Ӳлӗмхи 14:1—20
14 Унтан эпӗ Сио́н тӑвӗ ҫинче Путек тӑнине куртӑм, унпа пӗрле ҫамкисем ҫине унӑн ятне тата унӑн Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ 144 000-ӗшӗччӗ.
2 Ҫавӑн пекех эпӗ тӳперен сасӑ — кӗрлесе юхакан шыв пек тата хытӑ кӗмсӗртетекен аслати пек сасӑ — илтрӗм. Ҫав сасӑ арфӑпа калакан юрӑҫсен сасси пекчӗ.
3 Вӗсем престолпа тӑватӑ херувим* умӗнче тата старейшинӑсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ пек илтӗнекен юрӑ юрлатчӗҫ. Ҫав юрра ҫӗр ҫинчен туяннӑ 144 000-ӗшӗсӗр пуҫне урӑх никам та вӗренме пултараймарӗ.
4 Вӗсем — хӗрарӑмсемпе ҫывӑрса вараланманскерсем, ар хутшӑнӑвне кӗрсе курманскерсем. Вӗсем Путек кирек ӑҫта кайсан та ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем хушшинчен Турра тата Путеке кӳмелли малтанхи ҫимӗҫсем пек туяннӑ.
5 Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнче суя ҫук, вӗсем пӗр айӑпсӑр.
6 Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере* вӗҫсе пыракан ангела куртӑм, унӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, мӗнпур нацие, йӑха, халӑха, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пӗлтерме ӗмӗрлӗх ырӑ хыпар пурччӗ.
7 Ангел хытӑ сасӑпа ҫапла калатчӗ: «Турӑран хӑрӑр*, ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен унӑн суд тӑвас вӑхӑчӗ* ҫитрӗ! Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Тӑвакана пуҫҫапӑр!»
8 Ун хыҫӗнчен вӗҫсе пыракан тепӗр ангел ҫапла калатчӗ: «Аслӑ Вавилона ҫӗнтерчӗҫ! Аскӑнланма* хӗтӗртекен хӑйӗн хӗрлӗ эрехне мӗнпур халӑха ӗҫтернӗ хулана ҫӗнтерчӗҫ!»
9 Вӗсен хыҫӗнчен вӗҫсе пыракан виҫҫӗмӗш ангел хытӑ сасӑпа ҫапла калатчӗ: «Кам тискер чӗрчуна тата унӑн сӑнне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки ҫине е алли ҫине паллӑ ларттарать,
10 ҫавӑ Турӑ ҫиллин хӗрлӗ эрехне, унӑн хаярлӑхӗн куркинчи нимпе те хутӑштарман хӗрлӗ эрехне, ӗҫӗ тата сӑваплӑ ангелсемпе Путек умӗнче вут-ҫулӑмпа кӳкӗрт ӑшӗнче асапланӗ.
11 Вӗсене асаплантаракан вут-ҫулӑмӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мӑкӑрланса тӑрӗ. Тискер чӗрчуна, унӑн сӑнне пуҫҫапакансем тата унӑн ячӗн паллине ларттарнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ.
12 Ҫавӑнпа сӑваплисене — Туррӑн заповечӗсене тытса тӑракансене тата Иисуса ӗненекенсене* — чӑтӑмлӑх кирлӗ».
13 Вара эпӗ тӳперен сасӑ илтрӗм: «Ҫырса хур: „Ҫак вӑхӑтран пуҫласа Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре тӑрса юлса вилнисем телейлӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен ӗҫӗсем вӗсемпе пӗрлех пырӗҫ тет сывлӑш“».
14 Унтан эпӗ шурӑ пӗлӗт куртӑм. Ун ҫинче такам этем ывӑлӗ евӗрлӗскер ларатчӗ. Унӑн пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗччӗ, аллинче ҫивӗч ҫурла пурччӗ.
15 Тепӗр ангел храмран* тухрӗ те пӗлӗт ҫинче ларакана хытӑ сасӑпа каларӗ: «Ҫурлуна ил те вырса тух: вырмалли вӑхӑт ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче тыр-пул пулса ҫитрӗ».
16 Пӗлӗт ҫинче ларакан ҫӗр ҫине ҫурлине ячӗ те тыр-пула пуҫтарса илчӗ.
17 Унтан тӳпери храмран тепӗр ангел тухрӗ, унӑн та ҫивӗч ҫурла пурччӗ.
18 Тата тепӗр ангел парне вырӑнӗнчен тухрӗ, унӑн вут-ҫулӑмпа пуҫ пулма ирӗк пурччӗ. Вара вӑл ҫивӗч ҫурлаллӑ ангела хытӑ сасӑпа ҫапла каларӗ: «Ҫурлуна ил те ҫӗр ҫинчи виноград ҫупкӑмӗсене пуҫтарса тух, мӗншӗн тесен виноград ҫырли пиҫсе ҫитрӗ».
19 Ангел хӑйӗн ҫурлине ҫӗр ҫине ячӗ те винограда касса илсе Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне пӑрахрӗ.
20 Винограда хула тулашӗнче таптарӗҫ, юнӗ вара сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑча тулса тӑкӑнчӗ. Юн лаша йӗвенӗ таран хӑпарса 300 ҫухрӑма* яхӑн сарӑлчӗ.
Сноскӑсем
^ Е «чӗрӗ чун».
^ Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ кайӑксем вӗҫсе ҫӳрекен тӳпене пӗлтерет.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сехечӗ».
^ Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Иисусӑн ӗненӗвне тытса тӑракансене».
^ Е «сӑваплӑ вырӑнтан». Урӑхла каласан, храмри Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмрен.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «1 600 стадие». 1 ста́ди — 185 м. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.