Пӗр-пӗрне тӑванла юратма ан пӑрахӑр!
«Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр» (ЕВР. 13:1).
1, 2. Мӗншӗн Павел еврей христианӗсем патне ҫыру ҫырса янӑ?
ПИРӖН эрӑри 61-мӗш ҫул пырать. Израиль ҫӗрӗнчи христиансен пухӑвӗсем пӗр вӑхӑт хушши тӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа савӑнаҫҫӗ. Павел апостол Римра тӗрмере ларать, анчах та кӗҫех ирӗке тухасса шанать. Унпа пӗрле ҫулҫӳрекен Тимофее кӑшт маларах тӗрмерен кӑларнӑ ӗнтӗ. Вӗсем иккӗшӗ Иудеяри христиансене кайса курма шутлаҫҫӗ (Евр. 13:23). Анчах та пилӗк ҫул иртсен, Иисус пророкла каланипе килӗшӳллӗн, Иерусалима «йӗри-тавра ҫар хупӑрласа ил[ӗ]». Ҫав вӑхӑтра Иудеяри христиансен, уйрӑмах Иерусалимра пурӑнаканнисен, шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмасть. Иисус вӗсене ҫав пророкла каланӑ ӗҫсем пурнӑҫланнине курсан тӳрех тарӑр тесе асӑрхаттарнӑ (Лука 21:20—24).
2 Иисус пророкла сӑмахсем каланӑранпа 28 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Израильти христиансем хӑйсене хӗсӗрленине тата хирӗҫ тӑнине нумай хут чӑтса ирттерсе шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Евр. 10:32—34). Анчах та Павел кӗҫех вӗсен ӗненӗвӗ нихҫанхинчен те хытӑрах тӗрӗсленесси пирки пӗлет (Матф. 24:20, 21; Евр. 12:4). Вӑл вӗсем пулас событисемпе тӗл пулма хатӗр пулччӑр тесе тӑрӑшать, мӗншӗн тесен ҫӑлӑнса юлмашкӑн вӗсене питӗ хытӑ ӗненни тата тӳсӗмлӗх кирлӗ пулать. (Еврейсем 10:36—39 вуласа пар.) Павел ҫакна ӑнланать, ҫавӑнпа святой сывлӑш хавхалантарнипе юратнӑ тӑванӗсем патне ҫыру ҫырса ярать. Ҫав ҫыру паян Еврейсем патне янӑ ҫыру ятлӑ.
3. Мӗншӗн пире Еврейсем патне янӑ ҫыру интереслентермелле?
3 Пӗрремӗш ӗмӗрте Павел еврей христианӗсем патне мӗн ҫырни пирӗншӗн те интереслӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир те ҫавнашкал лару-тӑрура пурӑнатпӑр. «Йывӑр саманара» пурӑннӑ май, хирӗҫ тӑни тата хӗсӗрлени мӗн иккенне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ (2 Тим. 3:1, 12). Турра ҫирӗп ӗненнине тата ӑна чунтан парӑннине эпир ӗҫпе кӑтартрӑмӑр. Апла пулин те, нумайӑшӗ Иеговӑшӑн лӑпкӑ лару-тӑрура ӗҫлет, уҫҫӑн хирӗҫ тӑнипе тӗл пулмасть. Анчах та Павел пурӑннӑ вӑхӑтри христиансем пекех, пирӗн те хамӑрӑн ӗненӳ кӗҫех нихҫанхинчен те хытӑ тӗрӗсленесси пирки манмалла мар! (Лука 21:34—36 вуласа пар.)
4. 2016 ҫулӑн тексчӗ валли мӗнле сӑвӑ йӗрки суйласа илнӗ тата мӗншӗн ҫакӑ вырӑнлӑ?
4 Пире кӗҫ-вӗҫ пулмалли событисене хатӗрленме мӗн пулӑшӗ? Павел Еврейсем патне ҫырнӑ ҫырури шухӑшсем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Вӗсенчен пӗр питӗ кирлӗ шухӑшне ҫав ҫырӑвӑн юлашки сыпӑкӗнчи пӗрремӗш сӑвӑ йӗркинче куратпӑр. Унта ҫакӑн пек чӗнсе каланӑ: «Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр» (Евр. 13:1). Ҫак сӑвӑ йӗркине 2016 ҫулӑн тексчӗ валли суйласа илнӗ.
2016 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ: «Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр» (Еврейсем 13:1)
ТӐВАНЛА ЮРАТНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
5. Тӑванла юратни мӗне пӗлтерет?
5 Пӗр-пӗрне тӑванла юратмалла тенине мӗнле ӑнланмалла? Павел филаделфи́а грек сӑмахӗпе усӑ курнӑ, ҫак сӑмах вара «тӑван патне туртӑннине» пӗлтерет. Тӑванла юратни ялан тенӗ пекех кил-йышрисем е ҫывӑх туссем хушшинчи вӑйлӑ, ӑшӑ тата ҫывӑх хутшӑнусене пӗлтерет (Иоанн 11:36). Эпир тӑвансем пек курӑнасшӑн ҫеҫ мар, эпир чӑнах та тӑвансем (Матф. 23:8). Эпир пӗр-пӗрин патне мӗнле туртӑнни Рим 12:10-мӗшӗнче чӗнсе каланинчен лайӑх курӑнать: «Пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр». Ҫакӑн пек юрату ага́пе юратупа пӗрле, принципсем ҫинче никӗсленнӗ юратупа пӗрле, Туррӑн ӗҫлекенӗсене ҫирӗп пӗрлештерсе тӑрать.
6. Чӑн христиансем «тӑванла юратӑр» тенине мӗнле ӑнланаҫҫӗ?
6 Пӗр ученӑй «„тӑванла юрату“ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ытларах чухне христианла литературӑра кӑна тӗл пулать» тесе каланӑ. Ӗлӗк еврейсем «тӑван» тесе ялан тенӗ пекех хурӑнташӗсене тата ытти иудейсене каланӑ. Анчах та ытти халӑх ҫыннисем пирки ун пек каламан. Христиансен вара хӑйсем мӗнле халӑх ҫынни пулнине пӑхмасӑрах пӗр-пӗрне тӑвансем вырӑнне хумалла (Рим 10:12). Тӑванла юратма пире Иегова хӑй вӗрентет (1 Фес. 4:9). Анчах та мӗншӗн пӗр-пӗрне тӑванла юратма пӑрахмалла мар?
МӖНШӖН ПӖР-ПӖРНЕ МАЛАЛЛА ТА ТӐВАНЛА ЮРАТНИ ПИТӖ КИРЛӖ?
7. а) Мӗнле тӗп сӑлтава пула пирӗн пӗр-пӗрне тӑванла юратмалла? ӑ) Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне хытӑрах юратма вӗренмелле?
7 Пирӗн пӗр-пӗрне тӑванла юратмалла, мӗншӗн тесен ҫакна пирӗнтен Иегова кӗтет. Эпир тӑвансене юратмастпӑр пулсан, Турра юрататпӑр тесе калаймастпӑр (1 Иоанн 4:7, 20, 21). Унсӑр пуҫне, эпир пӗр-пӗрне питӗ кирлӗ, уйрӑмах йывӑр килнӗ чухне. Павел еврей христианӗсем патне ҫыру ҫырнӑ чухне вӗсенчен хӑшӗ-пӗрин кӗҫех хӑйсен килӗ-ҫурчӗсене тата пурлӑхне хӑварма тивесси ҫинчен пӗлнӗ. Иисус ҫав вӑхӑт питӗ йывӑр пулӗ тесе асӑрхаттарнӑ (Марк 13:14—18; Лука 21:21—23). Ҫавӑнпа ҫав христиансен пӗр-пӗрне хытӑрах юратма вӗренмелле пулнӑ (Рим 12:9).
8. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫитиччен пирӗн мӗн тумалла?
8 Кӗҫех чи хӑрушӑ асап ҫилӗсене тытса тӑма пӑрахӗҫ (Марк 13:19; Ӳлӗм. 7:1—3). Ҫавӑн чухне Турӑ панӑ ҫак канаша пирӗн итлемелле пулать: «Кай, халӑхӑм, килне кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха» (Ис. 26:20). «Килне кӗр», урӑхла каласан, шалти пӳлӗмсене кӗр тени пухусемпе ҫыхӑннӑ пулас, унта эпир тӑвансемпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапма пуҫтарӑнатпӑр. Анчах та пухусене пӗр сиктермесӗр ҫӳрени ҫеҫ ҫителӗклӗ мар. Павел еврей христианӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пӗр-пӗрне «юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантармалли пирки аса илтернӗ (Евр. 10:24, 25). Пирӗн пӗр-пӗрне халех тӑванла юратма вӗренмелле, мӗншӗн тесен ҫакӑ пире пуласлӑхра кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшӗ.
9. а) Хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗрне тӑванла юратнине кӑтартма пирӗн мӗнле майсем пур? ӑ) Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне тӑванла юратнине мӗнле кӑтартни ҫинчен каласа парӑр.
9 Хальхи вӑхӑтра та — хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланман чухне те — пирӗн пӗр-пӗрне тӑванла юратни питӗ кирлӗ. Тӗслӗхрен, пирӗн тӑвансем нумайӑшӗ ҫӗр чӗтреннипе, шыв илнипе, ҫил-тӑвӑл е цунами пулнипе тата ытти ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн кураҫҫӗ. Ыттисем вара хӑйсене хирӗҫ тӑнӑран тата хӗсӗрленӗрен асапланаҫҫӗ (Матф. 24:6—9). Унсӑр пуҫне эпир пурте ҫак усал тӗнчере пурӑннӑ пирки экономика йывӑрлӑхӗсемпе тӗл пулатпӑр (Ӳлӗм. 6:5, 6). Анчах та тӗнчере лару-тӑру мӗн чухлӗ йывӑртарах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах эпир пӗр-пӗрне юратнине ӗҫпе кӑтартма пултаратпӑр. Иисус малтанах «ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ» тесе каланӑ. Анчах та пирӗн пӗр-пӗрне тӑванла юратма пӑрахманнине ӗҫпе кӑтартса тӑмалла (Матф. 24:12) [1].
ПӖР-ПӖРНЕ ТӐВАНЛА ЮРАТМА ПӐРАХАС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
10. Эпир халӗ мӗн пӑхса тухатпӑр?
10 Паян йывӑрлӑхсем нумаййине пӑхмасӑрах эпир пӗр-пӗрне тӑванла юратма пӑрахас мар тесе мӗн тума пултаратпӑр? Тӑвансене чунтан юратнине мӗнле кӑтартма пулать? «Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр» тесе каланӑ хыҫҫӑн Павел апостол пухура тӑванла юратнине кӑтартма мӗнле майсем пуррине каласа тухнӑ. Айтӑр вӗсенчен улттӑшне пӑхса тухар.
11, 12. Эпир пӗр-пӗрне хапӑлланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
11 «Ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр». (Еврейсем 13:2 вуласа пар.) «Хапӑллама» тени, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ют ҫынна ырӑ туни» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ пире Авраам тата Лот мӗн туни ҫинчен аса илтерет, вӗсем палламан ҫынсене хапӑл тусах хӑналаса янӑ. Ҫав хӑнасем вара ангелсем пулнӑ иккен (Пулт. 18:2—5; 19:1—3). Ҫак тӗслӗхсем ҫинчен астутарса Павел еврей христианӗсене пӗр-пӗрне хапӑл тусах йышӑннипе тӑванла юратнине кӑтартма хавхалантарнӑ.
12 Эпир ыттисене пӗрле апатланма е калаҫса хутшӑнма хӑнана чӗнетпӗр-и? Ҫакна тумашкӑн хаклӑ та чаплӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлемесен те пулать. Унсӑр пуҫне, каярахпа пире ырӑпа тавӑрма пултараканнисене кӑна хӑнана чӗнни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ (Лука 10:42; 14:12—14). Эпир ыттисене тӗлӗнтерес шутпа мар, вӗсен кӑмӑлне ҫӗклес тесе хӑнана чӗнетпӗр! Эпир район надзирателӗпе унӑн арӑмне лайӑх пӗлместпӗр пулсан та, вӗсене хапӑл тусах хӑна тӑватпӑр-и? (3 Иоанн 5—8.) Паян пире нумай япала пӑшӑрхантарма тата канӑҫсӑрлантарма пултарать, ҫавӑнпа пӗр-пӗрне «хапӑллама ан манӑр» тесе аса илтерни питӗ вырӑнлӑ!
13, 14. Эпир тӗрмерисене асра тытнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
13 «Тӗрмерисене... асӑрта тытӑр». (Еврейсем 13:3 вуласа пар.) Павел тӗрмере ларакан пур ҫын ҫинчен те каламан. Вӑл чӑнлӑхшӑн тӗрмене хупнӑ тӑвансем ҫинчен каланӑ. Ҫав вӑхӑтра Павел хӑй тӑватӑ ҫула яхӑн тӗрмере ларнӑ пулнӑ (Флп. 1:12—14). Вӑл тӑвансене мухтаса ҫапла каланӑ: «Эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр» (Евр. 10:34). Павелпа юнашар пулнӑ тӑвансемпе танлаштарсан, еврей христианӗсем унпа пӗрле пулса ӑна пулӑшайман. Апла пулсан, вӗсем уншӑн мӗн тума пултарнӑ? Хӗрӳллӗн кӗлтума пултарнӑ (Евр. 13:18, 19).
14 Паян эпир те тӗрмере ларакан тӑвансенчен, тен, аякра пурӑнатпӑр. Вӗсемпе юнашар пурӑнакан Свидетельсемпе танлаштарсан, пирӗн вӗсене ӗҫпе пулӑшма май пулмасан та пултарать. Апла пулин те, эпир вӗсемшӗн пӗрмаях Иеговӑна кӗлтунипе вӗсене хӗрхеннине тата тӑванла юратнине кӑтартма пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, Эритрейӑра тӗрмене хупнӑ арҫын тӑвансем, хӗрарӑм тӑвансем тата ачасем ҫинчен те кӗлӗре асӑнатпӑр-и? Ҫав тӑвансем хушшинче — Паулос Ияссу, Исаак Могос тата Негеде Теклемариам. Вӗсем 20 ҫул ытла ӗнтӗ тӗрмере лараҫҫӗ!
15. Хамӑрӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
15 «Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр». (Еврейсем 13:4 вуласа пар.) Эпир пӗр-пӗрне тӑванла юратнине таса пурнӑҫпа пурӑннипе те кӑтартатпӑр (1 Тим. 5:1, 2). Кам та пулин пухури тӑванпа е унӑн ҫемйинчи ҫынпа аскӑн ӗҫ турӗ пулсан, пухури тӑвансем пӗр-пӗрне шанма пӑрахаҫҫӗ, тӑванла юратасси вара пӗр-пӗрне шанни ҫинче тытӑнса тӑрать. Павел апостол пире: «Хӑвӑр тӑванӑра нихӑҫан та усал ан тӑвӑр, ӑна ан улталӑр»,— тесе асӑрхаттарнӑ (1 Фес. 4:3—8). Унсӑр пуҫне, арӑмӗ хӑйӗн упӑшки порнографи пӑхнине пӗлсен, ҫакӑ унӑн чӗрине мӗн тери ыраттарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫавнашкал упӑшка пирки хӑйӗн арӑмне юратать тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепе хурать тесе калама пулать-и вара? (Матф. 5:28.)
16. Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлни пӗр-пӗрне тӑванла юратнине кӑтартма мӗнле пулӑшать?
16 «Мӗн пуррипе ҫырлахӑр». (Еврейсем 13:5 вуласа пар.) Эпир Иеговӑна шанатпӑр пулсан ҫеҫ мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пултаратпӑр. Иеговӑна шанни пире ырлӑх-пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать (1 Тим. 6:6—8). Иеговӑпа тата тӑвансемпе пирӗн лайӑх хутшӑнусем пурри кирек мӗнле пурлӑхран та пахарах. Мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнакан ҫын ӳпкелешсе, чӑркӑшса тата ыттисенче кӑлтӑксем шыраса ҫӳремест. Ҫавнашкал ҫын ҫӑткӑнлӑхран тата кӗвӗҫессинчен пӑрӑнать, мӗншӗн тесен ҫак япӑх енсем ыттисене тӑванла юратма памаҫҫӗ. Мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пӗлни уҫӑ кӑмӑллӑ пулма хавхалантарать (1 Тим. 6:17—19).
17. Хӑюлӑх пӗр-пӗрне тӑванла юратнине кӑтартма мӗнле пулӑшать?
17 Хӑюллӑ пулӑр. (Еврейсем 13:6 вуласа пар.) Иеговӑна шанни пире кирек мӗнле йывӑрлӑхра та хӑюллӑ пулма пулӑшать. Хӑюллӑ пулни вара алла усма памасть. Ҫакӑ пире пухури тӑвансене хавхалантарма тата лӑплантарма пулӑшать, ҫапла вара эпир тӑванла юратнине кӑтартатпӑр (1 Фес. 5:14, 15). Эпир хӑрушла асап вӑхӑтӗнче те — ҫак усал тӗнчешӗн чи хуйхӑллӑ кунсенче — «пуҫа ҫӗклесе ҫӳлелле пӑх[ма]» пултарӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн кӗҫ-вӗҫ пирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑт ҫитет (Лука 21:25—28).
18. Старейшинӑсене хытӑрах юратас тесе мӗн тума пулать?
18 «Хӑвӑра вӗрентекенсене ан манӑр». (Еврейсем 13:7, 17 вуласа пар.) Старейшинӑсем хӑйсен вӑхӑтне шеллемесӗр, укҫасӑрах пирӗншӗн тӑрӑшни ҫинчен шухӑшласан эпир вӗсене тата хытӑрах юратма пуҫлатпӑр, пирӗн чӗресем пархатарлӑхпа тулӗҫ. Хамӑра тӗрӗс мар тыткаланине пула пирӗн вӗсене хӑйсен савӑнӑҫне ҫухаттарас, хуйхӑрса ӗҫлеттерес килмест. Пачах урӑхла, эпир старейшинӑсене итленипе тата пӑхӑннипе «вӗсене... юратса хисепл[енине]» кӑтартасшӑн (1 Фес. 5:13).
ТУНӐ ҪИТӖНӲСЕМ ҪИНЧЕ ЧАРӐНСА АН ТӐРӐР
19, 20. Пӗр-пӗрне тӑванла юратнине тата ытларах кӑтартас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
19 Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн халӑхӗ пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнипе уйрӑлса тӑрать. Павел хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра христиансем пӗр-пӗрне хытӑ юратни ҫинчен палӑртса каланӑ. Анчах та ун хыҫҫӑн вӑл вӗсене «пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма тӑрӑшӑр» тесе хавхалантарнӑ (1 Фес. 4:9, 10). Апла пулсан, пирӗн хамӑр тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑмалла мар!
20 Кӑҫал ҫулталӑк текстне пӑхса айтӑр ҫак ыйтусем пирки шухӑшлар: «Тараватлӑ пулас тесе тата ытларах вӑй хума пултаратӑп-и? Тӗрмере ларакан тӑвансене асра тытнине эпӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑп? Хамӑн ҫемьене, Турӑ панӑ парнене, эпӗ хисепе хуратӑп-и? Мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма мана мӗн пулӑшма пултарать? Иеговӑна ытларах шанма вӗренес тесен манӑн мӗн тумалла? Эпӗ старейшинӑсене ытларах пулӑшма пултаратӑп-и?» Ҫак ултӑ енчен эпир лайӑхланма тӑрӑшсан ҫулталӑк тексчӗ пирӗншӗн ахаль сӑмах ҫеҫ пулмӗ. Айтӑр «яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр» тесе чӗнсе калани тӑрӑх пурӑннине ӗҫпе кӑтартар (Евр. 13:1).
^ [1]9-мӗш абзац. Иегова Свидетелӗсем ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ тӑвансене мӗнле пулӑшни ҫинчен 2002 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» 8—9 страницӑсенче тата «Свидетели Иеговы — возвещатели Царства Бога» кӗнекере, 19-мӗш сыпӑкра вулама пулать.