1 Коринф 15:1—58

  • Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ (1—11)

  • Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни — ӗненӗвӗн никӗсӗ (12—19)

  • Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни мӗн пирки шантарать? (20—34)

  • Ӳтлӗ-юнлӑ кӗлетке тата тӳпере пурӑнмалли кӗлетке (35—49)

  • Вилӗмсӗр тата ҫӗрми пулса тӑни (50—57)

  • «Ҫӳлхуҫан ӗҫӗнче яланах нумай тума тӑрӑшӑр» (58)

15  Тӑвансем, эпӗ сире хам пӗлтернӗ ырӑ хыпара аса илтеретӗп, эсир ӑна йышӑнтӑр тата ӑна тытса тӑратӑр.  Эсир ҫак хыпара ҫирӗп тытса тӑрсан ҫеҫ ҫӑлӑнатӑр. Ҫирӗп тытса тӑмасан, эсир ӗненекенсем пулса тӑнинчен усси ҫук.  Чӑн малтан эпӗ сире хам мӗн пӗлнине вӗрентрӗм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ.  Ҫырура каланӑ пек, ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ.  Вара вӑл Кифӑна*, унтан вуниккӗшне курӑннӑ.  Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл пӗр харӑсах 500 арҫын тӑвана курӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ, анчах ытларахӑшӗ халӗ те пурӑнать.  Кайран вӑл Иакова, унтан пур апостола та курӑннӑ.  Юлашкинчен вӑл мана, вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача пекскере, курӑнчӗ.  Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, апостол ятне илме те тивӗҫлӗ мар, мӗншӗн тесен эпӗ Туррӑн пухӑвне хӗсӗрленӗ. 10  Анчах Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула манӑн халӗ ҫакӑн пек тивӗҫ пур. Вӑл мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартни ахалех пулмарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсенчен пуринчен те ытларах ӗҫлерӗм. Анчах ҫавна эпӗ хамӑн вӑйпа тумарӑм, Турӑ хама кӑтартнӑ виҫесӗр ырӑлӑха пула турӑм. 11  Эпӗ-и, вӗсем-и — эпир пӗр хыпарах пӗлтеретпӗр, эсир вара ӑна ӗнентӗр. 12  Эпир Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе пӗлтеретпӗр пулсан, мӗнле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ? 13  Вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, эппин, Христос та чӗрӗлсе тӑман. 14  Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан, эпир хыпар пӗлтерни те, эсир ӗненни те ахалех пулать. 15  Ҫитменнине тата, вилнисем чӑнах та чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, Турӑ Христоса та чӗртсе тӑратман пулать, вара Турӑ Христоса чӗртсе тӑратнӑ тесе пӗлтернипе эпир Турӑ пирки суятпӑр пулать. 16  Вӗт вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать. 17  Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан, эсир ӗненнинчен ним усси те ҫук, сирӗн ҫылӑхсем те каҫарӑнман. 18  Апла вара Христоспа пӗрлӗхре пулса вилнисем ӗмӗрлӗхех вилнӗ пулать. 19  Эпир Христоса ҫак пурнӑҫшӑн ҫеҫ шанса тӑратпӑр пулсан, эпир ҫынсенчен чи телейсӗррисем пулатпӑр. 20  Анчах Христос чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, чӗрӗлсе тӑнисенчен вӑл — пӗрремӗшӗ*. 21  Вилӗм пӗр ҫын урлӑ килнӗ пекех, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси те пӗр ҫын урлах пулӗ. 22  Адама пула пурте вилнӗ пекех, Христоса пула пурте чӗрӗлӗҫ. 23  Анчах кашни хӑй вӑхӑтӗнче чӗрӗлсе тӑрӗ: Христос пӗрремӗш чӗрӗлсе тӑнӑ*, унтан Христосӑннисем, вӑл килсен*, чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 24  Кайран вӗҫӗ ҫитӗ. Ун чухне вӑл мӗнпур патшалӑха, влаҫа, вӑя пӗтерӗ те Патшалӑха Турра, хӑйӗн Ашшӗне, парӗ. 25  Турӑ тӑшмансене пурне те ун ури айне тӑвиччен унӑн патшара лармалла. 26  Юлашки тӑшмана — вилӗме — тӗп тӑвӗҫ. 27  Турӑ «пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ*». Анчах та «пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ» тенӗ пулин те, паллӑ ӗнтӗ, пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ Турӑ ҫав шута кӗмест. 28  Турӑ пурне те ӑна пӑхӑнтарсан, Ывӑлӗ хӑй те пурне те хӑйне пӑхӑнтарнӑ Турра пӑхӑнӗ, вара Турӑ пурин пуҫӗ пулса тӑрӗ. 29  Вилмешкӗн шыва кӗрекенсемпе* вара мӗн пулӗ? Вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, мӗншӗн-ха вӗсем вилмешкӗн шыва кӗреҫҫӗ? 30  Апла, мӗншӗн эпир те хамӑра пӗрмаях хӑрушлӑха кӗртсе ӳкеретпӗр? 31  Эпӗ кашни кун вилӗме куҫран пӑхатӑп. Ҫакӑ, тӑвансем, эсир Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн вӗренекенӗсем пулнипе эпӗ мухтанни чӑн пулнӑ пекех чӑн. 32  Эпӗ Эфесра тискер чӗрчунсемпе ытти ҫынсем пек* кӗрешрӗм пулсан, мана мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ пулсан, эппин, «айтӑр ҫиер те ӗҫер, мӗншӗн тесен ыран вилетпӗр». 33  Ан улталанӑр. Япӑх ҫынсемпе хутшӑнни лайӑх йӑласене пӑсать*. 34  Тӑна кӗрӗр, мӗн тӗрӗс, ҫавна тӑвӑр, ҫылӑх туса ан пурӑнӑр, мӗншӗн тесен сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем Турра пӗлмеҫҫӗ. Ҫакна эпӗ сире намӑслантарас тесе калатӑп. 35  Анчах хӑшӗ-пӗри калӗ: «Вилнисем мӗнле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? Чӗрӗлсе тӑрсан вӗсен мӗнле кӗлетке пулӗ?» 36  Эй ӑссӑрскер! Хӑв акни малтан вилмесен чӗрӗлеймӗ. 37  Акнӑ чухне эсӗ ӳссе ҫитнӗ ӳсентӑрана* мар, пӗрчӗ акатӑн — тулӑ пӗрчи-и вӑл е урӑх тырӑ пӗрчи. 38  Анчах Турӑ ӑна хӑйне кирлӗ пек кӗлетке парать, кашни пӗрче хӑйӗн кӗлеткине парать. 39  Пур кӗлетке* те пӗр пек мар: ҫынсен хӑйсене майлӑ, чӗрчунсен хӑйсене майлӑ, кайӑксен хӑйсене майлӑ, пулӑсен хӑйсене майлӑ. 40  Тӳпери кӗлеткесем те, ҫӗр ҫинчи кӗлеткесем те пур. Тӳпери кӗлеткесен мухтавӗ пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисен — тепӗр тӗрлӗ. 41  Хӗвелӗн мухтавӗ пӗр тӗрлӗ, уйӑхӑн — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен те мухтавӗ тепӗр тӗрлӗ. Ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та мухтавӗ пӗр пек мар. 42  Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракансемпе те ҫавнашкалах. Акни ҫӗрет, чӗрӗлсе тӑраканни ҫӗрмест. 43  Акни чыс-хисепсӗр, чӗрӗлсе тӑраканни мухтавлӑ. Акни халсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни хӑватлӑ. 44  Акни — ӳтлӗ-юнлӑ кӗлетке, чӗрӗлсе тӑраканни — тӳпере пурӑнмалли* кӗлетке. Ӳтлӗ-юнлӑ кӗлетке пур пулсан, тӳпере пурӑнмалли кӗлетке те пур. 45  Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш Адам* чӗрӗ ҫын* пулса тӑнӑ». Юлашки Адам пурнӑҫ паракан сывлӑш пулса тӑнӑ. 46  Анчах малтан тӳпере пурӑнмалли кӗлетке пулман, малтан ӳтлӗ-юнлӑ кӗлетке пулнӑ, кайран ҫеҫ тӳпере пурӑнмалли кӗлетке пулнӑ. 47  Пӗрремӗш ҫын — ҫӗртен, ӑна тӑпраран тунӑ. Иккӗмӗш ҫын — тӳперен. 48  Тӑпраран тунӑ пӗрремӗш ҫын мӗнле, ыттисем те, тӑпраран тунӑскерсем, ҫавнашкалах. Тӳперен килни мӗнле, ыттисем те, тӳперисем, ҫавнашкалах. 49  Эпир тӑпраран тунӑ ҫын евӗрлӗ пулнӑ пек, тӳперен килни евӗрлӗ те пулӑпӑр. 50  Тӑвансем, эпӗ сире акӑ мӗн каласшӑн: ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймасть*, ҫӗрекенни те ҫӗрми пулаймасть*. 51  Эпӗ сире сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх калатӑп: эпир пурте вилӗм ыйхипе ҫывӑрса каймӑпӑр, анчах пурте улшӑнӑпӑр. 52  Ҫакӑ пӗр самантрах, пӗрре куҫ хупса иличченех, труба юлашки хут кӑшкӑртнӑ чухне пулса иртӗ. Труба кӑшкӑртса ярӗ те — вилнисем ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрӗҫ, вара эпир улшӑнӑпӑр. 53  Мӗншӗн тесен ҫӗрекен кӗлеткен ҫӗрми пулса тӑмалла, вилӗмлӗ кӗлеткен вилӗмсӗр пулса тӑмалла. 54  Ҫӗрекенни ҫӗрми пулса тӑрсан тата вилӗмли вилӗмсӗр пулса тӑрсан, «вилӗме ӗмӗрлӗхех пӗтернӗ» тесе ҫырни пурнӑҫланӗ. 55  «Вилӗм, ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ? Вилӗм, ӑҫта санӑн сӑнну?» 56  Вилӗм кӳрекен сӑнӑ вӑл — ҫылӑх, ҫылӑхӑн вӑйӗ — закон*. 57  Тавах Турра, вӑл пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫӗнтерме пулӑшать. 58  Ҫавӑнпа та, манӑн юратнӑ тӑванӑмсем, ҫирӗп те тӗреклӗ пулӑр. Ҫӳлхуҫан ӗҫӗнче яланах нумай тума тӑрӑшӑр. Асра тытӑр: эсир Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлени усӑсӑр мар.

Сноскӑсем

Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтанхи ҫимӗҫ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «малтанхи ҫимӗҫ».
Е «пурне те ун ури айне тунӑ».
Ҫакӑнта шыва кӗрекенсем святой сывлӑш илекенсене пӗлтереҫҫӗ, святой сывлӑш илнине пула вӗсем Христоспа пӗрлӗхре пулаҫҫӗ.
Е, тен, «ҫынсем мӗншӗн кӗрешмелле тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑншӑн».
Е «нравственность тӗлӗшӗнчен пӑсса ярать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗлеткене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗрремӗш ҫын Адам».
Е «чун».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «еткерлӗхе илеймест».
Е «ҫӗрменнине еткерлӗхе илеймест».
Е «ҫылӑх закон урлӑ вӑй илет».