Галати 6:1—18

  • «Йывӑрлӑхсенче пӗр-пӗрне пулӑшӑр» (1—10)

    • «Ҫын мӗн акать, ҫавна вырса илет» (7, 8)

  • Ӳт кастарни ниме те пӗлтермест (11—16)

    • «Туррӑн ҫӗнӗ пултарнийӗ» (15)

  • Юлашкинчен каланӑ сӑмахсем (17, 18)

6  Тӑвансем, пӗр-пӗр ҫын хӑй ӑнланмасӑрах тӗрӗс мар утӑм турӗ пулсан та, эсир, святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнакансем, йӑваш кӑмӑллӑ пулса ӑна тӳрлетме тӑрӑшӑр. Ҫав хушӑрах хӑвӑра хӑвӑр асӑрхаса тӑрӑр: сирӗн те илӗртӳ хыҫҫӑн каймалла ан пултӑрччӗ.  Йывӑрлӑхсенче пӗр-пӗрне пулӑшӑр, ҫапла туса эсир Христосӑн законне пурнӑҫлатӑр.  Кам та пулин хӑй ниме тӑман ҫӗртенех хӑйне асла хурать пулсан, вӑл хӑйне хӑй улталать.  Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗрӗслетӗр, вара вӑл хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнма пултарӗ.  Мӗншӗн тесен кашнийӗ хӑйӗн ҫӗклемне* хӑй ҫӗклӗ.  Унсӑр пуҫне, Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн ырри пур, ҫавна пурне те хӑйӗн вӗрентекенӗпе пӗрле пайлатӑр.  Ан улталанӑр: Турӑран мӑшкӑлласа кулма ҫук*. Ҫын мӗн акать, ҫавна вырса илет.  Кам хӑйӗн ҫылӑхлӑ кӗлеткин кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайса акать, ҫавӑ унран вилӗм* вырса илӗ. Кам вара святой сывлӑш хыҫҫӑн кайса акать, ҫавӑ сывлӑшран ӗмӗрлӗх пурнӑҫ вырса илӗ.  Ҫавӑнпа та ырӑ туса ал усар мар, мӗншӗн тесен парӑнмасан* хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр. 10  Эппин, май* пур чухне пурне те ырӑ тӑвар, уйрӑмах хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑ тӑвар. 11  Курӑр-ха, эпӗ ҫак ҫырӑва сирӗн пата хам аллӑмпах мӗнле пысӑк саспаллисемпе ҫыртӑм. 12  Ҫын кӑмӑлне юрас текенсем сире ӳт кастарма хистеҫҫӗ, ҫавна вӗсем Христосӑн асап юпишӗн* хӑйсене ан хӗсӗрлеччӗр тесе ҫеҫ тӑваҫҫӗ. 13  Ӳтне кастаракансем хӑйсем те закона тытса тӑмаҫҫӗ, сире вара, сирӗнпе* мухтанма сӑлтав пултӑр тесе, ӳт кастарма хистеҫҫӗ. 14  Эпӗ вара пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӑталаса вӗлернӗ асап юписӗр пуҫне урӑх нимӗнпе те мухтанасшӑн мар. Ӑна пула маншӑн тӗнче вилнӗпе пӗрех*, эпӗ те тӗнчешӗн вилнӗпе пӗрех. 15  Ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те ниме те пӗлтермест, чи пӗлтерӗшли вӑл — Туррӑн ҫӗнӗ пултарнийӗ пулса тӑни. 16  Ҫак йӗркепе пурӑнакансене пурне те — Туррӑн Израильне — Турӑ мир* патӑр тата хӗрхеннине кӑтарттӑр. 17  Текех никам та мана чӑрмав кӳрсе ан тӑтӑр, мӗншӗн тесен ман кӗлетке ҫинче эпӗ Иисусӑн чури пулнине кӑтартакан паллӑ* пур. 18  Тӑвансем, сирӗн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулнӑран пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.

Сноскӑсем

Е «хӑйӗн яваплӑх ҫӗклемне».
Е «Турра улталама ҫук».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗрнине».
Е «халтан каймасан».
Е «вӑхӑт».
Словаре пӑхӑр.
Е «сирӗн ӳтпе».
Е «тӗнчене юпа ҫине пӑталанӑ».
Е «канӑҫлӑх».
Е «клеймо».