Галати 5:1—26

  • Христиансен ирӗклӗхӗ (1—15)

  • «Святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнӑр» (16—26)

    • Ҫылӑхлӑ кӗлеткен ӗҫӗсем (19—21)

    • Сывлӑш ҫимӗҫӗ (22, 23)

5  Ҫавӑн пек ирӗклӗхшӗн пире Христос ирӗке кӑларнӑ та. Ҫавӑнпа та ҫирӗп пулӑр, каллех хӑвӑра чуралӑх сӳсменне* тӑхӑнтартма ан парӑр.  Эпӗ, Павел, калатӑп сире: эсир ӳт кастарсан, сире Христосран нимӗнле усӑ та пулмӗ.  Тепӗр хут аса илтеретӗп: ӳт кастаракан кашни ҫыннӑн пӗтӗм закона тытса тӑмалла.  Эсир, закона тытса тӑнипе тӳрӗ ҫынсем пулма тӑрӑшакансем, хӑвӑра Христосран уйӑрса ятӑр, унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗсӗр тӑрса юлтӑр.  Эпир вара, сывлӑша пула, ӗненӳрен килекен тӳрӗлӗхе чӑтӑмсӑррӑн шанса кӗтсе тӑратпӑр.  Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулнӑ чухне ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те ниме те пӗлтермест. Чи кирли вӑл — ӗненни, вӑл юратнинчен курӑнать.  Эсир лайӑх чупса пыраттӑрччӗ. Малалла та чӑнлӑха пӑхӑнса тӑма сире кам чӑрмантарчӗ-ха?  Ҫапла вӗрентни хӑвӑра чӗнсе илекенрен мар.  Сахал кӑвас чусти пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе ярать. 10  Эсир, Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре тӑракансем, урӑхла шухӑшламӑр тесе ҫирӗп шанатӑп. Хӑвӑра пӑтратакан вара, вӑл кирек кам пулсан та, хӑйне тивӗҫлӗ наказани илӗ. 11  Тӑвансем, эпӗ халӗ те ӳт кастармалла тесе вӗрентетӗп пулсан, апла мӗншӗн-ха мана хӗсӗрлеҫҫӗ? Эпӗ ҫапла вӗрентнӗ пулсан, Христосӑн асап юпи** мана хирӗҫ тӑракансене ҫиллентермен пулӗччӗ*. 12  Сире улталама хӑтланакансем вара ӳтне кӑна мар, йӑлтах кастарччӑр*. 13  Тӑвансем, сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗ тесе хӑвӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма юраса ан пурӑнӑр. Юратнӑран пӗр-пӗриншӗн чурасем пек ӗҫлесе тӑрӑр. 14  Мӗншӗн тесен пӗтӗм закон пӗр заповедьре — «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» текен заповедьре. 15  Енчен те эсир пӗр-пӗрне кӑшласа-ҫисе пурӑнатӑр пулсан, асӑрханӑр: сирӗн пӗр-пӗрне пӗтермелле ан пултӑрччӗ. 16  Калатӑп сире: святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнӑр, вара эсир нимӗнле ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн та каймӑр. 17  Ҫылӑхлӑ кӗлетке* хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмне пула сывлӑша хирӗҫлет, сывлӑш вара кӗлеткене хирӗҫлет. Вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та эсир хӑвӑр тӑвас тенине тумастӑр. 18  Енчен те сире сывлӑш ертсе пырать пулсан, эсир закон аллинче мар. 19  Ҫылӑхлӑ кӗлеткен* ӗҫӗсем паллӑ, вӗсем акӑ ҫаксем: аскӑнланни*, таса маррине туни, намӑссӑрла хӑтланни*, 20  йӗрӗхсене пуҫҫапни, асамлани-тухатлани*, тӑшманлӑ пулни, хирӗҫни, кӗвӗҫни, тарӑхни, вӑрҫӑнни, пайланса кайни, секта пуҫарса яни, 21  ӑмсанни, ӗҫке ярӑнни, асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗ туни тата ҫавӑн евӗрли ытти те. Эпӗ сире унччен асӑрхаттарнӑччӗ ӗнтӗ, халӗ тепре асӑрхаттаратӑп: ҫавӑн пек ӗҫсене тӑвакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ. 22  Сывлӑш ҫимӗҫӗ вара ҫакӑ: юрату, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх*, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑллӑх, ырӑлӑх, ӗненӳ, 23  йӑвашлӑх, чарулӑх. Ҫавӑн евӗрлӗ лайӑх енсене сивлекен закон ҫук. 24  Унсӑр пуҫне, камсем Христос Иисусӑн, ҫавсем хӑйсен ҫылӑхлӑ кӗлеткине кӑмӑл-туртӑмӗ-мӗнӗпех юпа ҫине пӑталанӑ. 25  Эпир сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, айтӑр малалла та хамӑра сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн тытар. 26  Айтӑр чапшӑн ҫунма пуҫлар мар, пӗр-пӗрне тупӑшма хӗтӗртер мар тата пӗр-пӗрне ӑмсанар мар.

Сноскӑсем

Ҫакӑ мӗнле те пулин ҫӗклеме йӑтма е туртма пулӑшакан хатӗр, ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ е выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартаҫҫӗ.
Е «эпӗ Христосӑн асап юпи ҫинчен вӗрентни».
Е «мана хирӗҫ тӑракансемшӗн такӑнтаракан чул пулса тӑман пулӗччӗ».
Е «евнухсем пулса тӑччӑр». Ҫавна пула вӗсем хӑйсем хӳтӗлекен закона тытса тӑма юрӑхсӑр пулӗччӗҫ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳтӗн».
Е «чӑрсӑррӑн хӑтланни». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
Грек текстӗнче усӑ курнӑ сӑмах наркотике ӑша илнине те пӗлтерме пултарать.
Е «мир».