпа ӗнтӗ юлашки ҫулсенче пирӗн публикацисенче Библире каланӑ кашни ӗҫ кама е мӗне пӗлтернине тата мӗнле пурнӑҫланнине шырама тӑрӑшмаҫҫӗ. Ун вырӑнне Сӑваплӑ Ҫырура каласа панинчен эпир мӗнле ӑса вӗренме пултарни ҫине тимлеттереҫҫӗ.