Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗншӗн эпир Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне паллӑ тӑватпӑр

Мӗншӗн эпир Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне паллӑ тӑватпӑр

«Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (1 КОР. 11:24).

1, 2. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче каҫхине Иисус мӗн-мӗн тунӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ТӖТТӖМЛЕННӖ, Иерусалима тулли уйӑх йӑвашшӑн ҫутатса тӑрать. Ҫак каҫ, пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче, Иисуспа унӑн апостолӗсем Пасхӑна — Израиль 15 ӗмӗр маларах Египет чуралӑхӗнчен тухнӑ ятпа тӑвакан уява — паллӑ тунӑ. Ҫав кун вӗҫӗнче * Иисусӑн вилмелле пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл 11 шанчӑклӑ апостолӗпе пӗрле пулнӑ чухне ҫӗнӗ уяв пуҫарса ярать — хӑйӗн пулас вилӗмне асӑнса тумалли ятарлӑ каҫхи апат (Матф. 26:1, 2).

2 Иисус кӗлтӑвать те тутлӑлла ҫӑкӑра апостолсене парса калать: «Илӗр, ҫийӗр». Вӑл эрех тултарнӑ куркана илет те каллех Турра тав туса апостолсене калать: «Пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан» (Матф. 26:26, 27). Иисус урӑх ним те вӗсене памасть, анчах та ҫав пӗлтерӗшлӗ каҫ вӑл хӑйӗн апостолӗсене нумайӑшне вӗрентет.

3. Ҫак статьяра мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫапла Иисус хӑйӗн вилӗмне асӑнмалли уява пуҫарса янӑ, каярахпа вара ҫак уява «Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ» тенӗ (1 Кор. 11:20, ҪТ). Анчах та камӑн та пулин ҫакӑн пек ыйтусем пулма пултараҫҫӗ: мӗншӗн Иисус вилӗмне асӑнмалла? Ҫав уявра усӑ куракан ҫӑкӑрпа эрех мӗне пӗлтереҫҫӗ? Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр? Символсене кам тутанма пултарать? Христиансем хӑйсен шанчӑкне хакланине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

МӖНШӖН ЭПИР ИИСУСӐН ВИЛӖМНЕ АСӐНАТПӐР

4. Иисус вилӗмӗ пирӗн валли мӗнле май уҫса панӑ?

4 Адамӑн ӑрӑвӗ пулнӑран пирӗн ҫине пурин ҫине те ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑ (Рим 5:12). Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем нихӑшӗ те хӑйсен е ыттисен пурнӑҫне тӳлесе илмешкӗн Турра тӳлев пама пултараймаҫҫӗ (Пс. 48:7—10). Иисус кӑна хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илмелли пысӑк хак тӳленӗ — вӑл пирӗншӗн хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткине панӑ тата хӑйӗн юнне тӑкнӑ. Тӳлесе илмелли хака Турра панипе Иисус пирӗн валли ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлмалли тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмелли май уҫса панӑ (Рим 6:23; 1 Кор. 15:21, 22).

5. а) Турӑпа Иисус пире юратнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗнче мӗншӗн пирӗн пулмалла?

5 Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парни Турӑ этемлӗхе юратнине кӑтартса парать (Иоанн 3:16). Ҫав парне Иисус ҫынсене юратнине те ҫирӗплетсе парать. Иисус ҫӗр ҫине киличчен Турӑ «ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ» тата вӑл «этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ» (Ытар. 8:30, 31). Турӑпа унӑн Ывӑлне пархатарлӑ пулни пире Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗнче пулма хавхалантарӗ, ҫапла вара эпир: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр»,— текен ӳкӗте пурнӑҫлӑпӑр (1 Кор. 11:23—25).

СИМВОЛСЕМ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕҪҪӖ

6. Каҫхи апат уявӗнче усӑ куракан ҫӑкӑрпа эрехе пирӗн мӗн вырӑнне хумалла?

6 Каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ чухне Иисус ҫӑкӑрпа эрехе тӗлӗнмелле майпа хӑйӗн кӗлеткипе юнӗ туса хуман. Ун вырӑнне вӑл ҫӑкӑр пирки: «Ку — Манӑн Ӳтӗм [«ӳтӗме пӗлтерет», ҪТ]»,— тенӗ, эрех пирки вара: «Ку — Манӑн Юнӑм [«юнӑма пӗлтерет», ҪТ], ҫӗнӗ халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Юнӑм»,— тенӗ (Марк 14:22—24). Ҫакӑнтан ҫӑкӑрпа эрехе символсем вырӑнне хума кирли питӗ лайӑх курӑнса тӑрать.

7. Каҫхи апат уявӗнче усӑ куракан ҫӑкӑр мӗне пӗлтерет?

7 Иисус пирӗн эрӑри 33 ҫулхи ҫав пӗлтерӗшлӗ каҫра Пасха паллӑ тунӑ хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ тутлӑлла ҫӑкӑрпа усӑ курнӑ (Тух. 12:8). Сӑваплӑ Ҫырура кӑвас чусти хӑш-пӗр чухне ҫылӑха е пӑсӑлнине пӗлтерет (Матф. 16:6, 11, 12; Лука 12:1). Ҫапла вара Иисус усӑ курнӑ тутлӑлла ҫӑкӑр питӗ вырӑнлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫав ҫӑкӑр унӑн пӗр ҫылӑхсӑр кӗлеткине пӗлтернӗ (Евр. 7:26). Акӑ мӗншӗн Каҫхи апат уявӗнче ҫавнашкал ҫӑкӑрпа усӑ кураҫҫӗ.

8. Каҫхи апат уявӗнче усӑ куракан эрех мӗне пӗлтерет?

8 Иисус пирӗн эрӑри нисанӑн 14-мӗшӗнче усӑ курнӑ эрех унӑн юнне пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра Каҫхи апат уявӗнче усӑ куракан эрехӗн пӗлтерӗшӗ те ҫавнашкалах. Иерусалим ҫумӗнче вырнаҫнӑ Голгофа ятлӑ вырӑнта Иисус пирӗн ҫылӑхсене каҫармашкӑн хӑйӗн юнне тӑкнӑ (Матф. 26:28; 27:33). Ҫӑкӑрпа эрех Турра итлекен ҫынсемшӗн панӑ Иисусӑн питӗ хаклӑ парнине пӗлтереҫҫӗ. Эпир вара юратӑва ҫавӑн пек кӑтартнине питӗ хаклатпӑр, ҫавӑнпа та пирӗнтен кашни Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне малтанах хатӗрленет.

ХАТӖРЛЕНМЕЛЛИ ХӐШ-ПӖР МАЙСЕМ

9. а) Мӗншӗн Каҫхи апат уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑр валли хатӗрленӗ график тӑрӑх Библи вуламалла? ӑ) Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен шухӑшлани сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

9 Каҫхи апат умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрта «Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни» брошюрӑри тата пирӗн календарьти график тӑрӑх Библи вуланӑ чухне эпир Иисус виличчен кӑшт маларах мӗн туни ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Ҫакӑ пире Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗ валли хамӑр чӗрене хатӗрлеме пулӑшӗ *. Пӗр хӗрарӑм тӑван ҫырнӑ: «Эпир Каҫхи апат уявне питӗ кӗтетпӗр. Ҫулсерен вӑл пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗрех те пӗлтерӗшлӗрех пулса пырать. Ҫакӑ аса килет... аттене пытарнӑ чухне тӳлесе илме панӑ парнешӗн чун-чӗререн тав тӑвас килсе кайрӗ. [...] Сӑваплӑ Ҫырура ҫакӑн пирки мӗн каланине эпӗ пурне те пӗлнӗ тата вӗсене ҫӑмӑллӑнах ӑнлантарса пама пултарнӑ! Анчах та вилӗм пурнӑҫра мӗнле хӑрушла инкек кӳнине туйса илсен кӑна, ҫак тӳлесе илмелли хаклӑ парне урлӑ пирӗн валли мӗн-мӗн туса парассине ӑнланни манӑн чӗрене питӗ савӑнтарчӗ». Чӑнах та, Каҫхи апат уявне хатӗрленнӗ май Христосӑн парни пире ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен мӗнле хӑтарни ҫинчен шухӑшлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.

Каҫхи апат уявӗ валли хӑвӑрӑн чӗрӳне хатӗрлес тесе пур майпа та усӑ курӑр (9-мӗш абзаца пӑхӑр.)

10. Каҫхи апат уявне хатӗрленес тесе эпир тата мӗн тума пултаратпӑр?

10 Каҫхи апат уявне хатӗрленмелли тепӗр май — ырӑ хыпара ытларах сарма шут тытни. Сӑмахран, эсир Каҫхи апат умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрта пулӑшакан пионер пулса ӗҫлес тейӗр. Ҫак уява эпир Библи вӗренекенсене тата ытти ҫынсене чӗнетпӗр. Турӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен тата Иеговӑна юраса, ӑна мухтаса пурӑнакансем валли мӗнле пиллӗхсем хатӗрлесе хуни ҫинчен вӗсене каласа пани пире пысӑк савӑнӑҫ парӗ (Пс. 148:12, 13).

11. Мӗншӗн Павел Коринфри хӑш-пӗр христиансем Каҫхи апат уявӗнче тивӗҫсӗр ҫинӗ тата тивӗҫсӗр ӗҫнӗ тесе каланӑ?

11 Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне хатӗрленнӗ май Павел апостол Коринф пухӑвӗнчи христиансем патне мӗн ҫырса яни ҫинчен шухӑшлӑр. (1 Коринф 11:27—34 вуласа пар.) Павел палӑртнӑ тӑрӑх, «ҫӑкӑра тивӗҫсӗр ҫиекен, Ҫӳлхуҫа куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен Ҫӳлхуҫа Ӳчӗпе Унӑн Юнӗ умӗнче айӑпа кӗрет». Ҫавӑнпа святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен кашнин тивӗҫлӗ пулнипе пулманнине пӗлес тесе «хӑйне хӑй сӑнаса [«тӗрӗслесе», ҪХ]» пӑхмалла, унтан кӑна ҫав символсене тутанмалла. Ҫакна тумасан вӑл «хӑйне айӑпа кӗртме ӗҫсе ҫиет». Павел вӑхӑтӗнче Коринф пухӑвӗнче нумайӑшӗ хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ. Тен, вӗсем Каҫхи апат уявӗ умӗн е ҫав уяв вӑхӑтӗнче питӗ нумай ҫинӗ-ӗҫнӗ пулмалла, ҫавӑнпа ҫывӑрса кайма пултарнӑ. Ҫапла тунипе вӗсем ҫак уява питех те хисеплеменнине кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем символсене тутаннӑ чухне Турӑ вӗсене ырламан.

12. а) Павел Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне мӗнпе танлаштарнӑ тата символсене ҫиекенсене, ӗҫекенсене мӗн пирки асӑрхаттарнӑ? ӑ) Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан, унӑн мӗн тумалла?

12 Павел Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне ыттисем пӗрле апатланнипе танлаштарнӑ та ҫав символсене ҫиекенсене, ӗҫекенсене ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Эсир Ҫӳлхуҫа куркине те, шуйттан куркине те ӗҫме пултараймастӑр; Ҫӳлхуҫа сӗтелӗ ҫинчен те, шуйттан сӗтелӗ ҫинчен те ҫиме пултараймастӑр» (1 Кор. 10:16—21). Каҫхи апат уявӗнче символсене пӗр вӑхӑт хушши ҫиекен тата ӗҫекен ҫын пысӑк ҫылӑх турӗ пулсан, унӑн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла. (Иаков 5:14—16 вуласа пар.) Ҫавӑн пек христианинӑн «ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем» тумалла, вара вӑл, Каҫхи апат уявӗнчи символсене ӗҫсе ҫинипе, Иисусӑн парнине хисеплеменнине кӑтартмӗ (Лука 3:8).

13. Турӑ хамӑра панӑ шанчӑк ҫинчен пирӗн мӗншӗн кӗлтуса шухӑшламалла?

13 Каҫхи апат уявне хатӗрленес тесе пирӗнтен кашнин Турӑ хамӑра панӑ шанчӑк ҫинчен кӗлтуса шухӑшламалла. Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине хисеп туманни пирӗн нихӑҫан та ан пултӑр тетпӗр. Ҫавӑнпа та хамӑра святой сывлӑшпа суйласа лартни пирки иккӗленетпӗр пулсан, эпир символсене тутанмӑпӑр. Апла пулсан, символсене тутанма кирлипе кирлӗ маррине христианин мӗнле пӗлме пултарать?

СИМВОЛСЕНЕ КАМӐН ТУТАНМАЛЛА?

14. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче символсене камӑн тутанмалла?

14 Каҫхи апат уявӗнче усӑ куракан символсене тутанма камӑн ирӗк пур, ҫавсем ҫӗнӗ килӗшӗве хутшӑнакансем пулни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Иисус эрех пирки ҫапла каланӑ: «Ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал «ҫӗнӗ килӗшӳ», ҪТ]» (1 Кор. 11:25). Иегова израильтянсемпе Саккун килӗшӗвне тунӑ, анчах та вӑл каярахпа ҫавна ҫӗнӗ халалпа, е килӗшӳпе, улӑштарӑп тесе каланӑ. (Иеремия 31:31—34 вуласа пар.) Турӑ ҫак ҫӗнӗ килӗшӗве святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе тунӑ (Гал. 6:15, 16). Ҫак килӗшӳ Христосӑн парнине пула тата вӑл тӑкнӑ юна пула вӑя кӗрет (Лука 22:20). Иисус — ҫӗнӗ килӗшӳре Ҫураҫтаракан. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем вара, ҫав килӗшӗве хутшӑнакансем, Иисуспа пӗрле пӗлӗтре пулӗҫ (Евр. 8:6; 9:15).

15. Патшалӑх пирки кампа килӗшӳ тунӑ тата вӗсем шанчӑклӑ тӑрса юлсан, вӗсем мӗнле чыса тивӗҫлӗ пулӗҫ?

15 Каҫхи апат уявӗнчи символсене тутанакансем хӑйсемпе Патшалӑх пирки килӗшӳ тунине ӑнланаҫҫӗ. (Лука 12:32 вуласа пар.) Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем — ун хыҫҫӑн шанчӑклӑ пыракансем, «Унӑн асапне... Унпа пӗрле» пайлакансем  —  пӗлӗтре унпа пӗрле ертсе пырӗҫ (Флп. 3:10, 11, ҪХ). Ҫак шанчӑклӑ христиансемпе, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсемпе, Патшалӑх пирки килӗшӳ тунӑран вӗсем Христоспа пӗрле ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗҫ (Ӳлӗм. 22:5). Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче вӗсен ҫав символсене тутанса пӑхма ирӗк пур.

16. Рим 8:15—17 мӗн калани ҫинчен кӗскен каласа парӑр.

16 Кама святой сывлӑш эсир Турӑ ачисем тесе пӗлтерсе тӑрать, ҫавсем кӑна символсене тутанма пултараҫҫӗ. (Рим 8:15—17 вуласа пар.) Ҫакна палӑртмалла: Павел кунта «Авва» текен арамей сӑмахӗпе усӑ курнӑ, ҫакӑ «атте» тенине пӗлтерет. Ҫак сӑмахпа ача ашшӗпе калаҫнӑ чухне усӑ курма пултарнӑ. Унта «аттемӗр» сӑмахри ҫепӗҫлӗх те, «атте» сӑмахри хисеплӗх те пур. «Ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш» илнӗ христиансем Туррӑн святой сывлӑшпа ҫуралнӑ ывӑлӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Ывӑллӑха кӗртекен сывлӑш вӗсене эсир Иеговӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ывӑлӗсем тесе уҫӑмлӑн пӗлтерсе тӑрать. Ҫакӑ вӑл вӗсен ҫӗр ҫинче пурӑнас килмест тенине пӗлтермест. Вӗсем, хӑйсем мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлсан, Иисуспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларасса пӗлеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене Иегова, «Святой», «Хӑй суйласа» илнине те пӗлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вара ҫӗр ҫинче Туррӑн ҫав 144 000 ывӑлӗнчен хӑш-пӗрисем кӑна тӑрса юлнӑ (1 Иоанн 2:20; Ӳлӗм. 14:1). Святой сывлӑш витӗм кӳнипе вӗсем: «Эй Авва, Аттемӗр!» — тесе чӗнеҫҫӗ. Чӑнах та, Турӑпа вӗсем хушшинче питӗ ҫывӑх хутшӑнусем!

ПӖЛӖТРЕ ТАТА ҪӖР ҪИНЧЕ ПУРӐНАС ШАНЧӐК

17. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен мӗнле шанчӑк пур тата вӗсем ҫав шанчӑк пирки мӗн шухӑшлаҫҫӗ?

17 Эсир святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин пулсан, пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк пирки эсир час-часах кӗлтӑватӑр ӗнтӗ. Библире пӗлӗтри Каччӑ, Иисус Христос, валли ҫураҫнӑ хӗр ҫинчен каланине вуланӑ чухне эсир ҫак сӑмахсене хӑвӑра каланӑ пек туятӑр тата Христосӑн ҫав сӑнарлӑ хӗрӗн пайӗ пулас вӑхӑта питӗ хытӑ кӗтетӗр (2 Кор. 11:2; Иоанн 3:27—29; Ӳлӗм. 21:2, 9—14). Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗнче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ывӑлӗсене юратни ҫинчен каланӑ чухне эсир: «Ҫак сӑмахсене мана каланӑ»,— тетӗр. Иегова Библи урлӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ывӑлӗсене мӗн тумаллине кӑтартакан ӳкӗтсем панӑ чухне святой сывлӑш сире вӗсене тытса тӑма тата хӑвӑрӑн чӗрӳнте: «Ҫакӑ манпа ҫыхӑннӑ»,— теме хавхалантарать. Ҫапла вара Туррӑн сывлӑшӗ сирӗн сывлӑшпа пӗрле сирӗн пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк тесе пӗлтерсе тӑрать.

18. «Урӑх сурӑхсен» мӗнле шанчӑк пур тата ҫав шанчӑк вӗсенче мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

18 Эсир «урӑх сурӑхсен» «имсӗр-сумсӑр ҫынни» шутне кӗретӗр пулсан, сирӗн шанчӑк — ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк (Ӳлӗм. 7:9; Иоанн 10:16). Сирӗн ӗмӗр-ӗмӗрӗпе Райра пурӑнас килет, ҫавӑн пекех сире Библире ҫӗр ҫинчи пулас пурнӑҫ пирки мӗн калани ҫинчен шухӑшлама килӗшет. Эсир хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннусемпе тата ытти тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле мирлӗ пурнӑҫпа пурӑнас вӑхӑта питӗ хытӑ кӗтетӗр. Тен, эсир кӗҫех выҫлӑх, чухӑнлӑх, хӗн-асап, чир-чӗр тата вилӗм яланлӑхах пӗтес вӑхӑт ҫинчен шухӑшлатӑр (Пс. 36:10, 11, 29; 66:7; 71:7, 16; Ис. 33:24). Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракан ҫывӑх ҫынсене мӗнле кӗтсе илесси ҫинчен те эсир шухӑшлатӑр паллах (Иоанн 5:28, 29). Иегова сире ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑка парнеленӗшӗн эсир ӑна питӗ пархатарлӑ ӗнтӗ! Эсир Каҫхи апат уявӗнче символсене тутанмастӑр пулин те, ҫав уявра пулнипе эсир Иисус Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатӑр.

УНТА ЭСИР ПУЛӐР-ШИ?

19, 20. а) Турӑ пире панӑ шанчӑк пурнӑҫланасси мӗнрен килет? ӑ) Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатӗнче мӗншӗн пулмалла?

19 Пирӗн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, пӗлӗтре е ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк-и, эпир Иегова Турра, Иисус Христоса тата тӳлесе илме панӑ парнене ӗненетпӗр пулсан ҫеҫ ҫав шанчӑк пирӗншӗн пурнӑҫланӗ. Каҫхи апат уявӗнче пирӗн хамӑр шанчӑк ҫинчен тата Иисусӑн вилӗмӗ мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен шухӑшлама май пулӗ. Ҫавӑнпа ытти миллион-миллион ҫынпа пӗрле Иисус Христосӑн вилӗмне асӑнмалли Каҫхи апат уявӗнче пулма тӑрӑшар. Ҫав уява пӗтӗм тӗнчипе 2015 ҫулхи апрелӗн 3-мӗшӗнче, эрнекун, хӗвел анса ларсан Патшалӑх залӗсенче тата ҫав уява тивӗҫлӗ вырӑнсенче паллӑ тӑвӗҫ.

20 Каҫхи апат уявӗнче пулни пире Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнишӗн тата ытларах пархатарлӑ пулма пулӑшӗ. Унта калакан доклада тимлӗ итлени пире ыттисене юратма тата Иеговӑн юратӑвӗ ҫинчен, вӑл ҫынсем пирки мӗнле чаплӑ тӗллев тытни ҫинчен каласа пама хавхалантарӗ (Матф. 22:34—40). Эппин, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатӗнче пулас тесе пӗтӗм вӑя хурар!

^ 1 абз. Еврейсен кун хӗвел анса ларсан пуҫланнӑ.

^ 9 абз. «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑри 16-мӗш сыпӑка пӑхӑр.