Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Исав малтан ҫуралнӑ ывӑл тивӗҫне сутса янӑран Иаков Мессийӑн мӑн аслашшӗ пулса тӑнӑ-и?

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мессия ҫуралмалли йӑхри пур арҫыннӑн та малтанхи ывӑл тивӗҫӗ пулнӑ-и?

Унччен эпир ҫапла шутланӑ пулнӑ. Еврейсем 12:16-мӗшӗ ҫакна ҫирӗплетсе панӑ пек курӑннӑ. Ҫак сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Исав мӗн сӑваплине хакламан тата «пӗрре ҫиесшӗн хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ». Ҫавна пула Иаковӑн, малтанхи ывӑлӑн тивӗҫне илнӗ хыҫҫӑн, Мессийӑн мӑн аслашшӗ пулса тӑма та май уҫӑлнӑ тесе шутланӑ (Матф. 1:2, 16; Лука 3:23, 34).

Анчах та Мессия ҫуралмалли йӑхри арҫынсем пурте малтан ҫуралнӑ ывӑлсем пулманни Библирен курӑнать. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

Иаковӑн, е Израилӗн, малтанхи ывӑлӗ Рувим пулнӑ, ӑна Лия ҫуратса панӑ. Каярахпа Иаковӑн юратнӑ арӑмӗн Рахилӗн те ывӑл ҫуралнӑ — Иосиф. Рувим пысӑк ҫылӑх тусан вӑл малтанхи ывӑл тивӗҫне ҫухатнӑ, ҫав тивӗҫе Иосиф илнӗ (Пулт. 29:31—35; 30:22—25; 35:22—26; 49:22—26; 1 Ҫулс. 5:1, 2). Анчах та Рувим та, Иосиф та Мессийӑн мӑн аслашшӗсем пулса тӑман. Мессия Иуда йӑхӗнчен — Иаковӑн Лийӑран ҫуралнӑ тӑваттӑмӗш ывӑлӗн йӑхӗнчен — тухнӑ (Пулт. 49:10).

Лука 3:32-мӗшӗнче Мессийӑн мӑн аслашшӗсен тата пилӗкӗшӗн ятне ҫырнӑ. Вӗсем пурте малтан ҫуралнӑ ывӑлсем пулнӑ пулас. Воозӑн Овид ҫуралнӑ, вӑл Иессейӑн ашшӗ пулнӑ (Руфь 4:17, 20—22; 1 Ҫулс. 2:10—12).

Анчах та Иессей ывӑлӗ, Давид, малтан ҫуралнӑ ывӑл пулман. Вӑл сакӑр ывӑлтан чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫапах та Мессия Давид йӑхӗнчен тухнӑ (1 Патш. 16:10, 11; 17:12; Матф. 1:5, 6). Давид ывӑлӗ Соломон та, Христос ҫуралмалли йӑха кӗрекенскер, малтанхи ывӑл пулман (2 Патш. 3:2—5).

Апла пулин те малтан ҫуралнӑ ывӑл тивӗҫӗ ниме тӑман япала ҫеҫ пулнӑ тесе калама ҫук. Малтан ҫуралнӑ ывӑл аслӑ вырӑн йышӑннӑ тата ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ытларах чухне вӑл ҫемье пуҫӗ пулса тӑнӑ. Ӑна еткерлӗхӗн икӗ пайне памалла пулнӑ (Пулт. 43:33; Сак. аст. 21:17; Иис. Н. 17:1).

Малтан ҫуралнӑ ывӑл тивӗҫӗ пӗринчен теприне куҫма пултарнӑ. Тӗслӗхрен, Авраам Измаила килтен ӑсатса ярсан ҫав тивӗҫе Исаака панӑ (Пулт. 21:14—21; 22:2). Ҫавӑн пекех, ҫӳлерех каланӑччӗ ӗнтӗ, Рувимран малтан ҫуралнӑ ывӑл тивӗҫне туртса илсе Иосифа панӑ.

Айтӑр Еврейсем 12:16-мӗшне тепре пӑхар. Унта каланӑ: «Сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫын е Исав пек усал ҫын ан пултӑр, ҫавӑ пӗрре ҫиесшӗн хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ». Ҫак сӑмахсене мӗнле тӗллевпе каланӑ?

Павел апостол Мессия тухнӑ йӑх ҫинчен сӳтсе явасшӑн пулман. Вӑл христиансене тӳрӗ ҫулпа ҫӳрӗр тесе хавхалантарнӑ. Ҫапла тусан вӗсем Туррӑн ырӑлӑхӗсӗр тӑрса юлмӗччӗҫ. Аскӑн ӗҫсене явӑҫса каяс пулсан вара ҫав ырлӑха ҫӑмӑллӑнах ҫухатнӑ пулӗччӗҫ (Евр. 12:12—16). Ҫапла тунӑ пулсан вӗсем Исав пекех пулса тӑрӗччӗҫ: вӑл мӗн сӑваплине хакламан тата ҫавна сӑваплӑ мар япалапа улӑштарнӑ.

Исав патриархсем вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, ҫавӑнпа, тен, ӑна хӑш-пӗр чухне Турра парне кӳме хушнӑ (Пулт. 8:20, 21; 12:7, 8; Иов 1:4, 5). Анчах та ӳт хыҫҫӑн кайса Исав малтан ҫуралнӑ ывӑл тивӗҫне пӗрре ҫиессишӗн сутса янӑ. Тен, вӑл Авраам йӑхӗ пуласлӑхра курас йывӑрлӑхсенчен хӑраса ҫапла тунӑ (Пулт. 15:13). Унсӑр пуҫне, суя турӑсене пуҫҫапса пурӑнакан хӗрарӑмсене качча илнипе те Исав сӑваплине хакламаннине кӑтартнӑ. Ҫакӑ унӑн ашшӗпе амӑшне питӗ кулянтарнӑ (Пулт. 26:34, 35). Унпа танлаштарсан, Иаков чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнакан хӗрарӑма качча илнӗ (Пулт. 28:6, 7; 29:10—12, 18).

Апла пулсан мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Мессия ҫуралмалли йӑхри арҫынсем нумайӑшӗ чӑнах та малтан ҫуралнӑ ывӑлсем пулнӑ, анчах та пурте мар. Еврейсем ҫавна пӗлнӗ тата ҫакӑ вӗсене тӗлӗнтермен. Вӗсем Христос Давидӑн, Иессейӑн кӗҫӗн ывӑлӗн, тӑхӑмӗ пулнине йышӑннӑ (Матф. 22:42).