Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Шанчӑк пуррипе савӑнатпӑр

Шанчӑк пуррипе савӑнатпӑр

«Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав [«ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗмелли», ҪТ] шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ» (ТИТ 1:2, ҪХ).

1. Иегова паракан шанчӑк пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшать?

 ИЕГОВА — «шанӑҫ паракан Турӑ» тенӗ Павел. Унтан вӑл «Таса Сывлӑш хӑвачӗпе» шанчӑк тулли пултӑр тесе Иегова пире хамӑр ӗненни урлӑ савӑнӑҫпа канӑҫлӑх пама пултарать тесе каланӑ (Рим 15:13). Ҫав шанчӑка асра тытатпӑр пулсан, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерӗпӗр, чӗрере те савӑнӑҫпа канӑҫлӑха ҫухатмӑпӑр. Ҫавнашкал шанчӑк святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемшӗн те, урӑх сурӑхсемшӗн те «чуншӑн — шанчӑклӑ, тӗреклӗ якорь пек» (Евр. 6:18, 19). Йывӑрлӑхсем ҫил-тӑвӑл пек пирӗн ҫине йӑтӑнса ансан, шанчӑк пирӗншӗн тӗрек пулма пултарӗ, иккӗленме памӗ тата ӗненӗве ҫирӗп пулма пулӑшӗ. (Еврейсем 2:1; 6:11 вуласа пар.)

2. Хальхи вӑхӑтра христиансен мӗнле икӗ шанчӑк пур тата урӑх сурӑхсен шанчӑкӗ святой сывлӑшпа суйласа лартнисен шанчӑкӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

2 Ҫак пӗтес вӑхӑтра пурӑнакан христиансен икӗ шанчӑкран пӗри пур. «Пӗчӗк кӗтӳ» шутне кӗрекен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисен, шанчӑкӗ вӑл — пӗлӗтри вилӗмсӗр пурнӑҫ. Унта вӗсем Христоспа пӗрле унӑн Патшалӑхӗнче патшасемпе священниксем пулӗҫ (Лука 12:32, ҪХ; Ӳлӗм. 5:9, 10). Вӗсене шучӗпе чылай ирттерекен «урӑх сурӑхсем» Мессианла Патшалӑх ертсе пынӑ чухнехи ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма шанаҫҫӗ (Иоанн 10:16; Ӳлӗм. 7:9, 10). Урӑх сурӑхсен ҫакна манмалла мар: вӗсен ҫӑлӑнӑҫӗ Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ «тӑванӗсене», халӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, пулӑшса тӑнинчен килет (Матф. 25:34—40). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсен парнине илӗҫ, урӑх сурӑхсен шанчӑкӗ те пурнӑҫланатех. (Еврейсем 11:39, 40 вуласа пар.) Айтӑр малтан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Турӑ мӗнле шанчӑк панине пӑхса тухар.

Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен «чӗрӗ шанчӑкӗ»

3, 4. Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене мӗнле майпа «чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратать» тата ҫав шанчӑк мӗнле шанчӑк вӑл?

3 Петр апостол святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне икӗ ҫыру ҫырнӑ. Вӑл вӗсем пирки «суйласа илнисем» тенӗ (1 Петр 1:1, 2). Ҫав ҫырусем пире пӗчӗк кӗтӗвӗн чаплӑ шанчӑкӗ ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвӗнче Петр ҫырнӑ: «Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ. Ҫав шанчӑк — сирӗншӗн тӳпере упранакан таса, ҫӗрми, пӗтми еткер. Юлашки вӑхӑтсенче сирӗн ҫӑлӑнӑҫ илмелле. Ӗненӗвӗре пула Турӑ хӑвачӗ сире ҫавӑншӑн сыхласа усрать. Эппин, уншӑн савӑнӑр. Халӗ тем тӗрлӗ тӳсме тивет пулин те, кӑштах кулянса илӗр те, савӑнӑр» (1 Петр 1:3—6, ҪХ).

4 Иегова кирлӗ чухлӗ христианина Христоспа пӗрле ҫӳлти Патшалӑхра, е правительствӑра, ӗҫлемешкӗн суйласа илет. Иегова святой сывлӑшӗпе усӑ курса вӗсене ывӑллӑха илес тесе «ҫӗнӗрен ҫуратать» те пуласлӑхра Христоспа пӗрле патшасемпе священниксем пулма суйласа лартать (Ӳлӗм. 20:6). Ҫавӑн пек «ҫӗнӗрен ҫурални» вӗсене «чӗрӗ шанчӑк» илме май парать. Ҫав шанчӑк мӗнле шанчӑк вӑл? Петр ун пирки вӗсем валли «тӳпере упранакан таса, ҫӗрми, пӗтми еткер» тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем хӑйсен чӗрӗ шанчӑкӗшӗн питӗ хытӑ савӑнаҫҫӗ! Анчах та ӑна илес тесен вӗсен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла.

5, 6. Мӗншӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен шанчӑклӑ тӑрса юлмалла?

5 Хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвӗнче Петр святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр» (2 Петр 1:10). Вӗсен христиансене тивӗҫлӗ лайӑх енсене, сӑмахран, ӗненӳ, Турра чунтан парӑннине, тӑвана юратнине тата юрату аталантармалла пулнӑ. Петр каланӑ: «Сирӗн ҫакӑ пулсассӑн, ҫакӑ хушӑнса пырсассӑн... ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ [пулатӑр]». (2 Петр 1:5—8 вуласа пар.)

6 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христос пӗрремӗш ӗмӗрте Филадельфире (Кӗҫӗн Ази) пурӑнакан святой сывлӑшпа ҫуралнӑ старейшинӑсене каланӑ: «Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп. Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫӗнтерекенӗн пуҫ кӑшӑлне хывса ан илччӗр тесен, эсӗ мӗн пуррине ҫирӗп тытса пыр» (Ӳлӗм. 3:10, 11, ҪХ). Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин шанчӑклӑ тӑрса юлаймасан, суйласа илнисене — мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлакансене — пама пулнӑ «мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне» илеймӗ (1 Петр 5:4, ҪХ; Ӳлӗм. 2:10, ҪХ).

Ӗмӗрлӗх Патшалӑха кӗмелли алӑк

7. Иуда хӑйӗн ҫырӑвӗнче мӗнле тӗлӗнмелле шанчӑк ҫинчен асӑннӑ?

7 Пирӗн эрӑри 65 ҫулта пулас, Иисусӑн пӗртӑванӗ, Иуда, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне ҫыру ҫырнӑ. Вӑл вӗсем пирки «чӗнсе илнисем» тенӗ. (Иуда 1, ҪХ; Еврейсем 3:1-мӗшпе танлаштарса пӑх.) Унта вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен, Туррӑн ҫӳлти Патшалӑхӗнче пулма чӗнсе илнисен, пурин те ҫӑлӑнмалли чаплӑ шанчӑк пурри ҫинчен ҫырасшӑн пулнӑ (Иуда 3). Вӑл хӑйӗн кӗске ҫырӑвӗнче ытти кирлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ пулин те, ҫыру вӗҫӗнче вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пӗтӗм христианинӑн тӗлӗнмелле шанчӑкӗ ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Сире пӑсӑласран [«ӳкесрен», ҪХ] сыхласа хӑварса, Хӑйӗн мухтавӗ умне тасан та савӑнӑҫлӑн тӑратма Пултаракан, пӗртен-пӗр Турӑ, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Ҫӑлакан пур ӗмӗртен малтан та, халӗ те, ӗмӗртен ӗмӗре те мухтавлӑ, аслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ» (Иуда 24, 25).

8. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин мӗн виличченех айӑпсӑр тӑрса юлни пӗлӗтре савӑнӑҫ панине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

8 Паллах ӗнтӗ, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ кашни шанчӑклӑ христианин хӑйне «ӳкесрен» — шанчӑксӑр пуласси тата пӗтесси патне мӗн илсе ҫитерме пултарать, ҫавсенчен пуринчен те — Турӑ сыхласа хӑвартӑр тесе ӗмӗтленет. Ҫав христиансен Библи ҫинче никӗсленсе тӑракан шанчӑкӗ вӑл — Иисус Христос вӗсене пӗлӗтре ангелсенни пек пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткеллӗ туса чӗртсе тӑратасси. Ҫапла вара вӗсем Турӑ умне пысӑк савӑнӑҫпа тӑма пултарӗҫ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин вилнӗ чухне Турра шанчӑклӑ тӑрса юлать пулсан, вӑл «Сывлӑшпа пурӑнас ӳт» пулса тата «ҫӗрми... мухтавлӑ пулса» чӗрӗлсе тӑрасси пирки иккӗленӳ пулмӗ (1 Кор. 15:42—44). «Пӗр ӳкӗнекен ҫылӑхлӑ ҫыншӑн» тӳпере питӗ савӑнаҫҫӗ пулсан, святой сывлӑшпа ҫуралнӑ Христосӑн тӑванӗсенчен пӗри мӗн виличченех айӑпсӑр тӑрса юлни пӗлӗтре мӗн тери савӑнӑҫ пама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Лука 15:7). Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин хӑйӗн парнине пысӑк савӑнӑҫпа илсен, Иеговӑпа шанчӑклӑ ангелсем унпа пӗрле савӑнӗҫ. (1 Иоанн 3:2 вуласа пар.)

9. Патшалӑха кӗмелли алӑк мӗнле майпа святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансемшӗн «яриех уҫӑлӗ» тата ҫав шанчӑк вӗсем ҫине, халӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫине, мӗнле витӗм кӳрсе тӑрать?

9 Иуда пекех, Петр та, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне, вӗсем шанчӑклӑ тӑрса юлнипе хӑйсене чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ пулсан, вӗсемшӗн «Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк... ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ [«яриех уҫӑлӗ», ҪХ]» тесе ҫырнӑ (2 Петр 1:10, 11). Патшалӑха кӗмелли алӑк «яриех уҫӑлӗ» тенипе Петр вӗсем пӗлӗте пысӑк мухтавлӑхпа кӗрӗҫ тесе каласшӑн пулнӑ пулас. Ҫавӑн пекех «яриех уҫӑлӗ» тени вӑл кам пурнӑҫ чуппинче вӑйне шеллемесӗр чупать, ҫавсем нимпе танлаштарайми пиллӗхсем илессине пӗлтерме пултарать. Хӑйсем кӑтартнӑ шанчӑклӑх ҫинчен шухӑшласа вӗсем пархатарлӑ пулса пысӑк савӑнӑҫпа савӑнӗҫ. Ҫавӑн пек шанчӑк святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, халӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, шанчӑклӑ тӑрса юлма вӑй парса тӑрать паллах (1 Петр 1:13).

Урӑх сурӑхсен шанчӑкӗ

10, 11. а) Урӑх сурӑхсен мӗнле шанчӑк пур? ӑ) Ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк пурнӑҫланасси Христоспа тата «Турӑ ывӑлӗсем» уҫҫӑн палӑрассипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

10 Павел апостол святой сывлӑшпа ҫуралнӑ «Турӑ ывӑлӗсем» патне вӗсен мухтавлӑ шанчӑкӗ, «Христоспа пӗрле пая кӗрессисем» пуласси, ҫинчен ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл шутласа кӑларайми урӑх сурӑхсене Иегова паракан шанчӑк ҫинчен те асӑннӑ: «Турӑ мӗн пултарнийӗ [ҫынсем] пурте Турӑ ывӑлӗсем [святой сывлӑшпа суйласа лартнисем] мухтава тухасса шанса тӑрать [«уҫҫӑн палӑрасса чӑтӑмсӑр кӗтет», ҪХ]. Турӑ мӗн пултарнийӗ хӑй ирӗкӗпе мар, хӑйне Пӑхӑнтараканӗн ирӗкӗпе ҫӗрсе пӗтмелле пулнӑ, анчах вӑл ӗмӗтленсе-шанса тӑнӑ: мӗн пултарнийӗ пурте [«ҫӗрсе», ҪС] пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ» (Рим 8:14—21).

11 Иегова этемлӗхе шанчӑк панӑ: ӑна «вӑрлӑх» урлӑ «авалхи ҫӗленрен», Сатана Шуйттанран, ҫӑлма сӑмах панӑ (Ӳлӗм. 12:9; Пулт. 3:15). Ҫав вӑрлӑхӑн, е «Ҫуралассин», тӗп пайӗ Иисус Христос пулнӑ (Гал. 3:16). Иисус вилӗмӗ тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнче хӑтӑлма ҫирӗп шанчӑк илме май панӑ. Ҫав шанчӑк пурнӑҫланасси «Турӑ ывӑлӗсем уҫҫӑн палӑрассипе» ҫыхӑннӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, пӗлӗтри парнене илнисем — ҫав «вӑрлӑхӑн» тепӗр пайӗ. Вӗсем Христоспа пӗрле Сатанан тӗнчине пӗтернӗ чухне «уҫҫӑн палӑрӗҫ» (Ӳлӗм. 2:26, 27). Ҫакӑ вара пысӑк асап витӗр тухакан урӑх сурӑхсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрӗ (Ӳлӗм. 7:9, 10, 14).

12. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем «уҫҫӑн палӑрни» этемлӗхе мӗнле усӑ парӗ?

12 «Турӑ мӗн пултарнине», тепӗр майлӑ каласан, ҫынсене, Христосӑн Пин ҫуллӑх патшалӑхӗ калама ҫук пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрӗ! Ҫавӑн чухне мухтава тухнӑ «Турӑ ывӑлӗсем» урӑхла майлӑ «уҫҫӑн палӑрӗҫ». Вӗсем Христоспа пӗрле священниксем пулӗҫ те этемлӗхе Иисусӑн каҫарттаракан парнинчен усӑ илме пулӑшӗҫ. Ҫӳлти Патшалӑх ертсе пынӑ чухне «Турӑ мӗн пултарнийӗ» ҫылӑхпа вилӗм тӑллинчен хӑтӑлма пуҫлӗ. Итлекен ҫынсем майӗпен «ҫӗрсе пӗтессинчен» хӑтӑлса пырӗҫ. Вӗсем Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ тапхӑрта та, ҫав тапхӑрӑн вӗҫӗнче пулакан юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлчӗҫ пулсан, вӗсен ячӗсене «чӗрӗлӗх кӗнекине» ӗмӗрлӗхех ҫырса хурӗҫ. Вара вӗсем «Турӑ ачисен ирӗклӗхне» илӗҫ (Ӳлӗм. 20:7, 8, 11, 12). Ҫакӑ чӑн та чаплӑ шанчӑк!

Хӑвӑр шанчӑка чӗрӗ упрӑр

13. Пирӗн шанчӑк мӗн ҫинче никӗсленсе тӑрать тата Христос палӑрасси хӑҫан пулӗ?

13 Петр Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ икӗ ҫыру святой сывлӑшпа суйласа лартнисене те, урӑх сурӑхсене те хӑйсен шанчӑкне чӗрӗ упрама пулӑшать. Христиансем ҫав шанчӑка хӑйсен ӗҫӗсене пула мар, Иеговӑн тивлетне, е ырӑлӑхне, пула илнӗ тесе палӑртнӑ Петр. Апостол ҫырнӑ: «Сыхӑ тӑрӑр. Хӑвӑр шанчӑка ырӑлӑх ҫине шанса хурӑр. Ҫав ырлӑха сире Иисус Христос уҫҫӑн палӑрнӑ чухне кӑтартӗҫ» (1 Петр 1:13, ҪТ). Христос уҫҫӑн палӑрасси вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн шанчӑклӑ пыракансене ырӑлӑх кӑтартма тата Иегова йӗркесӗррисем тӗлӗшӗнчен йышӑннӑ приговора пурнӑҫлама килнӗ чухне пулса иртет. (2 Фессалоника 1:6—10 вуласа пар.)

14, 15. а) Хамӑр шанчӑка чӗрӗ упраса хӑварас тесе пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Петр мӗнле канаш панӑ?

14 Хамӑр шанчӑка чӗрӗ упрас тетпӗр пулсан, ҫывхарса килекен Иеговӑн кунне пирӗн ялан асра тытмалла. Ҫакӑ эпир мӗнле пурӑнни ҫине витӗм кӳрсе тӑмалла. Иеговӑн кунӗ хальхи «тӳпене», урӑхла каласан, ҫынсен правительствисене, ҫавӑн пекех «ҫӗре», урӑхла каласан, йӗркесӗр ҫынсен обществине тата унӑн «тӗп пайӑрӑмӗсене», е пайӗсене, тӗп тӑвӗ. Петр ҫырнӑ: «Сирӗн, Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн... [мӗнле] пурӑнас пулать! ҫав Кун ялкӑшса ҫунакан тӳпе ишӗлсе анӗ, вут хыпнӑ тӗп пайӑрӑмсем шӑранса пӗтӗҫ» (2 Петр 3:10—12).

15 Хальхи «тӳпене» тата «ҫӗре» «ҫӗнӗ тӳпепе [Христосӑн правительствипе] ҫӗнӗ ҫӗрпе [ҫӗр ҫинчи ҫынсен ҫӗнӗ обществипе]» улӑштарӗҫ (2 Петр 3:13). Петр малалла пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчене кӗтнӗ май хамӑр шанчӑка чӗрӗ упраса хӑварас тесе мӗн тума кирли пирки татӑклӑ канаш панӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр» (2 Петр 3:14).

Хӑвӑрӑн шанчӑкӑрпа килӗшӳллӗ пурӑнӑр

16, 17. а) Эпир «Турра парӑнса... сӑваплӑ» пурӑнни мӗнле ӗҫсенче палӑрса тӑмалла? ӑ) Пирӗн шанчӑк мӗнле пурнӑҫланӗ?

16 Пирӗн хамӑр шанчӑка чӗрӗ упранисӗр пуҫне унпа килӗшӳллӗ те пурӑнмалла. Иеговӑна юрӑхлӑ ҫынсем пулнипе пулманнине пӗлес тесе пирӗн хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла. «Таса [«сӑваплӑ», ҪХ] пурӑнас пулать» тени вӑл «ытти халӑхсем хушшинче» пирӗн ырӑ тӗслӗх кӑтартса тата Туррӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса пурӑнмаллине пӗлтерет (2 Петр 3:11; 1 Петр 2:12). Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла. Ҫакӑ пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхри, ҫавӑн пекех хамӑр пухури пӗрлӗхе упраса хӑварас тесе май ҫитнӗ таран пурне те тумаллине пӗлтерет (Иоанн 13:35). «Турра парӑнса» пурӑнни Иеговӑпа пирӗн ҫывӑх хутшӑнусем пулнине кӑтартакан ӗҫсенче палӑрса тӑрать. Ҫав ӗҫсем шутне тӗплӗн шухӑшласа кӗлӗ туни, Библие кашни кун вулани, хамӑр тӗллӗн тарӑн тӗпчени, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни тата «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара» сарас ӗҫе хастарлӑ хутшӑнни кӗрет (Матф. 24:14, ҪХ).

17 Пирӗнтен кашнийӗ Иегова ырлакан, ҫак йӗркесӗр тӗнчене тӗп тунӑ чухне вӑл ҫӑлса хӑварнӑ ҫын пуласшӑн. Эпир ҫавнашкал ҫынсем пулсан, пирӗн шанчӑк, «Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ... чӑн малтанах» пама пулнӑ «ҫав [«ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗмелли», ҪТ] шанчӑк», пурнӑҫланӗ» (Тит 1:1, 2, ҪХ).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]