Апостолсен ӗҫӗсем 9:1—43

  • Савл Дамаска каять (1—9)

  • Савла пулӑшма Ананийӑна яни (10—19а)

  • Савл Иисус ҫинчен Дамаскра ырӑ хыпар пӗлтерет (19ӑ—25)

  • Савл Иерусалима ҫитет (26—31)

  • Пётр Энея сыватать (32—35)

  • Доркӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратни (36—43)

9  Савл вара Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗсене вӗлерме те хатӗр пулнипе чи аслӑ священник патне кайнӑ та  унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе* пыракансене пурне те — арҫынсене те, хӗрарӑмсене те — арестлесе* Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ.  Ҫул ҫинче, Савл Дамаска ҫывхарса пынӑ чухне, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ.  Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Савл, Савл, эсӗ мӗншӗн мана хӗсӗрлетӗн?» — текен сасӑ илтӗннӗ.  Савл унран: «Хуҫам, кам эсӗ?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ ӑна каланӑ: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус.  Тӑр та хулана кай. Унта сана мӗн тумаллине калӗҫ».  Савлпа пӗрле пыракансем хытӑ тӗлӗннипе ним чӗнейми тӑнӑ: вӗсем сасӑ илтнӗ, анчах никама та курман.  Савл ура ҫине тӑнӑ. Унӑн куҫӗсем уҫӑ пулнӑ пулин те, вӑл нимӗн те курман, ҫавӑнпа ӑна аллинчен ҫавӑтса Дамаска илсе ҫитернӗ.  Виҫӗ кун хушши вӑл нимӗн те курман, ҫимен те, ӗҫмен те. 10  Дамаскра Ана́ния ятлӑ вӗренекен пурӑннӑ. Ҫӳлхуҫа курӑнура ӑна: «Ана́ния!» — тесе чӗннӗ. Лешӗ: «Итлетӗп сана, Ҫӳлхуҫа», — тенӗ. 11  Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «Тӳрӗ текен урама кай та Иудӑн килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине ыйт. Вӑл халӗ кӗлтӑвать. 12  Курӑнура вӑл хӑйӗн патне Ана́ния ятлӑ ҫын пынине, хӑйне каллех куракан тумашкӑн хӑйӗн ҫине ҫав ҫын ал хунине курчӗ». 13  Анчах та Ана́ния каланӑ: «Ҫӳлхуҫам, эпӗ ҫак ҫын ҫинчен, вӑл Иерусалимра санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтрӗм. 14  Аслӑ священниксем ӑна сана ятран чӗнсе ыйтакансене пурне те кунта та арестлеме* ирӗк панӑ». 15  Анчах Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «Кай, мӗншӗн тесен вӑл — эпӗ суйласа илнӗ ҫын*. Ӑна эпӗ халӑхсене, патшасене тата Израиль ҫыннисене хамӑн ят ҫинчен пӗлтерме суйласа илтӗм. 16  Эпӗ ӑна ман ятшӑн унӑн мӗн чухлӗ асап курмаллине кӑтартӑп». 17  Ана́ния кайнӑ та, ҫав киле кӗрсе, Савл ҫине ал хурса каланӑ: «Савл, тӑванӑм, эсӗ кунта килнӗ чухне хӑвна курӑннӑ Иисус Ҫӳлхуҫа, сана каллех куракан тӑвас тесе тата санӑн святой сывлӑш илмелле пултӑр тесе, мана сан пата ячӗ». 18  Ҫав самантрах Савл куҫӗнчен темӗскер пулӑ хуппи пекки хӑйпӑнса ӳкнӗ те, вӑл каллех куракан пулса тӑнӑ. Вӑл шыва кӗнӗ. 19  Унтан вӑл апат ҫинӗ, вара ӑна вӑй кӗнӗ. Савл темиҫе кун хушши вӗренекенсемпе пӗрле Дамаскра пулнӑ. 20  Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус ҫинчен, вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулни ҫинчен пӗлтерме пуҫланӑ. 21  Ӑна илтекен ҫынсем пурте тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: «Иисусӑн вӗренекенӗсене Иерусалимра хаяррӑн хӗсӗрленӗ ҫын мар-и вара ку? Вӑл кунта та вӗсене арестлесе аслӑ священниксем патне илсе кайма килменччӗ-и-ха?» 22  Савл вара ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑрах та ӑнӑҫлӑрах пӗлтернӗ, Иисус вӑл Христос пулнине кӑтартакан витӗмлӗ ҫирӗплетӳсем илсе парса вӑл Дамаскра пурӑнакан еврейсене ним чӗнейми тунӑ. 23  Чылай кун иртсен, еврейсем ӑна вӗлерме кавар тунӑ. 24  Анчах Савл вӗсен каварӗ ҫинчен пӗлнӗ. Ӑна вӗлерес тесе вӗсем кунӗн-ҫӗрӗн хула хапхисене сыхласа тӑнӑ, 25  ҫавӑнпа унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле ӑна хула хӳминчи шӑтӑкран пысӑк карҫинккапа* антарнӑ. 26  Иерусалима ҫитсен Савл Иисусӑн вӗренекенӗсемпе хутшӑнма тӑрӑшнӑ, анчах унран пурте хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑнине ӗненмен. 27  Ӑна Варна́ва пырса пулӑшнӑ. Вӑл Савла апостолсем патне илсе пынӑ та Савл ҫул ҫинче пулнӑ чухне Ҫӳлхуҫана курнине, Ҫӳлхуҫа унпа калаҫнине тата вӑл Дамаскра Иисус ячӗпе хӑюллӑн ырӑ хыпар пӗлтернине пӗтӗмпех каласа панӑ. 28  Вара Савл апостолсемпе юлнӑ. Вӑл Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗ ҫинчен хӑюллӑн пӗлтерсе ҫӳренӗ. 29  Вӑл грекла калаҫакан еврейсемпе калаҫнӑ тата тавлашнӑ, лешӗсем вара ӑна вӗлересшӗн пулнӑ. 30  Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен тӑвансем ӑна Кесарие илсе кайнӑ, кайран Тарс хулине янӑ. 31  Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри тата Самарири пухусемшӗн лӑпкӑ вӑхӑт ҫитнӗ. Иеговӑран* хӑраса пурӑннине* пула тата святой сывлӑш пулӑшнине пула вӗсем ҫирӗпленсе пынӑ, шучӗпе те ӳссе пынӑ. 32  Ҫав тавралӑхра ҫӳренӗ чухне Пётр Лиддӑра пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем патне ҫитнӗ. 33  Унта вӑл Эне́й ятлӑ пӗр ҫынна курнӑ, ӑна паралич ҫапнӑран вӑл сакӑр ҫул хушши вырӑн ҫинчен тӑрайман. 34  Пётр ӑна каланӑ: «Эне́й, Иисус Христос сыватать сана. Тӑр та вырӑнна пуҫтар». Вара Эне́й ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ. 35  Лиддӑра тата Саро́н тӳремлӗхӗнче пурӑнакансем пурте вӑл сывӑ пулнине курсан Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ. 36  Иоппире Тави́фа ятлӑ хӗрарӑм, Иисусӑн вӗренекенӗ, пурӑннӑ. Грекла унӑн ячӗ До́рка* пулать. Вӑл нумай ырӑ ӗҫ тунӑ тата чухӑнсене пулӑшнӑ. 37  Ҫав кунсенче вӑл чирлесе ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ӑна ҫуса ҫӳлти пӳлӗме хунӑ. 38  Лидда Иоппирен инҫех мар пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗренекенсем Пётр Лиддӑра пулнине илтсен, ун патне икӗ ҫынна янӑ та хӑйсем патне хӑвӑртрах пыма ыйтнӑ. 39  Вара Пётр вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Унта ҫитсен, ӑна ҫӳлти пӳлӗме илсе кӗнӗ. Ун тавра тӑлӑх арӑмсем пуҫтарӑннӑ та макӑра-макӑра До́рка ҫӗлесе панӑ кӗпе-тумтире кӑтартма пуҫланӑ. 40  Пётр пурне те тухма ыйтнӑ, хӑй вара чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вилнӗ хӗрарӑм енне ҫаврӑнса: «Тави́фа, тӑр!» — тенӗ. Лешӗ куҫне уҫнӑ та, Пётра курсан, тӑрса ларнӑ. 41  Пётр ӑна аллинчен тытса ура ҫине тӑма пулӑшнӑ, унтан сӑваплӑ ҫынсемпе тӑлӑх арӑмсене чӗннӗ, лешӗсем кӗнӗ те вӑл чӗрӗ пулнине курнӑ. 42  Ҫакӑн ҫинчен Иоппире пурӑнакансем пурте илтнӗ, вара нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ. 43  Пётр чылай кун хушши Иоппире, сӑран тӑвакан Си́мон ятлӑ ҫын патӗнче, пурӑннӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫулпа». Ҫакӑнта христиансен вӗрентӗвӗсемпе пурнӑҫ йӗрки ҫинчен сӑмах пырать.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫыхса хурса; сӑнчӑрласа хурса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫыхса хума; сӑнчӑрласа хума».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «савӑт».
Е «лӑпӑпа».
До́рка грек ячӗ те, Тави́фа арамей ячӗ те «газель» тенине пӗлтереҫҫӗ.