2 Тимофей 2:1—26

  • Павел хӑйӗн сӑмахӗсене шанчӑклӑ ҫынсене пӗлтерме ыйтать (1—7)

  • Павел ырӑ хыпаршӑн асап тӳсет (8—13)

  • Туррӑн сӑмахне тӗрӗс вӗрент (14—19)

  • «Яшлӑх ҫулӗсенче пулакан кӑмӑл-туртӑмран тар» (20—22)

  • Хирӗҫлекенсемпе хамӑра мӗнле тытмалла? (23—26)

2  Ҫапла вара, ывӑлӑм, Христос Иисус кӑтартакан виҫесӗр ырӑлӑх урлӑ вӑй илсе тӑр.  Хӑв манран нумай ҫын умӗнче мӗн илтнине шанчӑклӑ ҫынсене, ыттисене вӗрентме пултаракансене*, вӗрент.  Христос Иисусӑн чӑн-чӑн салтакӗ пулнӑ май асап курма хатӗр пул.  Салтаксенчен пӗри те, хӑйне ҫара чӗнсе илнӗскерне юрас тет пулсан, укҫа ӗҫлесе илес ҫӗре хутшӑнмасть*.  Ӑмӑртӑва хутшӑнакан та правилӑсене тытса тӑмасан награда* илеймӗ.  Тӑрӑшса ӗҫлекен ҫӗр ӗҫченӗ хӑй ӳстернӗ ҫимӗҫне пуринчен малтан ҫиме тивӗҫлӗ.  Эпӗ мӗн калани ҫинчен пӗрмаях шухӑшла. Ҫӳлхуҫа сана пӗтӗмпех ӑнланма пулӑшӗ.  Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине тата вӑл Давидӑн тӑхӑмӗ пулнине асра тыт. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтеретӗп те.  Ҫак ырӑ хыпаршӑн эпӗ асап тӳсетӗп, преступник пек тӗрмере ларатӑп. Анчах та Туррӑн сӑмахне сӑнчӑрласа хума ҫук. 10  Ҫавӑнпа суйласа илнисемшӗн эпӗ, вӗсем те Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑнине пула ҫӑлӑнччӑр тата ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тесе, пурне те чӑтӑмлӑн тӳссе ирттеретӗп. 11  Акӑ шанӑҫа тивӗҫлӗ сӑмахсем: эпир унпа пӗрле вилнӗ пулсан, унпа пӗрле пурӑнӑпӑр та; 12  эпир чӑтӑмлӑ пулсан, патшасем пулса унпа пӗрле ертсе пырӑпӑр; эпир унран тунсан, вӑл та пирӗнтен тунӗ; 13  эпир шанчӑклӑ пулмасан та, вӑл яланах шанчӑклӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗнчен хӑй тунма пултараймасть. 14  Вӗсене ҫавна аса илтерсех тӑр, сӑмахсемшӗн ан тавлашӑр тесе вӗсене Турӑ умӗнче кала, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек тавлашусем пӗр усӑ та памаҫҫӗ, итлекенсене сиен ҫеҫ кӳреҫҫӗ. 15  Хӑвна Турӑ ырлатӑр тесен мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех ту, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентекен, никам та тиркеме пултарайман ӗҫлекен пулма тӑрӑш. 16  Турра хурлакан пуш калаҫусенчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен вӗсене пула усаллӑх хушӑнсах пырӗ. 17  Ҫавнашкал калаҫусем гангрена пек сарӑлса пырӗҫ. Ҫавӑн пек калаҫакансем хушшинче — Гимене́й тата Фили́т. 18  Вӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тенипе чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ, тата вӗсем хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӗтереҫҫӗ. 19  Ҫапах та Турӑ хывнӑ ҫирӗп никӗс кисренмӗ, ун ҫинче ҫакӑн пек пичет пур: «Иегова* хӑйӗннисене пӗлет» тата «Иеговӑна* ятран чӗнсе ыйтакан кирек кам та усал ӗҫсене* сирсе ятӑр». 20  Пысӑк кил-ҫуртра ылтӑн тата кӗмӗл савӑтсем кӑна мар, йывӑҫ тата тӑм савӑтсем те пур. Пӗрисемпе ятарлӑ вӑхӑтра* усӑ кураҫҫӗ, теприсемпе кулленхи ӗҫсенче* усӑ кураҫҫӗ. 21  Кам кулленхи ӗҫсенче усӑ куракан савӑт евӗрлисенчен аякра тӑрать, ҫавӑ ятарлӑ вӑхӑтра усӑ куракан савӑт пек пулӗ. Вӑл сӑваплӑ пулӗ, хуҫине усӑ парса тӑрӗ тата пур ырӑ ӗҫ валли те хатӗр пулӗ. 22  Ҫавӑнпа яшлӑх ҫулӗсенче пулакан кӑмӑл-туртӑмран тар, Ҫӳлхуҫана таса чӗрепе чӗнекенсемпе пӗрле тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юрату тата мир* патне туртӑн. 23  Унсӑр пуҫне, ӑссӑр та ним усӑсӑр тавлашусенчен пӑрӑн, вӗсем хирӗҫтерсе ярассине эсӗ хӑвах пӗлетӗн. 24  Ҫӳлхуҫа чурин вара хирӗҫмелле мар. Унӑн пуринпе те ырӑ пулмалла, вӗрентме пултаракан пулмалла тата кам та пулин унпа хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ чухне унӑн хӑйне тытса чарма пӗлмелле. 25  Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле. Вӗсем чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлме пултарччӑр тесе, тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнме* парӗ. 26  Вара вӗсем, Шуйттан* хӑйӗн ирӗкне тутарма хӑйсене чӗрӗллех тытнине ӑнланса илсе, тӑна кӗрӗҫ те унӑн капкӑнӗнчен хӑтӑлӗҫ.

Сноскӑсем

Е «юрӑхлисене».
Е, тен, «кулленхи ӗҫсемпе аппаланмасть».
Е «пуҫ кӑшӑлӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗмарлӑха».
Е «чыслӑ ҫӗрте».
Е «чыслах мар ҫӗрте».
Е «канӑҫлӑх».
Е «шухӑшне улӑштарма».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».