Хирӗҫӳсене татса пама тата килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшӑр
ИЕГОВА ТУРӐ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе, мирлӗ пурӑнтарасшӑн. Чӑн христиансем ҫапла пурӑнма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хушшинче мир тата пӗрлӗх. Ҫакна курса ҫынсем, ку тӗнчери харкашу-хирӗҫӳсенчен ывӑнса ҫитнӗскерсем, христиансен пухӑвне туртӑнаҫҫӗ.
Мадагаскар утравӗ ҫинче акӑ мӗн пулса иртнӗ. Пӗр паллӑ юмӑҫа Иегова Свидетелӗсем пӗрлӗхре пурӑнни питӗ тӗлӗнтернӗ. Вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Хӑҫан та пулин эпӗ пӗр-пӗр тӗне йышӑнас пулсан, ҫак тӗне суйласа илетӗп». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл юмӑҫ ӗҫӗсене тума пӑрахнӑ. Кайран темиҫе уйӑх хушшинче хӑйӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ Турра юрӑхлӑ пултӑр тесе кирлӗ улшӑнусем тунӑ. Вара вӑл Иеговӑшӑн, мир паракан Турӑшӑн, ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫав арҫын пекех, миршӗн ҫунакан пин-пин ҫын христиансен пухӑвне килсе хӑйсем шыранӑ мире тупать. Анчах та, Библире каланӑ тӑрӑх, хамӑр «ӑшра кураймасӑр кӗвӗҫсе-хирӗлсе» тӑратпӑр пулсан, пухури лайӑх хутшӑнусем арканма тата пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ (Иак. 3:14—16). Телее, унта ҫак йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма тата мире упрама пулӑшакан канашсем те пур. Ҫав канашсемпе усӑ курма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе айтӑр чӑннипе пулса иртнӗ темиҫе тӗслӗхе пӑхса тухар.
ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ТАТА ВӖСЕНЕ ҪӖНТЕРМЕЛЛИ МАЙСЕМ
«Эпӗ пӗрле ӗҫлекен тӑванпа ниепле те килӗштерейместӗмччӗ. Пӗррехинче эпир пӗр-пӗрин ҫине кӑшкӑрмах пуҫларӑмӑр. Ҫав самантра икӗ ҫын кӗчӗҫ те эпир вӑрҫнине курчӗҫ» (КРИС).
«Эпир пӗр хӗрарӑм тӑванпа час-часах пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳреттӗмӗр, анчах та кӗтмен ҫӗртен вӑл манпа ырӑ хыпар сарма каймастӑп терӗ, кайран вара манпа калаҫма та пӑрахрӗ. Мӗншӗнне эпӗ ӑнланаймарӑм» (ДЖАНЕТ).
«Эпӗ телефонпа икӗ тӑванпа калаҫнӑччӗ. Пӗри пирӗнпе сывпуллашрӗ те эпӗ вӑл трубкине хучӗ пулӗ тесе шутларӑм. Вара ун ҫинчен тепӗр тӑвана темиҫе лайӑх мар сӑмах каларӑм. Анчах та ҫав тӑван веҫех илтнӗ» (МАЙКЛ).
«Пирӗн пухура пионер пулса ӗҫлекен икӗ хӗрарӑм тӑван хушшинче хирӗҫӳсем сиксе тухатчӗҫ. Вӗсенчен пӗри пӗрмаях теприне тиркесе калаҫатчӗ. Вӗсем харкашни пире пурсӑмӑра та кулянтаратчӗ» (ГЭРИ).
Ҫак лару-тӑрусем йывӑрах мар пек курӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапах та ҫав пӑтӑрмахсене пула тӑвансен чӗрисем ыратма, пухури мир те арканма пултарнӑ. Ҫав тӑвансем пурте Библири канашсемпе усӑ курса пӗр-пӗринпе мирлешме пултарни
питӗ савӑнтарать! Вӗсене мӗнле канашсем пулӑшнӑ-ши?«Ҫул ҫинче ан хирӗҫӗр» (Пулт. 45:24). Иосиф ҫак сӑмахсене ашшӗ патне киле кайма тухнӑ пиччӗшӗсене каланӑ. Ку канаш вӗсемшӗн мӗн тери усӑллӑ пулнӑ! Енчен те ҫынна хӑйӗн туйӑмӗсене алра тытма йывӑр пулсан, вӑл хӑвӑрт ҫилленсе кайма тата ыттисене те ҫиллентерсе яма пултарать. Унччен асӑннӑ Крис хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене — мӑнкӑмӑллӑх пуррине тата мӗн хушнине тӑвас килменнине асӑрханӑ. Унӑн улшӑнас килнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй час-часах хирӗҫнӗ тӑванран каҫару ыйтнӑ тата хӑйӗн туйӑмӗсене алра тытма вӗренес тесе вӑй хурсах тӑрӑшма пуҫланӑ. Криса кура унпа ӗҫлекен тӑван та лайӑхланма тытӑннӑ. Халӗ вӗсем савӑнсах Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлеҫҫӗ.
«Канаш ҫукки тытӑннӑ ӗҫе пӑсса ярать» (Ытар. 15:22). Джанет ку сӑмахсем хӑйӗншӗн питӗ кирлӗ тесе шутланӑ. Мӗн пулса тухнине вӑл ҫав хӗрарӑм тӑванпа сӳтсе явма шут тытнӑ. Калаҫнӑ чухне Джанет ӑна мӗн кӳрентерни ҫинчен каласа пама хисеплӗн ыйтнӑ. Малтан вӗсем иккӗшӗ те хӑйсене аван мар туйнӑ. Анчах та туйӑмӗсем ҫинчен лӑпкӑн каласа панӑҫемӗн вӗсем хӑйсене лайӑхрах туйма пуҫланӑ. Кӳренсе ҫӳренӗ хӗрарӑм тӑван хӑй пӗр япалана тӗрӗс мар ӑнланнине тата Джанет пачах айӑплӑ маррине курнӑ. Вӑл Джанетран каҫару ыйтнӑ, халӗ вара вӗсем каллех ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.
«Парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен, парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер» (Матф. 5:23, 24). Иисус ҫак сӑмахсене ту ҫинче вӗрентнӗ чухне каланӑ. Эсир вӗсене астӑватӑр пулӗ. Майкл хӑй лайӑх мар тунине ӑнланса илсен хытӑ куляннӑ. Вӑл тӑванпа мирлешес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тума шут тытнӑ. Вӑл унпа тӗл пулнӑ та йӑвашшӑн каҫару ыйтнӑ. Малалла мӗн пулнӑ-ши? Майкл калать: «Тӑванӑм мана чун-чӗререн каҫарчӗ». Вӗсем хӑйсем хушшинчи туслӑха упраса хӑварнӑ.
«Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр» (Кол. 3:12—14). Ҫӳлерех асӑннӑ икӗ хӗрарӑм тӑван, харкашса кайнӑскерсем, мӗнле мирлешнӗ-ши? Пӗр старейшина ӑшӑ кӑмӑлпа вӗсене ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшлама пулӑшнӑ: «Хамӑрӑн харкашусемпе ыттисене пӑшӑрхантарма право пур-и пирӗн? Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫӗртенех пӗр-пӗринпе мирлешмесӗр тӑма витӗмлӗ сӑлтав пур-и?» Пионерсем унӑн канашне йышӑннӑ. Халӗ вӗсем хушшинче лайӑх хутшӑнусем тата вӗсем хаваспах пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳреҫҫӗ.
Колоссӑ 3:12—14 сӑвӑ йӗркисенчи принциппа усӑ курса пӑхӑр. Нумайӑшӗ асӑрханӑ тӑрӑх, хамӑра кӗҫӗне хурса кӳрентерекене каҫарса мӗн пулса иртни ҫинчен манса каймалла ҫеҫ. Анчах та хӑш-пӗр чухне ҫакӑ ҫителӗксӗр пулма пултарать. Ун пек чухне Матфей 18:15-мӗшӗнчи принцип пулӑшать. Паллах, кунта Иисус пӗр ҫын тепӗр ҫынна хирӗҫ йывӑр ҫылӑх тунӑ чухне мӗн тумалли ҫинчен каланӑ. Анчах та эсир хӑвӑрӑн лару-тӑрура та ҫак канашпа усӑ курма пултаратӑр. Хӑвӑра кӗҫӗне хурса тӑван патне пырӑр та сиксе тухнӑ йывӑрлӑх ҫинчен ыррӑн калаҫма тата ӑна татса пама тӑрӑшӑр.
Кам та пулин сире кӳрентернӗ пулсан, малтанБиблире мирлешме пулӑшакан ытти принципсем те пур. Вӗсемпе ӑнӑҫлӑн усӑ курас тесен святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартмалла: «юратни, савӑнни, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенни, шанчӑклӑх, йӑвашлӑх, чаруллӑ пулни» (Гал. 5:22, 23). Турра юрӑхлӑ ҫак енсене машин пайӗсене сӗрмелли ҫупа танлаштарма пулать. Вӗсем пире ҫийӗнчех пӗр-пӗринпе килӗштерме пулӑшаҫҫӗ.
ТӖРЛӖ ХАРАКТЕРЛӐ ҪЫНСЕМ ПУХӐВА ПУЯНЛАТАҪҪӖ
Пирӗн кашнин хӑйӗн характерӗ. Эпир пӗр-пӗринчен хамӑрӑн енсемпе, кӑмӑл-туйӑмпа тата япаласем ҫине тӗрлӗрен пӑхнипе уйрӑлса тӑратпӑр. Ҫакӑ туслӑха пуянлатать. Анчах та характерсем тӗрлӗрен пулнӑран ҫынсем хирӗҫсе каясси те пулкалать. Пӗр опытлӑ старейшина пӗр тӗслӗх илсе панӑ: «Калаҫма-хутшӑнма юратакан ҫынпа юнашар вӑтанчӑк ҫынна йывӑр пулма пултарать. Ҫак уйрӑмлӑх пурри нимех те мар пек туйӑнать пулсан та, ҫавӑншӑн пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ». Тӗрлӗ характерлӑ ҫынсем хушшинче харкашусем пулаҫҫех темелле-и? Айтӑр икӗ апостолӑн, Петрпа Иоанӑн, тӗслӗхне аса илер. Сирӗн шутпа, Петр мӗнлерех ҫын пулнӑ? Тен, эсир вӑл час хӗрсе каякан тата мӗн шутланине тӳрех каласа хуракан ҫын пулнӑ тетӗр пулӗ. Иоанн вара? Вӑл ыттисене Ап. ӗҫ. 8:14; Гал. 2:9). Тӗрлӗ характерлӑ христиансем те пӗрле ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме пултарни уҫҫӑн курӑнать.
хытӑ юратаканскер тата мӗн те пулин калама е тума васкаманскер пулнӑ. Ҫак икӗ апостол пирки ҫапла шутлама сӑлтавсем пур. Вӗсем пӗр-пӗринчен хытӑ уйрӑлса тӑнӑ пулас, ҫав-ҫавах килӗштерсе ӗҫленӗ (Тен, сире пухури пӗр-пӗр тӑван мӗнле калаҫни тата мӗн туни килӗшсех каймасть. Анчах та ҫак тӑваншӑн та Христос вилнине асра тытмалла, ҫавӑнпа сирӗн ӑна та юратмалла (Иоанн 13:34, 35; Рим 5:6—8). Ҫав тӑванран пӑрӑнса ҫӳрени е унпа нихӑҫан та туслӑ пулмастӑп тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ун вырӑнне хӑвӑртан ыйтӑр: «Ҫак тӑван Библи сивлекен ӗҫсенех тӑвать-и? Вӑл мана юри тарӑхтарасшӑн теме пулать-и? Е эпир тӗрлӗ характерлӑ ҫынсем ҫеҫ?» Акӑ тата пӗр питӗ кирлӗ ыйту: «Ҫак тӑванран эпӗ мӗнле лайӑх енсем кӑтартма вӗренме пултаратӑп?»
Юлашки ыйтӑвӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Тӑван калаҫма юратать пулсан, эсир вара ытларах чухне шӑп тӑратӑр пулсан, ҫав тӑван ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсемпе калаҫӑва ҫӑмӑллӑнах пуҫлани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Унран вӗренес тесен эсир ӑна ырӑ хыпар сарма чӗнме пултаратӑр. Е, калӑпӑр, тӑван питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине асӑрхатӑр, сире вара ҫак лайӑх ене кӑтартма йывӑртарах. Ҫав тӑван ваттисене, чирлекенсене е ыттисене пулӑшса нумай савӑнӑҫ илни пирки шухӑшласа пӑхма пултаратӑр. Пӗтӗмлетсе калас пулсан, сирӗн характерсем питӗ хытӑ уйрӑлса тӑнине пӑхмасӑрах пӗр-пӗринпе туслӑ пулма пулать — тӑванӑн лайӑх енӗсем ҫинчен ытларах шухӑшламалла ҫеҫ. Тен, эсир ҫывӑх туссем пулаймастӑр та пулӗ, анчах та пӗр-пӗринпе ӑшшӑн хутшӑнма пултараятӑр.
Еводияпа Синтихиян та характерӗсем тӗрлӗрен пулнӑ пулас. Ҫапах та Павел вӗсене, «Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсем пек, пӗр-пӗринпе килӗштерсе» пурӑнма хавхалантарнӑ (Флп. 4:2). Эсир тӑвансемпе килӗштерсе ӗҫлеме тата пухури мире упрама тӑрӑшатӑр-и?
ХИРӖҪӲСЕНЕ МАЙ КИЛНӖ ТАРАН ХӐВӐРТРАХ ТАТСА ПАРӐР
Япӑх туйӑмсене чечексем хушшинче ӳсекен ҫумкурӑкпа танлаштарма пулать. Ҫак туйӑмсене тымарӗпе туртса кӑлармасассӑн, вӗсем ҫумкурӑк пек ахӑрса кайӗҫ. Ҫын чӗринче кӳренӳ тымар янӑ пулсан, ҫакӑ пӗтӗм пуху ҫине витӗм кӳме пултарать. Иеговӑна тата пухури тӑвансене юратни пире, хамӑр тӗрлӗ характерлӑ пулсан та, Туррӑн халӑхӗ хушшинчи мире упрама пӗтӗм вӑйран тӑрӑшма пулӑшать.
Ыттисемпе мирлешме тӑрӑшни мӗнле пиллӗхсем кӳресси ҫинчен хӑш-пӗр чухне пӗлместӗн те. Акӑ пӗр хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл калать: «Пӗр тӑван хӑйне манпа пӗчӗк ачапа тытнӑ пек тытатчӗ. Ку мана питӗ тарӑхтаратчӗ. Йӑлӑхса ҫитнипе эпӗ ҫав тӑванпа тӳрккессӗн калаҫма пуҫларӑм. „Вӑл мана хисеплемест пулсан, эпӗ те ӑна хисеплеместӗп“,— тесе шутларӑм».
Кайран ҫав тӑван хӑйне мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ хамӑн ҫитменлӗхсене те куртӑм, вара кулянсах кайрӑм. Манӑн улшӑнмаллине ӑнланса илтӗм. Веҫех Иеговӑна каласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ тӑван валли пӗчӗк парне илтӗм тата унран каҫару ыйтса открытка ҫыртӑм. Эпир пӗр-пӗрне ыталарӑмӑр та пулни-иртни ҫинчен манса каятпӑр терӗмӗр. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир унпа урӑх нихӑҫан та хирӗҫмен».
Ҫынсен мирлӗ пурӑнас килет. Анчах та мӗнрен те пулин хӑранӑран е мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран нумайӑшӗ хирӗҫме-харкашма пуҫлаҫҫӗ. Ытларах чухне ҫапла Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем тӑваҫҫӗ, анчах та Турӑ ячӗпе ҫӳрекенсем хушшинче мир тата пӗрлӗх пулмалла. Иегова хавхалантарнипе Павел апостол ҫырнӑ: «Эпӗ... сире ӳкӗтлетӗп: эсир хӑвӑра чӗнсе илсе панӑ ята юрӑхлӑ пурӑнӑр: кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр» (Эф. 4:1—3). «Пӗрлӗхе упраса пурӑнма» тӑрӑшни питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа малалла та ҫав тӗлӗшрен вӑй хурар тата пирӗн хушӑра кирек мӗнле харкашу сиксе тухсан та ӑна татса пама тӑрӑшар.