Эсир пӗлетӗр-и?
Синагогӑсем мӗнле пулса кайнӑ?
«СИНАГОГА» сӑмах «пуху» е «пӗрле пуҫтарӑнни» тенине пӗлтерекен грек сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. Ҫак ят питӗ вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен иудейсем мӗн ӗлӗкренех синагогӑсенче вӗренме тата Турра пуҫҫапма пуҫтарӑннӑ. Еврей Ҫырӑвӗсенче синагогӑсем пирки тӳррӗн нимӗн те каламан, анчах та Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗр патнелле ҫынсем синагогӑсенче пуҫтарӑнни уҫҫӑн курӑнать.
Ученӑйсенчен нумайӑшӗ иудейсем Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ чухне синагогӑсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. «Еврейсен энциклопедийӗнче» ҫапла каланӑ: «Ют ҫӗршывра, тыткӑнра, Храм пулман вырӑнта пулнӑ чухне иудейсем йӑпату тупас тесе хӑш-пӗр чухне, тен, шӑматкун, пӗрле пуҫтарӑннӑ тата Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланӑ». Ирӗке тухсан та иудейсем кӗлтумашкӑн тата Сӑваплӑ Ҫырӑва вуламашкӑн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахман пулмалла. Вӗсем ӑҫта пурӑннӑ, ҫав вырӑнсенче синагогӑсем йӗркеленнӗ.
Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗр патнелле Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫри, Израильти тата Вӑтаҫӗр тинӗсӗ тавралла вырнаҫнӑ синагогӑсенче Турра пуҫҫапнипе тата халӑх пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулса иртнӗ. Иерусалимри Еврейсен университечӗн Ли Левин ятлӑ профессор акӑ мӗн калать: «[Синагогӑна] вӗренме, сӑваплӑ апата ҫиме пынӑ, унта судсем ирттернӗ, пуҫтарнӑ укҫана упранӑ, политикӑпа тата халӑх пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ». Вӑл малалла ҫапла калать: «Паллах, малти вырӑнта Турра пуҫҫапасси пулнӑ». Ҫавӑнпа Иисус синагогӑна час-часах ҫӳренинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук (Марк 1:21; 6:2; Лука 4:16). Унта вӑл ҫынсене вӗрентнӗ тата хавхалантарнӑ. Христиансен пухӑвӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн Павел апостол та синагогӑра ырӑ хыпар нумай пӗлтернӗ. Пӗр-пӗр хулана кӗрсен вӑл чи малтан синагогӑна кайнӑ, мӗншӗн тесен Турӑпа ҫывӑхланас текен ҫынсем шӑп унта пынӑ (Ап. ӗҫ. 17:1, 2; 18:4).