Хӑвӑрӑн ӑстӑна ҫӗнсе илме ан парӑр
СИРӖН ҫине тӑшман ҫине-ҫинех тапӑнать. Ку вӑл — Сатана. Унӑн вӑрҫӑ хатӗрӗ питӗ хӑрушӑ. Вӑл унпа сире вӗлерес тесе мар, сирӗн ӑстӑна ҫӗнсе илес тесе усӑ курать. Мӗн-ши вӑл? Пропаганда!
Павел апостол Сатанан пропаганди мӗн тери хӑрушӑ пулнине питӗ лайӑх пӗлнӗ, анчах та пӗрремӗш ӗмӗрти пур христианин пирки те апла калаймӑн. Сӑмахран, Коринф пухӑвӗнчи хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсем ҫине ытлашши шанма пуҫланӑ: вӗсем чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче тӗреклӗ тӑратӑп, нихӑҫан та ӳкмӗп тесе шухӑшланӑ (1 Кор. 10:12). Ҫавӑншӑн пӑшӑрханнипе Павел ҫырнӑ: «Ҫӗлен Евӑна хӑйӗн чеелӗхӗпе илӗртсе улталанӑ пек, эсир те Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, хӑвӑр ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп» (2 Кор. 11:3).
Павелӑн сӑмахӗсем пирӗн хамӑрӑн вӑй ҫине ытлашши шанмалла маррине кӑтартса параҫҫӗ. Хамӑрӑн ӑстӑнсене ҫӗнсе илме парас мар тесе пропаганда мӗнле сиен кӳме пултарнине тата хамӑра унран мӗнле хӳтӗлемеллине пӗлмелле.
ПРОПАГАНДА МӖН ТАРАН ХӐРУШӐ?
Мӗн вӑл пропаганда? Ҫак статьяра пропаганда тени кам та пулин теприне хӑйне кирлӗ пек шухӑшлаттарас е тутарас тесе тӗрӗсех мар е пачах суя информаци сарнине пӗлтерет. Пӗр кӗнекере каланӑ тӑрӑх, пропаганда шутне «фактсене пӑсни, суя-ултав, харпӑр хӑйне кирлӗ пек тутарни тата ҫыннӑн ӑстӑнӗпе хуҫаланни» кӗрет. Унсӑр пуҫне, ҫав кӗнекере пропаганда «этикӑпа килӗшсе тӑмасть, сиенлӗ тата ултавлӑ» тесе ҫырнӑ (Propaganda and Persuasion).
Пропаганда мӗн таран хӑрушӑ? Ӑна тӗссӗр, шӑршӑсӑр наркӑмӑшлӑ газпа танлаштарма пулать. Вӑл пирӗн ӑстӑна, ҫав газ пекех, хамӑр сисмесӗрех майӗпен сиен кӳрет. Ҫынсем хӑйсене мӗнле тыткаланине тӗпчекен специалист Вэнс Паккард ҫырнӑ:
«Ҫынсем пире нумайӑшне хӑйсене кирлӗ пек тутараҫҫӗ — ытларах чухне эпир ҫакна асӑрхамастпӑр та». Пӗр ученӑй каланӑ тӑрӑх вара, пропаганда витӗм кӳнипе ҫынсем «ӑссӑрла хӑтланса ҫӑмӑллӑнах питӗ хӑрушла ӗҫсене хутшӑннӑ». Вӑл геноцидпа вӑрҫӑсем патне тата ҫынсене расӑна е тӗне кура хӗсӗрлени патне илсе ҫитернӗ (Easily Led— A History of Propaganda).Ахаль ҫынсем те пирӗн ӑстӑн ҫине витӗм кӳме пултараҫҫӗ пулсан, Сатана пирки вара мӗн калама пулать? Вӑл ҫынсене этеме пултарнӑранпах сӑнать. «Пӗтӗм тӗнче» халӗ унӑн аллинче. Ултавлӑ сӑмахсене сарас тесе вӑл темпе те усӑ курма пултарать (1 Иоанн 5:19; Иоанн 8:44). Сатана ҫынсен «ӑсне... туйми тунӑ», ҫавӑнпа вӑл «пӗтӗм тӗнчене» илӗртсе улталать (2 Кор. 4:4; Ӳлӗм. 12:9). Унӑн пропагандине хамӑр ҫине витӗм кӳме парас мар тесе мӗн тума пулать?
ӖНЕНӖВЕ ТӖРЕКЛЕТӖР
Иисус пропагандӑна хирӗҫ тӑма пулӑшакан питӗ ансат принципа панӑ: «Чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:31, 32). Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче салтакӑн тӗп-тӗрӗс информацие ӑҫта тупмаллине пӗлмелле, мӗншӗн тесен тӑшман суя информаци сарса улталама хӑтланать. Эсир вара тӗп-тӗрӗс информацие ӑҫта тупма пултаратӑр? Иегова ӑна хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ парать. Унта Сатанан пропагандине хирӗҫ тӑма мӗн кирли пӗтӗмпех пур (2 Тим. 3:16, 17).
Сатана ҫавӑн ҫинчен пӗлет, ҫавӑнпа ҫак тӗнчепе усӑ курса вӑл пире Библи вулама тата ӑна тӗпчеме чӑрмантарасшӑн. «Шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ» тӑрӑр! (Эф. 6:11.) Тӗп чӑнлӑхсене пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр, тарӑнрах пӗлӳ илме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр (Эф. 3:18, 19). Ноам Хомский ученӑй акӑ мӗн каланӑ: «Тӗрӗс информацие сирӗн пуҫа никам та кӗртсе хумӗ. Ӑна хӑвӑрӑнах тупас пулать». Ҫавӑнпа «Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе» чӑнлӑха шырӑр (Ап. ӗҫ. 17:11).
Асра тытӑр: Сатана сире тӗрӗс шухӑшлама тата тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тума чӑрмантарас тет. Мӗншӗн? Пӗр кӗнекере ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «ҫынсене тиркесе шутлама май паман чухне» пропаганда тата вӑйлӑрах витӗм кӳрет (Media and Society in the Twentieth Century). Ҫавӑнпа та ыттисем мӗн каланине тӳрех ӗненсе лартмалла мар (Ытар. 14:15). Турӑ панӑ ӑс-хакӑлпа усӑ курӑр тата чӑнлӑх мӗнне лайӑх ӑнланас тесе кашни хӑвӑр пуҫа ӗҫлеттерӗр (Ытар. 2:10—15; Рим 12:1, 2).
«ХИРӖҪТЕРСЕ ЯР ТА ХУҪАЛАН» ТЕКЕН ЧЕЕ ТАКТИКА
Хӑш-пӗр чухне ҫар пуҫлӑхӗсем пропагандӑпа усӑ курса тӑшмана хӑратса ӳкересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна пула тӑшман салтакӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе кайма е ҫартан уйрӑлса кайма та пултараҫҫӗ. Пӗр нимӗҫ генералӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Германи мӗншӗн ҫӗнтерейменнине ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сӑлтавсенчен пӗри вӑл — тӑшман пропаганди, ҫынсемшӗн вӑл кролик валли мӑйкӑч тенешкелех пулнӑ. Сатана та «хирӗҫтерсе яр та хуҫалан» текен чее тактикӑпа усӑ курать. Вӑл христиансем хушшинче харкашусем кӑларасшӑн хӑтланать. Унсӑр пуҫне, вӑл христиансене пухура мана кӳрентерчӗҫ тесе е хӑйсене манпа тӗрӗс мар тытрӗҫ тесе шухӑшлаттарса Иеговӑн организацийӗнчен уйӑрса ярасшӑн.
Хӑвӑра улталама ан парӑр! Турӑ Сӑмахӗнчи канашсене тытса тӑрӑр. Тӗслӗхрен, Библи пӗр-пӗрне чӗререн каҫарма тата май пур таран хӑвӑртрах пӗр-пӗринпе мирлешме хавхалантарать (Матф. 5:23, 24; Кол. 3:13, 14). Унта пухуран уйрӑлса кайма юрамасть тесе уҫҫӑн каланӑ (Ытар. 18:1). Сатанан пропагандинчен эпӗ хама лайӑхах хӳтӗлетӗп-и тесе хӑвӑра тӗрӗслесе пӑхӑр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Нумаях пулмасть пухури тӑван мана кӳрентерсен эпӗ хама мӗнле тытрӑм? Ун чухне ман ҫине ҫак тӗнче сывлӑшӗ витӗм кӳчӗ-и е Туррӑн сывлӑшӗ-и?» (Гал. 5:16—26; Эф. 2:2, 3.)
ТУРРӐН ОРГАНИЗАЦИНЕ ШАНМА АН ПӐРАХӐР
Салтак хӑйӗн пуҫлӑхне шанмасть пулсан пӗтӗм вӑйран ҫапӑҫмӗ. Ҫавӑнпа пропаганда саракансен тӗллевӗ — салтаксене ҫар пуҫлӑхӗсене шанма пӑрахтарасси. «Сирӗн командирсем шанӑҫа тивӗҫлӗ мар!» е «Вӗсем сире вилме илсе каяҫҫӗ!» — тесе калама пултараҫҫӗ вӗсем. Ҫакӑн пек сӑмахсем витӗмлӗрех пулччӑр тесе вӗсем ҫар пуҫлӑхӗсен йӑнӑшӗсем ҫинчен аса илтерме пултараҫҫӗ. Сатана та шӑп ҫапла тӑвать. Вӑл Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пыма хушнӑ тӑвансене шанма пӑрахтарасшӑн хӑтланать.
1 Фес. 5:12, 13). Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем тата ытти чее ҫынсем ҫав тӑвансене шанма пӑрахтарас тесе хӑтланса пӑхма пултараҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗсем, тен, тӗрӗс пек те курӑнӗҫ, анчах та «ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр» (2 Фес. 2:2; Тит 1:10). Павел апостол Тимофее панӑ канашпа усӑ курӑр: «Хӑвна кам вӗрентнине пӗлсе, хӑвна мӗн вӗрентнинчен... ан тух» (2 Тим. 3:14, 15). Иегова пире чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пулӑшас тесе ҫӗр ҫул ытла ӗнтӗ шанчӑклӑ чурапа усӑ курать. Пирӗн ӑна шанса тӑма пур сӑлтав та пур (Матф. 24:45—47; Евр. 13:7, 17).
Хамӑра мӗнле хӳтӗлемелле-ши? Иеговӑн организацийӗнчен уйрӑлса каяс мар тесе ҫирӗп шутлӑ пулӑр. Иегова лартнӑ арҫын тӑвансене, вӗсен ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах, малалла та шанчӑклӑн пулӑшса тӑрӑр (ХӐВӐРА ХӐРАТСА ӲКЕРМЕ АН ПАРӐР
Сатана тӳррӗн те сирӗн ҫине витӗм кӳме пултарать. Хӑш чухне вӑл сире хӑратса ӳкерме хӑтланӗ. Террор — «пропагандӑн чи авалхи форми» (Easily Led—A History of Propaganda). Филип Тейлор профессор каланӑ тӑрӑх, Ассири ҫыннисем, тӗслӗхрен, хӑйсен тӑшманӗсене «хӑратса тата пропаганда туса» парӑнтарнӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарас тесе Сатана ҫынсенчен хӑранипе, хӗсӗрленинчен тата вилӗмрен хӑранипе усӑ курма пултарать (Ис. 8:12; Иер. 42:11; Евр. 2:15).
Сатана сире парӑнтарасшӑн тата Турра юрӑхсӑр ӗҫ тутарса айӑпа кӗртесшӗн, анчах та ӑна хӑвӑра хӑратса ӳкерме ан парӑр. Иисус ҫапла каланӑ: «Ӳте вӗлерекеннисенчен, унтан ытла нимӗн те тума пултарайманнисенчен ан хӑрӑр» (Лука 12:4). Ҫакна ҫирӗп шанӑр: Иегова сире пулӑшас тесе сӑнаса тӑма, «пысӑк хӑват» пама тата хӑраса ӳкесрен хӑтарма сӑмах панине пурнӑҫлатех (2 Кор. 4:7—9; 1 Петр 3:14).
Паллах, хӑш-пӗр лару-тӑрусем чуна хавшатма тата хӑратса ӳкерме пултараҫҫӗ. Анчах та Иегова Иисус Навина мӗн каланине асра тытӑр: «Эпӗ сана ҫапла хушатӑп: ҫирӗп те хастар пул, ан хӑра, ан сехӗрлен: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ» (Иис. Н. 1:9). Сире мӗн те пулин хытӑ пӑшӑрхантарать пулсан, тӳрех Иеговӑна кӗлтӑвӑр. «Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса... сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа» усрасси пирки тата Сатанан пропагандине хирӗҫ тӑма вӑй парасси пирки пӗртте ан иккӗленӗр (Флп. 4:6, 7, 13).
Ассири патши янӑ рабсак пропагандӑпа усӑ курса Туррӑн халӑхне мӗнле хӑратса ӳкересшӗн пулнине аса илӗр-ха. Вӑл ҫапла каланӑ теме пулать: «Ассири ҫыннисенчен нимпе те хӳтӗленеймӗр. Сирӗн Иегова Турру та сире пулӑшма вӑй ҫитереес ҫук». Кайран вӑл хушса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа мана: „ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна“ терӗ». Иегова вара ҫапла хуравланӑ: «Ассири патшийӗн тарҫисем Мана хӑртса каланӑ сӑмахсенчен, хӑв та илтнӗ сӑмахсенчен, ан хӑра» (4 Патш. 18:22—25; 19:6). Кайран Иегова ангела янӑ та вӑл пӗр каҫра 185 000 Ассири ҫыннине вӗлернӗ (4 Патш. 19:35).
ӐСЛӐ ПУЛӐР — ЯЛАНАХ ИЕГОВӐНА ИТЛӖР
Эсир фильм пӑхнӑ чухне пӗр ҫын теприне улталанине тата хӑйне кирлӗ пек тутарнине курнӑ пулӗ. Пӑхса ларнӑ чухне эсир ҫавна тӳрех ӑнланнӑ паллах, сирӗн: «Ан ӗнен! Вӗсем сана улталаҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрса ярас та килнӗ пулӗ. Халӗ вара ангелсем сире: «Сатанана хӑвна улталама ан пар!» — тесе кӑшкӑрнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр.
Сатанан пропагандине ан итлӗр (Ытар. 26:24, 25). Иегова мӗн каланине итлӗр тата пур лару-тӑрура та ун ҫине шанӑр (Ытар. 3:5—7). Унӑн юратупа тулнӑ сӑмахӗсене чӗрене хывӑр: «Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар» (Ытар. 27:11). Вара эсир Сатанана хӑвӑрӑн ӑстӑна ҫӗнсе илме памӑр!