Сутӑнчӑклӑх — юлашки кунсен тискер палли!
«Эпир... таса тӑтӑмӑр [«чунтан парӑнса», ҪТ], тӳрӗлӗхпе пурӑнтӑмӑр, пире никам та хурлас ҫук» (1 ФЕС. 2:10).
1—3. а) Эпир юлашки кунсенче пурӑннине мӗнле паллӑ кӑтартса тӑрать? ӑ) Ҫак статья мӗнле виҫӗ ыйту ҫине хурав парӗ?
ДАЛИДА, Авессалом тата Иуда Искариот хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? Вӗсем пурте сутӑнчӑкла хӑтланнӑ: Далида хӑйне юратакан ҫынна, Самсон судьяна, сутнӑ; Авессалом — хӑйӗн ашшӗне, Давид патшана; Иуда — хӑйӗн Хуҫине, Христос Иисуса. Вӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн путсӗр ӗҫӗпе ыттисене чылай сиен кӳнӗ! Анчах ҫакӑ пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ?
2 Хальхи вӑхӑтри пӗр хӗрарӑм ҫыравҫӑ сутӑнчӑкла хӑтланнине паянхи кунсенче чи анлӑ сарӑлнӑ усал ӗҫсенчен пӗри тенӗ. Ҫакӑнтан тӗлӗнме кирлӗ мар. «Ӗмӗр вӗҫленессине» пӗлтерекен паллӑ ҫинчен каланӑ май Иисус палӑртнӑ: «Чылайӑшӗ... пӗр-пӗрне сутӗҫ» (Матф. 24:3, 10, ҪХ). «Сутать» тени вӑл — «сутӑнчӑкла хӑтланса сутни, улталаса тӑшман аллине пани». Хальхи вӑхӑтра шанчӑклӑх ҫукки эпир «юлашки кунсенче» пурӑннине пӗлтерет, ҫав кунсенче, Павел малтанах каласа хунӑ пек, ҫынсем «пӗр-пӗрне юратмӗҫ... сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ» (2 Тим. 3:1, 2, 4). Ҫыравҫӑсемпе сценаристсем литературӑра тата кинора сутӑнчӑкла хӑтланнине илемлетсе, романтикӑлла кӑтартаҫҫӗ пулин те, чӑн пурнӑҫра вара шанчӑксӑрлӑхпа сутӑнчӑклӑх чуна ыраттарать тата хуйхӑ-суйхӑ кӳрет. Тӗрӗссипе каласан, ҫавӑн пек ӗҫсем — юлашки кунсен тискер палли!
3 Ӗлӗк кам шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ, ҫавсем ҫинчен Библире каласа панинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ыттисене чунтан парӑнса пурӑннӑ мӗнле ҫынсен тӗслӗхне эпир тытса пыма пултаратпӑр? Кама пирӗн чунтан парӑнса пурӑнмалла? Айтӑр пӑхса тухар.
Ӗлӗкхи асӑрхаттаракан тӗслӗхсем
4. Далида Самсона мӗнле сутнӑ тата мӗншӗн вӑл тунӑ ӗҫ йӗрӗнтерет?
4 Чи малтан эпир Далидан, Самсон судья юратса пӑрахнӑ хӗрарӑмӑн, киревсӗр ӗҫне пӑхса тухӑпӑр. Самсон Туррӑн халӑхне хӳтӗлес тесе филистимсене хирӗҫ тухма шут тытнӑ. Филистимсен пилӗк пуҫлӑхӗ Далидан Самсон патне чӑн-чӑн юрату пулманнине пӗлнӗ пулас. Ӑна вӗлерес шутпа вӗсем Далидана, Самсонӑн тӗлӗнмелле вӑйӗн вӑрттӑнлӑхне тӗпчесе пӗлтӗр тесе, нумай укҫа сӗннӗ. Ҫӑткӑн Далида вӗсен сӗнӗвне йышӑннӑ, анчах та Самсонӑн вӑрттӑнлӑхне пӗлме хӑтланса пӑхни виҫӗ хутӗнче те унӑн ӑнӑҫлӑ пулман. Вара ҫав хӗрарӑм урӑхла майлӑ хӑтланма пуҫланӑ: вӑл «Самсона канӑҫ паман, кашни кун ӳпкеленӗ, йӳтетнӗ». Юлашкинчен «ҫакӑ Самсон чунне вилесле пусса ҫитернӗ» те вӑл вара эпӗ ҫӳҫе нихӑҫан та касман, кассан вӑйӑм пӗтет тесе каласа панӑ a. Ҫавӑн хыҫҫӑн Далида хӑйӗн чӗрҫи ҫинче Самсон ҫывӑрса каясса кӗтсе илнӗ те унӑн ҫӳҫне касмашкӑн пӗр ҫынна чӗннӗ. Унтан вӑл ӑна, тӑшмансем унпа мӗн тӑвас тенине туччӑр тесе, вӗсен аллине панӑ (Тӳр. 16:4, 5, 15—21). Мӗн тери йӗрӗнчӗк ӗҫ! Ҫӑткӑнланнӑран Далида хӑйне юратакан ҫынна сутнӑ.
5. а) Авессалом Давида мӗнле сутнӑ тата ҫавӑ Авессалом пирки мӗн кӑтартса панӑ? ӑ) Ахитофел сутӑнчӑкла хӑтланнине пула Давид хӑйне мӗнле туйнӑ?
5 Халӗ сӗмсӗр Авессалом ҫинчен калаҫӑпӑр. Чапшӑн ҫуннӑран вӑл хӑйӗн ашшӗн, Давид патшан, влаҫне туртса илсе хӑй патшана ларма шутланӑ. Малтан Авессалом израильсен чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ. Ҫавна вӑл вӗсене чееленсе сӑмах парса тата хӑйне вӗсене юратнӑ пек тытса вӗсен шанӑҫне кӗнипе тунӑ. Вӑл вӗсене ыталанӑ, чуптунӑ — вӗсемпе, вӗсен нушипе чӑннипех интересленнӗ тейӗн (2 Патш. 15:2—6). Авессалом Ахитофела та, Давид шанса тӑнӑ канашҫӑна, хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ. Ахитофел сутӑнчӑк пулса тӑнӑ та каварлӑ ӗҫе хутшӑннӑ (2 Патш. 15:31). Ҫавӑн пек сутӑнчӑкла хӑтланни хӑйӗн ҫине мӗнле витӗм кӳнине Давид 3-мӗш тата 54-мӗш Псаломсенче ҫырса панӑ (Пс. 3:1—9; Псалом 54:13—15 вуласа пар). Авессалом пӑлхав ҫӗкленипе тата Иегова лартнӑ патшана хирӗҫ кайнипе намӑса пӗлмесӗр Туррӑн аслӑ влаҫне ним вырӑнне те хуманнине кӑтартнӑ (1 Ҫулс. 28:5). Юлашкинчен пӑлхава пусарса лартнӑ, вара Давид, Иегова суйласа лартнӑ патша, малалла патшара ларнӑ.
6. Иуда Христоса мӗнле сутнӑ тата Иуда ят мӗнӗн синонимӗ пулса тӑнӑ?
6 Халӗ вара усал шухӑшлӑ Иуда Искариот, Христоса сутнӑскер, ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр. Иисус хӑйӗн 12 апостолӗпе юлашки Пасхӑна паллӑ тунӑ чухне вӑл вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ» (Матф. 26:21). Ҫав каҫах каярахпа Гефсимани садӗнче, Иисус Петра, Иакова тата Иоана каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та ҫывӑхрах». Ҫавӑн хыҫҫӑнах сада Иудӑпа пӗрле унпа пӗр каварлисем килсе ҫитнӗ. «Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: „Сывлӑх сунатӑп, Равви!“ — тесе Ӑна чуптунӑ» (Матф. 26:46—50, ҪХ; Лука 22:47, 52). Иуда «айӑпсӑр юна сутса» Иисуса тӑшмансен аллине панӑ. Укҫана юратакан Иуда Христоса мӗн хакпа сутнӑ? 30 кӗмӗл укҫапа кӑна! (Матф. 27:3—5.) Ҫавӑнтанпа Иуда ят «сутӑнчӑк» сӑмахӑн синонимӗ пулса тӑнӑ — уйрӑмах, пӗри хӑйне тус пек тытса теприне сутать пулсан b.
7. Эпир а) Авессаломпа Иудӑн тата ӑ) Далидан тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренетпӗр?
7 Ҫав асӑрхаттаракан тӗслӗхсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Авессалом та, Иуда та — Иегова суйласа лартнисене сутнӑскерсем — чыссӑр вилӗмпе вилнӗ (2 Патш. 18:9, 14—17; Ап. ӗҫ. 1:18—20). Далида ят сутӑнчӑкла хӑтланнипе тата юратанҫи пулнипе ялан ҫыхӑнса тӑрӗ (Пс. 118:158). Чапшӑн ҫунас тата ҫӑткӑнланас кӑмӑл кӑшт пула пуҫласанах ӑна сирсе яни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫавсене пула Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма пулать! Сутӑнчӑкла хӑтланасси патне мӗн илсе ҫитерме пултарать, ҫавсене пурне те сирсе яма пулӑшма пире тата витӗмлӗрех тӗслӗхсем кирлӗ-и?
Чунтан парӑнса пурӑннисем пек пулӑр
8, 9. а) Мӗншӗн Ионафан Давида шанчӑклӑ пулма тупа тунӑ? ӑ) Ионафан пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
8 Библире чунтан парӑнса пурӑннӑ нумай ҫын ҫинчен те каласа панӑ. Ҫавӑн пек икӗ ҫын тӗслӗхне пӑхса тухар та вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курма тӑрӑшар. Ионафан Давида шанчӑклӑ ҫын пулнӑ. Саул патшан аслӑ ывӑлӗ пулнӑ май вӑл, пӗр япала чӑрмантарман пулсан, ашшӗ хыҫҫӑн патшана ларма пултарнӑ пулӗччӗ. Саул хыҫҫӑнхи Израиль патши пулма Иегова Давида суйласа илнӗ. Ионафан Туррӑн йышӑнӑвне хисепленӗ, ҫавӑнпа Давида кӗвӗҫсе тӑман, ӑна хӑйне хирӗҫ пыракан ҫын вырӑнне хуман. «Ионафанӑн чунӗ Давид чунӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ» тата вӑл ӑна шанчӑклӑ пулма тупа тунӑ. Вӑл Давида хӑйӗн тумтирне, хӗҫне, уххине тата пиҫиххине те панӑ, ҫапла тунипе вӑл ӑна патшана чысланӑ пек чысланӑ (1 Патш. 18:1—4). Ионафан ӑна «вӑй-хал кӳрес» тесе мӗн кирлине пурне те тунӑ тата Давида Саул умӗнче хӳтӗлес тесе хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен. Чунтан парӑннине кӑтартса Ионафан Давида каланӑ: «Эсӗ Израиль патши пулӑн, эпӗ сан хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ пулӑп» (1 Патш. 20:30—34; 23:16, 17). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ионафан вилсен Давид хӑйӗн хуйхине тата ӑна юратнине хурлӑхлӑ юрӑра палӑртнӑ (2 Патш. 1:17, 26).
9 Кама чунтан парӑнса пурӑнмаллине Ионафан пӗлнӗ. Вӑл Ҫут тӗнче Патшине пӗтӗмпех пӑхӑнса тӑнӑ тата Давида, Турӑ суйласа лартнӑскере, пур тӗлӗшрен те пулӑшса тӑнӑ. Ионафан пекех пирӗн, пухура ятарлӑ тивӗҫсене пире шанса паман пулсан та, хамӑр хушӑра ертсе пыма суйласа лартнӑ арҫын-тӑвансене кӑмӑл тусах пулӑшса тӑмалла (1 Фес. 5:12, 13; Евр. 13:17, 24).
10, 11. а) Мӗншӗн Петр Иисуспа пӗрле тӑрса юлнӑ? ӑ) Петртан эпир мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн мӗн тумалла?
10 Тепӗр ырӑ тӗслӗх вӑл — Петр апостол, вӑл Иисуса чунтан парӑннине пытарса тӑман. Христос витӗмлӗ те сӑнарлӑ тӗслӗхпе усӑ курса хӑй кӗҫех кӳрес парнене, ӳчӗпе юнне, ӗненни питӗ кирлине палӑртсан, унӑн вӗренекенӗсем нумайӑшӗ вӑл темӗнле итлеме май ҫук сӑмахсем калать тенӗ те ӑна пӑрахса кайнӑ (Иоанн 6:53—60, 66). Унтан Иисус хӑйӗн 12 апостолӗнчен ыйтнӑ: «Эсир те пӑрахса каясшӑн мар-и?» Петр хуравланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем; Эсӗ Христос иккенне, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те» (Иоанн 6:67—69). Ҫакӑ вара Иисус хӑй кӳрес парни ҫинчен каланӑ пур сӑмаха та Петр ӑнланнӑ тенине пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест пуль. Ҫавна пӑхмасӑрах Петр Туррӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Ывӑлне чунтан парӑнса пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ.
11 Иисус йӑнӑшать пулӗ тата вӑл хӑй вӑхӑтӗнче хӑйӗн сӑмахӗсенчен, тен, тунӗ тесе шутламан Петр. Ун вырӑнне апостол хӑйне кӗҫӗне хурса Иисусра «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем» пулнине йышӑннӑ. «Хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ... тарҫӑ» парса тӑракан пирӗн христианла публикацисенче мӗн те пулин ӑнланма йывӑррине е пирӗн шухӑшсемпе килӗшсе тӑманнине вуланӑ чухне эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Ҫав ыйтӑва ӑнланма тӑрӑшмалла, хамӑрӑн шухӑшсемпе килӗшӳллӗ улшӑнусем тӑвӗҫ тесе кӗтсе тӑмалла мар. (Лука 12:42 вуласа пар.)
Хӑвӑн мӑшӑрна чунтан парӑнса пурӑн
12, 13. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра сутӑнчӑкла хӑтланасси мӗнле пулма пултарать тата мӗншӗн ҫавна, ҫын кирек миҫе ҫулта пулсан та, тӳрре кӑларма май ҫук?
12 Сутӑнчӑкла хӑтланни тӗрлӗрен пулма пултарать пулин те, вӑл пурпӗр — христиансен ҫемйинчи тата пухӑвӗнчи канӑҫлӑхпа пӗрлӗхе пӑсакан путсӗр ӗҫ. Ҫавна асра тытнӑ май хамӑр мӑшӑра тата хамӑр Турра мӗнле шанчӑклӑ тӑрса юлмаллине пӑхса тухар.
13 Мӑшӑра улталани вӑл — сутӑнчӑкла хӑтланнин чи сиенлӗ енӗсенчен пӗри. Мӑшӑрне улталакан хӑйӗн мӑшӑрне шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ та хӑйӗн пӗтӗм тимлӗхне тепӗр ҫынна панӑ. Улталанӑ мӑшӑрӗ кӗтмен ҫӗртен пӗччен тӑрса юлать — унӑн пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑнать. Пӗр-пӗрне юратнӑ икӗ ҫын хушшинче ҫавӑн пек сутӑнчӑклӑх мӗнле пулма пултарнӑ-ши? Час-часах ҫакӑ мӑшӑрсем пӗр-пӗрин туйӑмӗсемпе интересленме пӑрахнинчен пуҫланать. Габриелла Турнатури, социологи профессорӗ, ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗ хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме мӗн кирлине пурне те тума пӑрахсан, мӑшӑра улталасси пулма пултарать. Мӑшӑртан ютшӑнасси хутран-ситрен вӑтам ҫулсенчи ҫынсемпе те пулкалать. Сӑмахран, 50 ҫулхи арҫын 25 ҫул хушши пӗрле пурӑннӑ арӑмӗпе уйӑрӑлнӑ та хӑйне килӗшекен хӗрарӑм патне тухса кайнӑ. Вӑтам ҫулсенчи ҫынсем хӑйсене ҫавнашкал тытнинче ним япӑххи те ҫук теҫҫӗ хӑш-пӗрисем. Анчах ҫын кирек миҫере пулсан та, вӑл ҫавнашкал хӑтланнине тӳрре кӑларма май ҫук. Мӑшӑра улталанинче ним лайӑххи те ҫук, ҫакӑ вӑл — сутӑнчӑкла хӑтланни c.
14. а) Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра улталани ҫине Иегова мӗнле пӑхать? ӑ) Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра шанчӑклӑ пулмалли ҫинчен Иисус мӗн каланӑ?
14 Хӑйӗн мӑшӑрне Библире каланӑ пек нимӗнле сӑлтав пулмасӑрах хӑваракансем ҫине Иегова мӗнле пӑхать? Пирӗн Турӑ упӑшкипе арӑмӗ уйӑрӑлнине кураймасть тата мӑшӑрӗсене улталакансене, пӑрахакансене сивлет. Библире каланӑ: «Иегова санпа хӑвӑн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑму хушшинчи свидетель пулнӑ, вӑл санӑн тусу тата эсӗ унпа килӗшӳ тунӑ арӑму пулсан та, эсӗ хӑвна унпа ултавлӑ тытрӑн... Вӗт эпӗ уйӑрӑлнине кураймастӑп,— тет Иегова, Израилӗн Турри» (Малахия 2:14, 16, ҪТ). Ашшӗ мӗн каланипе пӗтӗмпех килӗшӳллӗ пулса Иисус айӑпсӑр мӑшӑра никамӑн та пӑрахмалла мар, унтан вара хамӑра нимӗн те пулман пек тытмалла мар тесе вӗрентнӗ. (Матфей 19:3—6, 9 вуласа пар.)
15. Тата хытӑрах чунтан парӑнса пурӑнас тесе мӑшӑрсем мӗн тума пултараҫҫӗ?
15 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнакансем хӑйсен мӑшӑрӗсене мӗнле майпа шанчӑклӑ тӑрса юлма пултараҫҫӗ? Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа [е хӑв качча тухнӑ упӑшкупа]... киленсе пурӑн» тата «хӑвӑн... пурӑнӑҫунта юратнӑ арӑмупа [е упӑшкупа] пурӑнса килен» (Ытар. 5:18, 19; Еккл. 9:9). Ҫулӗсем иртнӗ май мӑшӑрсен хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе мӗн кирлине — ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те, кӑмӑл-туйӑм тӗлӗшӗнчен те пӗр-пӗрне ҫырлахтарас тесе — пурне те тумалла. Ҫакӑ вӑл вӗсен пӗр-пӗринпе тимлӗ пулмаллине, пӗр-пӗринпе пулма вӑхӑт уйӑрмаллине тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланмаллине пӗлтерет. Хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне тата Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварас тесе вӗсен вӑй хумалла. Ҫавна тӑвас тесе мӑшӑрсен Библие пӗрле вӗренмелле, пӗрле ырӑ хыпар сармалла тата Иегова пиллетӗр тесе пӗрле кӗлӗ тумалла.
Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнӑр
16, 17. а) Турра чунтан парӑнса пурӑнни ҫемьере тата пухура мӗнле тӗрӗсленме пултарать? ӑ) Пухуран кӑларса янӑ пӗртӑванпа хутшӑнмалла мар текен Туррӑн ӳкӗтне тытса тӑни усӑ панине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?
16 Йывӑр ҫылӑхсем тунӑ христиансене «тӗрӗс ӗненсе тӑччӑр» тесе «вирлӗ питлеме» тивет (Тит 1:13). Хӑш-пӗрисене, вӗсен хӑтланӑвӗсене пула, пухуран кӑларса ямалла пулнӑ. Ҫавӑн пек наказани пани «хаса курса вӗренсе ҫитнисене» Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене майлаштарма пулӑшнӑ (Евр. 12:11). Пирӗн пӗртӑвана е ҫывӑх туса пухуран кӑларса янӑ пулсан, вара мӗн тумалла? Ҫавӑн пек чухне эпир чунтан парӑнса пурӑнни — ҫынна мар, Турра чунтан парӑнса пурӑнни — тӗрӗсленет. Пухуран кӑларса янисемпе никампа та хутшӑнмалла мар текен заповеде эпир тытса тӑнипе тӑманнине сӑнаса тӑрать Иегова. (1 Коринф 5:11—13 вуласа пар.)
17 Пухуран кӑларса янӑ пӗртӑванпа хутшӑнмалла мар текен Иеговӑн ӳкӗтне ҫемьере кашни шанчӑклӑ тытса тӑни усӑ панине кӑтартакан пӗр тӗслӗхе кӑна пӑхса тухар. Пӗр ҫамрӑк ҫын вунӑ ҫул ытла пухуран кӑларса янӑскер пулнӑ, ҫав ҫулсем хушшинче унӑн ашшӗпе амӑшӗ, пиччӗшӗпе виҫӗ шӑллӗ унпа хутшӑнман. Хутран-ситрен вӑл вӑхӑта ҫемьепе пӗрле ирттерес тесе майсем шыранӑ, анчах ҫемьере кашни ҫирӗп тӑнӑ та унпа пӗртте хутшӑнман. Хӑйне пухӑва каялла йышӑнсан, вӑл ҫемьепе шутсӑр хутшӑнас килетчӗ, уйрӑмах каҫхине, пӗччен пулнӑ чухне, тесе каланӑ. Ӑна ҫемьепе кӑштах хутшӑнни те ҫителӗклӗ пулнӑ пулӗччӗ тет вӑл. Анчах ҫемьере никам та унпа пачах хутшӑнманран, каллех ҫемьепе пӗрле шутсӑр пулас килни уншӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене майлаштарма хавхалантаракан сӑлтавсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Пухуран кӑларса янӑ пӗртӑванпа хутшӑнмалла мар теекен Туррӑн ӳкӗтне пӑсас шухӑш пуҫра явӑнма пуҫласан, ҫак тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
18. Чунтан парӑнса пурӑнни мӗнле усӑ панине тата сутӑнчӑкла хӑтланни мӗн патне илсе ҫитернине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр?
18 Эпир шанчӑксӑрлӑхпа тата сутӑнчӑклӑхпа тулнӑ тӗнчере пурӑнатпӑр. Анчах та пухура пирӗн хушӑра чунтан парӑнса пурӑнакан тӑвансем сахал мар, вӗсенчен эпир тӗслӗх илме пултаратпӑр. Ҫав христиансем хӑйсем мӗнле пурӑннипе ҫакӑн пек калаҫҫӗ теме пулать: «Эпир сирӗн умӑрта, ӗненекенскерсем умӗнче, таса тӑтӑмӑр [«чунтан парӑнса», ҪТ], тӳрӗлӗхпе пурӑнтӑмӑр, пире никам та хурлас ҫук, ӑна хӑвӑр та курнӑ, Турӑ та пӗлет» (1 Фес. 2:10). Пирӗнтен кашнийӗ малашне те Турра та, пӗр-пӗрне те чунтан парӑнса пурӑнтӑр.
[Сноскӑсем]
a Самсона ҫӳҫӗ мар, ҫӳҫ мӗне символласа тӑнӑ, ҫавӑ — назорей пулнӑ май Иеговӑпа унӑн ятарлӑ хутшӑнусем пулни — вӑй парса тӑнӑ.
b Ҫавӑнпа та «Иуда чуптуни» тени вӑл сутӑнчӑкла хӑтланнин символӗ пулса тӑнӑ.
c Упӑшки е арӑмӗ улталасан мӗн тума кирлине пӗлмешкӗн 2010 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти «Как пережить супружескую измену» статьяна пӑхӑр, 29—32-мӗш страницӑсем.
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]