Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Эпӗ пӗлетӗп... чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл»

«Эпӗ пӗлетӗп... чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл»

«Пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Эпӗ ӑна вӑратма каятӑп» (ИОАНН 11:11).

ЮРӐСЕМ: 142, 129

1. Пиччӗшӗ вилсен Марфа мӗн пирки иккӗленмен? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

МАРФӐН чунӗ питӗ хытӑ ыратнӑ. Унӑн пиччӗшӗ Лазарь вилнӗ. Ӑна мӗн те пулин йӑпатма пултарнӑ-ши? Унӑн ҫывӑх тусӗ тата Вӗрентекенӗ Марфӑна каланӑ: «Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ». Паллах, ҫак сӑмахсем унӑн хуйхине тӗппипех ирттерсе ярайман, анчах та вӑл Иисусӑн сӑмахӗсемпе килӗшсе ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл» (Иоанн 11:20—24). Ҫак ӗҫ пуласлӑхра пуласси пирки вӑл пӗртте иккӗленмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ — Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Ҫав кунах вӑл чӗрӗ-сывӑ пулнӑ.

2. Мӗншӗн пирӗн вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса Марфа ӗненнӗ пекех ҫирӗп ӗненмелле?

2 Ҫакнашкал тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус е Иегова пирӗн валли хальхи вӑхӑтра тӑвасса эпир кӗтместпӗр. Анчах та вилнӗ ҫывӑх ҫынсене пуласлӑхра каллех курма пултарасса Марфа ӗненнӗ пек ҫирӗп ӗненетпӗр-и эпир? Тен, сирӗн мӑшӑр, аҫу е аннӳ, аслаҫу е асаннӳ вилнӗ. Тен, хӑвӑрӑн вилнӗ ачашӑн хуйхӑратӑр. Эсир хӑвӑр ҫывӑх ҫынна каллех ыталаса илме, унӑн сассине тата куллине илтме ӗмӗтленетӗр пулӗ. Телее, пирӗн Марфа пекех: «Пӗлетӗп, ман юратнӑ ҫыннӑм чӗрӗлсе тӑратех!» — тесе калама витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Ҫирӗп ӗненме пулӑшакан ҫав сӑлтавсем ҫинчен кашни христианинӑн шухӑшласа пӑхмалла.

3, 4. Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем Марфӑна вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ҫирӗпрех ӗненме мӗнле пулӑшнӑ?

3 Марфа Иерусалимран инҫех мар пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл Иисус Галилеяри Наин ятлӑ хула ҫывӑхӗнче тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратнине курман пулӗ. Анчах та Марфа ҫавӑн ҫинчен илтме пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус Иаир хӗрне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Ун килне пынӑ ҫынсем хӗр вилнине пӗлнӗ. Анчах та Иисус хӗре аллинчен тытса хыттӑн: «Хӗрӗм, тӑр!» — тенӗ. Вара хӗрача ҫав самантрах тӑрса ларнӑ (Лука 7:11—17; 8:41, 42, 49—55). Марфӑпа унӑн йӑмӑкӗ Мария Иисус чирлисене сыватма пултарнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӗсем Иисус маларах килнӗ пулсан Лазарь вилмен пулӗччӗ тенӗ. Анчах та халӗ Лазарь, Иисусӑн ҫывӑх тусӗ, вилнӗ ӗнтӗ. Малалла вара мӗн пулӗ? Астӑватӑр-и, Марфа хӑйӗн пиччӗшӗ пуласлӑхра, «юлашки кунра», вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса шаннӑ. Мӗншӗн вӑл ҫавна ҫирӗп ӗненнӗ? Мӗншӗн пирӗн те Турӑ пуласлӑхра вилнисене, ҫав шутрах хамӑр юратнӑ ҫынсене те, чӗртсе тӑратасси пирки пӗртте иккӗленмелле мар?

4 Ҫирӗп ӗненме пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Айтӑр вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене сӳтсе явар. Эсир унччен Библири хӑш-пӗр шухӑшсене вилнисем чӗрӗлсе тӑрассипе ҫыхӑнтарман та пулӗ, халӗ вара, тен, ҫав шухӑшсем ҫине урӑхларах пӑхма пуҫлатӑр. Вӗсем сире хӑвӑрӑн юратнӑ ҫынсене каллех курма ҫирӗп шанма пулӑшӗҫ.

АВАЛХИ ТӖСЛӖХСЕМ ӖНЕНМЕ ПУЛӐШАҪҪӖ

5. Мӗншӗн Марфа Лазарь вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп ӗненнӗ?

5 Марфӑн сӑмахӗсене аса илер. Вӑл «Пиччем чӗрӗлсе тӑрасса эпӗ шанатӑп» темен, «Эпӗ пӗлетӗп... чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл» тенӗ. Мӗншӗн Марфа ҫавна хытӑ ӗненнӗ? Мӗншӗн тесен вӑл ӗлӗк-авал пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен пӗлнӗ. Вӗсем ҫинчен вӑл ача чухнех килӗнче е синагогӑра илтме пултарнӑ. Айтӑр вилнисем чӗрӗлсе тӑни ҫинчен Сӑваплӑ Ҫырура ҫырса кӑтартнӑ виҫӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.

6. Мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен Марфа пӗлнӗ?

6 Вилнӗ ҫын чӗрӗлсе тӑни пӗрремӗш хут Илия вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Турӑ пророка тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ пулнӑ. Финики ҫӗрӗнчи шыв хӗрринче вырнаҫнӑ Сарепта ятлӑ хулара пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм пурӑннӑ. Вӑл пророка хӑйӗн килӗнче хапӑл туса йышӑннӑ. Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ: ҫав тӑлӑх арӑмӑн «чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмен, чӳлмекре ҫу чакман», ҫавна пула вӗсем ывӑлӗпе иккӗшӗ те чӗрӗ тӑрса юлнӑ (3 Патш. 17:8—16). Каярахпа унӑн ывӑлӗ чирлесе ӳкнӗ те вилнӗ, анчах Илия ӑна пулӑшнӑ. Вӑл ача ҫумне пӗтӗм тӑлпӑвӗпе чӑмӑртаннӑ та Иеговӑна тархасланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Ҫак ачан чунӗ каялла таврӑнтӑрччӗ!» Ҫапла пулнӑ та. Турӑ Илия кӗллине илтнӗ, вара ача чӗрӗлсе тӑнӑ. Ҫак тӗслӗх вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен Библире ҫырса хунӑ тӗслӗхсенчен пӗрремӗшӗ. (3 Патшасен 17:17—24 вуласа пар.) Паллах, Марфа ҫав тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен пӗлнӗ.

7, 8. а) Сонамри хӗрарӑма пулӑшас тесе Елисей мӗн туни ҫинчен каласа парӑр? ӑ) Елисей тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫ Иегова пирки мӗне вӗрентет?

7 Вилнӗ ҫынна чӗртсе тӑратакансенчен иккӗмӗшӗ, Библире асӑнни, Елисей пулнӑ. Сонамра пуян хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл Елисей пророка яланах тараватлӑн пӑхса янӑ. Ҫавӑншӑн ҫав ачасӑр хӗрарӑма тата унӑн ватӑлнӑ упӑшкине Турӑ пилленӗ: вӗсен ача ҫуралнӑ. Темиҫе ҫул иртсен ача вилнӗ. Ҫакӑ мӗн тери пысӑк хуйхӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Хӗрарӑм упӑшкинчен ирӗк ыйтнӑ та Елисейпа тӗл пулма Кармил тӑвӗ патнелле 30 ҫухрӑм утнӑ. Пророк хӑйӗн тарҫине, Гиезие, Сонама янӑ, хӑй вара хыҫран пынӑ. Гиезий арҫын ачана вилӗмрен чӗртеймен. Унтан Сонама ачан амӑшӗпе Елисей ҫитнӗ (4 Патш. 4:8—31).

8 Елисей ача патне пынӑ та кӗлтума пуҫланӑ. Вара тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ — ача вилӗмрен чӗрӗлнӗ! Амӑшӗ мӗн тери савӑннӑ пулӗ! (4 Патшасен 4:32—37 вуласа пар.) Тен, вӑл Аннӑн сӑмахӗсене аса илнӗ, унӑн та малтан ача пулман, каярахпа вара вӑл ывӑл ача, Самуила, ҫуратнӑ тата ӑна сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлесе тӑма кайса янӑ. Анна ҫапла кӗлтунӑ: «Ҫӳлхуҫа... ҫӗр тӗпне антарать те ҫӳле хӑпартать» (1 Патш. 2:6). Иегова ачана ҫӗр шӑтӑкӗнчен кӑларнӑ теме пулать, ҫапла майпа вӑл вилнӗ ҫынна каллех пурӑнтарма пултарнине кӑтартнӑ.

9. Библире ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен ҫырса хунӑ виҫҫӗмӗш тӗслӗх ҫинчен каласа парӑр.

9 Елисей вилнӗ хыҫҫӑн тата тепӗр ҫын чӗрӗлсе тӑнӑ. Елисей 50 ҫул ытла пророк пулса ӗҫленӗ, кайран вӑл хытӑ чирлесе ӳкнӗ те вилнӗ. Пӗррехинче Елисей пророка пытарнӑ ҫӗрте темиҫе израильтянин виле пытарма килнӗ пулнӑ. Вӑрӑ-хурахсен ушкӑнӗ тапӑнса килнине курсассӑн вӗсем вилене Елисее пытарнӑ тупӑклӑха пӑрахнӑ та тарнӑ (ун чухне Елисей кӗлеткинчен шӑмми-шакки ҫеҫ тӑрса юлнӑ пулнӑ). Библире каланӑ: «Виле Елисей шӑммине пырса ҫапӑннӑ та, вара вилнӗ ҫын чӗрӗлнӗ, ура ҫине тӑнӑ» (4 Патш. 13:14, 20, 21). Вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ ҫак тӗслӗхсем Марфӑшӑн мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Вӑл Турӑ вилӗмрен вӑйлӑрах пулни пирки пӗртте иккӗленмен. Ҫав тӗслӗхсем сире те Иеговӑн вӑйӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр пулнине ҫирӗп ӗненме пулӑшаҫҫӗ пулӗ.

ПӖРРЕМӖШ ӖМӖРТИ ТӖСЛӖХСЕМ

10. Вилнӗ христианкӑна Петр мӗнле пулӑшнӑ?

10 Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем вилнисене чӗртсе тӑратни ҫинчен Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче те ҫырса кӑтартнӑ. Иисус Иаир хӗрне тата Наин хулинчи тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен ҫӳлерех каланӑччӗ ӗнтӗ. Вилнӗ ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратакансенчен тепри вӑл — Петр апостол. Вӑл Тавифа ятлӑ христианкӑна чӗртсе тӑратнӑ пулнӑ. Петр вилнӗ ҫын выртнӑ ҫӗре килнӗ те кӗлтунӑ, унтан: «Тавифа, тӑр!» — тенӗ. Лешӗ тӳрех вилӗмрен чӗрӗлнӗ, вара Петр вӑл чӗрӗлнине кӑтартас тесе ыттисене чӗнсе илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ». Ҫав ҫӗнӗ вӗренекенсем Христос ҫинчен тата Иеговӑн вилнӗ ҫынсене каллех пурнӑҫ пама вӑй пурри ҫинчен ыттисене каласа пама пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 9:36—42).

11. Лука каласа панӑ тӑрӑх пӗр яш ачапа мӗн пулса иртнӗ? Ҫакӑ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

11 Тепӗр ҫын вилӗмрен чӗрӗлни Троадӑра пулса иртнӗ, ҫав хула хальхи вӑхӑтри Турцин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ пулнӑ. Пӗр ҫуртра ҫӳлти пӳлӗмре христиансен тӗлпулӑвне ирттернӗ пулнӑ. Унта апостол Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗр ҫитичченех калаҫнӑ. Итлекенсем хушшинче Евтих ятлӑ пӗр яш ача пулнӑ. Вӑл, чӳрече янахӗ ҫинче лараканскер, ҫывӑрса кайнӑ та ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен персе аннӑ. Тен, ун патне чи пӗрремӗшӗ Лука тухтӑр чупса пынӑ. Вӑл ачана тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн ача аманнӑ е тӑнне ҫеҫ ҫухатнӑ темен, ача вилнӗ тесе каланӑ. Павел та аяла аннӑ. Вӑл ачана ыталаса илнӗ те вара тӗлӗнтерсе яракан сӑмахсем каланӑ: «Чунӗ — ӑшӗнчех». Ҫавна куракансем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ пулӗ! Вӗсен куҫӗ умӗнчех Евтих вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ вӗт. Вӗсем ҫав тери савӑннӑ ӗнтӗ! (Ап. ӗҫ. 20:7—12.)

ҪИРӖП ШАНЧӐК

12, 13. Эпир мӗн пӑхса тухни мӗнле ыйтусем кӑларса тӑратать?

12 Ҫак пӑхса тухнӑ фактсем пире те Марфа пекех вилнисем чӗрӗлессе ҫирӗп шанма пулӑшаҫҫӗ. Пире пурнӑҫ паракан Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултарасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Интереслӗ те, Турӑ ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсенчен кашнине хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем, сӑмахран, Илия, Иисус тата Петр, урлӑ тунӑ. Анчах та урӑх вӑхӑтра — ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртмен вӑхӑтра — вилнӗ ҫынсем пирки мӗн калама пулать? Ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенсем пуласлӑхра Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратасса шанма пултарнӑ-и? «Эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл [пиччем]». Мӗншӗн Марфа вилнисем чӗрӗлессе ӗненнӗ? Мӗншӗн эсир те ҫакна ҫирӗп ӗненме пултаратӑр?

13 Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем вилнисем пуласлӑхра чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен пӗлнӗ. Ҫакна кӑтартакан сӑвӑ йӗркисем Библире нумай. Айтӑр хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.

14. Авраампа мӗн пулса иртнинчен эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

14 Исаак ҫураласса нумай вӑхӑт хушши кӗтнӗ Авраама Иегова мӗн тума хушнине аса илӗр-ха. Вӑл каланӑ: «Хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлна, Исаака, ил те... ӑна, ывӑлна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр» (Пулт. 22:2). Авраам ҫак сӑмахсене илтсен мӗн туйни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Иегова унӑн тӑхӑмӗ урлӑ пур халӑхсем те пиллӗх илӗҫ тесе сӑмах панӑ пулнӑ (Пулт. 13:14—16; 18:18; Рим 4:17, 18). Унсӑр пуҫне, вӑл ҫак пиллӗхсем «Исаак урлӑ» пулӗҫ тенӗ (Пулт. 21:12). Анчах та Авраамӑн Исаака парнене кӳмелле пулнӑ пулсан, ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ха? Турӑ хавхалантарнипе Павел Иегова Исаака вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарнине Авраам ӗненнӗ тесе ӑнлантарнӑ. (Еврейсем 11:17—19 вуласа пар.) Анчах Библире Авраам хӑйӗн ывӑлӗ темиҫе сехетрен, темиҫе кунтан е эрнерен вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса кӗтнӗ тесе ҫырман. Авраам хӑйӗн ывӑлне Турӑ хӑҫан чӗртсе тӑратасса пӗлмен пулин те, вӑл Иегова ывӑлне тавӑрса паратех тесе ҫирӗп ӗненнӗ.

15. Иов мӗне ҫирӗп шаннӑ?

15 Тӳрӗ Иов та вилнисем пуласлӑхра чӗрӗлессе кӗтсе тӑнӑ. Вӑл ҫакна лайӑх пӗлнӗ: йывӑҫа кассассӑн та вӑл хунав яма пултарать, вара ҫӗнӗ йывӑҫ ҫитӗнет. Ҫынпа вара пачах урӑхла пулса иртет (Иов 14:7—12; 19:25—27). Пӗр вилсен ҫын каллех пурӑнма тӑраймӗ (2 Патш. 12:23; Пс. 88:49). Апла пулин те ҫакӑ Турӑ пурнӑҫа тавӑрса парайманнине пӗлтермест. Иов хӑйне Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑтра аса илессе ӗненнӗ. (Иов 14:13—15 вуласа пар.) Вӑл ҫакӑ хӑҫан пулассине пӗлмен. Анчах та Иов хӑйне Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарнине ӗненнӗ тата ҫавна тӑватех тенӗ, мӗншӗн тесен Вӑл пурне те Пурнӑҫ Параканӗ вӗт.

16. Ангел Даниил пророка мӗнле сӑмахсемпе хавхалантарнӑ?

16 Туррӑн тепӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ Даниил пулнӑ. Вун-вун ҫул хушши вӑл Турӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫленӗ, Иегова вара ӑна пулӑшса тӑнӑ. Пӗррехинче ангел Даниила «суйласа илнӗскерӗ» тенӗ тата: «Канӑҫлӑх пултӑр сана; тӗреклӗлен, тӗреклӗлен»,— тесе те каланӑ (Дан. 9:22, 23; 10:11, 18, 19).

17, 18. Иегова Даниила мӗн тума сӑмах панӑ?

17 Ҫӗр ҫула ҫитсе пыракан ватӑ Даниила пуласлӑхра хӑйпе мӗн пуласси пӑшӑрхантарма пултарнӑ. Даниил вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ-ши? Паллах ӗнтӗ! Даниил кӗнеки вӗҫӗнче Турӑ пророка каланӑ сӑмахсене ҫырса хунӑ: «Эсӗ вара хӑвӑн вӗҫӳ еннелле ут. Эсӗ канӑҫ тупӑн» (Дан. 12:13). Ватӑ Даниил вилнӗ ҫынсем, сӑнарлӑ каласан, канса выртнине пӗлнӗ, мӗншӗн тесен «кайса выртас ҫӑва шӑтӑкӗнче ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук» (Еккл. 9:10). Кӗҫех Даниилӑн та унта пулмалла пулнӑ, анчах уншӑн ҫакӑ вӗҫӗ мар-ха. Турӑ ун валли питӗ лайӑх пурнӑҫ хатӗрлесе хунӑ.

18 Унтан ангел Даниила каланӑ: «Кайран, вӑхӑт вӗҫӗнче, хӑвӑн пайна илме вӑранӑн». Анчах та вӑл ҫакӑ хӑҫан пуласса пӗлмен. Даниил хӑй вилессе тата ҫӑва шӑтӑкӗнче «канса выртасса» ӑнланнӑ. «Хӑвӑн пайна илме вӑранӑн» тени вара пӗр япалана ҫеҫ пӗлтерет: пуласлӑхра — «вӑхӑт вӗҫӗнче» — унӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулать.

Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса эсир Марфа ӗненнӗ пек ҫирӗп ӗненетӗр-и? (19, 20 абзацсене пӑхӑр.)

19, 20. а) Ҫак статьяра сӳтсе явнӑ тӗслӗхсем Марфӑна Иисуса каланӑ сӑмахсене калама мӗнле хавхалантарнӑ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Эппин, хӑйӗн Лазарь пиччӗшӗ «вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе» тӑрасса ӗненме Марфӑн витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ. Иегова Даниила мӗн тума сӑмах пани тата Марфа вилнисем пуласлӑхра чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп ӗненни хальхи вӑхӑтра та христиансен ӗненӗвне ҫирӗплетет. Вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫех.

20 Эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑма пултарнине ҫирӗплетсе паракан фактсене пӑхса тухрӑмӑр. Чӑнах та, вилнӗ ҫынсем каллех пурӑнма пултарӗҫ. Ӗлӗк-авал Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем вилнисем хӑҫан та пулин пуласлӑхра чӗрӗлсе тӑрасси пирки иккӗленмен. Анчах та ҫакӑ хӑҫан пулӗ-ши? Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма тахҫанах сӑмах панӑ пулсан та, ҫавна ҫирӗп ӗненме пирӗн сӑлтавсем пур-и? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлни пире ҫав вӑхӑта Марфа кӗтнӗ пекех чӑтӑмсӑррӑн кӗтме пулӑшӗ. Айтӑр ҫав сӑлтавсене тепӗр статьяра пӑхса тухар.