«Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсем
Библи тӑрӑх ҫырнӑ журналсене эсир пин-пин чӗлхепе уҫласа илме пултаратӑр. «Хурал башни» журнал тӗнчере пулса иртекен событисем Библири пророкла каланисемпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине кӑтартать. Вӑл ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернипе йӑпатать тата Иисус Христоса ҫирӗпрех ӗненме пулӑшать. «Вӑранӑр!» журнал кулленхи йывӑрлӑхсем ҫинчен тата вӗсене мӗнле татса памалли ҫинчен каласа парать. Унсӑр пуҫне, ҫак журнал пире Пурнӑҫ Паракана ӗненме тата вӑл ҫӗр ҫинче илемлӗ ҫӗнӗ тӗнче туса пама сӑмах панине ҫирӗпрех шанма пулӑшать.
Чӗлхесен списокӗнче чӗлхене суйласа илӗр те Шырӑр ҫине пусӑр, вара эсир ҫак чӗлхепе тухнӑ журналсене тата вӗсем мӗнле форматпа тухнине курӑр.