Иегова — «мир паракан Турӑ»
Иегова — «мир паракан Турӑ»
«Канӑҫлӑх Турри [«мир паракан Турӑ», ҪТ] сирӗнпе пуринпе те пултӑр» (РИМ 15:33).
1, 2. Пултарни 32-мӗш тата 33-мӗш сыпӑксенче мӗнле ҫивӗч лару-тӑру ҫинчен каласа панӑ тата ӑна мӗнле татса панӑ?
ӖҪСЕМ Пенуэл таврашӗнче, Иавок юханшывӑн айлӑмӗнчен инҫех мар, Иорданран тухӑҫалла вырнаҫнӑ вырӑнта, пулса иртеҫҫӗ. Исав хӑйӗн йӗкӗреш шӑллӗ, Иаков, килелле таврӑнни ҫинчен илтнӗ. Исав шӑллӗне хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑранпа 20 ҫул иртнӗ пулин те, вӑл халӗ те ҫилленет тата мана вӗлересшӗн те пуль тесе хӑраса тӑрать Иаков. Исав хӑйӗнпе пӗрле 400 ҫын илсе хӑйӗн шӑллӗ патне каять. Иаков, хӑйне хаяррӑн йышӑнма пултарнине кӗтсе, Исав патне пӗр парне хыҫҫӑн теприне ярса тӑрать — пӗтӗмӗшпе 550 пуҫ выльӑх ытла. Кашнинчех, Исав патне пӗр ушкӑн выльӑх янӑ хыҫҫӑн, Иаковӑн тарҫисем ҫав парнесене шӑллу ярса пачӗ теҫҫӗ.
2 Акӑ ӗнтӗ татӑклӑ самант ҫитет! Исав патне Иаков хӑюллӑн пырать те ӑна пӗр хут мар, ҫичӗ хут пуҫне таять. Вӑл пиччӗшӗн чӗрине ҫемҫетес тесе чи кирлӗ утӑм тунӑ ӗнтӗ. Исав аллинчен хӑтарсам тесе Иеговӑна кӗлӗ тунӑ Иаков. Иегова унӑн кӗлли ҫине хурав парать-ши? Парать. Библире ҫырнӑ: «Исав ӑна хирӗҫ чупса пынӑ та ӑна ыталаса илнӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртанӑ, чуптунӑ» (Пулт. 32:11—20; 33:1—4).
3. Иаковпа Исав ҫинчен каласа паракан историнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
3 Иаковпа Исав ҫинчен каласа паракан истори пире, христиансен пухӑвӗнчи мире пӑсма пултаракан йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, вӗсене татса памашкӑн май ҫитнӗ таран пурне те тума чунтан тӑрӑшмаллине кӑтартса парать. Иаков Исавпа мирлешесшӗн пулнӑ, анчах та ӑна хирӗҫ ҫылӑх тунӑран мар тата унран каҫару ыйтма кирлӗ пулнӑран мар. Пачах урӑхла пулнӑ — Исав хӑйӗн аслӑлӑхне ним вырӑнне хуман та пӗр чашӑк ясмӑк яшки ҫиесшӗн сутса янӑ (Пулт. 25:31—34; Евр. 12:16). Анчах та Иаков Исав патне мӗнле пыни пухури тӑвансемпе пирӗн мирлӗ пурӑнма ҫав тери тӑрӑшмаллине кӑтартса парать. Ҫакӑ эпир ҫавна тума Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ чухне вӑл пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав панине те кӑтартса парать. Ыттисемпе мирлӗ пурӑнма пулӑшакан тӗслӗхсем Библире нумай. Халӗ эпир ҫавсенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухӑпӑр.
Чи чаплӑ тӗслӗх
4. Этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлас тесе Турӑ мӗн тунӑ?
4 Мирлӗ пурӑнас тӗлӗшрен чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартаканни вӑл — Иегова, «канӑҫлӑх Турри [«мир паракан Турӑ», ҪТ]» (Рим 15:33). Иегова пире хӑйӗн тусӗсем пулма май парас тесе мӗн туни ҫинчен пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр-ха. Адампа Евӑн ҫылӑхлӑ ӑрӑвӗ пулнӑ май эпир вилӗме тивӗҫлӗ — «ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать» (Рим 6:23, ҪХ). Анчах та Иегова пире питӗ хытӑ юратнӑран ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑласшӑн. Ҫавӑнпа та вӑл пире ҫӑлмашкӑн хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулса ҫуралтӑр тесе, пӗлӗтрен ҫӗр ҫине янӑ. Ывӑлӗ Ашшӗне кӑмӑл тусах итленӗ. Вӑл хӑйне Туррӑн тӑшманӗсене вӗлерме ирӗк панӑ (Иоанн 10:17, 18). Чӑн Турӑ хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Унта вара Ывӑлӗ хӑй кӳнӗ парнен хакне Ашшӗне тӳленӗ. Ҫав парне, е тӳлесе илни, хӑйсем ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсене пурне те ӗмӗрлӗх вилӗмрен ҫӑлать. (Еврейсем 9:14, 24 вуласа пар.)
5, 6. Иисус кӳнӗ парне ҫынсене Туррӑн тусӗсем пулма мӗнле пулӑшать?
5 Ҫылӑхсем тунӑран ҫынсем Туррӑн тӑшманӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Иисус кӳнӗ парне вара этемлӗхе мӗнле пулӑшать? «Пирӗн тӗнче айӑпне Ун ҫине тиенӗ [«Вӑл тӳснӗ асап пире мир пачӗ», ҪТ],— тесе ҫырнӑ Исаия 53:5-мӗшӗнче,— эпир вара Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ». Халӗ вара Иисус кӳнӗ парне итлесе-пӑхӑнса тӑракан ҫынсене Туррӑн тусӗсем пулма май парать. «Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни... пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ» (Эф. 1:7, ҪХ).
6 Библире Иисус ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра [Христосра] пултӑр тенӗ» (ҪХ). Ҫакӑ Турӑ хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе Иисуспа усӑ курнине пӗлтерет. Иеговӑн вара мӗнле тӗллев? Иисус Христосӑн «Юнӗпе... пурне те — Хӑйпе» килӗштересси. Турӑ хӑйӗнпе «пурне те» килӗштерет тенисем шутне «ҫӗр ҫинчисем те, ҫӳлтисем те» кӗреҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? (Колоссӑ 1:19, 20 вуласа пар.)
7. «Ҫӳлтисем» тата «ҫӗр ҫинчисем» камсем вӗсем?
7 Иисус кӳнӗ парнене пула святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, Турӑ ывӑлӗсем пулнӑ май, тӳрре тухнӑ тата «Турӑпа килӗшнӗ». (Рим 5:1 вуласа пар.) Библире вӗсем пирки «ҫӳлтисем» тенӗ, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене Иисус Христоспа пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратать. Унта вӗсем «ҫӗр ҫинче [«ҫӗрпе», ҪТ] патша пулса» тӑрӗҫ, Туррӑн священникӗсем пулса ӗҫлӗҫ (Ӳлӗм. 5:10). «Ҫӗр ҫинчисем» тени вӑл ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен, юлашкинчен вара ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илекен ҫынсене пӗлтерет (Пс. 36:29).
8. Иеговӑн хӑйӗнпе этемлӗх мирлӗ пурӑнма пултартӑр тесе мӗн тума тивни ҫинчен шухӑшлани сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
8 Тӳлесе илнишӗн Иеговӑна чунтан тав туса Павел Эфесри святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне ҫырнӑ: «Нумай ырӑлӑхлӑ [«хӗрхенекен», ҪТ] Турӑ... пире, усал ӗҫсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ — сире тивлет [е ырӑлӑх] парса ҫӑлнӑ» (Эф. 2:4, 5). Пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк пур-и е ҫӗр ҫинче, Турра хӗрхенӳпе ырӑлӑх кӑтартнӑшӑн пирӗн чунтан тав тумалла. Иеговӑн хӑйӗнпе этемлӗх мирлӗ пурӑнма пултартӑр тесе мӗн тума тивни ҫинчен шухӑшланӑ чухне пирӗн чӗре пархатарлӑх туйӑмӗпе тулать. Пухури мирпе пӗрлӗхе аркатма пултаракан лару-тӑру сиксе тухсан, Турӑ кӑтартнӑ тӗслӗх ҫинчен шухӑшлани пире пухури тӑвансемпе хамӑр хушӑри мире упраса хӑварма хавхалантарать.
Авраампа Исаакӑн тӗслӗхӗнчен вӗренетпӗр
9, 10. Авраам ыттисемпе мирлӗ пурӑнасшӑн пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
9 Авраам патриарх пирки Библире каланӑ: «„Авраам Турра ӗненсе пурӑннӑ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ“... Ҫавӑнпа ӑна „Турӑ тусӗ“ тенӗ» (Иак. 2:23). Авраам хӑйӗн ӗненӗвне кӑтартнӑ майсенчен пӗри — ыттисемпе мирлӗ пурӑнма тӑрӑшни. Сӑмахран, Авраамӑн кӗтӗвӗ йышлӑланса кайсан, унӑн кӗтӳҫӗсем Лотӑн, Авраам тӑванӗн ывӑлӗн, кӗтӳҫӗсемпе тавлашма пуҫланӑ (Пулт. 12:5; 13:7). Авраампа Лотшӑн пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫак ҫивӗч лару-тӑрура Авраам хӑйне мӗнле тытнӑ? Ватӑрах тата Иеговӑн тусӗ пулнӑран мӗн-мӗн тумаллине манӑн шутласа хумалла тесе тӑрас вырӑнне вӑл Лотпа мирлӗ пуласшӑн пулнине кӑтартнӑ.
10 «Санпа манӑн хушшӑмӑрта, санӑн кӗтӳҫӳсемпе манӑн кӗтӳҫӗсем хушшинче хирӗҫӳ ан пултӑр: эпир — тӑвансем,— тенӗ те Авраам Лота, унтан малалла каланӑ,— пӗтӗм ҫӗр санӑн умӑнта мар-и вара? уйӑрӑл манран: эсӗ сулахаялла кайсассӑн, эпӗ сылтӑмалла кайӑп; эсӗ сылтӑмалла кайсассӑн, эпӗ сулахаялла кайӑп». Лот чи пулӑхлӑ ҫӗре суйласа илнӗ пулин те, Авраам ун ҫине ҫилленмен (Пулт. 13:8—11). Каярахпа, Лота тыткӑна илсен, Авраам хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне тӳрех ҫӑлма кайнӑ (Пулт. 14:14—16).
11. Авраам хӑйӗн кӳршисемпе, филистимсемпе, мирлӗ пурӑнма мӗнле тӑрӑшнӑ?
11 Авраам хӑйӗн кӳршисемпе, Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан филистимсемпе, мирлӗ пурӑнма тӑрӑшнине те аса илер-ха. Филистимсем Вирсавире Авраамӑн тарҫисем алтнӑ шыв пуссине туртса илнӗ. Ҫакна пӗлсен Авраам, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне ҫӑлнӑ чухне тӑватӑ патшана ҫӗнтернӗ ҫын, хӑйне мӗнле тытнӑ? Шыв пуссине вӑйпа туртса илес вырӑнне вӑл нимӗн те тӑвас темен. Пӗр вӑхӑт иртсен Авраам патне Филисти патши пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнмашкӑн килӗшӳ тума килнӗ. Патшан ӑрӑвӗпе ырӑ пулӑп тесе килӗшнӗ Авраам. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна вӑл патшапа туртса илнӗ шыв пусси ҫинчен калаҫма пуҫланӑ. Ҫавна илтсен патша шалт тӗлӗннӗ те Авраама шыв пуссине каялла тавӑрса панӑ. Патриарх ҫав ҫӗрте, ютран килнӗ ҫын пек, малалла та мирлӗ пурӑннӑ (Пулт. 21:22—31, 34).
12, 13. а) Исаак хӑйӗн ашшӗн тӗслӗхне мӗнле тытса тӑнӑ? ӑ) Иегова Исаака мирлӗ пурӑнма юратнӑшӑн мӗнле пилленӗ?
12 Авраам ывӑлӗ, Исаак, хӑйӗн ашшӗ пекех мирлӗ пурӑнма юратакан ҫын пулнӑ. Ҫакӑ вӑл хӑйне филистимсемпе мӗнле тытнинчен курӑнать. Выҫлӑх вӑхӑтӗнче Исаак хӑйӗн килӗнчисемпе Негевра вырнаҫнӑ Беэр-лахай-рои таврашӗнчи тип вырӑнтан ҫурҫӗрелле, Герар таврашӗнчи пулӑхлӑрах вырӑна, куҫса кайнӑ. Ҫавӑнта филистимсем пурӑннӑ. Унта ӑна Иегова тухӑҫлӑ тыр-пулпа пилленӗ, унӑн кӗтӗвӗсене йышлӑлантарнӑ. Филистимсем ӑна ӑмсанма пуҫланӑ. Исаакӑн ӗҫӗсем, ашшӗн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ пек, ӑнса ан пыччӑр тесе вӗсем Авраамӑн тарҫисем ҫав вырӑнта алтнӑ шыв пуссисене ишсе-хупласа хунӑ. Юлашкинчен вара Филисти патши Исаака пирӗн патӑмӑртан кай тенӗ. Мирлӗ пурӑнма юратакан Исаак тавлашса тӑман (Пулт. 24:62; 26:1, 12—17).
13 Исаак хӑйӗн чатӑрӗсене инҫетерех куҫарса лартсан, унӑн кӗтӳҫӗсем тепӗр шыв пусси алтнӑ. Филисти кӗтӳҫӗсем ку пирӗн шыв теме пуҫланӑ. Хӑйӗн ашшӗ, Авраам, пекех Исаак шыв пуссишӗн тавлашса тӑман. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗн ҫыннисене тепӗр пусӑ алтма хушнӑ. Филистимсем ку та пирӗн теме пуҫланӑ. Мире упраса хӑварас тесе Исаак хӑйӗн пысӑк лагерьне урӑх вырӑна куҫарса кайнӑ. Унта унӑн тарҫисем виҫҫӗмӗш пусӑ алтнӑ, ӑна Исаак Реховоф ят панӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Исаак Вирсави таврашӗнчи пулӑхлӑрах ҫӗрелле куҫса кайнӑ. Унта вара Иегова ӑна пилленӗ те каланӑ: «Ан хӑра, Эпӗ санпала пӗрле; сана пиллӗп, санӑн йӑхна йышлӑлантарӑп, ҫакна [санӑн аҫушӑн] Авраамшӑн, Хамӑн чурамшӑн тӑвӑп» (Пулт. 26:17—25).
14. Исаак, хӑйӗн патне Филисти патши мирлӗ пурӑнмашкӑн килӗшӳ тума килсен, унпа мирлӗ пурӑнасшӑн пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
14 Исаак хӑйӗн тарҫисем алтнӑ пӗтӗм пусӑпа та манӑн усӑ курма ирӗк пур тесе кӗрешме пултарнӑ паллах. Иегова ун майлӑ пулнӑ вӗт. Ҫакна Филисти патши те ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл, хӑйӗн ҫынисемпе Исаак патне унпа мирлӗ пурӑнмашкӑн килӗшӳ тума Вирсавие пырсан, каланӑ: «Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пулнине эпир уҫҫӑнах куртӑмӑр». Унччентерех Исаак, мире упраса хӑвармашкӑн вӑрҫас мар тесе, темиҫе хут та аяккарах каяс тенӗ. Хальхинче те Исаак, хӑйӗн патне Филисти патши хӑйӗн ҫыннисемпе пырсан, вӗсемпе мирлӗ пурӑнасшӑн пулнине кӑтартнӑ. Библире каланӑ: «Исаак вӗсемшӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем ӗҫнӗ, ҫинӗ. Ирхине ирех тӑнӑ та пӗрне-пӗри тупа тунӑ; вара Исаак вӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем ун патӗнчен кӑмӑллӑн [е мирлӗ] тухса кайнӑ» (Пулт. 26:26—31).
Иосифӑн тӗслӗхӗнчен вӗренетпӗр
15. Мӗншӗн Иосифӑн пиччӗшӗсем унпа ӑшшӑн калаҫма пултарайман?
15 Библире Исаак ывӑлӗ, Иаков, «йӑваш ҫын» пулнӑ тенӗ (Пулт. 25:27). Иаков Исав пиччӗшӗпе мирлешме тӑрӑшнӑ тесе ҫӳлерех каланӑччӗ. Паллах ӗнтӗ, Иаков хӑйӗн ашшӗнчен, мирлӗ пурӑнма юратакан Исаакран, нумайӑшне вӗреннӗ. Унӑн 12 ывӑлӗ пирки мӗн калама пулать? Пуринчен ытла Иаков Иосифа юратнӑ. Иосиф хӑйӗн ашшӗне итленӗ тата хисепленӗ, Иаков вара ӑна шанма пултарнӑ (Пулт. 37:2, 14). Анчах та Иосифӑн пиччӗшӗсем ӑна ҫав тери ӑмсаннӑран унпа ӑшшӑн калаҫма пултарайман. Вӗсем Иосифа ҫав тери курайми пулса ҫитнӗрен чуралӑха сутса янӑ. Шӑллӗне тискер чӗрчун ҫурса пӑрахнӑ пек кӑтартас тесе вӗсем ашшӗне улталанӑ (Пулт. 37:4, 28, 31—33).
16, 17. Иосиф пиччӗшӗсемпе мирлӗ пуласшӑн пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
16 Иегова Иосифпа пӗрле пулнӑ та ӑна пиллесе тӑнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иосиф Египетра фараон хыҫҫӑнхи чи ятлӑ-сумлӑ ҫын пулса тӑнӑ. Ханаанра хаяр выҫлӑх пуҫлансан, Иосифӑн пиччӗшӗсем Египета апат-ҫимӗҫ сутӑн илме килнӗ. Унта вӗсем Иосифа, вӑл Египетри пуҫлӑхсен тумӗпе пулнӑран пулас, палласа та илеймен (Пулт. 42:5—7). Пиччӗшӗсене хӑйӗнпе тата ашшӗпе хаяр пулнӑшӑн ҫӑмӑллӑнах тавӑрма пултарнӑ Иосиф. Анчах та вӑл тавӑрас темен, ун вырӑнне вӗсемпе ҫураҫас тесе тӑрӑшнӑ. Пиччӗшӗсем ӳкӗнни палӑра пуҫласан, вӑл хӑйне паллаттарнӑ та каланӑ: «Анчах халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн ан ӳкӗнӗр: мана Турӑ сирӗн пурӑнӑҫӑра упрама сирӗн умӑртан янӑ». Ун хыҫҫӑн «вӑл хӑйӗн пур тӑванне те чуптуса тухнӑ, вӗсене ыталаса йӗнӗ» (Пулт. 45:1, 5, 15).
17 Хӑйсен ашшӗ Иаков вилсен, пиччӗшӗсем Иосиф вӗсене тавӑрма пултарӗ тесе шухӑшланӑ пулас. Хӑйсене мӗн хӑратса тӑнине каласа парсан, Иосиф йӗрсе янӑ та каланӑ: «Ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп». Мирлӗ пурӑнма юратакан Иосиф «вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсен кӑмӑлне килмелле калаҫнӑ» (Пулт. 50:15—21).
«Пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ»
18, 19. а) Ҫак статьяра каласа панӑ тӗслӗхсем пире хӑш енчен усӑллӑ пулчӗҫ? ӑ) Тепӗр статьяра сӑмах мӗн ҫинчен пырӗ?
18 «Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ»,— тесе палӑртнӑ Павел (Рим 15:4). Иегова кӑтартнӑ чаплӑ тӗслӗхе, ҫавӑн пекех Библире Авраам, Исаак, Иаков тата Иосиф ҫинчен каланисене пӑхса тухни пире хӑш енчен усӑллӑ пулчӗ?
19 Иегова пире хӑйӗн тусӗсем пулма май парас тесе мӗн-мӗн туни ҫинчен пархатарлӑ пулса шухӑшлани ыттисемпе мирлӗ пулас тесе мӗн кирлине пурне те тума хавхалантарса тӑрӗ. Авраамӑн, Исаакӑн, Иаковӑн тата Иосифӑн тӗслӗхӗсем ашшӗ-амӑшӗ ачисем ҫине лайӑх витӗм кӳме пултарнине кӑтартса параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫав каласа панисенчен мирлӗ пулас тесе вӑй хуракансене Иегова пиллени курӑнса тӑрать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел Иегова пирки «канӑҫлӑх Турри [«мир паракан Турӑ», ҪТ]» тенӗ. (Рим 15:33; 16:20 вуласа пар.) Тепӗр статьяран эпир Павел мӗншӗн мире упрама кирлӗ тесе каланине тата ҫавна эпир мӗнле тума пултарнине пӗлӗпӗр.
Эсир мӗне вӗрентӗр?
• Исавпа тӗл пуличчен Иаков мирлӗ пуласшӑн пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
• Иегова ҫынсене хӑйӗн тусӗсем пулма май парас тесе тунӑ ӗҫсем сире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?
• Авраам, Исаак, Иаков тата Иосиф мирлӗ пурӑнас енчен кӑтартнӑ тӗслӗхсенчен эсир мӗне вӗрентӗр?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]