А1
Библие куҫарнӑ чухне тытса тӑнӑ принципсем
Паянхи куна Библие пӗтӗмпех е унӑн уйрӑм пайӗсене 3 000 ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Чи малтанах Библие авалхи еврей, арамей тата авалхи грек чӗлхисемпе ҫырнӑ пулнӑ. Библие вулакансенчен нумайӑшӗ ҫав чӗлхесене ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене хӑйсем ӑнланакан куҫару кирлӗ. Библие куҫарнӑ чухне мӗнле принципсене тытса тӑмалла? Тата «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑва хатӗрленӗ чухне ҫак принципсене мӗнле тытса тӑнӑ?
Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Библие тӳррӗн, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, пирвайхи текстра пулнӑ шухӑшсене тӗрӗсрех пама пулать. Ҫапах та пур чухне те апла пулмасть. Акӑ хӑш-пӗр сӑлтавсем:
-
Кашни чӗлхен грамматики, лексики тата синтаксисӗ хӑйне евӗрлӗ. Еврей чӗлхине тӗпчекен пӗр профессор, С. Р. Драйвер, каланӑ тӑрӑх, «чӗлхесем грамматика тата семантика тӗлӗшӗнчен кӑна мар, предложенири шухӑшсем мӗнле ҫыхӑнса тӑнипе те уйрӑлса тӑраҫҫӗ». Тӗрлӗ чӗлхере пӗр шухӑшсенех тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Драйвер профессор малалла ҫапла калать: «Чӗлхесем пӗр-пӗринчен предложенири шухӑшсене мӗнле майлаштарнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ».
-
Хальхи чӗлхесенчен пӗри те лексика тата грамматика тӗлӗшӗнчен авалхи еврей, арамей тата авалхи грек чӗлхипе пӗр килмест. Ҫавӑнпа та Библие сӑмахран сӑмаха куҫарсан, текст ӑнланмалла мар пулать, хӑш-пӗр чухне вара шухӑшсене тӗрӗс мар та пама пулать.
-
Сӑмахӑн е сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшӗ ҫине контекст вӑйлӑ витӗм кӳрет.
Шухӑшсене сӑмахран сӑмаха куҫарма май пур чухне те куҫараканӑн питӗ асӑрхануллӑ пулмалла.
Сӑмахран сӑмаха куҫарни шухӑша тӗрӗс ӑнланма чӑрмантарнине кӑтартакан хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар:
-
Библире «ҫывӑрни» тата «ҫывӑрса кайни» тенисем ыйхӑпа ҫывӑрса кайнине кӑна мар, вилсе кайнине те пӗлтереҫҫӗ (Матфей 28:13; Апостолсен ӗҫӗсем 7:60). Контекстра сӑмах вилӗм ҫинчен пырать пулсан, куҫаракан «вилӗм ыйхипе ҫывӑрса кайни» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курма пултарать е ҫав шухӑша «вилни» текен сӑмахпа пама пултарать (1 Коринф 7:39; 1 Фессалоника 4:13; 2 Пётр 3:4).
-
Эфес 4:14-мӗшӗнче Павел апостол усӑ курнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ сӑмахран сӑмаха «ҫынсем шӑмӑ ҫаврашкисемпе выляни» тесе куҫарӑнать. Ҫак авалхи идиома шӑмӑ ҫаврашкисемпе вылякансем пӗр-пӗрне час-часах улталанипе ҫыхӑннӑ. Нумай чӗлхере ҫак идиомӑна сӑмахран сӑмаха куҫарсан, вӑл ниме те пӗлтермест. Анчах та ӑна «чее меслет» тесе куҫарсан, Библири ҫак сӑвӑ йӗрки чылай ӑнланмалларах пулса тӑрать.
-
Рим 12:11-мӗшӗнче усӑ курнӑ грек сӑмах ҫаврӑнӑшӗ сӑмахран сӑмаха «вӗресе тӑракан сывлӑш» тесе куҫарӑнать. Ҫапла калани чӑвашла кирлӗ шухӑша памасть, ҫавӑнпа ӑна ҫак куҫарура «святой сывлӑш хастарлӑ пулма хавхалантарса тӑни» тесе куҫарнӑ.
-
Ту ҫинче каланӑ проповедьри Иисусӑн сӑмахӗсене, Матфей 5:3-мӗшӗнче усӑ курнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшне, «мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ» е «чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ» тесе куҫараҫҫӗ (Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ; Библи куҫарӑвӗн институчӗ куҫарнӑ «Ҫӗнӗ Халал»). Анчах чылай чӗлхесенче ҫакӑн пек куҫарни ӑнланмалла мар. Вулакан вара Иисус психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар ҫынсем ҫинчен е вӑйсӑр, ҫемҫешке ҫынсем ҫинчен каланӑ пек ӑнланма пултарать. Иисус вара, тӗрӗссипе каласан, ҫыннӑн телейӗ хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтернинчен мар, хӑйне Турӑ ертсе пыни кирлине ӑнланнинчен килет тесе вӗрентнӗ (Лука 6:20). Ҫапла вара, ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура «Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакансем телейлӗ» тесе куҫарнӑ. Ҫакӑн пек куҫарни шухӑша тӗрӗсрех парать.
-
Ытларах чухне «кӗвӗҫни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ҫывӑх ҫын шанчӑклӑ пулма пӑрахнишӗн тарӑхнине е ыттисене, Апостолсен ӗҫӗсем 5:17; Рим 13:13). Анчах та ҫав сӑмахпах лайӑххи ҫинчен каланӑ чухне те усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, ҫак сӑмахпа Иисус тата Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем Турӑшӑн тата ӑна пуҫҫапассишӗн «хастарлӑ» пулни ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ (Иоанн 2:17; 2 Коринф 9:2).
вӗсен мӗн пурришӗн, ӑмсаннине пӗлтерет (Про́сопон текен грек сӑмахне час-часах «пит-куҫ» тесе куҫараҫҫӗ. Анчах контекст тӑрӑх вӑл ҫын кам пулнине, ҫӗр ҫийне, ҫынна тата ыттине те пӗлтерме пултарать
-
Матфей 6:17-мӗш сӑвӑ йӗркинчи «пит-куҫ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗн пӗлтерӗшӗ нумай. Контекст тӑрӑх ҫак сӑмах ҫын кам пулнине, ҫӗр ҫийне, ҫынна тата ыттине те пӗлтерме пултарать (Марк 12:14; Апостолсен ӗҫӗсем 17:26; Иуда 16).
Ҫапла вара, Библие куҫарни вӑл — пирвайхи текстри пӗр-пӗр сӑмаха кашнинчех пӗр пек куҫарса пыни ҫеҫ мар. Пирвайхи текстри шухӑша тӗрӗс парас тесен куҫараканӑн сӑмахсене лайӑх шухӑшласа суйламалла. Унсӑр пуҫне, текста вулама ҫӑмӑл пултӑр тесен предложенири сӑмахсене чӗлхери грамматика нормисемпе килӗшӳллӗн йӗркелемелле.
Ҫав вӑхӑтрах, шухӑша урӑх сӑмахсемпе каласшӑн пулнӑ чухне, виҫине пӗлмелле. Куҫаракан Библие ирӗклӗн, шухӑша хӑй ӑнланнӑ пек куҫарсан, текстри шухӑша пӑсма пултарать. Сӑмахран, вӑл текста хӑйӗн шухӑшне кӗртсе яма е вак-тӗвексене куҫармасӑр хӑварма пултарать. Ҫавӑн пек куҫарӑва вулама ҫӑмӑл пулин те, Библие ытла ирӗклӗн куҫарни вулакана пирвайхи текстӑн чӑн пӗлтерӗшне ӑнланма чӑрмантарма пултарать.
Куҫаракан мӗнле тӗне тытса тӑни те куҫару ҫине витӗм кӳме пултарать. Сӑмахран, Матфей 25:46-мӗшӗнче Иисус кама суд тӑвӗ, ҫавсем пирки «вӗсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ» тенӗ. Авалхи грек чӗлхинче усӑ курнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ, ӑна сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсем ӗмӗрлӗхех касса пӑрахӑнмашкӑн кайӗҫ» тенине пӗлтерет. Хӑш-пӗр куҫаракансем ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «вӗсем ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ» тесе куҫарнӑ. Ҫапла куҫарнинчен вӗсем ҫине хӑйсем тытса тӑракан тӗнӗн вӗрентӗвӗсем витӗм кӳни курӑнать.
Куҫараканӑн ҫакна та шута илмелле: Библие ахаль ҫынсен чӗлхипе ҫырнӑ. Ҫав ҫынсем хушшинче ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсем, кӗтӳҫсем тата пулӑҫсем пулнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 4:13). Апла пулсан, лайӑх куҫару Библие пӗлес текен кирек мӗнле ҫыншӑн та ӑнланма ҫӑмӑл пулмалла. Ҫынсем кулленхи пурнӑҫра калаҫсах кайман сӑмахсемпе усӑ курас вырӑнне уҫӑмлӑ, ансат, ӑнланма ҫӑмӑл сӑмахсемпе усӑ курни лайӑхрах пулать.
Туррӑн ячӗ, Иегова, Библин авалхи алҫырӑвӗсенче нумай хут тӗл пулнине пӑхмасӑрах Библие куҫаракансенчен чылайӑшӗ ҫак ята хӑйсен куҫарӑвӗсенчен пӗр сӑлтавсӑрах кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Нумай куҫарура ҫак ята титулсемпе, сӑмахран, «Ҫӳлхуҫа» титулпа, улӑштарнӑ. Хӑш-пӗр куҫарусене вуланӑ чухне вара Туррӑн ят пуррипе ҫуккине те ӑнланма йывӑр. Тӗслӗхрен, Иоанн 17:6-мӗшӗнче тата Иоанн 17:26-мӗшӗнче Иисус каланӑ кӗлӗри сӑмахсене пӗр куҫарура ҫапла куҫарнӑ: «Эпӗ сана хӑв мана панисене уҫса патӑм» тата «Эпӗ сана вӗсене пӗлтертӗм». Анчах та ҫапла куҫарсан тӗрӗсрех пулнӑ пулӗччӗ: «Эсӗ мана панӑ ҫынсене эпӗ санӑн ятна пӗлтертӗм» тата «Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм».
Акӑлчан чӗлхипе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн малтанхи кӑларӑмӑн умсӑмахӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пирӗн куҫару — Сӑваплӑ Ҫырӑва ирӗклӗн куҫарнӑ куҫару мар. Эпир хальхи акӑлчан чӗлхи паракан майсемпе усӑ курса Библие май ҫитнӗ таран тӳррӗн куҫарма тӑрӑшрӑмӑр, шухӑш ӑнланмалла мар пулса тӑнӑ чухне кӑна сӑмахран сӑмаха куҫармарӑмӑр». Ҫапла вара, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн Комитечӗ виҫине пӗлме тӑрӑшрӗ: пӗр енчен, пирвайхи текстпа килӗшсе тӑракан сӑмахсемпе усӑ курчӗ, тепӗр енчен, лайӑх вуланман тата текстри шухӑша тӗрӗс ӑнланма чӑрмантаракан сӑмахсемпе усӑ курасран асӑрханчӗ. Ҫавна пула Библи ҫӑмӑл вуланать тата Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Сӑмахӑн шухӑшӗсене тӗрӗс ӑнланма пулать (1 Фессалоника 2:13).