Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир Иегова еннелле пӑхатӑр-и?

Эсир Иегова еннелле пӑхатӑр-и?

«Эй ҫӳлте Пурӑнакан! Пуҫӑма ҫӗклесе Сан еннелле пӑхатӑп» (ПС. 122:1).

ЮРӐСЕМ: 143, 124

1, 2. Иегова еннелле пӑхни мӗне пӗлтерет?

ЭПИР «йывӑр саманара» пурӑнатпӑр (2 Тим. 3:1). Анчах та ку тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫитиччен тата ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн мир пуличчен пурнӑҫ йывӑрлансах пырӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Канаш е пулӑшу кирлӗ чухне эпӗ ӑна ӑҫта шыратӑп? Эпӗ Иегова еннелле пӑхатӑп-и?»

2 Иегова еннелле пӑхни мӗне пӗлтерет? Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпир ун ҫине пӑхнипе пӑхманнине мӗнле тӗрӗслеме пулать? Нумай ӗмӗр каялла псалом юрлакан Иегова еннелле пӑхни питӗ кирлӗ тесе ҫырнӑ. (Псалом 122:1—4 вуласа пар.) Ун сӑмахӗсем тӑрӑх, эпир Иегова ҫине чура хуҫа ҫине пӑхнӑ пек пӑхатпӑр. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет-ши? Чура хуҫи ҫине вӑл ӑна апат ҫитернӗрен тата хӳтӗленӗрен ҫеҫ пӑхмасть. Хӑйӗнчен хуҫи мӗн кӗтнине пӗлесшӗн пӑхать, вара пурнӑҫлама тӑрӑшать. Ҫавнашкалах эпир те Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлес тесе тата ҫавна пурнӑҫлас тесе кашни кун унӑн Сӑмахне тӗпчеме тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑнпа Иегова пире йывӑр килнӗ вӑхӑтра пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Эф. 5:17).

3. Мӗне пула эпир Иегова еннелле пӑхма пӑрахма пултаратпӑр?

3 Иегова еннелле пӑхни питӗ кирлине ӑнланатпӑр пулсан та хӑш-пӗр чухне пирӗн урӑх еннелле пӑхасси те пулма пултарать. Шӑпах ҫапла Марфӑпа, Иисусӑн ҫывӑх тусӗпе, пулса тухнӑ. Лука 10:40—42 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, вӑл Иисуса «лайӑх хӑналасшӑн хыпкаланнӑ». Марфа Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ, Иисус та юнашарах пулнӑ, ҫав-ҫавах вӑл урӑх еннелле пӑхма пуҫланӑ. Ҫакна шута илсен, пирӗнпе ун пекки нихӑҫан та пулас ҫук тесе шутлани тӗрӗс-ши? Мӗне пула эпир Иегова еннелле пӑхма пӑрахма пултаратпӑр? Тӗслӗхрен, ҫынсен ӗҫӗсене пула. Ҫак статьяра эпир ун пек мӗнле пулма пултарнине тата Иеговӑран куҫа вӗҫертес мар тесе мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

ТУРРӐН ШАНЧӐКЛӐ ӖҪЛЕКЕНӖ ПИЛЛӖХЕ АЛРАН ВӖҪЕРТЕТ

4. Мӗншӗн Моисее Пама пулнӑ ҫӗре кӗме ирӗк паманни пире тӗлӗнтерме пултарать?

4 Моисей Иеговӑн ирӗкне пӗлес тесе ун ҫине пӑхни пирки иккӗленмелли те ҫук. «Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ». (Еврейсем 11:24, 25, 27 вуласа пар.) Библире: «Моисей пек пророк Израилӗн урӑх пулман: Ҫӳлхуҫа унпа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ»,— тесе ҫырнӑ (Сак. аст. 34:10). Моисейпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулнӑ, ҫапах та ӑна Пама пулнӑ ҫӗре кӗме ирӗк паман (Йыша шутл. 20:12). Мӗншӗн-ши?

5—7. Израильтянсем Египетран тухсан кӑшт вӑхӑт иртсен мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухнӑ тата Моисей хӑйне мӗнле тытнӑ?

5 Израильтянсем Египетран тухнӑранпа икӗ уйӑх патнелле вӑхӑт иртсен тата вӗсем Синай тӑвӗ патне ҫитиччен пысӑк йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Ҫынсем шыв ҫук тесе ӳпкелешме пуҫланӑ. Вӗсем Моисейпе вӑрҫӑнма тытӑннӑ. Лару-тӑру йывӑрланса кайсан Моисей Иеговӑна йӑлӑннӑ: «Ку халӑха манӑн мӗн тӑвас? Кӑштахран акӑ мана чулпа персе вӗлерӗҫ» (Тух. 17:4). Иегова Моисее мӗн тумаллине каланӑ: унӑн алла туя тытмалла та Хориври чул хысакне ҫапмалла пулнӑ, вара ун ӑшӗнчен шыв тапса тухӗ тенӗ. Библире: «Моисей ҫапла тунӑ»,— тесе ҫырнӑ. Израильтянсем тӑраниччен шыв ӗҫнӗ, ҫапла майпа вара йывӑрлӑха татса панӑ (Тух. 17:5, 6).

6 Малалла Сӑваплӑ Ҫырура каланӑ: «Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине пула, вӗсем: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа пур-и, ҫук-и? тесе Ҫӳлхуҫана сӑнанине пула ҫав вырӑна Масса тата Мерива тесе ят панӑ» (Тух. 17:7). Ҫак ятсене пани питӗ вырӑнлӑ, вӗсем «сӑнани» тата «ӳпкелешни» тенине пӗлтереҫҫӗ.

7 Меривӑра пулса иртни ҫине Иегова мӗнле пӑхнӑ? Вӑл израильтянсем Моисее хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленине хӑйӗн влаҫне хирӗҫ тӑни вырӑнне хунӑ. (Псалом 94:8, 9 вуласа пар.) Израильтянсем питӗ пысӑк йӑнӑш тунӑ. Ун чухне Моисей хӑйне тӗрӗс тытнӑ: Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ та веҫех вӑл хушнӑ пек тунӑ.

8. Израильтянсем пушхир тӑрӑх хӗрӗх ҫул ҫӳренӗ хыҫҫӑн мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухнӑ?

8 Израильтянсем пушхир тӑрӑх хӗрӗх ҫула яхӑн ҫӳренӗ хыҫҫӑн ҫавнашкал лару-тӑру тепӗр хут сиксе тухнӑ. Халӑх пӗр вырӑна ҫитсе тӑнӑ, каярахпа ҫав вырӑна та Мерива тесе ят панӑ. Вӑл Кадеспа юнашар, Пама пулнӑ ҫӗрӗн чикки ҫывӑхӗнче, пулнӑ *. Шыв пулманнипе израильтянсем каллех ӳпкелешме пуҫланӑ (Йыша шутл. 20:1—5). Ку хутӗнче вара Моисей питӗ пысӑк йӑнӑш тунӑ.

9. Иегова Моисее мӗн хушнӑ, анчах та лешӗ мӗн тунӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Ку хутӗнче Моисей мӗн тунӑ? Унчченхи пекех вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Анчах та халӗ Турӑ ӑна урӑх хушусем панӑ. Иегова Моисее чул хысакне туяпа ҫапма хушман, вӑл ӑна туяна илме, халӑха пухма, кайран вара чул хысакӗ ҫине пӑхса сӑмах ҫеҫ калама хушнӑ (Йыша шутл. 20:6—8). Анчах та Моисей чул хысакне мӗн каламаллине калас вырӑнне туйӑмсем хыҫҫӑн кайса ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Итлӗр, пӑлхавҫӑсем, тен, пирӗн сире валли ҫак чулран шыв кӑларас?» Кайран вара вӑл чул хысакне пӗрре мар, икӗ хутчен туяпа ҫапнӑ (Йыша шутл. 20:10, 11).

10. Моисей итлеменнине курсан Иеговӑн мӗнле туйӑмсем ҫуралнӑ?

10 Иегова Моисей ҫине питӗ хытӑ ҫилленнӗ (Сак. аст. 1:37; 3:26). Мӗншӗн? Сӑлтавӗ темиҫе те пулма пултарнӑ. Тен, Моисей ҫӗнӗ хушусене пурнӑҫламаншӑн Иегова тарӑхса кайнӑ.

11. Чул хысакӗнчен шыв юхса тухни мӗншӗн халӑхшӑн тӗлӗнмелле ӗҫ пек курӑнмасан та пултарнӑ?

11 Тепӗр сӑлтав та пулма пултарнӑ. Пӗрремӗш Мерива ҫывӑхӗнчи ту хысакӗсем ҫирӗп гранит чулран пулнӑ. Ӑна кирек мӗн чухлӗ ҫапсан та шыв юхса тухмасть. Анчах та иккӗмӗш Мерива патӗнчи ту чулӗ пачах урӑхла пулнӑ. Унта ытларах шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ ҫемҫе известь тӗл пулнӑ. Час-часах шыв ҫавӑн пек ту чулӗнчен сӑрхӑнса ҫӗр айӗнче пухӑнса тӑнӑ. Ҫав шыва кӑларас тесен чул хысакӗнче шӑтӑк тумалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та Моисей чул хысакне туяпа ҫапнине курсан израильтянсем шыв Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫ тунипе мар, хӑйне хӑех юхса тухнӑ теме пултарнӑ *. Анчах та ҫапла пулнӑ тесе ҫирӗппӗн калама пултараймастпӑр.

МОИСЕЙ ПӐЛХАВ ҪӖКЛЕНӖ

12. Тата мӗнле сӑлтава пула Иегова Моисейпе Аарон ҫине хытӑ ҫилленме пултарнӑ?

12 Иегова Моисейпе Аарон ҫине тепӗр сӑлтава пула та ҫилленсе кайма пултарнӑ. Моисей халӑха мӗн калани ҫине тимлер: «Итлӗр, пӑлхавҫӑсем, тен, пирӗн сире валли ҫак чулран шыв кӑларас?» «Пирӗн» тенипе Моисей хӑйпе Аарон ҫинчен каланӑ пулас. Ҫапла вӑл ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе тӑвакана, Иеговӑна, хисеплеменнине кӑтартнӑ. Ҫак сӑмахсене Псалом 105:32, 33 сӑвӑ йӗркисемпе ҫирӗплетсе пама пулать: «Мерива шывӗ хӗрринче Турра ҫиллентернӗ, вӗсем пирки Моисейӗн те тӳсме тивнӗ: вӗсем унӑн чунне пӑлхантарнӑ та, вӑл чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫылӑха кӗнӗ» (Йыша шутл. 27:14) *. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, Моисей Иеговӑна чыс кӳмен. Моисейпе Аарона Иегова каланӑ: «Эсир Эпӗ хушнине итлемерӗр» (Йыша шутл. 20:24). Ҫапла, вӗсем питӗ пысӑк ҫылӑх тунӑ!

13. Иегова Моисей пирки мӗнле йышӑну туни мӗншӗн тӗрӗс пулнӑ?

13 Моисейпе Аарон Иеговӑн халӑхӗн ертӳҫисем пулнӑ, апла пулсан ыйтасса та вӗсенчен ытларах ыйтнӑ (Лука 12:48). Унччен Иегова израильтянсене ӑрӑвӗпех, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ханаан ҫӗрне кӗме паман (Йыша шутл. 14:26—30, 34). Ҫавӑнпа та Моисее пӑлхав ҫӗкленӗшӗн Иегова наказани памасӑр хӑварма пултарайман: унччен пӑлхав ҫӗкленӗ израильтянсем пекех Моисей те Пама пулнӑ ҫӗре кӗреймен.

ТӖП СӐЛТАВ

14, 15. Мӗне пула Моисей Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ?

14 Мӗне пула Моисей Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме пултарнӑ? Айтӑр каллех Псалом 105:32, 33 сӑвӑ йӗркисене пӑхар: «Мерива шывӗ хӗрринче Турра ҫиллентернӗ, вӗсем пирки Моисейӗн те тӳсме тивнӗ: вӗсем унӑн чунне пӑлхантарнӑ та, вӑл чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫылӑха кӗнӗ». Израильтянсем Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, анчах та тарӑхса каяканни Моисей пулнӑ. Вӑл хӑйне алра тытайманнипе шутламасӑр калаҫнӑ.

15 Моисей ыттисен ӗҫӗсене пула Иегова еннелле пӑхма пӑрахнӑ. Пӗрремӗш лару-тӑрура вӑл хӑйне тӗрӗс тытнӑ (Тух. 7:6). Анчах та израильтянсем вуншар ҫул хушши пӑлхавлӑ шухӑш-кӑмӑлпа пурӑннӑран Моисей, тен, ывӑнса та ҫитнӗ, ӗмӗчӗ те татӑлнӑ пулӗ. Вӑл Иеговӑна мухтав кӳресси ҫинчен мар, хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен ытларах шутлама пуҫланӑ пулас.

16. Моисейпе мӗн пулса иртни ҫинчен пирӗн мӗншӗн шухӑшламалла?

16 Туррӑн шанчӑклӑ пророкӗ Моисей те куҫне Иеговӑран вӗҫертсе ҫылӑх тунӑ пулсан, пирӗнпе те ҫавӑн пекки пулса тухма пултарать. Унӑн Пама пулнӑ ҫӗре кӗмелле пулнӑ, пирӗн вара ҫӗнӗ тӗнчене кӗмелле (2 Петр 3:13). Пирӗнтен нихӑшӗн те ҫак чаплӑ пиллӗхе ҫухатас килмест. Ҫавӑнпа нихӑҫан та Иегова ҫинчен куҫа илмелле мар тата яланах унӑн ирӗкне пурнӑҫламалла (1 Иоанн 2:17). Моисейпе мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

ЫТТИСЕНЕ ПУЛА ИЕГОВӐРАН ПӐРӐНСА АН КАЙӐР

17. Хамӑра алра тытма пире мӗн пулӑшӗ?

17 Хӑвӑра алра тытӑр. Пирӗн тӑтӑшах пӗр-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивет пулсан та айтӑр Библире каланӑ пек тума тӑрӑшар: «Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр» (Гал. 6:9; 2 Фес. 3:13). Кам та пулин е мӗн те пулин пире пӗрмаях тарӑхтарать пулсан эпир хамӑра тытса чарма тата шутласа калаҫма тӑрӑшатпӑр-и? (Ытар. 10:19; 17:27; Матф. 5:22.) Пире ятарласах тарӑхтарма хӑтланнӑ чухне мӗн тумалла? Библире каланӑ: «Сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр». (Рим 12:17—21 вуласа пар.) Иегова еннелле пӑхатпӑр пулсан эпир ӑна хисепленине кӑтартӑпӑр тата Турӑ ҫиллине хамӑршӑн тавӑрма парӑпӑр, урӑхла каласан, пирӗн ӗҫсене Иегова хӑй йӗркелесе ярасса тӳсӗмлӗн кӗтӗпӗр. Хамӑршӑн тавӑрма хӑтланни вара Иеговӑна хисеплеменнипе пӗрех пулать.

18. Ҫӗнӗ хушусем пирки пирӗн мӗн асра тытмалла?

18 Ҫӗнӗ хушусене тӗп-тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр. Эпир Иегова панӑ ҫӗнӗ хушусене тытса пурӑнма тӑрӑшатпӑр-и? Ҫапла пулсан хамӑр хӑнӑхнӑ пек тӑвас вырӑнне эпир Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене тӳрех пурнӑҫлама тӑрӑшӑпӑр (Евр. 13:17). Ҫав вӑхӑтрах хамӑр ӗҫсене тунӑ чухне «ҫырнинчен ан иртчӗр» текен канаш пирки те манмӑпӑр (1 Кор. 4:6). Иегова паракан хушусене тӗп-тӗрӗс тытса тӑни эпир ун еннелле пӑхнине кӑтартать.

Ыттисем йӑнӑшсем тунӑ чухне Моисей хӑйне мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (19-мӗш абзаца пӑхӑр.)

19. Ыттисен йӑнӑшӗсене пула Иеговӑран сивӗнес мар тесен мӗн тумалла?

19 Ыттисен йӑнӑшӗсене пула Иеговӑран ан сивӗнӗр. Яланах Иегова еннелле пӑхатпӑр пулсан, эпир хаярланса каймӑпӑр тата ыттисен, уйрӑмах Туррӑн организацийӗнче Моисей пек тивӗҫсем илнӗ тӑвансен, йӑнӑшӗсене пула Иеговӑран пӑрӑнмӑпӑр. Пирӗнтен кашнин харпӑр хӑйне ҫӑлас тесе нумай вӑй хумалла пулин те, Иегова пире пурне те пӗр пекех хыттӑн суд туманнине асра тытмалла (Флп. 2:12). Пире тивӗҫсене мӗн чухлӗ ытларах шанса параҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иегова пирӗнтен ыйтать (Лука 12:48). Эпир Иеговӑна чун-чӗререн юрататпӑр пулсан, пире нимӗн те такӑнтараймӗ, вӑл та пире юратма пӑрахмӗ (Пс. 118:165; Рим 8:37—39).

20. Пирӗн мӗн тумашкӑн ҫирӗп шут тытмалла?

20 Ҫак йывӑр вӑхӑтра Иеговӑн, «ҫӳлте Пурӑнаканӑн», ирӗкне пӗлсе пырас тесе яланах ун еннелле пӑхӑр. Ыттисен ӗҫӗсене пула Турӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑх арканмалла ан пултӑр. Ҫак тӗлӗшрен сире Моисейпе мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшлани пулӑшма пултарать. Ыттисен ҫитменлӗхӗсене курсан тарӑхса каяс вырӑнне Псалом 122:1, 2 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек тума ҫирӗп шутлӑ пулӑр: «Пирӗн куҫӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа енне, хамӑр Туррӑмӑр енне, хамӑра хӗрхеничченех пӑхаҫҫӗ».

^ 8 абз. Рефидим ҫывӑхӗнчи Меривӑпа, е Массӑпа, танлаштарсан, кунта Кадес патӗнчи Мерива пирки каланӑ. Израильтянсем ҫав икӗ вырӑнта та Моисейпе шыв ҫукки пирки ӳпкелешнӗ, ҫавӑнпа вӗсене пӗр пек ят панӑ. («Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑри 7-мӗш приложение пӑхӑр.)

^ 11 абз. Джон Бек профессор ҫав пулса иртнӗ ӗҫ пирки акӑ мӗн каланӑ: «Иудейсен сӑмахлӑхӗ тӑрӑх, пӑлхавҫӑсем Моисей ҫав чул хысакӗнче шыв пуррине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ҫакӑ тӗлӗнмелле ӗҫ мар тенӗ. Вӗсем Моисее урӑх чул хысакӗнчен шыв кӑларса ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе тепӗр хут туса кӑтартма ыйтнӑ». Паллах ӗнтӗ, ку халӑх сӑмахлӑхӗ анчах.

^ 12 абз. 1989 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.