Иоанн 21:1—25
21 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗренекенӗсене каллех курӑннӑ. Ҫакӑ Тивериа́да тинӗсӗ патӗнче пулнӑ. Вӑл акӑ мӗнле курӑннӑ.
2 Си́мон Пётр, Йӗкӗреш текен Фома́, Галилейӑри Ка́на ҫынни Нафанаи́л, Зеведе́й ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пулнӑ.
3 Си́мон Пётр вӗсене каланӑ: «Эпӗ пулӑ тытма каятӑп». Ыттисем ӑна: «Эпир те санпа пыратпӑр», — тенӗ. Вӗсем кайнӑ та кимӗ ҫине ларнӑ, анчах ҫав каҫ нимӗн те тытайман.
4 Тул ҫутӑлма пуҫласан Иисус ҫыран хӗрринче тӑнӑ, анчах та вӗренекенӗсем ӑна паллайман.
5 Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ: «Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и*?» Вӗсем: «Ҫук!» — тенӗ.
6 Вӑл вӗсене каланӑ: «Тетеле* кимӗрен сылтӑм енне пӑрахӑр, вара тытатӑр». Вӗсем тетелне пӑрахнӑ та питӗ нумай пулӑ кӗнӗрен ӑна туртса кӑларайман.
7 Вара Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ Пётра каланӑ: «Ку Ҫӳлхуҫа!» Ҫакна илтсен Си́мон Пётр, ҫарамас* пулнӑскер, ҫиелти тумтирне тӑхӑннӑ* та шыва сикнӗ.
8 Ытти вӗренекенӗсем, пулӑ кӗрсе тулнӑ тетеле сӗтӗрсе, кимӗпе ишсе пынӑ. Вӗсем ҫырантан аякра пулман, пӗр 90 метра яхӑн* кӑна аякра пулнӑ.
9 Вӗсем ҫыран хӗррине тухсан кӑвайт ҫуннине, кӑвар ҫинче пулӑ выртнине курнӑ. Унтах ҫӑкӑр та пулнӑ.
10 Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ тытнӑ темиҫе пулла илсе килӗр».
11 Си́мон Пётр кимӗ патне таврӑннӑ та шултӑра пулӑ кӗрсе тулнӑ тетеле ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларнӑ, унта 153 пулӑ пулнӑ. Вӗсем ҫав тери нумай пулнӑ пулсан та, тетелӗ ҫурӑлман.
12 Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫиме килӗр». Вӗренекенӗсенчен пӗри те унран: «Эсӗ кам?» — тесе ыйтма хӑяйман, мӗншӗн тесен вӗсем вӑл Ҫӳлхуҫа пулнине пӗлнӗ.
13 Иисус пынӑ та ҫӑкӑр илсе вӗсене валеҫсе панӑ, пуллине те ҫавӑн пекех панӑ.
14 Ку ӗнтӗ Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑнни пулнӑ.
15 Вӗсем апат ҫинӗ хыҫҫӑн Иисус Си́мон Пётра каланӑ: «Иоанн ывӑлӗ Си́мон, эсӗ мана вӗсенчен ытларах юрататӑн-и?» Лешӗ ӑна хуравланӑ: «Ҫапла, Ҫӳлхуҫа, эпӗ сана юратнине* эсӗ хӑв та пӗлетӗн». Вӑл ӑна каланӑ: «Манӑн путексене тӑрантар».
16 Иисус унран иккӗмӗш хут ыйтнӑ: «Иоанн ывӑлӗ Си́мон, эсӗ мана юрататӑн-и?» Лешӗ хуравланӑ: «Ҫапла, Ҫӳлхуҫа, эпӗ сана юратнине* эсӗ хӑв та пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсене пӑх*».
17 Вӑл унран виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑ: «Иоанн ывӑлӗ Си́мон, эсӗ мана юрататӑн-и*?» Пётр хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут: «Эсӗ мана юрататӑн-и?» — тесе ыйтнӑшӑн хурланнӑ, вара каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ веҫех пӗлетӗн. Эпӗ сана юратнине* те пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсене тӑрантар.
18 Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эсӗ ҫамрӑкрах пулнӑ чухне хӑв тумланма пултарнӑ тата хӑв каяс тенӗ ҫӗре кайнӑ. Анчах ватӑлсан, эсӗ аллуна тӑсӑн та, сана урӑххи тумлантарӗ тата сана хӑв каяс килмен ҫӗре илсе кайӗ».
19 Ҫакна вӑл Пётр мӗнле вилӗмпе вилсе Турра мухтава кӑларассине пӗлтерес тесе каланӑ. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл ӑна каланӑ: «Малалла та ман хыҫҫӑн пыр».
20 Пётр каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та хӑйсем хыҫӗнчен Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Шӑпах ҫавӑ каҫхи апат вӑхӑтӗнче Иисусӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Ҫӳлхуҫа, сана кам сутӗ?» — тесе ыйтнӑ пулнӑ.
21 Ӑна курсан, Пётр Иисуса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, унпа вара мӗн пулӗ?»
22 Иисус ӑна каланӑ: «Эпӗ ӑна хам киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? Эсӗ малалла та ман хыҫҫӑн пыр».
23 Вара тӑвансем хушшинче ҫав вӗренекен вилмест текен сӑмах сарӑлнӑ. Анчах Иисус вӑл вилмест тесе каламан, вӑл: «Эпӗ ӑна хам киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» — тенӗ.
24 Ҫакӑн ҫинчен шӑпах ҫав вӗренекен каласа пӗлтерет, ҫакна вӑл ҫырнӑ. Вӑл каласа пӗлтерни чӑн, ҫавна эпир пӗлетпӗр.
25 Иисус урӑх ӗҫсем те нумай тунӑ. Вӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем* валли тӗнчере вырӑн ҫитмен пулӗччӗ тесе шутлатӑп.
Сноскӑсем
^ Е «ҫимешкӗн пулӑ пур-и».
^ Е «сӗрекене».
^ Е «пилӗк таран ҫарамас».
^ Е «пилӗкӗ тавра ҫыхнӑ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «300 чикене яхӑн». Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «эсӗ маншӑн ҫав тери хаклӑ пулнине».
^ Е «эсӗ маншӑн ҫав тери хаклӑ пулнине».
^ Е «кӗт».
^ Е «хаклатӑн-и».
^ Е «эсӗ маншӑн ҫав тери хаклӑ пулнине».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗркемсем».