Шуйттан танатисенчен сыхланӑр!
«Шуйттан танатинчен» хӑтӑлӑр (2 ТИМ. 2:25, 26).
1, 2. Ҫак статьяра эпир Сатанан мӗнле танатисене пӑхса тухӑпӑр?
ШУЙТТАН Иеговӑн ӗҫлекенӗсене тытас тесе сунара тухнӑ. Вӑл вӗсене, сунарҫӑ пысӑк тискер кайӑка йӗрлесе тупса вӗлернӗ пек, яланах вӗлересшӗн мар. Ытларах чухне Сатанан тӗп тӗллевӗ вӑл — тупӑша чӗррӗн ярса илсе ӑна хӑйӗн ирӗкне тутарса тӑрасси. (2 Тимофей 2:24—26 вуласа пар.)
2 Сунарҫӑ тӗрлӗ йышши хатӗрпе, танатапа усӑ курать. Вӑл чӗрчуна, мӑйкӑчпа ярса илес тесе, уҫланкӑна илӗртсе кӑларма пултарать. Е вӑл хӗстерсе лартмалли механизмлӑ капкӑна чӗрчуна курӑнмалла мар вырӑна лартма пултарать. Шуйттан Туррӑн ӗҫлекенӗсене чӗррӗн ярса илес тесе ҫавнашкал танатасемпе усӑ курать. Вӗсене ҫакланас мар тесен, пирӗн сыхӑ тӑмалла тата Сатана лартнӑ танатасенчен пӗри ҫывӑхра пулнине кӑтартакан паллӑсене асӑрхасах тӑмалла. Ҫак статья пире Шуйттан самаях ӑнӑҫлӑ усӑ куракан виҫӗ танатаран мӗнле сыхланмаллине кӑтартса парӗ. Ҫавсем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: 1) тытса чарайми чӗлхе, 2) хӑрани, ыттисем хӗсни тата 3) хамӑра ытлашши айӑплани. Тепӗр статьяра Сатанан тата икӗ танати ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухӑпӑр.
ТЫТСА ЧАРАЙМИ ЧӖЛХЕН ҪУЛӐМНЕ САРӐЛМА АН ПАРӐР
3, 4. Чӗлхене тытса чармастпӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.
3 Чӗрчунсене пытанса ларакан вырӑнӗсенчен хӑваласа кӑларас тесе сунарҫӑ хӑш-пӗр чухне вӑрманӑн пӗр лаптӑкне чӗртсе ярать, унтан вара вӗсене тарма хӑтланнӑ чухне ярса тытать. Сӑнарлӑ каласан, Шуйттан христиансен пухӑвӗнче пушар кӑларасшӑн. Унӑн ҫавна тума май килчӗ пулсан, пухури тӑвансем ҫав хӳтлӗхе хӑварнипе унӑн тупӑшӗ пулса тӑма пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа эпир, хамӑр та ҫавна ӑнланмасӑрах, унӑн шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ, ҫапла вара унӑн танатине ҫакланнӑ пулӑттӑмӑр?
4 Иаков вӗренекен чӗлхене вут-ҫулӑмпа танлаштарнӑ. (Иаков 3:6—8 вуласа пар.) Эпир хамӑр чӗлхене тытса чарма пултараймастпӑр пулсан, пире пула пухура сӑнарлӑ пушар тухма пултарать. Мӗнле майпа? Ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗнче пӗр хӗрарӑм тӑван пионер пулса ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен пӗлтерӳ каларӗҫ тейӗпӗр. Тӗлпулу хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑм тӑван ҫав пӗлтерӗве сӳтсе яваҫҫӗ. Пӗри ҫавӑншӑн савӑнать, ҫӗнӗ пионера ӑнӑҫлӑх сунать. Тепри хӗрарӑм пионер ҫавна таса шухӑш-кӑмӑлпа туни пирки иккӗленет, вӑл пухура хӑйне ыттисем умӗнче кӑтартасшӑн кӑна пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ тет. Ҫав икӗ хӗрарӑм тӑванран хӑшӗнпе сирӗн туслашас килнӗ пулӗччӗ? Вӗсенчен хӑшӗ хӑйӗн чӗлхипе пухура пушар кӑларма пултарнине асӑрхама йывӑр мар.
5. Тытса чарайми чӗлхен ҫулӑмне сӳнтерес тесе эпир хамӑра мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пултаратпӑр?
5 Тытса чарайми чӗлхен ҫулӑмне эпир мӗнле сӳнтерме пултаратпӑр? Иисус каланӑ: «Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать» (Матф. 12:34, ҪХ). Ҫавӑнпа та пирӗн чи малтан хамӑр чӗрене тӗрӗслесе пӑхмалла. Ыттисене сиен кӳрекен сӑмахсене калама хистекен япӑх туйӑмсемпе эпир кӗрешме тӑрӑшатпӑр-и? Сӑмахран, пӗр-пӗр арҫын тӑван пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшать тенине илтсен, вӑл ҫавна таса кӑмӑлпа тунине эпир ӗненетпӗр-и е эгоистла шухӑшпа тӑвать тесе шутлатпӑр-и? Эпир пухури тӑвансем хӑйсемшӗн кӑна шухӑшласа Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ тесе час-часах шутлатпӑр пулсан, Шуйттан та Иов, Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ, пирки ҫавӑн пек каланине асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Иов 1:9—11). Арҫын тӑван пирки япӑх шутлас вырӑнне мӗншӗн эпӗ ӑна тиркетӗп-ха тесе шухӑшласа пӑхни пирӗншӗн аванрах пулӗ. Ҫавна тума пирӗн чӑнах та сӑлтав пур-и? Е ҫак тӗнчери пӗр-пӗринчен йӗрӗнес кӑмӑл пирӗн ҫине те куҫнӑ мар-и? (2 Тим. 3:1—4.)
6, 7. а) Мӗнле сӑлтавсене пула эпир ыттисене тиркеме пултаратпӑр? ӑ) Пире усал сӑмахпа хӑртсан, мӗн тумалла?
6 Тата мӗнле сӑлтавсене пула эпир ыттисене тиркеме пултарнине пӑхса тухар. Вӗсенчен пӗри вӑл — пирӗн ыттисене хамӑр ҫитӗнӳсем ҫине ытларах пӑхтарас килни. Ҫавӑнпа эпир ыттисене хурласа калаҫнипе кирек камран та лайӑхрах пулнине кӑтартма тӑрӑшатпӑр. Е эпир тумалли ӗҫе туман пирки хамӑра тӳрре кӑларма хӑтланатпӑр. Эпир ыттисене хамӑр мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран, кӗвӗҫнӗрен е хамӑр пирки иккӗленнӗрен тиркесе тӑратпӑр-и, кирек мӗнле пулсан та ҫакӑ пысӑк сиен кӳрет.
7 Пирӗн кама та пулин тиркеме сӑлтав пур тесе шутлама пултаратпӑр эпир. Тен, кам та пулин чӗлхине тытса чарайман пирки пирӗн хӗн курма тивнӗ. Ку ҫапла пулсан та, хирӗҫ ҫавнашкал тавӑрни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ: лару-тӑру пушшех хӗрсе кайӗччӗ кӑна тата эпир Турӑ мӗн тутарас тенине мар, Шуйттан мӗн тутарас тенине тунӑ пулӑттӑмӑр (2 Тим. 2:25, 26). Пирӗн хамӑра Иисус пек тытмалла. «Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан...[Вӑл] тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ» (1 Петр 2:21—23). Иегова лару-тӑрӑва хӑйне кирлӗ пек, хӑй палӑртнӑ вӑхӑтра тӳрлетессе шаннӑ Иисус. Пирӗн те Турра ҫавнашкалах шанса тӑмалла. Ыттисене хавхалантарас тесе ырӑ сӑмахсем каланипе эпир хамӑр пухури пӗрлӗхе упраса пурӑнма пулӑшатпӑр. (Эфес 4:1—3 вуласа пар.)
ХӐРАС ТАТА ЫТТИСЕМ ХӖСЕС ТАНАТАРАН СЫХЛАНӐР
8, 9. Мӗншӗн Пилат Иисуса вӗлерме хушнӑ?
8 Серепене ҫакланнӑ чӗрчун каяс килнӗ ҫӗре каяймасть. Ҫавӑн пекех хӑраса ӳкнӗ, ыттисем хӗснине парӑннӑ ҫын та хӑш-пӗр енчен хӑй пурнӑҫӗпе хӑй хуҫа пулма пӑрахать. (Ытарӑшсем 29:25 вуласа пар.) Ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑрайман, хӑраса ӳкнӗ, пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑракан икӗ ҫын тӗслӗхне пӑхса тухар та вӗсен тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултарнине курар.
9 Рим пуҫлӑхӗ Понтий Пилат Иисус айӑпсӑр пулнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ӑна сиен кӳресшӗн пулман. Пилат Иисусра «нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупаймарӑм» тесе те каланӑ. Ҫапах та вӑл ӑна вӗлерме хушнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Пилат ҫынсем ҫине тӑрсах хистенине хирӗҫ кайма хӑяйман (Лука 23:15, 21—25). Хирӗҫес шухӑшлӑ иудейсем хӑйсеннех тутарас тесе: «Ӑна ирӗке ярсан, эсӗ кесарӗн тусӗ мар вара»,— тесе кӑшкӑрнӑ (Иоанн 19:12). Христос майлӑ тӑрсан, хӑй вырӑнне е, тен, пурнӑҫне те ҫухатасран хӑранӑ пулас Пилат. Ҫавӑнпа та вӑл парӑннӑ та Шуйттан мӗн тӑвас тенине тунӑ.
10. Мӗншӗн Петр Христоса пӗлместӗп тенӗ?
10 Петр апостол Иисусӑн ҫывӑх тусӗсенчен пӗри пулнӑ. Вӑл ҫынсем умӗнче Иисус вӑл Мессия тесе калама хӑраман (Матф. 16:16). Иисуса вӗренекенӗсем нумайӑшӗ Вӑл мӗн каланине ӑнланман пирки пӑрахса кайсан та Петр ӑна хӑварман (Иоанн 6:66—69). Тӑшманӗсем Иисуса ярса илме килсен, Петр хӑйӗн Хуҫине хӗҫпе хӳтӗлеме пуҫланӑ (Иоанн 18:10, 11). Анчах та каярахпа Петр хӑраса ӳкнӗ те Иисус Христоса пӗлместӗп тесе те каланӑ. Кӗске вӑхӑтлӑха апостол ҫынсенчен хӑрас танатана ҫакланнӑ, ҫавна пула унӑн тӗрӗссине тума хӑюлӑх тӑрса юлман (Матф. 26:74, 75).
11. Хутран-ситрен пирӗн мӗн-мӗн тума хистенине хирӗҫ тӑма тивет?
11 Пирӗн, христиансем пулнӑ май, Турра юрӑхсӑр ӗҫсене тума хистенине хирӗҫ тӑмалла. Ӗҫ хуҫисем тата ытти ҫынсем пире суйма-улталама е аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртсе пӑхма пултарӗҫ. Шкул ачисемпе студентсене тантӑшӗсем экзаменсенче ҫырса илме, порнографи пӑхма, чӗлӗм туртма, наркотик тутанса пӑхма, эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлме е ирсӗр ар ҫыхӑнӑвне кӗме хистеме пултараҫҫӗ. Ҫынсенчен хӑрани тата ыттисем Турра юрӑхсӑр ӗҫсем тума хистени вӑл эпир ҫакланма пултаракан таната пекех. Ҫавӑнпа та ҫав танатана лекесрен пире мӗн пулӑшма пултарать?
12. Мӗншӗн Пилатпа Петр хӑраса ӳкнӗ тата ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑрайман?
12 Пилатпа Петр тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пилат Христос ҫинчен питӗ сахал пӗлнӗ. Ҫапах та вӑл Иисус айӑпсӑр пулнине, ахаль ҫын пулманнине ӑнланнӑ. Анчах та Пилатӑн хӑйне кӗҫӗне хурасси тата чӑн Турра юратасси ҫитсех кайман. Шуйттана ҫавӑнпа та ӑна чӗррӗн ярса илме ҫӑмӑл пулнӑ. Петр чӑнлӑха та пӗлнӗ, Турра та юратнӑ. Анчах та хӑш-пӗр чухне ӑна сӑпайлӑх ҫитсех кайман, вӑл хӑраса ӳкме пултарнӑ тата ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑрайман. Иисуса тытса кайиччен Петр: «Пурте улталансан та, эпӗ улталанмӑп»,— тесе мухтаннӑ (Марк 14:29). Апостол псалом юрлакан пекех Турра шаннӑ пулсан, пулас йывӑрлӑхсене лайӑхрах хатӗрленнӗ пулӗччӗ. Ҫав псалом юрлакан юрланӑ: «Ҫӳлхуҫа ман майлӑ — эпӗ хӑрамӑп: этем мана мӗн тӑвайӗ?» (Пс. 117:6.) Хӑйӗн ҫӗр ҫинчи юлашки каҫӗнче Иисус хӑйӗнпе пӗрле Петра тата тепӗр икӗ апостола Гефсимани сачӗ ӑшнелле илсе кӗнӗ. Анчах та сыхӑ тӑрас вырӑнне Петр тата унпа пулнисем ҫывӑрса кайнӑ. Вӗсене вӑратсан, Иисус каланӑ: «Сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр» (Марк 14:38). Анчах та Петр каллех ҫывӑрса кайнӑ, каярахпа вӑл ҫынсенчен хӑраса ӳкнӗ те вӗсем хӗснине парӑннӑ.
13. Пилатпа Петр тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
13 Пилатпа Петр тӗслӗхӗсенчен эпир тата тепӗр кирлӗ япалана вӗренме пултаратпӑр: ыттисем хӗснине ӑнӑҫлӑ хирӗҫ тӑрас тесен тӗрӗс пӗлӳ илмелле, хамӑра кӗҫӗне хумалла, сӑпайлӑ пулмалла, Турра юратмалла тата ҫынсенчен мар, Иеговӑран хӑрамалла. Пирӗн ӗненӳ тӗрӗс пӗлӳ ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан, эпир хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен хӑюллӑ калӑпӑр. Ҫакӑ вара пире ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑма тата ҫынсенчен хӑрассине ҫӗнтерме пулӑшӗ. Паллах ӗнтӗ, пирӗн хамӑр вӑя ытлашши пысӑка хумалла мар. Ун вырӑнне пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла та ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑмашкӑн пире Туррӑн вӑйӗ кирлине ӑнланмалла. Иеговӑн сывлӑшӗ пирки пирӗн кӗлтумалла, ҫавӑн пекех Турра юратни пире унӑн ятне, нормисене хӳтӗлеме хавхалантармалла. Унсӑр пуҫне пирӗн ыттисем хӗснипе тӗл пуличченех йывӑрлӑхсене хатӗрленмелле. Сӑмахран, хамӑр ачасемпе пӗрле кӗлтуни, хатӗрленни вӗсене тантӑшӗсем мӗнле те пулин япӑх ӗҫе явӑҫтарма хӑтланнӑ чухне мӗн тумаллине пӗлме пулӑшӗ (2 Кор. 13:7) a.
ПУССА ЛАРТАКАН ТАНАТАРАН — ХАМӐРА ЫТЛАШШИ АЙӐПЛАССИНЧЕН — СЫХЛАНӐР
14. Унччен тунӑ йӑнӑшсем пирки пире Шуйттан мӗн тесе шутлаттарасшӑн?
14 Хӑш-пӗр чухне сунарҫӑсем чӗрчунсем час-часах ҫӳрекен сукмак тӗлӗнче ҫӳлте йывӑр пӗрене е чул ҫакса хураҫҫӗ. Сукмак урлӑ карӑнтарса хунӑ вӗрене чӗрчун асӑрхамасӑр сӗртӗнет те пӗрене е чул ун ҫине йӑтӑнса анать. Хӑйне ытлашши айӑплани те ҫынна, ҫавнашкал йывӑр ҫӗклем пекех, пусса лартма пултарать. Унччен тунӑ йӑнӑш пирки шухӑшланӑ май эпир псалом юрлакан пекех «ытла та хавшама» пултаратпӑр. (Псалом 37:4—6, 9 вуласа пар.) Эпир ҫав тери ҫылӑхлӑ пулнӑран Иеговӑн хӗрхенӗвне тивӗҫлӗ мар тата Туррӑн йӗркисем тӑрӑх пурӑнма пултараймастпӑр тесе шутлаттарасшӑн пире Сатана.
15, 16. Хамӑра ытлашши айӑплас танатана ҫакланас мар тесе мӗн тума пулать?
15 Пусса лартакан танатана ҫакланас мар тесен мӗн тума пулать? Эсир йывӑр ҫылӑх турӑр пулсан, Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха майлаштарма пулӑшакан утӑмсене тӳрех тӑвӑр. Старейшинӑсем патне кайӑр та вӗсенчен пулӑшу ыйтӑр (Иак. 5:14—16). Тӳрленес тесе мӗн кирлине пурне те тӑвӑр (2 Кор. 7:11). Наказани пачӗҫ пулсан, хуйха ан ӳкӗр. Наказани пани вӑл — Иегова сире юратнине кӑтартакан паллӑ (Евр. 12:6). Сире ҫылӑх патне илсе пынӑ утӑмсене урӑх тӑвас мар тесе ҫирӗп шут тытӑр та хӑвӑр мӗнле шутласа хунӑ тӑрӑх пурӑнӑр. Ӳкӗннӗ тата каллех Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тума пуҫланӑ хыҫҫӑн Иисус Христосӑн каҫарттаракан парни урлӑ Турӑ сирӗн ҫылӑхсене чӑннипех каҫарма пултарнине ӗненӗр (1 Иоанн 4:9, 14).
16 Хӑш-пӗрисем чӑннипех каҫарнӑ ҫылӑхӗсемшӗн те хӑйсене айӑплама пӑрахмаҫҫӗ. Сире ҫавӑн пек туйӑмсем канӑҫ памаҫҫӗ пулсан, аса илӗр-ха: Иегова Петра тата ытти апостолсене хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, ӑна уйрӑмах пулӑшу кирлӗ чухне хӑварнӑшӑн каҫарнӑ. Чӑтма ҫук аскӑн ӗҫ тунӑшӑн Коринф пухӑвӗнчен кӑларса янӑ, анчах та каярахпа ӳкӗннӗ ҫынна Иегова каҫарнӑ (1 Кор. 5:1—5; 2 Кор. 2:6—8). Турӑ Сӑмахӗнче йывӑр ҫылӑхсем тунӑ, анчах та ӳкӗннине пула Турӑ каҫарнӑ ҫынсем ҫинчен каланисем пур (2 Ҫулс. 33:2, 10—13; 1 Кор. 6:9—11).
17. Тӳлесе илмелли парне пирӗншӗн мӗн тума пултарать?
17 Иегова сирӗн унчченхи йӑнӑшсене каҫарӗ те манса кайӗ, анчах та вӑл ҫавна тутӑр тесен сирӗн чӑннипех ӳкӗнмелле те вӑл сире хӗрхенессе хытӑ ӗненмелле. Христосӑн каҫарттаракан парни сирӗн ҫылӑхсене каҫармашкӑн Иеговӑна ҫителӗклӗ мар тесе нихӑҫан та ан шутлӑр. Унсӑрӑн эсир Сатанан танатисенчен пӗрне ҫакланатӑр. Шуйттан сире кирек мӗне те ӗнентерме хӑтланса пӑхсан та, ҫылӑха кӗрекенсем ӳкӗнеҫҫӗ пулсан, вара тӳлесе илмелли парнене пула вӗсен ҫылӑхӗсем пӗтӗмпех каҫарӑнаҫҫӗ (Ытар. 24:16). Тӳлесе илмелли парнене ӗненни хӑвӑра ытлашши айӑплас туйӑма хӑвӑр ҫинчен илсе ывӑтма пулӑшать, ҫавӑн пекех Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе, ӑспа тата чунпа ӗҫлеме вӑй пама пултарать (Матф. 22:37).
ЭПИР САТАНА МӖНЛЕ СӐТӐРЛАНИНЕ ПӖЛЕТПӖР
18. Шуйттан танатисенчен мӗнле сыхланма пултаратпӑр?
18 Сатанашӑн эпир унӑн кирек хӑш танатине лексен те пурпӗрех. Эпир вӑл «мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр», ҫавӑнпа та вӑл пире улталасран сыхланма пултаратпӑр (2 Кор. 2:10, 11). Эпир йывӑрлӑхсенче ӑслӑлӑх пирки кӗлтӑватпӑр пулсан, унӑн танатисене ҫакланмӑпӑр. «Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн,— ҫырнӑ Иаков,— вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ» (Иак. 1:5). Пирӗн хамӑр кӗлӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнмалла, ҫавна тӑвас тесе хамӑр тӗллӗн Библи вӗренмелле те унти принципсене тытса тӑмалла. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура парса тӑракан Библи вӗренмелли публикацисем Шуйттан лартса тухнӑ танатасене асӑрхама тата вӗсенчен пӑрӑнса ҫӳреме пулӑшаҫҫӗ.
19, 20. Мӗншӗн пирӗн усала курайми пулмалла?
19 Кӗлтуни тата Библи вӗренни пире ырра юратма вӗрентет. Анчах та усала курайми пулма та вӗренмелле (Пс. 96:10). Эгоистла шухӑшсем хыҫҫӑн кайни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшлани пире вӗсенчен пӑрӑнма пулӑшӗ (Иак. 1:14, 15). Усала курайми пулма тата ырра чӑннипех юратма вӗренсе пынӑ май Сатана хӑйӗн танатисем ҫине хуракан илӗртмӗш пире илӗртес вырӑнне йӗрӗнтерме пуҫлӗ.
20 Сатана танатисенчен сыхланма пулӑшнӑшӑн эпир Турра питӗ пархатарлӑ! Иегова хӑйӗн сывлӑшӗ, Сӑмахӗ тата организацийӗ урлӑ пире Усалтан хӑтарса тӑрать (Матф. 6:13). Тепӗр статьяра эпир Шуйттан Туррӑн ӗҫлекенӗсене чӗррӗн ярса илес тесе ӑнӑҫлӑ усӑ куракан тепӗр икӗ таната ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухӑпӑр.
[Сноска]
a «Ответы на твои вопросы» кӗнекери, 2 томри, 132—133 страницӑсенчи «Мои действия в условиях прессинга» схемӑна ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисемпе сӳтсе явни усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫав материалпа ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне усӑ курма пулать.
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]