«Сывлӑш ҫимӗҫӗ» Турра мухтава кӑларать
«Сывлӑш ҫимӗҫӗ» Турра мухтава кӑларать
«Нумай ҫимӗҫ кӳнипе... эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр» (ИОАНН 15:8).
1, 2. а) Ыттисене хавхалантарма пирӗн мӗнле майсем пур? ӑ) Иегова панӑ мӗнле парнене пула эпир уншӑн лайӑхрах ӗҫлеме пултаратпӑр?
ИКӖ лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫамрӑк хӗрарӑм-тӑван темшӗн пӑшӑрханнине христианка асӑрхать те унпа ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме калаҫса татӑлать. Пӗр килтен тепри патне утнӑ май вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм-тӑванӗ вара хӑйне мӗн хумхантарни ҫинчен каласа парать. Каярахпа, ҫав кунах, вӑл ҫав ҫитӗннӗ христианка унпа интересленнӗшӗн Иеговӑна кӗлӗре тав тӑвать. Вӗт ҫавӑн пек пулӑшу ӑна чӑннипех кирлӗ пулнӑччӗ! Тепӗр лару-тӑру: упӑшкипе арӑмӗ нумаях пулмасть ют ҫӗршывран таврӑннӑ, унта вӗсем ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Туссемпе пӗрле пухӑнса ларсан, вӗсем хӑйсемпе мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен хавассӑн каласа параҫҫӗ, пӗр ҫамрӑк арҫын-тӑван вара вӗсене тимлӗ итлесе ларать. Ҫулсем иртсен ҫав ҫамрӑк арҫын-тӑван ҫула хатӗрленнӗ май — халӗ вӑл хӑй ют ҫӗршыва сӑваплӑ ӗҫ тума каять — ҫав мӑшӑра тата калаҫӑва аса илет, вӗт ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн миссионер пулас кӑмӑл ҫуралнӑ-ҫке.
2 Ҫав лару-тӑрусем ҫинчен вуланӑ хыҫҫӑн эсӗ хӑвӑн пурнӑҫу ҫине витӗм кӳнӗ ҫынна е эсӗ хӑв камӑн та пулин пурнӑҫне улӑштарнине аса илтӗн пуль. Паллах ӗнтӗ, пӗр калаҫӑвах ҫын пурнӑҫне улӑштарни сайра пулкалать. Ҫапах та кашни кун пирӗн ыттисене хавхалантарма тата тӗреклетме май пур. Калӑпӑр, санӑн темскер пур, вӑл вара сана пултаруллӑрах пулма тата лайӑх енӳсене аталантарма пулӑшать. Ҫавна пула эсӗ пухури тӑвансемшӗн усӑллӑрах пулма тата Турӑшӑн лайӑхрах ӗҫлеме пултаратӑн. Ҫакӑ питӗ чаплӑ пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла мар-и? Тӗрӗссипе каласан, Иегова сана шӑп ҫавӑн пек парне парать те ӗнтӗ. Ҫав парне вӑл — унӑн святой сывлӑшӗ (Лука 11:13). Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнӗрен пирӗн лайӑх енсем аталанма пуҫлаҫҫӗ, ҫакӑ вара эпир Турӑшӑн тӑвакан сӑваплӑ ӗҫӗн кашни енне лайӑхрах та лайӑхрах тума пулӑшать. Калама ҫук чаплӑ парне! (Галати 5:22, 23 вуласа пар.)
3. а) Эпир «сывлӑш ҫимӗҫне» аталантарса тӑни мӗнле майпа Турра мухтава кӑларать? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
3 Святой сывлӑш туса кӑларакан лайӑх енсем ҫав сывлӑша Паракан, Иегова, мӗнле Турӑ пулнине кӑтартса параҫҫӗ (Кол. 3:9, 10). Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе калаҫнӑ чухне христиансен мӗншӗн Турӑ евӗрлӗ пулма кирлине кӑтартакан тӗп сӑлтава палӑртнӑ: «Нумай ҫимӗҫ кӳнипе... эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр» * (Иоанн 15:8). Эпир «сывлӑш ӗҫӗсене [«ҫимӗҫне», ҪТ]» аталантаратпӑр пулсан, ҫакӑ эпир мӗнле калаҫнинче, хамӑра мӗнле тытнинче самаях палӑрма пуҫлать, ҫапла вара Турра мухтава кӑларать (Матф. 5:16). Сывлӑш ҫимӗҫӗ Сатана тӗнчин уйрӑмлӑхӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Святой сывлӑш ҫимӗҫне пирӗн мӗнле аталантармалла? Мӗншӗн ҫавна тума ҫӑмӑлах мар пулма пултарать? Ҫав ыйтусем ҫине хурав панӑ май эпир сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен малтанхи виҫӗ лайӑх енне — юратӑва, савӑнӑҫа тата канӑҫлӑха, е мире,— пӑхса тухӑпӑр.
Туррӑн юратӑвне кӑтартакан юрату
4. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле юрату ҫинчен вӗрентнӗ?
4 Святой сывлӑш туса кӑларакан юрату ҫак тӗнчере мӗне юрату теҫҫӗ, ҫавӑнтан питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать. Мӗнпе? Ҫав юрату Туррӑн юратӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ. Ҫав уйрӑмлӑха Иисус Ту ҫинче каланӑ проповедьре палӑртнӑ. (Матфей 5:43—48 вуласа пар.) Ҫылӑхлӑ ҫынсен те, ыттисем хӑйсене вӗсемпе мӗнле тытаҫҫӗ, ҫавӑн пек тытас йӑла пур тенӗ вӑл. Ҫавӑн пек «юратура» ыттисене ырӑ тӑвас тесе тӑрӑшни ҫук, унта ҫакнашкал принцип кӑна пур: «эсӗ мана — эпӗ сана». Эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗрӗн ывӑлӗсем пуласшӑн пулсан, пирӗн хамӑра пачах урӑхла тытмалла. Ҫынсене, вӗсем пирӗншӗн мӗн тунине кура парас вырӑнне, пирӗн хамӑра ыттисемпе, Иегова хӑйне вӗсемпе мӗнле тытать, ҫавӑн пек тытмалла. Анчах та мӗнле майпа-ха хамӑр тӑшмансене Иисус хушнӑ пек юратма пулать?
5. Хамӑра хӗсӗрлекенсене юрату мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
5 Библире каланӑ пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Павелпа Силӑна Филиппӑра ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне арестленӗ, хаяррӑн хӗнесе пӗтернӗ те шалти тӗрмене хупнӑ. Вӗсен урисене каска тӑхӑнтартнӑ та каскине ҫапса лартнӑ. Унта вӗсемпе тӗрме хуралҫи те хӑйне япӑх тытма пултарнӑ. Ҫӗр чӗтреннине пула ирӗке тухсан, вӗсем ҫав ҫынна тавӑрасшӑн пулнӑ-ши? Ҫук. Чуна парса юратни вӗсене тӳрех ҫав ҫыншӑн тӑрӑшма хавхалантарнӑ, ҫавна пула тӗрме хуралҫи те, унӑн ҫемйи те Турра ӗненме пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 16:19—34). Хальхи вӑхӑтра та пухури тӑвансенчен нумайӑшӗ «хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр» тесе чӗнсе каланипе килӗшӳллӗ пурӑнать (Рим 12:14).
6. Пӗрле ӗненекенсене чуна парса юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (23-мӗш страницӑри рамкӑна пӑх.)
6 Анчах та пӗрле ӗненекенсене юратнин пӗлтерӗшӗ тата пысӑкрах. «Пирӗн те ӗнтӗ тӑванӑмӑрсемшӗн чунӑмӑра парас пулать» (1 Иоанн 3:16—18 вуласа пар.) Анчах та эпир юратӑва ытларах чухне пурнӑҫа панипе мар, пӗчӗкрех ӗҫсем тунипе кӑтартма пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, сӑмахпа е мӗн те пулин тунипе пухури тӑвана кӳрентертӗмӗр пулсан, хамӑр юратӑва эпир мирлешес тесе вӑй хунипе кӑтартӑпӑр (Матф. 5:23, 24). Кам та пулин пире кӳрентерет пулсан, вара мӗн тумалла? Каҫарма хатӗр-и эпир е тарӑхса ҫӳрес кӑмӑл пур пирӗн? (Пс. 85:5.) Святой сывлӑш туса кӑларакан хӗрӳллӗ юрату пӗчӗк йӑнӑшсем ҫине куҫ хупма тата Иегова пире чунтан каҫарнӑ пек, чунтан каҫарма пулӑшӗ (Кол. 3:13, 14, ҪТ; 1 Петр 4:8).
7, 8. а) Ҫынсене юратни Турра юратнипе мӗнле ҫыхӑннӑ? ӑ) Иеговӑна вӑйлӑрах та вӑйлӑрах юратас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
7 Пӗрле ӗненекенсене чуна парса юратни ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑр тесе мӗн тума пулать? Ҫавна тӑвас тесе Турра хытӑрах та хытӑрах юратма вӗренмелле (Эф. 5:1, 2; 1 Иоанн 4:9—11, 20, 21). Библи вуласа, мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа тата кӗлӗ туса вӑхӑта Иеговӑпа пӗрле ирттерни пире хавхалантарать, ҫавӑн пекех хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре вӑйлӑрах юратма пулӑшать. Анчах та Турӑпа ҫывӑхланас тесен пирӗн вӑхӑт уйӑрмалла.
8 Калӑпӑр, сана Турӑ Сӑмахне вуласа ун ҫинчен шухӑшлама тата Иеговӑна кӗлӗ тума кунне пӗр сехет кӑна панӑ. Нивушлӗ эсӗ ҫав вӑхӑта хакламӑн? Вӑхӑта Иеговӑпа пӗрле ирттермешкӗн мӗне те пулин хӑвна чӑрмантарма парӑн-ши? Паллах ӗнтӗ, сана Турра кӗлӗ тума никам та чарма пултараймасть тата пирӗнтен чылайӑшӗ Библие кирек хӑш вӑхӑтра та вулама пултарать. Анчах та Турӑпа хутшӑнма-калаҫма уйӑрнӑ вӑхӑта кулленхи ӗҫсем туртса ан илччӗр тесе пирӗн вӑй хумалла. Иеговӑпа ҫывӑхланмашкӑн эсӗ кашни кун май пур таран ытларах вӑхӑт уйӑратӑн-и?
«Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫ»
9. Мӗне пӑхмасӑрах святой сывлӑш пире савӑнӑҫлӑ тӑрса юлма пулӑшать?
9 Савӑнӑҫ — сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен тепӗр лайӑх ен — йывӑрлӑхсем пулсан та, пирӗнте пӗр улшӑнмасӑр тӑрса юлма пултарать. Савӑнӑҫ вӑл чи япӑх ҫанталӑкра та ешерме пултаракан ӳсентӑран евӗрлӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ пур ҫӗрте те «хӗн-хур тӳсме лексен те... сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑннӑ» (1 Фес. 1:6, ҪХ). Теприсем хуйхӑ-суйхӑпа нуша кураҫҫӗ. Анчах та, «чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса... пурне те савӑнса чӑтса» ирттерме пултарччӑр тесе, Иегова вӗсене хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ вӑй парса тӑрать (Кол. 1:11). Ҫав савӑнӑҫ ӑҫтан тухса тӑрать?
10. Пире мӗн-мӗн савӑнӑҫ парса тӑрать?
10 Сатана тӗнчин «пӗтекен пуянлӑхӗпе» танлаштарсан, Иегова пире панӑ пурлӑхӑн, е мулӑн, пахалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмест (1 Тим. 6:17; Матф. 6:19, 20). Вӑл пирӗн валли савӑнӑҫлӑ малашлӑх уҫса парать — ӗмӗрлӗх пуласлӑх. Пӗтӗм тӗнчери пӗрле ӗненекенсен тӑванлӑхӗнче пулни пире савӑнтарать. Пуринчен ытла эпир Турӑпа хамӑр хушӑра хутшӑнусем пулнӑран савӑнатпӑр. Эпир хамӑра Давид пекех туятпӑр: унӑн тарса ҫӳреме тивнӗ пулин те, вӑл Иеговӑна мухтаса юрланӑ: «Санӑн ырӑлӑху пурнӑҫран та хаклӑрах. Чӗлхе-ҫӑварӑм Сана мухтавлӗ. Ҫапла Сана ӗмӗрӗм тӑршшӗпех аслӑлам» (Пс. 62:4, 5). Хамӑр пурнӑҫри йывӑр кунсенче те эпир чӗремӗрте Турра савӑнса мухтатпӑр.
11. Мӗншӗн Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑни питӗ кирлӗ?
11 Павел апостол христиансене чӗнсе каланӑ: «Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн яланах савӑнӑр, татах калатӑп: савӑнӑр» (Флп. 4:4). Мӗншӗн христиансене Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлени питӗ кирлӗ? Сатана Иеговӑн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйту ҫӗкленӗрен. Турӑшӑн никам та хатӗр пулса, чӗререн ӗҫлесе тӑмӗ тесе калать Сатана (Иов 1:9—11). Эпир Иеговӑшӑн савӑнса мар, ун умӗнче тивӗҫ пуршӑн кӑна ӗҫлетпӗр пулсан, пирӗн мухтав парни кӑлтӑклӑ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та эпир хамӑра псалом юрлакан чӗнсе каланӑ пек тытасшӑн: «Ҫӳлхуҫашӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрӑр; Унӑн умне юрласа, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра пырӑр!» (Пс. 99:2.) Сӑваплӑ ӗҫе савӑнса, чӗререн туса тӑни Турра мухтав кӳрет.
12, 13. Хуйха тата пӑшӑрханусене ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшӗ?
12 Анчах та ҫакна каламалла: Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен те хушӑран хурланасси те, халран каясси те пулать (Флп. 2:25—30). Ҫавӑн пек вӑхӑтсене пурӑнса ирттерме пире мӗн пулӑшӗ? Эфес 5:18, 19-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ: «Ӑшӑрта Таса Сывлӑш тулли пултӑр; пӗр-пӗринпе псаломсен, мухтав юррисен, тӗн юррисен сӑмахӗсемпе калаҫӑр, Ҫӳлхуҫана чунтан-вартан аслӑласа юрлӑр». Ҫак канаша эпир мӗнле тытса пыма пултаратпӑр?
13 Хуйхӑ пусса илсен е ӑшра нимле канлӗх те ҫук пулсан, эпир Иеговӑна кӗлӗ тума пултаратпӑр тата ырри, мухтавли ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшӑпӑр. (Филиппӑ 4:6—9 вуласа пар.) Турӑ Патшалӑхӗн юррисен аудиоҫырӑвӗсене итленӗ майӑн шӑппӑн юрлани кӑмӑла ҫӗклет тата йывӑр шухӑшсене сирсе яма пулӑшать тесе палӑртаҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Пӗр арҫын-тӑван — чунне ыраттаракан, халран яракан, шутсӑр йывӑр лару-тӑрӑва пурӑнса ирттернӗскер — аса илет: «Эпӗ хӗрӳллӗн кӗлӗ тӑваттӑмччӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех Патшалӑх юррисенчен темиҫӗшне пӑхмасӑр вӗрентӗм. Иеговӑна мухтакан ҫав илемлӗ юрӑсене юрланӑ чухне, сасӑпа-и е хам ӑшра, эпӗ хама канлӗ те лӑпкӑ туйма пуҫлаттӑмччӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлнеллех пӗр кӗнеке тухрӗ. Тепӗр ҫул хушшинче эпӗ ӑна икӗ хут вуласа тухрӑм. Ҫакӑ вӑл чӗрене лӑплантаракан эмельпе пӗрех пулчӗ. Иегова мана вӑй хунӑшӑн чӑннипех пиллерӗ».
Пӗрлӗхе упрама пулӑшакан мир
14. Святой сывлӑш туса кӑларакан мирӗн мӗнле уйрӑмлӑхӗ уҫҫӑн курӑнса тӑрать?
14 Пирӗн пӗтӗм тӗнчери конгрессенчи тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ делегатсем пӗр-пӗринпе савӑнса хутшӑнаҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ. Ҫавӑн пек событисенче хальхи вӑхӑтра Туррӑн халӑхӗ хушшинчи мирӗн пӗр уйрӑмлӑхӗ уҫҫӑн курӑнса тӑрать. Ҫав уйрӑмлӑх вӑл — пирӗн хушӑри пӗрлӗх. Ҫынсем — пӗр-пӗринпе тӑшманла пурӑнмалласкерсем — мирлӗ, «килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшнине» кура ыттисем час-часах тӗлӗнеҫҫӗ (Эф. 4:2, 3). Ҫав пӗрлӗх тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен пирӗнтен чылайӑшӗн пысӑк улшӑнусем тума тивнӗ.
15, 16. а) Мӗн ачаранах Петр мӗнле шухӑша тытса пурӑннӑ тата ҫавна пула унӑн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ? ӑ) Петра шухӑшне улӑштарма Иегова мӗнле пулӑшнӑ?
15 Тӗрлӗ йышши ҫынна пӗрлештересси вӑл ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫавӑн пек пӗрлӗхе тӑвас тесе мӗнле-мӗнле чӑрмавсене ҫӗнтерме кирлине ӑнланмашкӑн пӗрремӗш ӗмӗрте Петр апостолпа пулса иртнӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. Еврей халӑхӗнчен пулман, ӳтне кастарман ҫынсем ҫине вӑл мӗнле пӑхни унӑн ҫак сӑмахӗсенчен курӑнса тӑрать: «Иудей ҫыннине ют халӑх ҫыннипе хутӑшма та, ун патне кӗме те юраманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр; анчах пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар теме юраманнине мана Турӑ кӑтартса пачӗ» (Ап. ӗҫ. 10:24—29; 11:1—3). Унччен Петр вӑл вӑхӑтра нумайӑшӗ йышӑннӑ шухӑша — Закон иудейсене кӑна юратма хушать тесе калакан шухӑша — тытса тӑнӑ пулас, ҫавӑн пек тума ӑна мӗн ачаранах вӗрентнӗ. Еврей халӑхӗнчен пулман ҫынсене тӑшман тесе шутланинче, ҫавӑнпа та вӗсене кураймасӑр тӑнинче ним япӑххи те ҫук пек туйӑннӑ ӑна *.
16 Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Корнилий ҫуртне кӗрсен Петр хӑйне мӗн тери канӑҫсӑр туйнӑ пулас. Ытти халӑхран тухнӑ ҫынсенчен унччен йӗрӗнекен ҫын вӗсемпе мирлӗ, «килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса» пурӑнма пултарнӑ-ши? (Эф. 4:2, 3, 16.) Ҫапла, пултарнӑ. Ҫав ӗҫсем пуличчен темиҫе кун маларах, Туррӑн сывлӑшӗ Петр чӗрине уҫнӑ, ҫавна пула Петр хӑйӗн шухӑшне улӑштарма тата ыттисене тиркес йӑларан хӑтӑлма пуҫланӑ. Турӑ ҫынсем ҫине мӗнле пӑхасси вӗсем хӑш расӑран е халӑхран пулнинчен килменнине Иегова ӑна курӑнура уҫҫӑн кӑтартнӑ (Ап. ӗҫ. 10:10—15). Ҫавӑнпа та Петр Корнилие ҫапла калама пултарнӑ: «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Ап. ӗҫ. 10:34, 35). Петр улшӑннӑ та пӗтӗм тӑванлӑхпа чӑн-чӑн пӗрлӗхре пурӑнма пуҫланӑ (1 Петр 2:17).
17. Мӗншӗн Туррӑн халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗх тӗлӗнтерет?
17 Петрӑн тӗслӗхӗ пире Туррӑн халӑхӗ хушшинче хальхи вӑхӑтра тӗлӗнмелле улшӑнусем пулса пынине ӑнланма пулӑшать. (Исаия 2:3, 4 вуласа пар.) «Пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен» тухнӑ миллион-миллион ҫын хӑйсен шухӑшӗсене «Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкӗпе» килӗшӳллӗ тӑвас тесе улӑштарнӑ (Ӳлӗм. 7:9; Рим 12:2). Ҫав ҫынсенчен нумайӑшӗ унччен, Сатанан тӗнчинче йышӑннӑ пек, кураймасӑр, тӑшманла тата ютшӑнса пурӑннӑ. Анчах та Турӑ Сӑмахне вӗреннипе тата святой сывлӑш пулӑшнипе вӗсем «пӗр-пӗрне килӗштерсе» пурӑнма вӗренсе ҫитнӗ (Рим 14:19, ҪХ). Ҫакӑ пӗрлӗх панӑ, пӗрлӗх вара Турра мухтав кӳрсе тӑрать.
18, 19. а) Пухура мирпе пӗрлӗх пултӑр тесе эпир пурсӑмӑр та мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?
18 Туррӑн халӑхӗ хушшинче мир тата пӗрлӗх пултӑр тесе эпир пурсӑмӑр та мӗн тума пултаратпӑр? Нумай пухура ют ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсем пур. Вӗсенчен хӑш-пӗрисен йӑлисем пирӗннинчен урӑхла тата вӗсем пирӗн чӗлхепе лайӑхах калаҫаймаҫҫӗ. Эпир ҫав ҫынсемпе ҫывӑхрах паллашма тӑрӑшатпӑр-и? Ҫавна тума пире Турӑ Сӑмахӗ хавхалантарать. Еврейсенчен тата ытти халӑх ҫыннисенчен тӑракан Римри пухӑва Павел ҫырнӑ: «Турӑ мухтавлӑ пултӑр тесе Христос хӑвӑра хапӑл тунӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл тӑвӑр» (Рим 15:7). Сирӗн пухура эсӗ кампа лайӑхрах паллашма пултарнӑ пулӑттӑн, ҫавӑн пеккисем пур-и?
19 Пирӗн ҫине святой сывлӑш витӗм кӳтӗр тесен тата мӗн тума пулать? Ҫав ыйтӑва тепӗр статьяра, сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен ытти лайӑх енӗсене сӳтсе явнӑ чухне, пӑхса тухӑпӑр.
[Сноскӑсем]
^ 3 абз. Иисус асӑннӑ ҫимӗҫ шутне «сывлӑш ҫимӗҫӗ» те, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар каланипе «Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе» тӑни те кӗрет (Евр. 13:15).
^ 15 абз. Левит 19:18-мӗшӗнче каланӑ: «Хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене усалпа ан тавӑр, вӗсене хаяр ан сун, хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем «хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсем» тата «ҫывӑх ҫын» шутне иудейсем кӑна кӗреҫҫӗ тесе шутланӑ. Закон израильсене ытти халӑхсенчен уйрӑм тӑма хушнӑ. Анчах та пӗрремӗш ӗмӗрти тӗн пуҫлӑхӗсем саракан шухӑша — еврей ҫынни маррисем пурте тӑшмансем, вӗсене кураймасӑр пурӑнмалла текен шухӑша — Закон ырламан.
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Пӗрле ӗненекен тӑвансене чуна парса юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
• Турӑшӑн савӑнса ӗҫлени мӗншӗн питӗ кирлӗ?
• Пухура мир тата пӗрлӗх пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]
[23-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
«Акӑ камсем чӑн-чӑн христиансем»
Иегова Свидетелӗсене Виҫҫӗмӗш рейх вӑхӑтӗнче хӗсӗрлени ҫинчен калакан кӗнекере ҫамрӑк чухне концлагерьсенче ларнӑ пӗр еврейӑн асаилӗвӗсене илсе панӑ. Нойенгамм лагерьне ҫитсен вӑл пӗрремӗш хут Иегова Свидетелӗсене мӗнле тӗл пулни ҫинчен каласа парать (Between Resistance and Martyrdom—Jehovah’s Witnesses in the Third Reich).
«Эпир, Дахауран килнӗ еврейсем, барака кӗрсенех ытти еврейсем хӑйсен мӗн пуррине, пире парас мар тесе, пытара пуҫларӗҫ. [...] Ирӗкре [концлагерьте ларман] чухне эпир пӗр-пӗрне пулӑшнӑ. Анчах та пурнӑҫпа вилӗм хушшинче пулнӑ чухне кашни хамӑн мӗнле чӗрӗ юлас-ши тесе шутланӑ, ыттисем уншӑн пурпӗрех пулнӑ. Анчах та Библи Тӗпчекенсем мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл вӑхӑтра вӗсем темле шыв пӑрӑхне юсас тесе йывӑр ӗҫлетчӗҫ. Ҫанталӑк сивӗ тӑратчӗ, вӗсен вара сивӗ шывра кунӗпе тӑма тиветчӗ. Ҫавна вӗсем мӗнле чӑтса ирттернине никам та ӑнланма пултараймастчӗ. Иегова вӑй парать тесе вӗсем калатчӗҫ. Вӗсем выҫӑпа аптратчӗҫ. Пирӗн пекех, вӗсен ҫӑкӑр ытлашши пулман. Анчах вӗсем мӗн турӗҫ-ха? Вӗсем хӑйсен мӗнпур ҫӑкӑрне пухрӗҫ те ӑна ҫурмалла пайларӗҫ. Ҫуррине вӗсем пӗрле ӗненекенсене, Дахауран тин кӑна килнӗскерсене, пачӗҫ. Вӗсем килнисене хапӑл туса, чуп туса кӗтсе илчӗҫ, апат умӗн вара пурте пӗрле кӗлӗ турӗҫ. Унтан вӗсем пурте кӑмӑллӑччӗ, савӑнӑҫлӑччӗ тата тӑраниччен ҫирӗмӗр тесе калаҫатчӗҫ. Ҫавна курсан эпӗ шутларӑм: акӑ камсем чӑн-чӑн христиансем».