Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ ырлани ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать

Турӑ ырлани ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать

Турӑ ырлани ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать

«Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ ҫынна пиллӗх паратӑн; хулканпа хӳтӗленӗ пек, ӑна ырӑлӑхупа витсе усратӑн» (ПС. 5:13).

1, 2. Илия тӑлӑх арӑмран мӗн ыйтнӑ тата вӑл хӗрарӑма мӗн тесе шантарнӑ?

 ХӖРАРӐМПА унӑн ывӑлӗ выҫӑ пулнӑ. Турӑ пророкӗн те хырӑмӗ выҫнӑ. Ҫав хӗрарӑм, Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм, Илия пророк ӑна шывпа ҫӑкӑр пама ыйтнӑ чухне, апат хатӗрлеме вут чӗртмешкӗн вутӑ пухнӑ пулнӑ. Хӗрарӑм ӑна кӑштах шыв пама хатӗр пулнӑ, анчах апат хатӗрлемешкӗн унӑн «чӗресре... пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу» кӑна пулнӑ. Вӑл пророка ҫимелли ним те пама пултараймастӑп тесе шухӑшланӑ, хӗрарӑм ӑна ҫавна каланӑ та (3 Патш. 17:8—12).

2 «Чи малтан пысӑках мар тутлӑ чуста пашалӑвӗ пӗҫер те мана килсе пар,— ҫине тӑрса каланӑ Илия,— ывӑлупа иксӗр валли кайран хатӗрлӗн, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫине ҫумӑр ярас кунчченех чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмӗ, чӳлмекре ҫу чакмӗ» (3 Патш. 17:13, 14).

3. Пирӗн умра мӗнле кирлӗ ыйту тӑрать?

3 Тӑлӑх арӑм умӗнче тӑракан ыйту юлашки ҫӑкӑр татӑкӗпе мӗн тӑвас тенипе кӑна ҫыхӑнман. Сӑмах кунта чылай кирлӗрех япала ҫинчен пынӑ. Иегова ӑна та, унӑн ывӑлне те ҫӑлассине вӑл шанса тӑрӗ-ши е Турӑ ырлассипе унпа туслӑ пулассине иличчен ытларах хӑйӗн пурӑнмалӑх пурлӑхне кирлӗрех тейӗ? Пирӗнтен кашнийӗ умӗнче ҫавнашкал ыйту тӑрать. Мӗн пирӗншӗн кирлӗрех: Турӑ ырлассине илесси-и е ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнасси? Турра шанса тата уншӑн ӗҫлесе пурӑнма пирӗн пур сӑлтав та пур. Вӑл ырлассине тупас тата илес тесен мӗн тумаллине эпир малалла курӑпӑр.

Эсӗ пуҫҫапнине илме тивӗҫлӗ

4. Мӗншӗн Иегова пирӗн пуҫҫапнине илме тивӗҫлӗ?

4 Ҫынсем уншӑн хӑйне кирлӗ пек ӗҫлессине кӗтме Иеговӑн право пур. Унӑн пӗлӗтри ӗҫлекенӗсем пӗр кӑмӑллӑ пулса унӑн ҫавнашкал право пуррине ҫирӗплетсе ҫапла каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать» (Ӳлӗм. 4:11). Иегова — Пултаракан, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна пуҫҫапса пурӑнмалла, вӑл ҫавна тивӗҫлӗ.

5. Мӗншӗн Туррӑн юратӑвӗ пире Уншӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантармалла?

5 Иеговӑшӑн мӗншӗн ӗҫлеме кирлине кӑтартса паракан тепӗр сӑлтав — вӑл пире виҫесӗр юратни. «Турӑ вара Хӑй сӑнарлӑ этем пултарнӑ, ӑна Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ; вӗсене арҫыннине, хӗрарӑмне пултарнӑ» (Пулт. 1:27). Ҫыннӑн суйласа илмелли ирӗк пур. Турӑ ӑна шухӑшлас тата йышӑнусем тӑвас тӗлӗшрен те пултарулӑх панӑ. Ҫынсене пурнӑҫ парнеленӗрен Иегова этемлӗхӗн Ашшӗ пулса тӑнӑ (Лука 3:38). Кирек мӗнле лайӑх атте пекех, вӑл хӑйӗн ывӑлӑсемпе хӗрӗсене телейлӗ тумашкӑн мӗн кирлине пурне те панӑ. «Вӑл Хӑйӗн хӗвелне... пӑхтарать» тата «ҫумӑрне те... ҫутарать», ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинче апат-ҫимӗҫ тулӑх тата эпир ҫутҫанталӑк илемӗ ҫине пӑхса савӑнма пултаратпӑр (Матф. 5:45).

6, 7. а) Адам хӑйӗн ӑрӑвне мӗнле сиен кӳнӗ? ӑ) Турӑ ырлассине шыракансене Христосӑн парни мӗнле пиллӗхсем парӗ?

6 Ҫылӑх кӳрекен хӑрушӑ сиенсенчен те Иегова пире хӑтармалла тунӑ. Ҫылӑх тунипе Адам, азартлӑ вӑйӑ выляс тесе укҫа тупмашкӑн, хӑйӗн ҫемйине ҫаратакан вӑйӑҫ евӗрлӗ пулса тӑнӑ. Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленипе Адам хӑйӗн ачисен пуласлӑхне — ӗмӗрлӗх телейне — ҫаратнӑ. Унӑн эгоизмне пула этемлӗх хаяр хуҫан — ҫитменлӗхӗн — чури пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та пур ҫын та чирлет, хуйхӑрать, юлашкинчен вара вилет. Чурана ирӗке кӑларас тесен, уншӑн тӳлемелле, Иегова вара пире ҫав хӑрушӑ сиенсенчен хӑтарас тесе мӗн чухлӗ тӳлемелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ тӳленӗ. (Рим 5:21 вуласа пар.) Хӑйӗн Ашшӗ ирӗкӗпе килӗшӳллӗ туса Иисус Христос «Хӑйӗн пурнӑҫне [«тӳлевлӗхе», ҪХ]» панӑ (Матф. 20:28). Турӑ кама ырлать, ҫавсем тӳлесе илни урлӑ пулакан пиллӗхсене кӗҫех пӗтӗмпех илӗҫ.

7 Пире Пултаракан, Иегова, пире телейлӗ те тӗллевлӗ пурнӑҫ парас тесе кирек камран та нумайрах тунӑ. Турӑ пире ырланӑран эпир этемлӗхе сиен кӳнӗ пур япалана вӑл мӗнле пӗтерессине курма пултарӑпӑр. Иегова «Хӑйне шыракансене... ырӑлӑх кӑтартса» мӗнле тавӑрса панине пирӗнтен кашнийӗ курӗ (Евр. 11:6).

«Санӑн халӑху... хатӗр тӑрӗ»

8. Турӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен Исаийӑпа пулса иртни пире мӗне вӗрентет?

8 Турӑ пире ырлатӑр тесен, суйласа илме ирӗк пуррипе тӗрӗс усӑ курмалла, мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗншӗн никама та ирӗксӗрлесе ӗҫлеттермест. Исаия пурӑннӑ вӑхӑтра Вӑл ыйтнӑ: «Манӑн кама ямалла? кам кайӗ Пирӗншӗн?» Пророка хӑй тӗллӗн суйласа илме ирӗк панипе Иегова ӑна хисепленине кӑтартнӑ. Исаия: «Кунтах эпӗ, мана яр», — тесе хуравланӑ чухне, ҫавна мӗн тери хавхаланса калани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Ис. 6:8).

9, 10. а) Пирӗн мӗнле кӑмӑл-шухӑшпа Турӑшӑн ӗҫлемелле? ӑ) Иеговӑшӑн мӗншӗн пӗтӗм чунтан ӗҫлемелле?

9 Ҫынсем Турӑшӑн ӗҫлессипе ӗҫлес маррине хӑйсем суйласа илме пултараҫҫӗ. Иегова пире хӑйӗншӗн кӑмӑлтан ӗҫлеттересшӗн. (Иисус Навин 24:15 вуласа пар.) Кам Турра чунтан пуҫҫапмасть, ҫавӑ ӑна юрӑхлӑ пулма пултараймасть; ҫынна кӑна юрасшӑн тӑрӑшакансен сӑваплӑ ӗҫӗ те Турра савӑнтармасть (Кол. 3:22). Эпир сӑваплӑ ӗҫе «пӗтӗм чун-чӗререн» туманччӗ пулсан тата ҫак тӗнче интересӗсене хамӑра Турра пуҫҫапассинчен пӑрса яма панӑччӗ пулсан, пире Вӑл ырламан пулӗччӗ (Пс. 118:2). Иегова эпир уншӑн пӗтӗм чунтан ӗҫлени пирӗншӗн усӑллӑ пулнине пӗлет. Моисей израильсене пурнӑҫа суйласа илме хавхалантарнӑ. Ҫавна тӑвас тесен, вӗсен хӑйсен Туррине, Иеговӑна, юратмалла, унӑн сӑмахне итлемелле тата ун ҫумне ҫыпҫӑнмалла, урӑхла каласан ӑна шанчӑклӑ пулмалла, пулнӑ (Сак. аст. 30:19, 20).

10 Давид, авалхи Израиль патши, Иеговӑна кӗвӗ каласа юрланӑ: «Хӑватлӑхун кунӗнче Санӑн халӑху таса илем тӑхӑнса хатӗр тӑрӗ; Эпӗ сана ӑшӑмран шурӑмпуҫ киличченех ҫутатрӑм» (Пс. 109:3). Хальхи вӑхӑтра нумай ҫыншӑн чи кирли вӑл — тулӑх пурнӑҫпа пурӑнасси тата кану. Анчах та Иеговӑна юратакансемшӗн пурнӑҫра чи кирли — уншӑн сӑваплӑ ӗҫ тӑвасси. Ырӑ хыпара сарнӑ чухне кӑтартса тӑракан хастарлӑх вӗсем пурнӑҫра мӗне мала хунине ҫирӗплетсе парать. Иегова вӗсене кашни кун мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑма пултарасса вӗсем пӗтӗмпех шанаҫҫӗ (Матф. 6:33, 34).

Турӑ ырлакан парнесем

11. Израиль ҫыннисем Иеговӑна парне кӳнӗ чухне мӗн илме шаннӑ?

11 Саккун килӗшӗвне пӑхӑнса тӑнӑ чухне халӑх, Турӑ вӗсене ырлатӑр тесе, Иеговӑна юрӑхлӑ парнесем кӳрсе тӑнӑ. «Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрес пулсассӑн,— каланӑ Левит 19:5-мӗшӗнче,— ӑна хӑвӑр валли ырӑлӑх тупма кӳрӗр». Библири ҫав кӗнекерех эпир вулатпӑр: «Ҫӳлхуҫана тав парни кӳретӗр пулсассӑн, вӑл сире ырӑлӑх кӳмелле пултӑр, ӑна ҫапла кӳрӗр» (Лев. 22:29). Израиль ҫыннисем Иеговӑна юрӑхлӑ парнесене унӑн парне вырӑнӗнче кӳнӗ чухне ҫӳлелле хӑпаракан тӗтӗм чӑн Туррӑн кӑмӑлне каякан «ырӑ шӑршӑ» пек пулнӑ (Лев. 1:9, 13). Хӑйӗн халӑхӗ юратнине ҫапла кӑтартни ӑна кӑмӑллӑ пулнӑ тата вӑл вӗсене ырланӑ (Пулт. 8:21). Саккунӑн ҫав уйрӑмлӑхӗсенче эпир паянхи кун та тытса пымалли принципа курма пултаратпӑр. Иегова хӑйне юрӑхлӑ парне кӳрекенсене ырлать. Ӑна мӗнле парнесем юрӑхлӑ? Пурнӑҫӑн икӗ енне пӑхса тухӑпӑр: хамӑра мӗнле тытни тата мӗнле калаҫни.

12. «Хамӑрӑн ӳтӗре... парне» туса кӳнӗ чухне эпир Турра мӗнле кӳрентерме пултарнӑ пулӑттӑмӑр?

12 Римри христиансем патне янӑ ҫырура Павел апостол ҫырнӑ: «Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр» (Рим 12:1). Турӑ ырласа тӑтӑр тесен, хамӑр ӳте Турра юрӑхлӑ упрамалла. Эпир чӗлӗм туртнипе, бетель пальмин вӑрлӑхӗпе, наркотиксемпе е ӗҫкӗпе иртӗхнипе хамӑра ирсӗрлететпӗр пулсан, эпир кӳрекен парне ниме тӑман парне пулса тӑнӑ пулӗччӗ (2 Кор. 7:1). Унсӑр пуҫне, «аскӑн ӗҫ тӑвакан хӑй ӳтне сиен туса ҫылӑха» кӗнӗрен, кирек мӗнле аскӑнлӑх ҫав ҫыннӑн парнине Турра кӳрентерекен парне туса хурать (1 Кор. 6:18). Турра юрӑхлӑ пулас тесен, ҫыннӑн «пур ӗҫре те таса», е сӑваплӑ, пулмалла (1 Пет. 1:14—16).

13. Мӗншӗн Иеговӑна мухтаса калаҫни пирӗншӗн килӗшӳллӗ?

13 Иеговӑна килӗшекен тепӗр парне пирӗн чӗлхепе ҫыхӑннӑ. Кам Иеговӑна юратать, ҫавсем ун ҫинчен яланах ыррине калаҫҫӗ — ҫынсем умӗнче те, хӑйсен килӗнче те. (Псалом 33:2—4 вуласа пар.) Псаломсене, 148-мӗшӗнчен пуҫласа 150-мӗш таран, вуласа тухӑр та ҫав виҫӗ псалом пире Иеговӑна мухтама миҫе хутчен хавхалантарнине палӑртӑр. Чӑнах та «мухтаса калаҫни тӳррисене килӗшет» (Пс. 32:1). Пирӗн Тӗслӗх, Иисус Христос, ырӑ хыпар пӗлтерсе Турра мухтаса тӑни питӗ кирлӗ пулнине палӑртнӑ (Лука 4:18, 43, 44).

14, 15. Осия израильсене мӗнле парнесем кӳме хавхалантарнӑ тата Иегова, ҫав парнесене йышӑннӑ май, мӗн тунӑ?

14 Ырӑ хыпара хастарлӑ каланипе эпир Иеговӑна юратнине тата вӑл ырланине илес килнине кӑтартатпӑр. Сӑмахран, суя пуҫҫапассине явӑҫнӑ тата Турӑ ырлассине ҫухатнӑ израильсене Осия пророк мӗнле ӳкӗтленине асӑрхӑр-ха (Ос. 13:1—3). Осия вӗсене Иеговӑна ҫапла йӑлӑнма хушнӑ: «Пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн» (Ос. 14:2, 3).

15 «Чӗлхе-ҫӑварӑмӑр... мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн» текен сӑмахсем вӗсем тӗплӗн шухӑшласа каланӑ, чун-чӗререн тухакан сӑмахсемпе Турра мухтанине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пек парне кӳрекенсем ҫине Иегова мӗнле пӑхнӑ? Вӑл каланӑ: «Вӗсене кӑмӑл пур таран юратӑп» (Ос. 14:5). Ҫавӑн пек парне кӳрекенсене Иегова каҫарнӑ тата ырланӑ, вӗсене хӑйӗнпе туслӑ пулма та панӑ.

16, 17. Турра ӗненни ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме хавхалантарать пулсан, ҫав ҫын мухтаса тӑни ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

16 Иеговӑна пурин умӗнче мухтаса тӑни Турра тӗрӗс пуҫҫапассинче яланах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Псалом юрлаканшӑн чӑн Турра мухтасси питӗ кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Иеговӑна йӑлӑннӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, чӗлхе-ҫӑварӑм ирӗккӗн кӳрекен парнене йышӑнма кӑмӑл тусамччӗ» (Пс. 118:108). Хальхи вӑхӑт пирки мӗн калама пулать? Паянхи кунсем пирки пророкла каланӑ май Исаия темӗн чухлӗ ҫын пирки ҫапла каланӑ: «[Вӗсем] Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне [«пурне те илтмелле», ҪТ] пӗлтерӗҫ. [...] вӗсене [е парнесене] — Маншӑн кӑмӑллӑ парнене — [Туррӑн] парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӑн» (Ис. 60:6, 7). Ҫав пророкла каланӑ сӑмахсене пурнӑҫласа миллион-миллион ҫын Турра «мухтав парни кӳрсе [тӑрать] — вӑл Туррӑн ятне [«тута-ҫаварӑмӑрӗсемпе», ҪХ] мухтакансенӗн парни» (Евр. 13:15).

17 Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эсир Турра, ӑна юрӑхлӑ парнесем кӳрсе тӑратӑр-и? Кӳрсе тӑмастӑр пулсан, кирлӗ улшӑнусем тӑвас та Иеговӑна пурин умӗнче те мухтама пуҫлас тесе тӑрӑшатӑр-и? Ӗненӳ сире ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑмашкӑн хавхалантарма пуҫласан, сирӗн парне вара Иеговӑшӑн «вӑкӑртан та... кӑмӑллӑрах пулӗ». (Псалом 68:31, 32 вуласа пар.) Сирӗн мухтав парнин «ырӑ шӑрши» Иегова патне ҫитесси пирки тата вӑл сире ырласси пирки иккӗленме кирлӗ мар (Иез. 20:41). Вара ун чухне эсир нимпе танлаштарайми савӑнӑҫпа савӑнӑр.

Иегова тӳрӗ ҫынна пиллет

18, 19. а) Турӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ мӗнле шутлать? ӑ) Турӑ ырлама пӑрахни мӗн патне илсе пырать?

18 Хальхи вӑхӑтра нумай ҫын Малахия вӑхӑтӗнчи ҫынсем пекех: «Турра ӗҫлесе тӑни усӑсӑр, эпир Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑни... мӗн усӑ кӳчӗ?» — тесе шутлать (Мал. 3:14). Пурлӑхшӑн, укҫашӑн ҫеҫ ҫуннӑран, вӗсем Турӑ хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлама пултарасси пирки иккӗленеҫҫӗ тата унӑн саккунӗсем халӗ ӗнтӗ усӑ памаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе, ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳресси вӑл — вӑхӑта сая яни тата тарӑхтаракан япала кӑна.

19 Ҫавнашкал шухӑшласси Эдем садӗнченех пуҫланса кайнӑ. Шӑп Сатана ӗнтӗ Евӑна Иегова ӑна парнеленӗ селӗм пурнӑҫӑн пахалӑхне сирсе яма тата вӑл ырлани ҫине йӗрӗнсе пӑхма ӳкӗте кӗртнӗ те. Халӗ те Сатана ҫынсене Туррӑн ирӗкне туни вӗсене ним те памасть тесе ӗнентересшӗн. Анчах Ева та, унӑн упӑшки те Турӑ ырлассине ҫухатни вӗсемшӗн пурнӑҫа ҫухатни пулнине ӑнланнӑ. Хальхи вӑхӑтра кам вӗсен япӑх тӗслӗхӗ тӑрӑх пурӑнать, ҫавсем Турӑ ырлассине ҫухатни пурнӑҫа ҫухатнипе вӗҫленессе кӗҫех ӑнланӗҫ (Пулт. 3:1—7, 17—19).

20, 21. а) Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм мӗн тунӑ тата ҫавӑ ӑна мӗн панӑ? ӑ) Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑмран пирӗн мӗнле тата мӗншӗн тӗслӗх илмелле?

20 Адампа Евӑн пурнӑҫӗ питӗ начар вӗҫленнипе унччентерех каланӑ Илияпа тата Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑмпа мӗн пулнине танлаштарса пӑхӑр. Илиян хавхалантаракан сӑмахӗсене илтсен, хӗрарӑм апат пӗҫерме пуҫланӑ, тата ҫӑкӑрӗ те унӑн питӗ сахал тухнӑ пулин те, вӑл ӑна чи малтан пророка панӑ. Унтан Иегова Илия урлӑ панӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫланӑ. Библире каланӑ: «Вара вӑл [тӑлӑх арӑм] хӑй те... тӑлӑх арӑмӑн килӗ те темӗн вӑхӑт хушши апатран татӑлмасӑр пурӑннӑ. Ҫӳлхуҫа Илияна каланӑ пек, чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмен, чӳлмекре ҫу чакман» (1 Патш. 17:15, 16).

21 Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм мӗн тунӑ, ҫавна хальхи вӑхӑтра пурӑнакан миллиард-миллиард ҫынран сахалӑшӗ кӑна тума хатӗр. Вӑл Турра пӗтӗмпех шаннӑ, Вӑл вара ӑна инкекре пӑрахман. Библире каласа панӑ ҫав пӗлтерӳ тата ыттисем Иеговӑна шанма пулать тесе ҫирӗплетсе параҫҫӗ. (Иисус Навин 21:43—45; 23:14 вуласа пар.) Паянхи Иегова Свидетелӗсен пурнӑҫӗ те Иегова хӑй ырлаканнисене нихӑҫан та пӑрахманнине кӑтартса парать (Пс. 33:7, 8; 18—20) a.

22. Мӗншӗн пирӗн вӑраха ямасӑр Турӑ пире ырлатӑр тесе тӑрӑшмалла?

22 Туррӑн суд кунӗ «пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансе[мшӗн]» кӗҫех ҫитӗ (Лука 21:34, 35). Унран тарса пытанма май ҫук. Турӑ лартнӑ Судья: «Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр»,— тесе каланине илтнин пахалӑхӗпе нимле пуянлӑх та, нимле тулӑх пурнӑҫ та танлашма пултараймасть (Матф. 25:34). Ҫапла, Иегова тӳрӗ ҫынсене пиллет, пысӑк хулкан, е щит, пек вӑл вӗсене ырӑлӑхпа витсе усрать (Пс. 5:13). Апла пулсан Турӑ пире ырлатӑр тесе пирӗн тӑрӑшмалла мар-и вара?

[Сноска]

a 2005 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (выр.) журналӑн 13-мӗш страницӑри 15-мӗш абзаца тата 1997 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ журналӑн 20—25-мӗш страницӑсене пӑх.

Астӑватӑр-и эсир?

• Мӗншӗн Иегова пирӗнтен чун-чӗререн пуҫҫапассине илме тивӗҫлӗ?

• Иеговӑна халӗ мӗнле парнесем юрӑхлӑ?

• «Пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр... мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн» текен сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ тата мӗншӗн пирӗн вӗсене Иеговӑна кӳмелле?

• Турӑ пире ырлатӑр тесе мӗншӗн пирӗн тӑрӑшмалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]